Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Культура

Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти «Ровесник» культура ҫуртӗнче пӗрремӗш утӑмсем тӑвакан поэтсен «Астӑвӑм — ӗмӗрлӗх» хула конкурсӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ӑна Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Унта 15-24 ҫулсенчи ачасем хутшӑннӑ.

Конкурса пӗтӗмпе 8 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем — Шупашкарти 29, 7-мӗш шкулсенчен, Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗнчен, Шупашкарти Н.Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗнчен. Кашни хӑй шӑрҫаланӑ пӗр сӑвӑпа паллаштарнӑ. Вӑл ҫар патриотлӑхӗпе ҫыхӑнмалла пулнӑ. Жюри сӑвӑсене хакласа пӗтӗмлетӳ тунӑ.

7-мӗш шкулти Виталий Дмитриев пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. 44-мӗш лицейри Татьяна Семёнова тата Юлия Цой 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене пайланӑ. Жюри Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗнче вӗренекен Анжела Чайниковӑпа Шупашкарти Н.Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗнче ӑс пухакан Анастасия Куртминана та палӑртнӑ. Вӗсем сӑвӑсене чӑвашла вуланӑ.

Конкурсҫӑсене Алиса Чайниковӑпа Константин Рязанов ҫамрӑк юрӑҫсем юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Кашни ҫамрӑк сӑвӑҫа парнесемпе хавхалантарнӑ.

Сӑнсем (5)

 

Республикӑра

Иртнӗ шӑматкун виҫӗ район ентешлӗхӗ уява пухӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ҫав шутра елчӗксем те савӑчӗҫ.

Уяв 10 сехетре, спорт ӑмӑртӑвӗсенчен, пуҫланнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн спорт залӗнче «Ҫӗнтерӳ кубокӗ» республика шайӗнчи турнир иртнӗ. Унта тӗрлӗ районтан килсе ҫитнӗ 120 ытла шкул ачи кире пукан йӑтассипе Елчӗк ен ентешлӗхӗн кубокӗшӗн ӑмӑртнӑ. Турнира уҫнӑ ҫӗрте Тӑван Ҫӗpшывӑн аслӑ вӑрҫине тата Афган Афган вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансем пулнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Борис Миронов та пухӑннисене уявпа саламланӑ. «Ку ӑмӑртӑва йӗркелеме кире пуканӗ йӑтассипе Гиннес кӗнекинех лекме пултарнӑ Елчӗк ен мухтавлӑ ывӑлӗ Юрий Карпов чылай тӑрӑшрӗ», — тесе пӗлтерет спорт мероприятийӗ пирки Елчӗк хастарӗ Зоя Яковлева.

Спортсменсене Раҫҫейӗн пултаруллӑ купӑсҫи Арсений Яйцов хитре кӗвӗсемпе хавхалантарнӑ иккен. Пуҫтарӑннисем ӑмӑртнисӗр пуҫне ташланӑ та, юрланӑ та.

Унтах «Вилӗмсӗр полк» акци иртнӗ. Ачасем Тӑван ҫӗpшывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ аслашшӗ-асламӑшӗн аллӑ ытла сӑнӳкерчӗкне илсе килнӗ.

Пӗтӗмӗшле командӑсем хушшинче кире пуканӗ йӑтса Елчӗк, Йӗпреҫ, Шупашкар районӗсен командисем мала тухнӑ, «Елчӗк ен» ентешлӗхӗн парнисене тивӗҫнӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/353.html
 

Ҫутҫанталӑк

Шупашкар хули 550 ҫул тултарнӑ тӗле 5500 кедр лартма палӑртнӑ. Пӗрремӗш йывӑҫсене кӑҫалах лартӗҫ. Вӗсем хулан тӗрлӗ кӗтесӗнче пулӗҫ.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 50 кедр лартӗҫ. Ҫаксем ӗнтӗ плана кӗртнӗ пӗрремӗш йывӑҫсем пулӗҫ те.

Валерий Петров ку пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулнине палӑртать. Ара, хулан таса пулмалла-ҫке. Ку кедрсем Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ҫӗре халӑхшӑн парне те пулӗ.

Палӑртмалла: кунашкал нумай йывӑҫ кашни хуларах ҫук. Кедр сиплӗ те шутланать. Проектпа килӗшӳллӗн, кедр рашчи тума палӑртнӑ. Унта халӑх уҫӑлса ҫӳрӗ, илемпе киленӗ, сиплӗ сывлӑшпа сывлӗ.

Анчах кедра ӳстерме ҫӑмӑл мар. Ӑна пӑхсах тӑмалла. Ҫавӑнпа тӑпрана та Атӑл леш енчен кӳрсе килнӗ. Кедрсене лартмашкӑн пулӑшма кашниех пултарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/76865
 

Республикӑра

Кӑҫал «Архиври каҫ» акци Чӑваш Енре пӗрремӗш хут иртет. Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республикӑри архив учрежденийӗсен алӑкӗсем пуриншӗн те уҫӑ пулӗҫ.

Патшалӑх истори архивӗнче ав хӑнасене манти тӑхӑннӑ архивариус кӗтсе илӗ. Вал вӗсене учрежденири упрамалли пӳлӗмсене кӑтартӗ. Унтах чӑваш поэчӗпе Константин Ивановпа ҫыхӑннӑ архив докуменчӗсен куравӗ йӗркеленӗ.

Ҫавӑн пекех архивра ӗҫлекенсем кунта килекенсене Шупашкарӑн XVII-XVIII ӗмӗрсенчи историйӗпе паллаштарӗҫ. Акци 17 сехетрен пуҫласа 21 сехетчен тӑсӑлӗ.

Хальхи истори патшалӑх архивӗнче Чӑваш Енри паллӑ ҫынсен харпӑр фондӗнчи документсемпе курав йӗркелӗҫ. Вӑл 16:00-21:00 сехетсенче иртӗ.

Электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗнче Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тутарнипе ҫыхӑннӑ мероприятисем иртӗҫ. Кунта вӑрҫӑра, тылра пулнӑ ҫынсен килти архивӗнчи документсене йышӑнӗҫ. Акцие хутшӑнакансем цифра форматне куҫарнӑ документсене флеш-картта ҫине ҫыртарма пултарӗҫ. Акци 17 сехетре пуҫӑнать.

 

Культура

Шупашкарта «Библиошефство» проект пуҫланнӑ. Хулари Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем хӑйсен вулаканӗсене килти фондпа пайланма сӗнеҫҫӗ. Ҫав кӗнекесене сипленмелли учрежденисене ӑсатаҫҫӗ.

Парнене чи малтанах Васкавлӑ медпулӑшу пульници йышӑннӑ. Вулавӑша ҫынсем чылай кӗнеке илсе килеҫҫӗ-мӗн. Хӑш чухне сӗтел те йӑтӑнать.

Тӗрлӗ жанрлӑ кӗнекесем илсе килеҫҫӗ вӗсем. Классика, детектив… Сайра тӗл пулакан кӗнекесене те илсе килеҫҫӗ. Светлана Березкина ку вулавӑшра чылай ҫул ӗҫленӗ. Вӑл проект пирки пӗлсен килти ҫӳлӗксене ухтарнӑ та чылай кӗнеке йӑтса килнӗ.

Халӗ Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче хӑйсен мини-вулавӑшӗ пур. Пациентсемпе медицина ӗҫченӗсем кӗнекесем килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

Ав унта сипленекен Борис Васильев ҫав ҫӳлӗксем ҫинче хӑйне килӗшекен детективсемпе мелодрамӑсем тупнӑ, хаваспах вуланӑ.

Пульницӑсен кӗнеке фончӗсене кашни ҫын пуянлатма пултарать. Кӗнекесене Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑша ҫеҫ илсе пымалла.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян Шупашкар хулинче пысӑк инкек пулнӑ. 9-мӗш класра вӗренекен пиччӗшӗ 2-мӗш класа ҫӳрекен шӑллӗне ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ.

Ку паян, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ирхине пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, асли компьютерпа килте ирчченех вӑйӑ вылянӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ҫав вӑхӑтра ҫывӑрнӑ.

Унччен те пулмасть арҫын ача компьютер хушшинчен тӑнӑ та шӑллӗ патне пырса ӑна ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ.

Халӗ ку ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви уйрӑмӗ тишкерет. Оперативниксем шкулти вӗрентекенсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ. Палӑртмалла: пиччӗшӗпе шӑллӗ Шупашкарти 47-мӗш шкула ҫӳренӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/76851
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫав ачан вӗренес килмен-ши? Мӗн шутпа ҫавӑн пек хӑтланнӑ-ши вӑл? Шӳтлес тенӗ-ши? Ӑнланма йывӑр. Ҫакна халӗ йӗрке хуралҫисен уҫӑмлатма тивет.

Ку ӗҫ паян, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Ирхи 8 сехет ҫурӑра полицие арҫын ача шӑнкӑравланӑ та Шупашкарти 42-мӗш шкулта бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Кун пирки РФ ШӖМӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ хыпарлать.

Шкула полицейскисем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Унта кинологсем те йытӑсемпе пынӑ. Шкулти 280 ҫынна ҫав самантрах эвакуациленӗ. Паллах, пӗлӳ ҫуртне, унӑн ҫывӑхӗнчи территорие полицейскисем, кинологсем тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Нимӗнле бомба та тупайман.

Шӑнкӑравлаканӗ те ҫав шкулта ӑс пухакан арҫын ача пулнӑ-мӗн. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӑть те мӗнле телефонран шӑнкӑравласан та полицейскисем суя хыпара пӗлтерекен йӗрӗ ҫине ӳкнине ӑнланмаҫҫӗ-ши?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/76837
 

Спорт Пӑр керменӗ
Пӑр керменӗ

Шупашкарта Пӑр керменне тӑвас ӗҫ тӑваттӑмӗш ҫул пырать ӗнтӗ. ЧР Спорт министерстви ӑна кӑҫал ҫулла пуҫланиччен уҫасси пирки ӗнентерет те…

Халӗ вара ЧР Спорт министерствин ӗҫченӗсем Чӑвашра пурӑнакан ҫынсен хушшинче сасӑлав ирттерет. Унта Шупашкарти Пӑр керменӗн ятне суйлама сӗнеҫҫӗ.

Пӗтӗмпе 8 ят сӗнеҫҫӗ, вӗсенчен пӗрине, килӗшекеннине, палӑртмалла та кун пирки пӗлтермелле. Ячӗсем ҫакнашкал: «Чебоксары-Арена», «Чувашия», «Арена побед», «Арктика» «Победа-Арена», «Чӑваш Ен», «Чемпион», «Арена-Чувашия». Шел те, сак ятсен йышӗнче пӗри ҫеҫ чӑвашла янӑрать. Чӑвашсене те пин-пин сӑмах хушшинче чи илемлисем те пур-ҫке.

Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн варриччен Пӑр керменӗнчи ӗҫе 90 процент тунӑ. Кӑҫал вара федераци хыснинчен 150 000 000 тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнчех хута та кайман Пӑр керменӗн тӑрри юра пула йӑтӑнни пирки те аса илтерер.

 

Чӑвашлӑх Эскизри чӑн пурнӑҫа хӑҫан куҫайӗ?
Эскизри чӑн пурнӑҫа хӑҫан куҫайӗ?

Ӗнер пирӗн республикӑра Туризма аталантарас ыйтупа ведомствӑсен хушшинчи канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов «Этника Чӑваш Енӗ» туризмпа рекреаци кластерӗ тӑвас ӗҫ епле пыни пирки каласа кӑтартнӑ.

Ку проект миҫе ҫул каялла пуҫланнине те йӑпӑр-япӑр аса илеймӗн. Ҫапах та лав пӗр вырӑнта тӑмасть темелле. Культура министрӗ иртнӗ уйӑхӑн 31-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Правительствипе Туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви республикӑна 250 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса пама килӗшӳ алӑ пуснине пӗлтернӗ. «Кӗмӗле» Шупашкарта тӑвакан «Амазония» этнокомплекс (вӑл та маларах асӑннӑ кластера кӗрет) патне газ, шыв тата ҫул ҫитерме ямалла.

Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ку проекта пурнӑҫа кӗртесси ҫапах та тивӗҫтерменнине пӗлтернӗ, ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ.

 

Политика

Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енре Шупашкар хула пухӑвне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен» депутатсене парти политканашӗ мар, халӑх уҫӑ мелпе сасӑласа суйлӗ. Кунашкалли — пӗрремӗш хут. Унта кашниех хутшӑнма пултарать.

Кӑҫал кӗркунне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен» Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен мандатне йышӑнмашкӑн 180-ӑн хутшӑнма пултарӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче сасӑ нумайрах пухаканнисем суйлава хутшӑнӗҫ. Пӗтӗмпе пӗр мандатлӑ округра 21 кандидат тӑратӗҫ, парти списокӗнче — 63-ӗн.

Умӗнхи суйлав халӑх хӑнӑхнӑ яланхи вырӑнсенчех иртӗ. Суйлава килнисене бюллетень парӗҫ.

Праймериз уҫӑ формӑпа иртӗ. Шупашкарта пурӑнакан кашни ҫын ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче дискусси иртекен ятарлӑ лапамсене пыма пултарӗ. Унта кирек мӗнле ыйту та параҫҫӗ. Ҫапла майпа чи лайӑххисене суйлӗҫ.

Кашни кандидатурӑна пӑхса тухӗҫ, суйлавҫӑсен сӗнӗвӗсене шута илӗҫ. Ку — уҫӑ процедура. Ҫапла палӑртать Леонид Черкесов.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvashia.rfn.ru/p/m_77145.jpg
 

Страницӑсем: 1 ... 817, 818, 819, 820, 821, 822, 823, 824, 825, 826, [827], 828, 829, 830, 831, 832, 833, 834, 835, 836, 837, ... 1010
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 11

1907
118
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ.
1924
101
Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть