Чӑваш Енре суйлавӑн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсем паллӑ. Республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков паян ирхине ҫав цифрӑсемпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулас тесе кӗрешӗве тухнисенчен хальхи вӑхӑтра республикӑна вӑхӑтлӑх ертсе пынӑ Михаил Игнатьев ҫӗнтерни сисӗнет. Протоколсен 90 ытла процентне тишкернӗ хыҫҫӑн Михаил Васильевичшӑн суйлава хутшӑннисенчен 65 проценчӗ сасӑлани курӑнать. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти тӑратнӑ Олег Николаев кандидат 15 процент пухнӑ. Валентин Шурчанов коммунистшӑн суйлавҫӑсен 12 проценчӗ сасӑланӑ.
Шупашкарти Депутатсен пухӑвне пӗрлехи округпа «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти кандидачӗсем 50 процент йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — коммунистсем (15 процент), виҫҫӗмӗшӗнче — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" (12 процент), либерал-демократсем 8 процент пухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ округра «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти кандидачӗсем ҫӗнтернӗ, пӗринче — партире тӑман кандидат.
Чӑваш Енре икӗ партин элчисем пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫхине суйлав умӗн паллӑ мар ҫынсем вӗсен транспортне сиенлетнӗ. КПРФ партирен ЧР Элтеперӗн пуканне йышӑнмашкӑн тӑратнӑ кандидатӑн кустӑрмине шӑтарнӑ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен депутат пуканне йышӑнмашкӑн тӑратнӑ кандидатӑн урапине ҫунтарма тӑнӑ. Кун пирки «Интерфакс» пӗлтерет.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Анатолий Константиновӑн («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей») урапине такамсем ҫунтарнӑ. Ку ӗҫӗ ЧР МЧСӗ шута илнӗ.
КПРФ пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар ҫынсем Валентин Шурчановӑн кустӑрмине шӑтарнӑ. Ку Шупашкарти Ахазов урамӗнче пулса иртнӗ. Ку ӗҫе йӗрке хуралҫисем шута илнине ҫирӗплетекен хыпар хальлӗхе ҫук.
Суйлав вӗҫленсе пырать. Темиҫе сехетрен сасӑлава пӗтӗмлетӗвӗпе паллашма та май пулӗ ахӑртнех. Хальлӗхе вара ҫынсем вӑл е ку кандидатшӑн сасӑ пама пултараҫҫӗ.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин сайтӗнче суйлав участокӗнчи йӗркене пӑсни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче 409-мӗш суйлав участокӗнче Михаил Игнатьев кандидатӑн агитацийӗ ҫакӑнса тӑнӑ.
«Кунсӑр пуҫне Шупашкарти 17-мӗш шкулта, Шумилов урамӗнче, алӑк патӗнче Шупашкар хула пухӑвӗн депутатне суйланмашкӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен тӑратнӑ Ирина Клементьевӑн плакачӗ ҫакӑнса тӑрать. Ҫавӑн пекех Шупашкарта Мир проспектӗнче Шупашкар хула пухӑвӗн депутатне суйланмашкӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен тӑратнӑ Антон Ковалевӑн рекламӑллӑ йывӑр тиевлӗ урапи тӑнӑ.
798, 799, 800-мӗш суйлав участокӗсенсенчи ӗҫченсем тата Шупашкарти 61-мӗш шкул вӗрентекенӗсем суйлавҫӑсен списокне илсе килсем тӑрӑх кайнӑ, ҫынсене суйлава пыма чӗннӗ», — ҫапла ҫырнӑ сайтра.
Наркотикпе кӗрешекенсем Шупашкарта ҫичӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫма пултарасси пирки Алексей Радченко блогер хӑйӗн чӗрӗ журналӗнче тӗлӗнсе пӗлтерет. Вӑл каланӑ тӑрӑх, асӑннӑ ведомствӑн Чӑваш Енри ӗҫченӗсем ҫичӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫма шухӑшлаҫҫӗ, халӗ ҫурта тӑвассипе тимлеҫҫӗ.
Алексей Радченко хӑйсем валли чаплӑ керменсем маларах Федераци казначействи, суд приставӗсем туса лартни пирки аса илет. Наркотиксен саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем пӗчӗкрех ҫурта нивушлӗ вырнаҫаймаҫҫӗ-ши вара тесе пуҫ ватать А. Радченко. Асӑннӑ органта миҫе ҫын ӗҫлени пирки статистика пур-ши е ку хыпар вӑрттӑнлӑх-ши тесе ыйту хускатать вӑл. Ҫӗнӗ ҫуртра кашни ҫынна миҫе тӑваткал метр тивесси пирки те пуҫ ватать блогер.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та, республикӑна ертсе пырас шухӑшлӑ ытти кандидат пекех, паян суйлава хутшӑннӑ. Суйлава Михаил Васильевич Шупашкарти Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗнче вырнаҫнӑ 629-мӗш номерлӗ суйлав участокне пынӑ. Пӗччен мар. Мӑшӑрӗпе тата ачисемпе. Унта вӑл хӑйӗн сассине тивӗҫлӗ тесе шухӑшлакан кандидатшӑн панӑ хыҫҫӑн журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе калаҫнӑ май Михаил Игнатьев суйлав тивӗҫлӗ шайра иртессине шаннине пӗлтернӗ.
Суйлава Михаил Васильевич ачисемпе пырса иртни пирки пӗлтертӗмӗр те, унӑн ывӑлне Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗнчен асӑнмалӑх парне панӑ. Ҫакна вӑл Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӑн ывӑлӗ пулнишӗн мар, суйлава пӗрремӗш хут хутшӑннишӗн тивӗҫнӗ. «Паян эпӗ пӗрремӗш хут суйларӑм. Хама Раҫҫей Федерацийӗн чӑн-чӑн ҫынни евӗр туйса илтӗм», — тенӗ Михаил Игнатьев ывӑлӗ журналистсене.
Сӑнсем (7)
Чӑваш Енре социаллӑ пулӑшу малалла аталанать. Шупашкарта ветерансем валли «Ача пахчи» ӗҫлеме тытӑннӑ. Урамсене вара социаллӑ патруль тухнӑ.
Ветерансем валли ӗҫлекен «Ача пахчи» ватӑсене пӑхма пулӑшать. Чылай чухне ҫемье ватӑсене тивӗҫлӗ пӑхма пултараймасть. Хӑшӗ-пӗрин вӑхӑчӗ, тен, ҫук. Кун пек чухне ветерансене «Ача пахчинче» хӑварма пулать.
«Ача пахчинче» ватӑсене лайӑх пӑхаҫҫӗ. Вӗсемпе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ: экскурсисем, занятисем, тренингсем йӗркелеҫҫӗ. Вӑл ирхи 8 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен ӗҫлет. Канмалли кунсенче тата уявсенче ӗҫлемест.
«Ача пахчинче» ватӑ ҫынсене, сусӑрсене йышӑнаҫҫӗ. Шупашкар урамӗсенче социаллӑ патруль ӗҫлет. Социаллӑ ӗҫченсем, участковӑй тухтӑрсемпе полицейскисем, опекӑпа попечительлӗх органӗн элчисем, Комплекслӑ центрти хӗрарӑмсен канашӗн элчисем ватӑсене пулӑшу кӳрсе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем 18 ҫул тултарман ачана ӳстерекен япӑх пурӑнакан ҫемьесене, ватӑсемпе сусӑрсем патне ҫитеҫҫӗ.
Паян республикӑри паллӑ журналистпа Валентина Ивановапа сывпуллашаҫҫӗ. Ӑна юлашки ҫула ӑсатас текенсем Шупашкарти Граждански урамри 19-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Ритуал пулӑшӑвӗ» предприятие 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен ҫитме пултараҫҫӗ.
79 ҫула кайнӑ Валентина Андреевна авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вилнӗ. Вӑл 1937 ҫулта Ленинград облаҫӗнчи Стрельна хулинче ҫуралнӑ. Ленинградра филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ. 1958–1978 ҫулсенче Чӑваш радиора корреспондент, аслӑ редактор пулса тӑрӑшнӑ. 1978 ҫултанпа ӑна ИТАР-ТАСС корреспонденчӗ пулнипе пӗлеҫҫӗ.
Общество ӗҫне те Валентина Иванова хастар хутшӑннӑ. 1988–2004 ҫулсенче республикӑри ача-пӑча фондне ертсе пынӑ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш созыври депутачӗ те, Чӑваш Енри Общество палатин пайташӗ те пулнӑ.
Унӑн наградисене асӑнса та пӗтереймӗн. Кӗнекесене вӑл 30 ытла кӑларнӑ.
Чире сиплеме сӗнекеннисемпе пульницӑна вырттараканнисем тухтӑрсем-ха. Хӑш чух ҫак тивӗҫе йӗрке хуралӗ те, кунта сӑмах прокуратура пирки пырать, хӑй ҫине илет. Надзорӑн ҫак органӗнче тухтӑр пӗлӗвӗллисем ӗҫленишӗн мар-ха. Прокуратурӑра юристсемех тӑрӑшаҫҫӗ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар-ха.
Шупашкарти Калинин районӗнче пурӑнакан пӗр ҫын туберкулезпа аптӑранӑ. Унӑн ӳпки туберкулезӑн ҫынна ерекен хурмипе чирлӗ пулнӑ. Ыттисене чир ертессине пӗлсе тӑрсан та ҫав этем тухтӑр патӗнче сипленме васкаман. Явапсӑр этеме Республикӑн туберкулезпа кӗрешекен диспансерӗнче сиплесси пирки Калинин район прокурорӗ асӑннӑ район судне тавӑҫпа тухнӑ. Тӳре ку ыйтӑва тивӗҫтерме — чирлӗ ҫынна ирӗксӗр сиплеме — йышӑну кӑларнӑ.
Нумаях пулмасть пичетрен Шупашкар районӗн энциклопедийӗ тухнӑ. Халӗ пур районӑн та тенӗ пекех таврапӗлӳ словарӗсем, справочниксем, кӗнекесем пур. Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри районӗсен, Улатӑр, Канаш, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисен ҫеҫ энциклопеди ҫук.
Патӑрьел районӗн тата Чӗмпӗр облаҫӗн энциклопедийӗсем икӗ томпа тухнӑ. Пур энциклопеди те тенӗ пекех Чӑваш халӑх академийӗн тата Чӑваш таврапӗлӳҫисен дипломӗсене тивӗҫнӗ. Элӗк район энциклопедийӗ вара Мускаври конкурсра та ҫӗнтернӗ.
Шупашкар район энциклопедине 1994–1995 ҫулсенче хатӗрленӗ. Ростислав Данилов пуҫлӑх пулнӑ чухне «Сторона моя Чебоксарская» кӗнеке тухнӑ. Анатолий Князев пулнӑ чухне вара районти таврапӗлӳҫӗсем ӗҫлеймен. Хальхи пуҫлӑх энциклопедишӗн савӑннӑ пек, анчах кайран хастарсен ӗҫ ушкӑнне салатнӑ.
Полиграфи тӗлӗшӗнчен кӗнеке хитре пулсан та вӑл тӗплӗ пулайман.
Шупашкар хула администрацийӗн сити-менеждерӗ Алексей Ладыков республикӑри паллӑ блогерсенчен пӗрне, Константин Ишутова, хӑратни пирки ҫав каччӑ хӑйӗн блогӗнче вырнаҫтарнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе калаҫнине вӑл ҫырса тата ӳкерсе илнӗ, калаҫӑвӑн сыпӑкне тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницине лартса хунӑ. Ҫырса илнине ӗненсен Алексей Ладыков ирӗклӗ блогера хӑратнӑ пек пулса тухать.
Ӗнер Шупашкарӑн сити-менеджерӗ «Ҫеҫпӗл» кинотеатр ҫуртӗнче хула ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Унта Юрий Пичугин ятлӑ ҫын (вӑл кимӗсене Шупашкарӑн Ҫӗнӗ-Хӗвеланӑҫ районӗнче Атӑл ҫыран хӗрринче ларттарассишӗн тавлашнипе юлашки вӑхӑтра палӑрчӗ) Алексей Ладыков Константин Ишутова чӑннипех хӑратнипе хӑратманни пирки кӑсӑкланнӑ.
– Уншӑн кулянатӑр-им? – ыйту ҫине ыйтупа хуравланӑ хула тӳре-шари.
– Эпӗ хамшӑн кулянатӑп-ха – вырӑнлӑ ыйтусем памасан нимӗн те пулмасть-ши тетӗп те, – ҫухалса кайман кимӗҫӗ.
– Пирӗн хушӑра шӳтлӗ калаҫу пулнӑ. Вӑл (Константин Ишутов. – В.С.) ӑна ҫавӑн пек мӗншӗн ҫавӑрттарса хунине пӗлместӗп. Уншӑн (Константин Ишутовшӑн. – В.С.) нимӗнле хӑрушлӑх та ҫук. Пире кирек епле, ҫав шутра вырӑнсӑр, ыйту паракансене нимӗн те шиклентермелле мар, – шантарса каланӑ Алексей Ладыков.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |