Шупашкарта нумай функциллӗ тепӗр центр хута яма палӑртаҫҫӗ. Ӑна кӗске вӑхӑтра, ҫур ҫулта, туса пӗтермелле-мӗн.
Нумай функциллӗ центр Шупашкарти Калинин районӗнче кӑҫал кӗркунне уҫӑлмалла. Халӗ Эгер бульварӗнче техника ӗҫлет. 1500 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче юпа уйӑхӗ тӗлне центр ҫӗкленмелле вӗт. Вӑл патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсене парӗ.
Подрядчик фундамент яма тытӑннӑ ӗнтӗ. Анчах ҫурта хӑпартса лартиччен нумай ӗҫлеме тивӗ. Фундамент блокӗсене, канализацие, ҫыхӑнӑва, ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫурлан 1-мӗшӗ валли хурса пӗтересшӗн.
Сӑмах май, халӗ Шупашкарта нумай функциллӗ икӗ центр ӗҫлет. Заявленисене 48 чӳречере ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ центр хута кайсан тепӗр 30 чӳрече хушӑнӗ.
Нумай функциллӗ центра тумашкӑн 75 миллион тенкӗ кирлӗ. Укҫана республика, федераци, хула хыснисенчен уйӑраҫҫӗ.
Ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен коммуналлӑ пулӑшу хакӗ ӳсмелле. Республикӑра ӑшӑ энергийӗн тарифӗ 8,8 процент хакланӗ. Сивӗ шывшӑн тата канализацишӗн унчченхинчен 11,8 процент нумайрах тӳлеме тытӑнӑпӑр. Хула ҫыннисем пӗр кВтч ҫутӑшӑн 2 тенкӗ те 80 пус тӳлӗҫ (7,3 процент нумайрах), ял ҫыннисем — 1 тенкӗ те 96 пус (7,1 процент ытларах). Ҫут ҫанталӑк газӗн пӗр кубла метрӗ малашне 5 тенкӗ те 4 пуса кайса ларӗ — ку вӑл унчченхинчен 35 пус нумайрах.
Хаксем хӑпарассине Чӑваш Ен Элтеперӗ тунтикун ирттернӗ канашлура та сӳтсе явнӑ. Кун пирки хыпарланинче Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби тарифсем Раҫҫейӗн тариф служби Чӑваш Ен валли ҫирӗплетнӗ хакран ытла хӑпарманнине палӑртать. Ҫав вӑхӑтрах Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен тата Лапсар ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсем тарифа республикӑри вӑтам индексран ытларах ҫирӗплетме ыйтнӑ иккен. Ҫапла вара коммуналлӑ пулӑшушӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта тариф вӑтамран 15 процент хӑпармалла, Шупашкар хулипе Лапсар ял тӑрӑхӗнче — 12,2-шер процент. Юлашкинчен каланӑ цифра Ҫӗмӗрле хулине те пырса тивет.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ӑшӑ энергийӗшӗн хак 13,6 процент хӑпармалла, шывпа канализацишӗн — 15 процент.
1957 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче чӑвашӑн паллӑ сӑвӑҫи, чӑн-чӑн чӑваш патриочӗ Митта Ваҫлейӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл пурӑннӑ Шупашкарти ҫурт умне паян чӑваш хастарӗсем пухӑнса сӑвӑҫа асӑнчӗҫ, чечек хучӗҫ. Мероприяти вӗҫленнӗ май Надежда Кириллова Митта Ваҫлейӗн сӑввине вуласа пачӗ.
Чӑваш халӑхӗн чаплӑ ывӑлӗ 1908 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пӗлӳ пухнӑ. 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ. 1954 ҫулта ҫеҫ таса ятне тавӑрнӑ. Паллӑ сӑвӑҫ тӑван ялне Акатуя килсен пирӗнтен уйрӑлнӑ. Вил тӑприйӗ тӑван ялӗнче вырнаҫнӑ.
Унӑн сӑввисем 17 ҫул ҫитсенех пичетлене пуҫланӑ. Чылай вырӑс хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ — А. Пушкинӑнне, М. Горкийӗнне, С. Есенинӑнне, Н. Островскийӗнне, А. Кунанбаевӑнне, тата ыттисенне. Паллӑрах кӗнекисем: «Кӑмӑл» (1932), «Такмаксем» (1934), «Кӑмӑлтан» (1956), «Кӑмӑлӑмпа шухӑшӑм» (1959).
Сӑнсем (14)
Раҫҫей кунӗ тӗлӗнче ҫынсем виҫӗ кун канаҫҫӗ. Ҫавна май инҫе ҫула кайса килес текенсем те йышланма пултараҫҫӗ тесе шухӑшланӑ курӑнать «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» акционерсен уҫӑ обществи.
Паянтан пуҫласа компани Мускавран тӗрлӗ хулана хушма пуйӑссем ярать. 87 рейса 60 пуйӑс хушнӑ. Ҫав шутра Шупашкара та пӑхса хӑварнӑ. Хушма пуйӑссене паянтан пуҫласа ҫӗртмен 16-мӗшӗ таран кӗртӗҫ.
Хушма пуйӑссене Мускавран Санкт-Петербурга, Пскова, Льгова, Курска, Белгорода, Новозыбкова, Брянска, Хусана, Йошкар-Олана, Тольяттине, Саранска, Ижевска, Вологдӑна, Тамбова, Самарӑна, Пензӑна, Чӗмпӗре, Сартӑва, Волгограда тата ытти хӑш-пӗр хулана яраҫҫӗ. Унтан каялла Мускава таврӑннӑ чух та пуйӑс шучӗ ытларах пулӗ, апла тӑк ытларах пассажир вырнаҫайӗ.
Паян Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков строительство организацийӗсем хӑйсен гаранти вӑхӑтӗнчи ҫулсене юсанине пӑхса ҫаврӑннӑ. Пуҫлӑх гаранти вӑхӑтӗнчи ҫулшӑн хула пӗр пус та пӗтермесси пирки ҫирӗплетсех каланӑ.
Муниципалитет подряд организацийӗсемпе тунӑ килӗшӳре гаранти вӑхӑтне 5 ҫул тесе палӑртнӑ. Унта-кунта шӑтӑк-путӑк пулса кайсан лешсен кӑлтӑка хӑйсен шучӗпе пӗтермелле.
Тӗрӗслеве хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Калинин кӗперӗнчен тытӑннӑ. 2014 ҫулта ӑна «Дорэкс» предприятие 1,8 миллион тенкӗлӗх юсанӑ. Анчах кӑҫал ҫуркунне кӑлтӑксем палӑрнӑ. Ҫӗнӗрен юсама предприяти 300 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Тӗрӗслевччен пӗр кун маларах, ӗнер, «Дорэкс» ҫитменлӗхе пӗтернӗ.
Алексей Ладыков ҫавӑн пекех Кривов урамне, Станциҫум урама ҫитсе тӗрӗсленӗ.
Сӑнсем (50)
Шупашкар моделӗ Татьяна Иванова Турци сериалӗнче ӳкерӗннӗ. Телесериал — триллер, криминал. Вӑл экран ҫинче 2007 ҫултанпа пырать. Хальлӗхе 9 сезонне ӳкернӗ.
Татьяна икӗ серире ӳкерӗннӗ. Вӑл сериалти сӑнарсенчен пӗрне пытарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Раҫҫейрен килнӗ тӑван рольне калӑпланӑ.
Халӗ Татьяна Иванова — Ӑстампулта. Вӑл унта контракта 45 кунлӑха килӗшӳ тунӑ. Татьяна экран ҫинче 7 ҫул пыракан сериалта ӳкерӗнме ҫын кирлине илтнӗ. Пӗрремӗш сценӑра чиркӳре ӳкерӗннӗ вӑл. Унтан аэропортра кадр ӳкернӗ.
Татьяна ӳкерӗннӗ чухне нимӗнле пӑтӑрмах та сиксе тухманнине пӗлтернӗ. Команда туслӑ-мӗн. Татьянӑна сериалта ӳкерӗнмешкӗн икӗ хут чӗннӗ-мӗн. Шупашкар моделӗ хирӗҫ мар. Турцире ӳкерӗннӗшӗн укҫа вӑхӑтра тӳлеҫҫӗ-мӗн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, апат та ҫитереҫҫӗ. Турккӑсем апат ҫимесӗр ӗҫлеме те тытӑнмаҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Ен каччи Никита Васильев велосипедпа ҫулҫӳреве пӗлтӗрех тухнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл тӗнче курса ҫӳренӗ.
Ҫак кунсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Никита Васильев Шупашкара таврӑннӑ. Ҫак кун кӑнтӑрла иртсен вӑл республика чиккине ҫитнӗ.
Никита ҫулҫӳревре 14 уйӑх пулнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл 12 пин ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Вӑл Самар, Чӗмпӗр, Волгоград облаҫӗсенче, Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пулса курнӑ.
Ҫавӑн пекен чӑваш каччи Грузие, Владикавказа ҫитнӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл малтан палӑртнӑ тӗллевсене 200 процент пурнӑҫланӑ.
Никита Васильев чи юлашкинчен Тольяттире, Чӗмпӗрте пулнӑ. Тольяттире ӑна Татищев ячӗллӗ Тӗп вулавӑша «Шанчӑк» культурӑпа ҫутӗҫ обществи мероприятире тухса калаҫма чӗннӗ.
Никита Васильев Чӑваш Енри чӑваш ялӗсене те курса ҫӳреме палӑртать.
Чӑваш Енӗн пурлӑх министерстви иртнӗ эрне вӗҫӗнче 167 917 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ ҫӗре тара парасси пирки аукцион ирттернӗ. Ҫӗрӗн хуҫи пулса тӑрассишӗн «Тус» акционерсен уҫӑ обществи «кӗмӗл» пуринчен ытла сӗннӗ. 154,7 миллионпа тара илме хатӗр пулнӑскер ҫапла вара аукционта ҫӗнтернӗ. Кунсӑр пуҫне ҫӗнтерӳҫӗн хыснана ҫулталӑкне 13-шар миллион тенкӗ, 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен, тӳлесе тӑмалла. Аукционта ҫӗнтернӗшӗн «Тус» тӳлекен укҫа республика тата Шупашкар хыснисене кайӗ.
«Университетски» микрорайона комплекслӑ аталантармалли шутланакан 167 917 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче «Тус» ҫурт-йӗр хӑпартса лартӗ. Унта 6–16 хутлӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсем те, хушма хуҫалӑхсемлӗ ҫуртсем те тума шухӑшлаҫҫӗ. Юлашкинчен каланисем темиҫе ҫемье пурӑнмаллисем те, пӗрер ҫемье валли ҫӗкленисем те пулӗҫ.
Атӑлӑн Шупашкарӑн Мускав районӗнчи ҫырӑнӗнчен кимӗсене тӗп хулан тепӗр районне, Гремячево текеннине, куҫарасшӑн.
Кимӗсене ҫырана ҫирӗплетнӗ лартнӑ территорире лартма юраманни пирки ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура та кимӗ хуҫисене пӗлтернӗ иккен. Унтан та ытларах — прокуратура кимӗсем Атӑлӑн ҫыранӗнче саккунлӑ мар майпа ларнине ҫирӗплетме суда та тавӑҫпа тухнӑ. Тӳре те тивӗҫлӗ йышӑну кӑларнӑ. Кунсӑр пуҫне Ҫутҫанталӑк министерстви, Строительство министерстви тата хула администрацийӗ кимӗ хуҫисене вӑл вырӑнтан куҫарасшӑн иккен.
Кимӗ хуҫисем Гремячево тӑрӑхне куҫас килменнине депутатсенчен те пулӑшу ыйтаҫҫӗ иккен. Вӗсем Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне ҫитнӗ. Гремячево текен района каяс килменнисем «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партие тӗмсӗлеҫҫӗ иккен. Анчах саккунлӑ йышӑнӑва вӑл та пӑрахӑҫлаттараймӗ.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра «Вечерняя Москва» хаҫатӑн тӗп редакторӗпе Александр Куприяновпа тӗл пулнӑ чухне чӑваш ял хуҫалӑх комплексӗсен организацийӗсем, халӑх ӳнерӗн ӑстисем малашне те Мускаври ярмӑрккӑсене хутшӑнассине палӑртнӑ.
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче вара ЧР Ял хуҫалӑх министерстви Мускава чӑваш таварӗсене туса кӑларакансене ярмӑрккӑна ӑсатнӑ. «Ҫӗнӗ Черумушки» метроран тухнӑ чухнех чӑваш кӗвви янӑранӑ.
Кӑҫал ярмӑрккӑра Чӑваш Енри ултӑ муниципалитет хӑйӗн продукцийӗпе паллаштарать. Ҫав шутра — Шупашкар хули те. Чӑвашсем халӑх мускавсене чӑваш апатне тутанма чӗнеҫҫӗ.
Ярмӑрккӑна Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков та ҫитсе курнӑ.
Мускавра тата ун ҫывӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсене пурне те ярмӑрккӑна йыхравлаҫҫӗ. Вӑл паян, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, вӗҫленӗ.
Сӑнсем (15)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |