РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти ваккат тата унпа пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.
45 арҫын тата унпа пурӑнакан, унран икӗ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сӗтев сӗннӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм ваккат пулса ӗҫленӗ-мӗн, арҫынӗ официаллӑ майпа ниҫта та тар тӑкман. 43-ри ваккат вӑйӑ бизнесне саккунлӑ мар майпа тытса тӑракан ҫынна хӳтӗлеме килӗшнӗ. Хӑй хӳтӗлесе пӗтереймессе ӑнланнипе-ши, унпа пӗрле пурӑнакан арҫын Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче тӑрӑшакана пуҫиле ӗҫе чарса лартма пулӑштӑр тесе 500 пин тенкӗ пама пулнӑ.
Малашнехи ӗҫсене правӑна сыхлакан органсем сӑнаса тӑнӑ. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӗрарӑм-ваккат банксенчен пӗрин ячейкине 495 пин тенкӗ кайса хунӑ та унӑн уҫҫине хӑрушсӑрлӑх органӗн ӗҫченне тыттарнӑ.
...Сӗтев сӗнекен арҫынна следстви пынӑ вӑхӑтра хупса усрама йышӑннӑ, хӗрарӑма килте лармалла йышӑннӑ.
Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче спорт комплексӗ хута яма тытӑннӑ. Унта ачасем сӗтелҫи теннисӗпе тата ухӑран перессипе ӑсталӑхне туптӗҫ.
Комплекса тӑвас ӗҫ хӗрсех пырать. Унта спортзал, тренажер центрӗ, хывӑнмалли пӳлӗм, администраци пӳлӗмӗсем пулмалла. Спорт комплексне хута ямашкӑн 90 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Объекта ҫу уйӑхӗнче туса пӗтермелле. Тренировкӑсем ҫӗртме уйӑхӗнче пуҫланмалла. Хальхи йышши технологисемпе усӑ курни спорт комплексне темиҫе уйӑхрах туса пӗтерме май парать. Ӑна Республика кунӗччен уҫма палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти арҫынна ывӑлне вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ку пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын килӗнче пулнӑ. Унпа пӗрле 25 ҫулти ывӑлӗ пурӑннӑ. Иккӗшӗ эрех ӗҫнӗ. Часах хирӗҫсе кайнӑ вӗсем. Ашшӗ ывӑлне отверткӑпа, мӑлатукпа кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен ҫапнӑ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ.
Арҫын каланӑ тӑрӑх, ывӑлне туяннӑ эрехӗн хаярлӑхӗ килӗшмен-мӗн. Ашшӗ ӑна вӗлернӗ хыҫҫӑн кӗлеткине касса вакланӑ. Унтан ҫӗрле хӑш-пӗр пайне ҫӳп-ҫап контейнерне тухса пӑрахнӑ. Ыттине простыньпе ҫавӑрса канализаци люкне ывӑтнӑ.
Пушӑн 23-мӗшӗнче ҫӳп-ҫап илсе тухакан организаци ӗҫченӗсем полицие шӑнкӑравласа ҫын кӗлеткин пайӗсене тупнине пӗлтернӗ. Халӗ ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта суту-илӳ точкисене "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" парти пайташӗсем тӗрӗслеме тытӑннӑ. Паян вӗсем "Шупашкар" пасарта пулнӑ.
Парти символикиллӗ куртка тӑхӑнни кӑна тӗрӗслев ирттерме ирӗк памасть-ха. Вӗсемпе пӗрле Шупашкар хула администрацийӗн потребитель пасарне тата усламҫӑлӑха аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин, Россельхознадзорӑн ӗҫченӗсем тухнӑ.
"Халӑх тӗрӗслевӗ" тесе ят панӑ рейд вӑхӑтӗнче апат-ҫимӗҫ сутакансем йӗркене пӑснипе пӑсманнине хакланӑ. Тӑпӑрчӑ, услам ҫу, сысна пуҫӗнчен хатӗрленӗ какай туянса пӑхнӑ вӗсем. Илнӗ партине Россельхознадзорӑн лабораторине янӑ. Апат-ҫимӗҫ пахалӑхӗ кирлӗ шайра пулмасан ӑна сутакансен тӗлӗшпе тивӗҫлӗ мера йышӑнса вӗсене явап тыттарасси пирки систереҫҫӗ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара тухса кайнӑ тӗлте ҫӗкленекен ҫӗнӗ микрорайонта поликлиника тума йышӑннӑ. Маларах унта ача пахчи тӑвасси пирки калаҫнӑ, тӗмсӗлнӗ пулсан, унта пурӑнакансем хула влаҫӗсемпе нумаях пулмасть курнӑҫнӑ чух ача пахчи мар-тӑк халӑх усӑ курмалли епле те пулин урӑх ҫурт пирки ӗмӗтленнине пӗлтернӗ-мӗн.
Чирлемесӗр-мӗнсӗр, пульницӑна хутламсӑр никам та пурӑнмасть, тухтӑр ҫурчӗ ҫывӑхра пулнине мӗн ҫиттӗр.
Хулан тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин яваплисемпе канашлу ирттернӗ, унта Ҫӗнӗ хулан пӗрремӗш микрорайонӗнче тума йышӑннӑ. Ҫав вырӑнта тӗпленнисем калама ҫук хӗпӗртенӗ, пульница тума йышӑннӑшӑн хула влаҫӗсене чунтан тав тунӑ тесе республикӑн тӗп хулин администрацийӗ пӗлтерет.
Шупашкарти пӗр аслӑ шкул вӗрентекенне сӗтев илнӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче аслӑ шкулта студентсене вӗрентекен хӗрарӑм пӗр ҫамрӑка, 3-мӗш курсра ӑс пухаканскере, 4 пин тенкӗ парсан зачет лартса пама шантарнӑ-мӗн.
Анчах «хура» ӗҫ ӑнман. Сӗтев илнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑма тытса чарнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӗрарӑмӑн пурлӑхне арестлеме те пултараҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарти кинологсем ачасене йытӑсемпе хутшӑнма вӗрентеҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку — ЧР ШӖМӗпе ун ҫумӗнчи общество канашӗн пӗрлехи проекчӗ. Вӑл «Тӑватӑ ураллӑ туса воспитани пар» ятлӑ. Вӑл ачасене йытӑпа пӗр чӗлхе тупма пулӑшать. Ара, чылай шӑпӑрлан тӑватӑ ураллӑ тус тупма ӗмӗтленет-ҫке-ха. Теприсен йытӑ пур ӗнтӗ.
Шупашкарти 19-мӗш шкулта 1-мӗш класра ӑс пухакан ачасем кинологи центрне ҫитсе курнӑ. Пӗрремӗш занятие полици капитанӗ Мария Зверева ертсе пынӑ. Вӑл йытта мӗнле пӑхмаллине, тӗсне мӗнле суйламаллине, ҫурасене воспитани мӗнле памалине каласа кӑтартнӑ.
Тепӗр заняти ака уйӑхӗнче иртӗ. Ун чухне практика иртӗ, ачасем дрессировка вӑрттӑнлӑхӗсене вӗренӗҫ.
Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫынсемпе «тӳрӗ эфир» ирттернӗ.
Алексей Ладыков патне шӑнкӑравласа ҫитнӗ ҫынсенчен виҫҫӗшӗ килсӗр-ҫуртсӑр чӗрчунсене пулӑшмалли ыйтӑва ҫӗкленӗ. Ку ыйту Шупашкар ҫыннисене питӗ пӑшӑрхантарать-мӗн.
Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, ҫапкаланчӑк чӗрчунсене тытакан «Спецавтохозяйство» 2016 ҫул валли аукцион выляса илнӗ. Техзаданипе килӗшӳллӗн, вӗсен ҫак чӗрчунсене усрамалли пункт пур. Анчах хут ҫинче пур, тӗрӗссипе вара ҫук.
Депутатсем ырласан кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта проекта палӑртмалла та ӑна пурнӑҫа кӗртмелле. Вӑл, Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче пулӗ.
Шупашкарти «Электроприбор» савут ӗҫченӗсем сехет йӗппине ҫуллахи вӑхӑта куҫарттарасшӑн. Вӗсем кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ыйтса ҫырнӑ. Ҫыру айне 200 яхӑн ҫын алӑ пуснӑ.
Савутрисем Чӑваш Енри вӑхӑта пӗр сехет маларах куҫарттарасшӑн. Вӗсен шухӑшӗпе капла май ахаль ҫынсем асапланаҫҫӗ. Ӗҫченсем ҫутӑ куна усӑллӑ ирттересшӗн. Ҫӗр ӗҫӗпе вӗсем 22–23 сехетченех аппаланасшӑн ав. Сехет куҫарни медицина тӗлӗшӗнчен те усӑллине палӑртнӑ вӗсем.
Сӑмах май, Алтай крайӗпе Чӗмпӗр облаҫӗнче куҫарӗҫ — пушӑн 27-мӗшӗнче ҫак тӑрӑхсенчи вӑхӑт пӗр сехет мала куҫӗ. Кӑҫал ҫак йышӑнӑва тунине вӗсем халӑхӑн ӗҫ хастарлӑхӗ чакнипе ҫыхӑнтарнӑ. Ун чухне ҫынсем ытларах суранланнӑ, аварие тӑтӑшрах ҫакланнӑ.
Нумаях пулмасть Германире скульпторсен пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта Польшӑри, Украинӑри, Латвири, Германири, Раҫҫейри ӑстасем тупӑшнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Евгений Акимов унта Раҫҫей чысне хӳтӗленӗ. Унта унӑн вӗренекенӗ Артем Смирнов та кайнӑ.
Фестиваль Сотрум хулинче иртнӗ. Кӑҫал унта «вупӑр карчӑк» темипе кӳлепесем касса кӑларнӑ. Чи малтан скульпторсем жреби туртса кӑларнӑ. Мӗн лекнине кайран ӑсталанӑ.
Евгений Акимов ҫӗленсемпе ҫыхӑннӑ карчӑка касса кӑларнӑ. Вӗренекенӗ вара ачасен сӑнарне «чӗртнӗ».
Фестивальте тӗрлӗ ҫӗршыври ӑстасем опытпа ылмашӑннӑ. Германире пурӑнакансем вара скульптурӑсемпе сӑн ӳкерӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |