Шупашкарти чиновниксем пассажирсене илсе ҫӳрекен тытӑма ҫӗнетес ыйту тавра калаҫаҫҫӗ. Ку хулари маршруткӑсене пырса тивӗ.
Хула урамӗпе кунсерен 200 троллейбус тата 500 ытла автобуспа микроавтобус ҫӳрет. Чиновниксем халӗ микроавтобуссем пирки ыйту хускатнӑ.
ЧР Общество палатин председателӗ Алексей Судленков, сӑмахаран, маршруткӑсем Кӳкеҫе мӗншӗн Коопераци институчӗ патӗнчен ҫӳренине ӑнланмасть. Мӗншӗн хула урлӑ каймалла вӗсен?
Малашне микроавтобуссене пысӑкраххисем ҫине улӑштарасшӑн. Хусанти, Чулхулари тӗслӗхе шута илесшӗн вӗсем. Маршруткӑсене те хӑварасшӑн, тӗппипех пӗтересшӗн мар.
Ҫавӑн пекех хулара экологи тӗлӗшӗнчен таса тата йӳнӗ троллейбуссен тытӑмне аталантарасшӑн. Чиновниксем плана ҫынсен шухӑшне шута илсе хатӗрлесшӗн.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе вӑхӑт хыҫран хыҫа юлса пырать. Апла пулин те ӑна асра тытни паха. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те ҫак ятпа ятарлӑ концерт йӗркелеме шут тытнӑ. Ыран, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, унта «Не покидай меня» (чӑв. Ан пӑрахсам мана) ятпа уяв концерчӗ иртмелле.
18 сехетре пуҫланакан мероприятин малтанхи пайне ҫарпа патриотизм темипе ҫыхӑннӑ юрӑ-сӑвӑран хатӗрленине пӗлтереҫҫӗ. Унта Арсентий Димитриев, Александр Демидов, Василий Иванов, Надежда Кузьмина, Анна Кудряшова, Эмилия Назарова, Алексей Степанов хутшӑнӗҫ. Концерта режиссер тата сценарист пулса Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Иван Иванов лартнӑ. Художникӗ — Светлана Зверева.
Уяв концертне «Ан пӑрахсам мана» спектакль вӗҫлӗ.
Шупашкарти вырӑс драма театрӗ хӑйӗн сайтӗнче спектакльсене онлайн меслетпе кӑтартма тытӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтри технологисене усӑ курни тӑрӑх хакласан ҫак театр республикӑрисемпе танлаштарсан малта пырать.
Билетсене сайт урлӑ сутас йӗркене унта 2010 ҫултах ӗҫлеттерсе янӑ. Билет хакӗпе банк картти пулӑшнипе ҫийӗнчех татӑлма пулать. Ку пулӑшупа усӑ куракансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пынине пӗлтереҫҫӗ.
Халӗ, ав, спектакльсене онлайн меслетпе трансляцилеме тытӑннӑ. Кун пек курас тесен аслисен спектаклӗсене 200 тенкӗпе сутаҫӗ, ачасенне — 100 тенкӗпе. Капла илсен компьютер умне ларса ҫемйипех спектакль пӑхма май килет.
Трансляцие пӑхма хальхи вӑхӑтри браузерсем (Google Chrome, Mozilla Firefox, Opera, Safari) кирлӗ тата тӗнче тетелне тухакан сеть хӑвӑртлӑхӗ 3000 Кбит/ҫеккунтран пӗчӗк пулмалла мар. Спектакле сайтра суйламалла.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти 1-мӗш гимназире «Маттур ача, яш ача» конкурс иртрӗ. Конкурса хулари шкулсенче 3–5 классенче вӗренекен чӑваш чӗлхине юратакан, ӑна пӗлекен чи пултаруллӑ, чи ӑста, чи маттур каччӑсем хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ.
Уява Чӑваш Республикинче иртекен Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалланӑ. Ачасем тӗрлӗ ӗҫсене пурнӑҫларӗҫ. Куракансене тата пӗр-пӗрне хӑйсемпе чӑвашла паллаштарчӗҫ. «Чи тавҫӑрулли» пайра Чӑваш Республикипе, унта ҫуралса ӳснӗ, пурӑннӑ ҫынсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравларӗҫ. «Чи ӑста ача» пайра чи малтан хӑйсем ӳссен кам пуласси ҫинчен каласа пачӗҫ, унтан Ҫӗнтерӳ кунӗ валли саламлӑ открытка хатӗрлес ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. «Чи ҫивӗч ача» пайра ачасен ҫивӗчлӗхне «Африкӑран килсе ҫитнӗ жираф» тӗрӗслерӗ. Ачасен ҫав жирафа ункӑсем персе тытмалла пулчӗ. Ҫак конкурсрах ачасем хӑйсен ташлас ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Кашни ача хӑйӗн вӗрентекенне чӗнсе кӑларса чӑваш ташши ташларӗ. «Чи ӗҫчен ача» пайра каччӑсем пӑта ҫапса тупӑшрӗҫ. Конкурсӑн «Чи пултаруллӑ ача» пайӗ вара ҫамрӑк йӗкӗтсен пултарулӑхне курса савӑнма май пачӗ.
Кашни ача конкурса тӑрӑшса хатӗрленни никама та иккӗлентермерӗ.
Шупашкар кӳлмекӗнче ытти ҫул та акӑшсем пурӑннине хула ҫыннисем тата унта канма анакан ытти хӑна та асӑрханах пулӗ. Ҫак кунсенче вӗсене каллех кӳлмеке пырса янӑ. Йышра ултӑ шурӑ акӑшпа пӗрлех хури те пур. Вӗсемпе пӗрлех Шупашкар кӳлмекӗн акваторине Итали ӑрачӗллӗ хура хур та илем кӳрӗ. Кайӑксем кӗркуннеччен унта пурӑнӗҫ.
Кайӑк-кӗшӗке йӗркеллӗ хӗл каҫарас тесе выльӑх тухтӑрӗ те пӑхса тӑнӑ. Кирлӗ чухне вӑл вӗсене прививка та тунӑ. Кайӑксене тутлӑ та усӑллӑ тӑрантарассишӗни яваплисем А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Шыва кайса янӑ хыҫҫӑн та кайӑксене специалистсем пӑхса тӑрӗҫ: ир те, каҫ та апатлантарӗҫ.
Шурӑ акӑшсене Шупашкара пуҫласа 2004 ҫулта Александр Самаркин усламҫӑ илсе килнӗ. Каярах вӑл хура акӑш та туянас ӗмӗтлине палӑртнӑччӗ. Хурисене Шупашкарти кӳлмеке пӗлтӗр янӑ.
Евгений Борисова Раҫҫей Геройӗн ячӗсӗр хӑварнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, нумаях пулмасть Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ ултӑ ҫынна «Астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн тата ирттернӗшӗн», «Сӗтев панӑшӑн» статьясемпе айӑпланӑ. Ҫав шутра, вулакан ӑнланчӗ ӗнтӗ, Евгений Борисов та пулнӑ. Ӑна 6 ҫул ҫурӑллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 10 миллион тенкӗ штраф тӳлемелле. Тата ӑна суд Раҫҫей Геройӗн ячӗсӗр хӑвармалла тунӑ.
Ҫак кунсенче Евгений Борисов ячӗпе ҫӗршыв Президенчӗ Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани ҫитнӗ. Анчах ӑна Евгений Борисова хальлӗхе тытса усракан Шупашкарти следстви изоляторне яманнине, тӑванӗсене панине Александр Борисов журналист хӑйӗн блогӗнче пӗлтерет.
Иртен-ҫӳрен Шупашкарти кӳлмекре тилӗ ҫӳренине асӑрханӑ. Тискер чӗрчун ним пулман пекех уткаланӑ. Вӑл ҫынсем патне хӑрамасӑрах чупса пынӑ.
Ку ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулнӑ. Тилӗ картлашка ҫинче ларнӑ, урине ҫулланӑ. Кайран вӑл ҫынсем патне чупса пынӑ. Каярахпа чӗрчун стройка еннелле кайса вӑрмана кӗрсе ҫухалнӑ.
Тилӗ уксахланӑ. Ахӑртнех, ӑна ветеринар пулӑшӑвӗ кирлӗ. Тепӗр тесен, Шупашкарта тискер чӗрчунсене ҫынсем час-часах кураҫҫӗ. Тилӗсем чӑх-чӗпе йӑкӑртни те пулнӑ.
Кӳлмекре ҫӳренӗ тилӗ урнӑ чирпе чирлӗ-и е ҫук-и — паллӑ мар.
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ чӑваш авторӗсен хайлавӗсемпе лартнӑ спектакльсене уйӑхӗпех лартнине пӗлтерет. Ытти ҫул та унта чӑваш чӗлхи эрни ирттернӗ-мӗн-ха. Кӑҫал, ав, эрнепе ҫырлахман.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен артистсем тӗрлӗ ҫӗре спектакльсемпе ҫитнӗ, унта чӑваш авторӗсен пьесисемпе лартнӑ ӗҫсене кӑтартнӑ.
Пӗчӗк куракансене вӗсем Юхма Мишшин «Шӑна кӑмпине», Г. Азямӑн «Атя, тилӗ, яра пар!» тата «Мулкач — ҫӗнтерӳҫӗ» пьеси тӑрӑх лартнӑ юмахсене кӑтартнӑ.
Артистсем Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле хулисенче, Мари Элти Волжскра,Тутарстанри Ешӗлварта, район центрӗсенчен Муркашра, Хӗрлӗ Чутайӗнче, Кӳкеҫре, ялсенчен Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра, Шупашкар районӗнчи Шорчекассинче тата Ҫӗньялта пулнӑ.
Сарӑту хулинче виолончелистсен С.Кнушевицкий ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери конкурсӗ иртнӗ. Унтан пирӗн ентеш, Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен Людмила Фунтикова, хутшӑннӑ. Вӑл юниорсен хушшинче лауреат пулса тӑнӑ. Кунашкалли Раҫҫей юниоркисен йышӗнче пулман.
Конкурса таҫтан та килнӗ: Германирен, Францирен, Казахстанран, Китайран, Турцирен, Узбекистанран, Украинӑран, Кӑнтӑр Корейӑран, Венгрирен, Беларуҫран. Раҫҫейри пултаруллӑ ҫамрӑксем те пулнӑ унта. Конкурсҫӑсен пултарулӑхне музыка ӳнерӗнче тӗнчипе палӑрнӑ ҫынсем хакланӑ.
Людмила Фунтикова кӗҫӗннисен, 18 ҫул тултарманнисен, йышӗнче тупӑшнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Шупашкарти тӳре-шара рейда тухнӑ. Вӗсем хальхинче аптекӑсене тӗрӗсленӗ. Тӳре-шара спиртлӑ настойкӑсене сутнипе сутманнине пӑхнӑ.
Рейда ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тухнӑ. Ҫакна пурнӑҫлама Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнӑ. Пӗтӗмпе чиновниксем 213 аптекӑна тӗрӗсленӗ.
103 аптекӑра «фунфурик» сутнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 63-шӗ «фунфурик» сутмасси пирки меморандум алӑ пусман. 40-шӗ вара меморандума йышӑннӑ.
Рейд хыҫҫӑн меморандум алӑ пусмашкӑн аптекӑсен хуҫисене хула администрацине чӗнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |