Шупашкара «Лаборатори диагностики» ятлӑ ҫӗнӗ икӗ урапа ҫитнӗ. Вӗсем Шупашкарти медицина организацийӗсенчен Хулари 1-мӗш клиника пульницин клиникӑпа диагностика лабораторине биоматериалсене илсе ҫитерӗҫ.
Чӑваш Енре тӗп лаборатори служби виҫӗ ҫул каяллах ӗҫлеме тытӑннӑ. Хулари 1-мӗш клиника пульници ҫумне Шупашкарти сипленмелли 16 организацие ҫирӗплетнӗ. Юна штрих-кодлӑ ятарлӑ пробиркӑна илеҫҫӗ. Унта пациент тата сипленмелли учреждени пирки информаци пур. Пробиркӑсене контейнер-сивӗтӗшсене вырнаҫтарса лабораторие ӑсатаҫҫӗ.
Пӗлтӗр Хулари 1-мӗш клиника пульницин лабораторийӗнче 9,5 миллиона яхӑн тӗпчев ирттернӗ. Лаборатори диагностики сывлӑх сыхлавӗ валли объективлӗ диагностикӑн 80 процентне парать.
Шупашкарта Петрпа Феврони Муромскисене халалланӑ палӑк лартасшӑн. Ку енӗпе хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ӗҫ ушкӑнӗпе лару ирттернӗ.
Палӑка хатӗрлесе ҫитернӗ. Вӑл «Иско-Ч» АУО подрячӑкӑн складӗнче выртать. Скульптура композицийӗ валли «Сфера» архитектура фирми постамент хатӗрленӗ.
Леонид Черкесов шухӑшӗпе, ку палӑк ҫынсене килӗшӗ. Вӑл Шупашкара илемлетӗ. Подрядчик тӗп директорӗ Александр Героев пӗлтернӗ тӑрӑх, инженери сечӗсем тата коммуникацийӗсем тӗлӗшпе килӗшӳ тунӑ. Ҫанталӑк лайӑхлансанах палӑк вырнаҫтарма тытӑнӗҫ.
Палӑк хулан истори пайӗнче вырнаҫӗ. Вӑл арҫынсен мӑнастирӗ умӗнче пулӗ. Скульптура композицине Леонид Черкесов, Шупашкар хула пухӑвӗн депутат корпусӗн тата общество пуҫарӑвӗпе лартаҫҫӗ.
Тепӗр виҫӗ кунтан, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарта Владимир Милов экономистпа курнӑҫу йӗркелеме палӑртнӑ.
Владимир Милов — «Парнас» парти никӗсӗ ҫинче йӗркеленнӗ демократи коалицин ертӳҫисенчен пӗри. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫей Федерацийӗн энергетика министрӗн ҫумӗ тата Энергетика политикин институчӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ.
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти «Ибис Центр Шупашкар» хӑна ҫурчӗн «Атӑл» конференц-залӗнче 18 сехетре пуҫланмалла. Тӗлпулура Раҫҫей Федерацийӗнчи политика тата экономика хальхи лару-тӑрӑвне, «Парнасӑн» ҫитес суйлавпа ҫыхӑннӑ планӗсене сӳтсе явӗҫ. Унта Чӑваш Енри ҫивӗч ыйтусене те хускатасшӑн. Тӗлпулӑва тӳлевсӗр кӗртессине, пурне те хапӑл пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Владимир Милов малтанласа пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче килмелле пулнӑ, анчах ун чух экономистӑн килме май килменрен курнӑҫӑва куҫарнӑ.
«Чӑваш Ен» ПТРК тата Русфонд Шупашкарта пурӑнакан 6-ри Ксюша Игнатьевӑна пулӑшасшӑн. Ӑна хаклӑ операци тумалла.
Ашшӗ-амӑшӗ ун чухлӗ укҫа пухаймасть. Вӑл чӗре чирӗпе аптӑрать. Ҫынсем вара 5542 номер ҫине «ДЕТИ» сӑмах ҫырса ярса ӑна пулӑшма пултараҫҫӗ.
Ксюшӑна чӗри кашни кунах аптӑратать пулин те вӑл аслисене ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарать. Вӑл пултаруллӑ: ӳкерет, тӑмран ӑсталать, юрлать.
Ксюша кардиоцентра ҫуралсан иккӗмӗш эрнеренех лекнӗ. Малтан тухтӑрсем операци тума васкаман, тӳрленессе шаннӑ. Анчах халӗ тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн чӗри ҫинче тепӗр шӑтӑк пулнине ҫирӗплетнӗ.
Операци тумашкӑн 411 пин тенкӗ те 702 тенкӗ кирлӗ. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсем тата Русфонд 369 пин тенкӗ пухӗҫ. 42 пин тенкӗ ҫитмест. Ксюшӑна кашниех пулӑшма пултарӗҫ.
Шупашкарти Энгельс урамӗнчи 18-мӗш ҫуртра пурӑнакан ҫемьене коммуналлӑ тӑкаксене тӳлеменшӗн хваттертен кӑларса ярасшӑн. Управляющи компанине пысӑк сумма тӳлемен вӗсем.
Ҫемьен парӑмӗ – 162 пин тенкӗ. Ҫак хваттерте пурӑнакансем коммуналлӑ тӑкаксемшӗн пӗрре те тӳлемен. Вӗсем муниципалитет хваттерӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Аслисем эрех-сӑра ӗҫкелеҫҫӗ. Икӗ ҫул каялла хваттерте газа сӳнтернӗ. Шыва вара газ колонкипе ӑшӑтмалли вӗсен. Апла вӗри шыв та ҫук вӗсен. Хваттерте 8 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 4-шӗ – 18 ҫул тултарманнисем.
Нарӑс уйӑхӗнче вӗсен канализацине хупланӑ. Анчах унпа усӑ курмалла тунӑ вӗсем. Электричество пралукне те каснӑ, анчах ҫутӑпа та уса курма тупнӑ вӗсем.
Суд ҫемьене пӗчӗкрех хваттере куҫарма пултарать.
Чӑваш Енре пурӑнакан 57 ҫулти хӗрарӑма тӗнче тетелӗнче экстремизма сарнӑшӑн явап тыттарнӑ. Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури заявление суда ярса панӑ.
Тӗрӗслев ирртернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: 57-ри хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче халӑхсене хирӗҫтерекен материла репост тунӑ. Суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, хӗрарӑм айӑплӑ. Хӗрарӑма 4 уйӑх ӗҫлеттермелле тунӑ. Шалӑвӗн 5 процентне патшалӑх тытса юлӗ.
Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе вӑя кӗмен
Шупашкарта вандалсем каллех хура ӗҫӗпе палӑрнӑ. Хальхинче вӗсем Ӗмӗр сӳнми ҫулӑма сӑнсӑрлатнӑ.
Вандалсем унта пенӗ тимӗр укҫана илессишӗн тимӗр решеткене аркатнӑ, плиткӑна сиенлетнӗ.
Ку ӗҫе ҫийӗнчех асӑрханӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗччен Ҫӗнтерӳ паркӗнчи нихӑҫан та сӳнмен ҫулӑма тӗпрен ҫӗнетесшӗн.
ЖКХ управленийӗ Шупашкар ҫыннисене, хӑнисене тата туристсене телей курассишӗн Ӗмӗр сӳнми ҫулӑма тимӗр укҫа пӑрахма сӗнмест. Вандалсен хура ӗҫне курсан вара 074 телефонпа шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ял хуҫалӑх продукцине сутасси енӗпе ярмӑркка ӗҫлеме тытӑнӗ. Вӑл хӑш вырӑнсенче пуласси паллӑ ӗнтӗ.
Ярмӑркка ирттерессине паян, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, палӑртнӑ. Постановление Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Ярмӑрккӑна ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Вӑл виҫӗ вырӑнта иртӗ: «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, «Дар» тулли мар яваплӑ обществӑра, «Суту-илӳ компанийӗ» тулли мар яваплӑ обществӑра.
Сутмалли вырӑнсемпе тӳлевсӗрех тивӗҫтереҫҫӗ. Продукцие вара йӳнӗ хакпа туянма май пулӗ. Пенсионерсене, ветерансене, сусӑрсене тӳлевсӗрех килех леҫсе парӗҫ.
Ярмӑркка ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗччен пулӗ.
Шупашкарти «Кӑнтӑр» культура ҫуртӗнче Кино ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн «Юрла, купӑс, янра, такмак!» конкурс иртнӗ. Унта вокал ансамблӗсем, купӑсҫӑсем, баянҫӑсем, такмак юрлакансем хутшӑннӑ.
Пурте икӗ тӗрлӗ хайлавпа сцена ҫине тухнӑ. Вӗсенчен пӗрне Раҫҫейре ӳкернӗ киноран пулине шӑрантарма тивнӗ. Иккӗмӗшне хӑйсен кӑмӑлне кура суйланӑ.
Куракансем конкурсҫӑсене ҫӑвар карсах итленӗ. Жюри пайташӗсене вара йывӑр килнӗ: кама суйламалла? «Инструменталист» номинацире Владимир Яковлев мала тухнӑ. «Вокалист» номинацире вара «Зарянка» вокал ансамблӗ 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Чӗрӗ уроксем» проектпа килӗшӳллӗн, Улатӑр хулинче Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен ачасем пулнӑ.
Хӑнасем Улатӑрти таврапӗлӳ музейӗнче экспозицисемпе паллашнӑ. Унтан хулари паллӑ вырӑнсене ҫитнӗ.
Улатӑрсен авалхи йӑла-йӗрке упранса юлнӑ. Вӗсем типӗ вӑхӑтӗнче тӑри евӗр булка пӗҫереҫҫӗ. Ӑна хатӗрлес енӗпе «Караван» кафере ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Хӑнасем чустана йӗтӗрпе якатса унран кайӑк евӗр ӑсталанӑ.
Хӑнасем мӑнастирсене те ҫитнӗ. Ку ҫулҫӳрев ачасемшӗн усӑллӑ пулнине гимнази директорӗ Инна Исаева та палӑртнӑ.
Проект старт илнӗ ӗнтӗ. Улатӑра шкул ачисем малашне те ҫитсе курӗҫ, унпа паллашӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |