Шупашкарта 50 ҫул каялла хупнӑ масара тепӗр хутчен хупнӑ. Хулан тӗп пайӗнче 2А микрорайонта вырнаҫнӑ ҫӑвана (Гагарин, Ярмӑркка, Пионер, Калинин урамӗсен чиккинче вӑл) хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хупасси пирки постановление алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑван пур территорийӗнче те пытарма юрамасть. Анчах ку виле ҫунтарнӑ кӗле пырса тивмест. Ӑна тӑванӗн вилтӑпри ҫине пытарма юрать. Анчах ҫакна тумашкӑн тӑван пулнине ӗнентерекен документ кирлӗ.
Ку масара 2015 ҫулта строительсем микрорайона пӑхса ҫаврӑннӑ чухне тупнӑ. Кайран ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ку ҫӑвана 1967 ҫулта Шупашкарти ӗҫ тӑвакан комитет хупнӑ пулнӑ.
Ака уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче Шупашкарта В.И.Чапаева асӑнса ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри турнир иртет. Унта ҫӗршыври 15 регионти ирӗклӗ кӗрешӳҫӗ хутшӑнӗ.
Пирӗн республика чысне 40 спортсмен хӳтӗлӗ. Вӗсем малти вырӑна тухассишӗн сакӑр виҫе категорийӗнче тупӑшӗҫ. Арҫынсем те, хӗрарӑмсем те вӑй виҫӗҫ.
Ӑмӑртура медальсен 16 комплектне выляттарӗҫ. Ҫӗнтурӳҫӗсене дипломпа, медальпе, парнепе — «Чапай» пӑхӑр бюстпа — хавхалантарӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна тухнӑ спортсмена «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята парӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла: турнир 50-мӗш хутчен ӗнтӗ Шупашкарти Олимп резервӗсен 5-мӗш спорт шкулӗн ятарлӑ залӗнче иртет.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем Республика тӳремӗнче пултаруллӑ ҫамрӑксем валли лапам уҫма сӗннӗ. Унта, вӗсен шухӑшӗпе, селфи ӳкерӗнмелли вырӑн тата уҫӑ тӳпе айӗнчи музей пулмалла.
Республика тӳремӗнчи сквера кӗҫех ҫӗнетме палӑртнӑ. Унта ҫутта улӑштарма, сукмаксене ҫӗнетме, бордюр чулӗсене ылмаштарма, фонтан лартма палӑртнӑ.
Ку лапам – ҫамрӑксен чи юратнӑ вырӑнӗсенчен пӗри. Унта вӗсем канма юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа студентсем фонтан вырнаҫтарма сӗннӗ. Хӗлле унта мероприятисем ирттерме май пулӗ. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем лапамра wi-fi хута яма, пирус туртмалли вырӑнсене пӗтерме, пултаруллӑ яш-хӗр валли сцена тума сӗннӗ. Пуҫаруллӑскерсем студентсен пурнӑҫне кӑтартакан скульптура вырнаҫтарасшӑн. Ҫак тӗллевпе конкурс ирттерме сӗннӗ.
Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарта 15 скверпа парка, 47 хӑтлӑлатма палӑртнӑ.
Ку шӑматкун, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Республика тӳремӗнче террора хирӗҫлесе акци иртмелле. Анчах та ӑна саккуна пӑсса йӗркеленине шыраса тупнӑ. Йӗрке тӑрӑх халӑха пухакан мероприятисене ирттерес умӗн вунӑ кун маларах пӗлтермелле. Аса илтеретпӗр, ку митинга Питӗр хулинчи метрона сирпӗтнӗ хыҫҫӑн йӗркелеме йышӑннӑ, вӑл Раҫҫейӗпех иртӗ. «Шупашкарти мероприятие йӗркелекенни теракт пирки маларах пӗлнӗ-ши?» — Питӗр хулинчи пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче кӑна пулнӑран Константин Ишутов блогер тӗлӗнсе ыйтать.
Аса илтерер, ҫак вӑхӑт тӗлне актуаллӑ информаци тӑрӑх Питӗрте пулса иртнӗ сирпӗнӳре 14 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, чылай ҫын суранланнӑ. Инкек хыҫҫӑн хулара виҫӗ кунлӑх траур пуласси пирки пӗлтернӗ.
«О собраниях, митингах, демонстрациях, шествиях и пикетированиях» (чӑв. Пухусем, митингсем, демонтрацисем, шествисем тата пикетлани ҫинчен) федераллӑ саккун тӑрӑх халӑха йышлӑ пухакан мероприяти пирки влаҫ органӗсене йӗркелӳҫӗ 10 кунран каярах мар, 15 кунран маларах мар пӗлтермелле. Ҫавах та влаҫрисем ку пухӑва акци мелӗпе ирттерни пирки калаҫҫӗ. Плакатсем пулманнишӗн, политикӑлла чӗнӳсем пулманран ку акци митингсем ирттермелли саккуна пӑхӑнмасть имӗш.
ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов ирхине ҫынсем Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара аран килнине хӑй куҫӗпе курса ӗненнине Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Министр ун чухне ку ыйтӑва уҫӑмлатассине каланӑ.
Владимир Иванов хӑйӗн сӑмахне тытнӑ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара 101-мӗш маршрутпа 3 пысӑк автобус ҫӳреме тытӑнӗ. Ҫакӑ ҫынсене ҫӑмӑллӑх кӳмеллех.
«Транспорт расписание ҫирӗппӗн пӑхӑнсан лару-тӑру ҫитес вӑхӑтра лайӑхланмалла. Ку ыйтӑва ЧР Транспорт министерстви тӗрӗслесе тӑрӗ. Ҫынсене турттаракан транспортсем пӗтӗм нормӑна пӑхӑнасса шанас килет», — тенӗ Владимир Иванов министр.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ҫулсерен ӑна ҫак кун уявлаҫҫӗ. Сывлӑх кунӗнче шупашкарсене депрессипе кӗрешме вӗрентӗҫ.
Тӗп хулари тӑватӑ чарӑнура — «Шупашкар» универмаг», «Николаев урамӗ», «Студентсен хули», «Модӑсен ҫурчӗ» ятлисенче — «Психологи десанчӗ» ирттерӗҫ. 14 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен волонтер-медиксем иртен-ҫӳрене социологи ыйтӑмне хутшӑнтарӗҫ.
Кашниех экспресс-диагностика витӗр тухма пултарӗ. Унта депресси пуррипе ҫуккине палӑртӗҫ.
«Студентсен хули» чарӑнура депрессие парӑнтарма пулӑшакан хусканусем тутарӗҫ. Психолог е психотерапевт пур пульницӑсенче эмоци тӗлӗшӗнчен сывлӑха ҫирӗплетмелли тренингсем ирттерӗҫ.
Питӗрти метрора ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулса иртнӗ сирпӗнӳ ӑслӑ-тӑнлӑ пур ҫынна та ҫӳҫентерчӗ. Пысӑк хуласенче пурӑнакан тата вӗренекен хӑш-пӗр ҫын каланӑ тӑрӑх, инкек пирки илтсенех вӗсене метрона анса хӑпарма та кӑмӑллах пулман.
Шӑматкун, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра вун-вун хулара терроризма хирӗҫ акци иртмелле. Халӑх йышлӑ пуҫтарӑнасса шанакан ҫак мероприяти Шупашкарти Республика лапамӗнче 11 сехетре пуҫланмалла. Унта кирек кам та кайма пултарать. Акцие, малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, парламентри мӗн пур парти хутшӑнмалла.
Аса илтерер, метрори сирпӗнӗве пула 14 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, алла яхӑн ҫыннӑн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Инкек хыҫҫӑн Питӗр хулинче виҫӗ кунлӑх траур тесе пӗлтернӗ.
«Раҫҫей мисӗ» конкурса Чӑваш Енри тӑватӑ чиперук хутшӑнать. 19 ҫулти Анна Антонова Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет. 20-ри Анастасия Рыжкова — Шупашкар, 23 ҫулти Кристина Андреева — Ҫӗнӗ Шупашкар, 21 ҫулти Ольга Портнова Иркутск чысне хӳтӗлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть наци костюмӗсен конкурсӗ пулнӑ. Пирӗн ентешсем те унта чӑвашсен илемлӗ кӗписене кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Пӗрисем ташланӑ, теприсем картина ӳкернӗ.
Конкурс йӗркелӳҫисем ҫӗнтерӳҫе суйлама йывӑр пулассине туяҫҫӗ. Ара, пикесем пӗри тепринчен маттур, хитре. Жюри пайташӗсене наци тумӗсен конкурсӗ питӗ килӗшнӗ. Чиперуксем илемлӗ тумсемпе тухса хӑйсен регионне тивӗҫлипе хӳтӗленӗ. Жюри те, чиперуксем те конкурс пӗтӗмлетӗвне чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.
Алена Блинова, ача пахчинче ӗҫленӗскер, халӑх тетелӗнчи страницинче: «Эпӗ «террорист», ҫавӑнпа мана ӗҫрен кӑларса ячӗҫ», — тесе ҫырнӑ. Воспитателе пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче иртнӗ антикоррупци митингне хутшӑннӑнӑн ӗҫрен кӑларнӑ-мӗн. Аслӑ шкулта вӗренекен студента та ҫакӑншӑн университетран кӑларса яма пултарӗҫ.
Алексей Глухов хӳтӗлевҫӗ вӗсен прависене судра хӳтӗлесси пирки Фейсбукри страницинче ҫырнӑ. Алена ҫырнӑ тӑрӑх, ача пахчине участковӑй килнӗ. Заведующи ӑна хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен каймашкӑн заявлени ҫырма хушнӑ. Анчах Алена хирӗҫленӗ. Унтан ӑна ачасене апатлантармашкӑн иртерех кайма ирӗк ыйтнине ӳкернӗ видеона кӑтартнӑ. Воспитателе Ӗҫ кодексӗн 81-мӗш статйин 5-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫрен кӑларнӑ. Алена — ачине пӗччен ӳстерекен амӑшӗ, ӑна ӗҫрен кӑларассине саккун хӳтӗлет.
Халӑх тетелӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студентне, «Ҫуркунне» юхӑм хастарне Павел Иванова та йӗрлени пирки хыпарлаҫҫӗ. Ӑна аслӑ шкултан кӑларса ямалли сӑлтав тупнӑ: вӗренӳре ӗлкӗрсе пымасть имӗш.
Шупашкар хула администрацийӗ хулари «маршруткӑсенче» ревизи ирттерме йышӑннӑ. «Пуҫиле ӗҫ пирки пирӗнтен кашниех пӗлет, эпӗ сире мӗнпур акта тӗрӗслеме ыйтнӑ пулӑттӑм. Ҫавӑнпа паян ку ыйтӑва планеркӑна кӑлартӑмӑр», — тенӗ хула мэрийӗнче ӗнер иртнӗ канашлура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн ҫумне Герман Александрова.
Аса илтерер, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ Шупашкар хулин транспортпа ҫыхӑну пайӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе Денис Савельев сӗтев илме пултарнӑ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсенче транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Салминпа Шарафутдинов (вӗсем 52, 63, 65 маршрутсене йӗркелеҫҫӗ) усламҫӑсенчен 40 пин илме пултарнӑ. Сӗтеве вӑл тепӗр усламҫӑ урлӑ — Дубиков хушаматлӑскертен — илнӗ. Усламҫӑсем укҫана тӳре-шара сахалтарах тӗрӗслеччӗр тата маршрутсене ан хупчӑр тесе панӑ пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |