Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Ҫурт-йӗр
Богдан Хмельницкий урамӗнчи 81-мӗш ҫурт
Богдан Хмельницкий урамӗнчи 81-мӗш ҫурт

Шупашкар хула администрацийӗ ведомствӑсем хушшинчи комисси ӗҫне йӗркелеме васкаман. Ҫак сумлӑ йыша кӗрекен специалистсен республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин тӑрӑмне пӑхса тухса вӑл унта ҫынсем пурӑнма юрӑхлипе юрӑхсӑррине татса памалал пулнӑ.

Богдан Хмельницкий урамӗнчи 81-мӗш ҫуртра пурӑнакансем хула администрацийӗн тӳре-шара ведомствӑсем хушшинчи комисси йӗркелеме кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех ыйтнӑ. Унти тӳре-шара ҫурта ятарлӑ организаци хакланӑ хыҫҫӑн кӑна апла комиссие явӑҫтарма май пур тесе хуравланӑ. Ҫынсене ку хурав тивӗҫтермен, мӗншӗн тесен пӗлтӗрех хакланӑ.

Хула администрацийӗпе пӗр чӗлхе тупайман енне ҫынсем прокурурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Лере тӳре-шара ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.

 

Хулара

Шупашкар хула кунӗнче «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗнсем) пилотаж ушкӑнӗ кӑҫал та килӗ текен хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ республикӑн тӗп хула пуҫлӑхӗ ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи планеркӑра калани тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Кӑҫал пилотсем ҫӗнӗ программӑпа килме шантарнине пӗлтернӗччӗ.

Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ку ыйтӑва Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствинче яваплӑ ҫынсемпе хальтерех сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн «Вӗршӗнсем» кӑҫал килеймесси паллӑ пулнӑ. Ҫарпа космос вӑйӗсен командованийӗ Раҫҫей авиацийӗн экипажӗсене кӑтартуллӑ массӑлла мероприятисене ҫӳреме чарнӑ иккен. Шупашкар ҫыннисене тата республикӑра пурӑнакансене 2014 тата 2015-мӗш ҫулсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ асӑннӑ пилотаж ушкӑнӗпе ҫапла вара кӑҫал киленеймӗпӗр.

 

Хулара

Шупашкарта фанфурикоматсем тупӑннине унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Кунашкал икӗ автоата тӗп тунӑ. Вӗсене камсем вырнаҫтарнӑ? Ҫак ыйтупа специалистсем ӗҫлеме тытӑннӑ.

Кривов урамӗнче, пасар ҫывӑхӗнче, спиртлӑ косметика лосьонӗ сутакан автомат ӗҫлеме тытӑнни пирки полици уйрӑмне утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Пакунлисем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ. Чӑнах та автомат пулнине хӑйсен куҫӗпе курса ӗненнӗ. 30 тенкӗпе 99 миллилитрлӑ кӗленчене ӗҫкӗҫcем туяннӑ.

Фанфурикомата камсем лартни паллӑ. Вӗсем хӗрарӑм усламҫӑ тата унӑн 34-ри ывӑлӗ. Вӗсемех ҫав ҫурт хуҫисем те.

Халӗ ҫак аппарат хуҫисене административлӑ майпа явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35369
 

Спорт

Рио-де-Жанейрӑра Олимп вӑййисем старт илеҫҫӗ. Унта кайнӑ спортсменсене хавхалантарас тӗллевпе Шупашкарта та хӑйне евӗр Олимп вӑййисем йӗркелеме палӑртнӑ.

Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине хавхалантарасшӑн. Ӑмӑрту пуҫланиччен унта хутшӑнма ирӗк паман спортсменсен кӑмӑлне те ҫапла ҫӗклесшӗн.

Шупашкарти Олимп вӑййисене организацисемпе предприятисен командисем, ахаль ҫынсем, хула хӑнисем хутшӑнма пултарӗҫ. Унта килнисем ГТО нормативне пурнӑҫлӗҫ, тӗл перӗҫ, баскетболла, сӗтелҫи теннисла, мини-футболла вылӗҫ, чӑрмавсене парӑнтарӗҫ.

Йога занятийӗсем иртӗҫ. Ун чухне пултарулӑх ушкӑнӗсем те юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Олимп вӑййисем ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗҫ.

 

Вӗренӳ

Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ протест акцине тухнӑ. Вӗсен ывӑлӗ-хӗрӗ, кӗҫӗн классенче вӗренекенскерсем, шкулсӑр тӑрса юлнӑ-мӗн.

Ашшӗ-амӑшӗ унччен Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пулнӑ ҫурта юсамашкӑн республика хыснинчен укҫа уйӑрманнине пӗлсен кӑмӑлсӑрланнӑ. Вӗсем ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче лицей умне пухӑннӑ.

Палӑртмалла: халӗ лицее тӗпрен юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Лицей умне ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе килнӗ. Шӑпӑрлансен авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫак шкулӑн партти хушшине лармалла-ҫке-ха.

«Укҫа памасан ӗҫ чарӑнса ларӗ, унтан сивӗсем пуҫланӗҫ. Хутса ӑшӑтман ҫуртра стенасем шӑнӗҫ, йӑлтах харама кайӗ. Мӗншӗн пирӗн, чуна парса ӗҫлекен ҫынсен, налук пустуй тӳлемелле? Мӗншӗн ҫӳлте ларакан чиновниксене пула пирӗн ачасен шкулта пичкери килька пек вӗренмелле?» — кӑмӑлсӑрланнӑ Наталья Низова.

4-мӗш лицей директорӗ Наталья Коновалова ачасем пур-пӗрех урамра вӗренес ҫуккине пӗлтернӗ. Вӗренӳ ӗҫне темле пулсан та вӑл йӗркелесе яма шантарнӑ. Ӑна та, ашшӗ-амӑшне те республика хысни юсав валли укҫа уйӑрманни питӗ тӗлӗнтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35331
 

Спорт

Допинга хирӗҫ пӗтӗм тӗнчери агентствин никама пӑхӑнман комиссийӗ допинг тупса палӑртнӑ Раҫҫейри 11 футболист хушаматне ятарлӑ списока кӗртнӗ. Канада ҫынни Ричард Макларен ертсе пыракан комисси палӑртнӑ списокра Шупашкарта ҫуралнӑ, Мускаври "Измайлово" футбол клубӗн вратарӗн Камела Алекссеван хушамачӗ те пур.

Раҫҫейӗн юниорсен тата ҫамрӑксен пӗрлештернӗ командисен йышӗнче вылякан 19 ҫулти спортсменкӑсӑр пуҫне йышра Руслан Камболов, Павел Соломатин, Иван Князев, Сергей Евтушенко, Егор Генералов, Сергей Петров, Илья Зуев, Михаил Мищенко, Егор Никулин, Екатерина Маслак пур.

Камила Алексеевӑна 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче икӗ ҫуллӑха дисквалификациленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл вӑйӑсене хутшӑнаймӗ.

 

Ӳнер
Хо Чунг Йе маэстро
Хо Чунг Йе маэстро

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ куракансем валли паха парне хатӗрленӗ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче унта Петр Чайковскин «Лебединое озеро» (чӑв. Акӑш кӳлли) балетне курма йыхравлӗҫ. Дирижер пультне Хо Чунг Йе маэстрӑна шанса парӗҫ.

Тӗнчери сцена ҫинче хӑйне кӑтартма ӗлкӗрнӗ каччӑ тӗрлӗ ҫӗршыв тӑрӑх гастрольпе ҫӳрет. Раҫҫейре те ӑна пӗлеҫҫӗ. Ӑна Питӗрти, Новосибирскри, Петрозаводскри, Сочири оркестрсем пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.

Пултарулӑх стартне пултаруллӑ каччӑ Чикагӑри симфони оркестрӗнчен пуҫланӑ. Малтанласа дирижер ассистентне илнӗ. Репетици пӗр пайне ӑна хӑй тӗллӗн ирттерттерсе пӑхнӑ хыҫҫӑн пултаруллӑ дирижера оркестр ертӳҫи Даниэль Баренбойм тӳрех ӗҫе илнӗ. 2002 ҫулта ӑна Чикагӑри ҫамрӑксен оркестрӗн музыка директорне лартнӑ. Вӑл ертсе пынипе программӑсем икӗ хута яхӑн вӑрӑмланнӑ, куракансем те йышланнӑ. Ӑсталӑха Хо Чунг Йе Тайвань, АПШ, Раҫҫей ӑстисем патӗнче туптанӑ.

 

Раҫҫейре

Мускаври метропа усӑ куракансем пӗчӗк груза тата корреспонденцие ҫӗршыври 32 хулана ӑсатайӗҫ. Ун валли вӗсен пуштӑ уйрӑмне вӗҫтерме кирлӗ мар: метрори станцисенчен хӑшӗсенче ку тӗллевпе ятарлӑ стойкӑсем вырнаҫтарнӑ.

Мускав метрополитенӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пегов федерацин МИХӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 килограмран ҫӑмӑлтарах посылкӑсене тата корреспонденцие пӗр килограмшӑн 300-500 тенкӗ тӳлесе ӑсатма май килӗ. Сӑнавлӑ проекта Шупашкарсӑр пуҫне Питӗр, Чулхула, Владикавказ, Ижевск, Краснодар, Петрозаводск, Сыктывкар, Туапсе, Ярославль тата ыттисем лекнӗ.

Кӑсӑклантаракан ыйтӑва метро пассажирӗсем ятарлӑ стойкӑсене пырса уҫӑмлатма пултараҫҫӗ. Ун пеккисене Ункӑ линийӗн 12-мӗн станцийӗнче, Таганкӑпа Краснопресенски лини ҫинчи «Котельники» станцире вырнаҫтарнӑ.

 

Спорт

Шупашкарӑн халӗ хӑйӗн хоккей команди пур. Команда ытти хула спортсменӗсемпе ӑмӑртма тытӑнӗ.

Хоккеистсем командӑна «Шупашкар» ят панӑ. Спортсменсем логотиппа формӑна та суйланӑ. Форма ҫине чӑваш пӑхаттирне Улӑпа сӑнланӑ.

Халапа тӗпе хурса суйланӑ ӑна. Унпа килӗшӳллӗн, шӑпах Улӑп Шупашкара йӗркеленӗ. Вӑл Атӑл хӗррине канма ларнӑ. Тӑнӑ чухне ҫӗре чавсаланнӑ. Унта йӗр юлнӑ, кайран ҫӑлкуҫсем тапма тытӑннӑ, унтан вӗсем юханшывсем пулса тӑнӑ. Вӗсен хӗрринче хула йӗркеленме пуҫланӑ.

«Шупашкар» команда паян 18 сехет ҫурӑра Мӑкшӑ Республикин командипе вылӗ, ыран – Ҫырчаллӑ спортсменӗсемпе. Вырсарникун малти вырӑнсемшӗн кӗрешӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35324
 

Культура

Чӑваш Енре уҫӑ тӳпе айӗнчи кинофестивале пӗрремӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Малашне кунашкал мероприятие тӑтӑшах ирттересшӗн.

Проекта Раҫҫейри Кино ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Ӑна пурнӑҫламашкӑн 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Пӗрремӗш фильма авӑн уйӑхӗнче Шупашкарта кӑтартӗҫ. Кино-караван Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Куславкка районӗсене, Ҫӗнӗ Шупашкара та ҫитӗ. Фестиваль программине Никос Зервас кӗнеки тӑрӑх ӳкернӗ патриотлӑх фильмӗсене кӗртнӗ ӗнтӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансене наци кинематографӗн ҫитӗнӗвӗсемпе те паллаштарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35314
 

Страницӑсем: 1 ... 653, 654, 655, 656, 657, 658, 659, 660, 661, 662, [663], 664, 665, 666, 667, 668, 669, 670, 671, 672, 673, ... 961
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй