Паян Атӑл леш енчи «Буревестник» кану уйлӑхӗнче «МолГород» (чӑв. Ҫамрӑксен хули) вӗренӳ форумӗ уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Ҫамрӑксемпе тӗл пулнӑ май яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пуҫаруллӑ пулнишӗн, тӗрлӗ мероприяти ирттернишӗн тав тунӑ. Мероприятисене ирттерсе "пӗр-пӗрин чун-чӗрине хӗмлентернине" палӑртнӑ. Вӗренӳ форумне пухӑннӑ ҫамрӑксене хастарлӑхшӑн ырланӑ май Михаил Игнатьев унта юлташ-хӗрсемпе савнӑ хӗрсем (вырӑсла цитатӑласа каласан, «подружка» тата «невеста») тупма ырӑ суннӑ.
ЧР Патшалӑх Канашӗ ҫумӗнчи Ҫамрӑксен общество палатин членӗ, «Хастар ҫамрӑксен союзӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Станислав Трофимов вара мероприятие йӗркелеме пулӑшнӑшӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова тав туса сӑмах каланӑ.
Шупашкарти Кнутиха вӑрманӗн шӑпине ӗнер судра пӑхса тухнӑ. Вӑраха пыракан ҫак ӗҫе хальхинче Чӑваш Республикин Аслӑ судӗнче тишкернӗ.
«Хуласенчи парксене упраса хӑварасси хулари мӗнпур ҫынна пырса тивет пулин те ҫур миллионлӑ хулара пурӑнакансенчен ку ыйтупа 2–3 ҫын ҫеҫ» тапаҫланнине тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Владислав Аркадьев ҫырса кӑтартнӑ.
Ӗнер, Ҫутҫанталӑка хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун, суд Евгений Яковлевӑн «черетлӗ» ҫӑхавне пӑхса тухнӑ иккен.
Владислав Аркадьев пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Кнутиха вӑрманне упраса хӑварассишӗн хастарсем икӗ ҫул ытла тӑрмашаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах хулара пурӑнакансенчен пысӑк пайне ку ыйту пачах та кӑсӑклантармасть-мӗн. «Ӑҫта вырӑс тӗнчи, вырӑс ӑс-тӑнӗ? Тен, хӑй вӑхӑтӗнче большевиксем коммунизмпа ухмахлантарнӑ пек пире арпаштараҫҫӗ?» — чун ыратӑвӗ сисӗнет маларах асӑннӑ ҫав постра.
Чӑн та, Шупашкарти Ярмӑркка урамӗнчи масарпа юнашар территорири йывӑҫсене касма пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ ҫул каяллах пӗлтернӗччӗ.
Г. Лебедев ячӗллӗ лицей кӑҫал шкул ачисене вӗренме йышӑнӗ. Ҫав ятпа Владислав Аркадьев Фейсбукри хӑйӗн страницинче паян хастар граждансене, ик айкки те пӗрех пулман вӗрентекенсене тата ашшӗ-амӑшне саламлать. «Вӗсен темиҫе ҫула пынӑ кӗрешӗвӗ Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интерната хупассинчен упраса хӑварма май пачӗ», — тесе ҫырнӑ вӑл унта. "Тӳре-шара ҫӗнӗ ҫурта тӑвасси киввине юсассинчен йӳнӗрех", — тесе ӗнентерме пӑхнине те вӑл асӑнса хӑварнӑ.
Хальхи вӑхӑтра шкулта тӗплӗ юсав ирттернине хыпарланӑ май шкул территорийӗн пӗр пайне, икӗ общежитие тата столовӑя упраса хӑварма май килменнине, ҫавӑнпах лицей интернат статусне ҫухатнине каланӑ. «Лицея уҫассишӗн камсем ҫине тӑнине МИХсем шарламаҫҫӗ пулӗ», — пӗтӗмлетнӗ шухӑшне Владислав Аркадьев хастар.
Политика тата экономика коммуникацийӗсен агентстви регион пуҫлӑхӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «вӑйлӑ витӗмлӗ» пуҫлӑхсен йышӗнчех юлнӑ-ха, анчах темиҫе йӗрке аяларах аннӑ.
Ака уйӑхӗнче Михаил Игнатьев 31-мӗш вырӑнта пулнӑ. Халӗ — 39-мӗш вырӑнта. Ҫапла вӑл 8 йӗрке аннӑ. Ҫакна Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ара, ку должноҫа Элтепер ӑна хӑй лартма шухӑшланӑ вӗт.
Танлаштарӑмра унчченхи пекех Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров малти йӗркесене йышӑннӑ. Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов вара пиллӗкмӗш йӗркене аннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Якушев йышӑннӑ. Юлашки йӗркесенче — Иваново облаҫӗн тата Еврей автономи округӗн ертӳҫисем.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын Таиландра каннӑ хыҫҫӑн вар-хырӑм тифӗпе чирленине унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Халӗ ҫак чире пула тӗп хулари пӗр кондитерские хупма палӑртнӑ.
25 ҫулти хӗрарӑм Таиландран ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче таврӑннӑ. Кунта ҫитсенех унӑн вар-хырӑм тифӗн пирвайхи паллисем палӑртма тытӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тухтӑрсем унӑн чӑннипех те ҫак чир аталаннине палӑртнӑ. Аса илтерер: кунашкал чире пирӗн республикӑра юлашки хутчен 2000 ҫулта тупса палӑртнӑ.
Ҫак хӗрарӑм ӗҫлекен предприятие тата пурӑнакан вырӑна дезинфекцилеҫҫӗ. Хӑйне пульница вырттарнӑ. Вӑл хулари пӗр кондитерскире усламҫӑ пек тӑрӑшать. Предприятире санитари нормисене пӑснине палӑртнӑ. Ҫавна май ӑна вӑхӑтлӑха хупасшӑн.
Шупашкарти канмалли пӗр вырӑнта Ваф-файпа тӳлевсӗр усӑ курма пулать. Малашне Лакрей вӑрманӗнче те тӗнче тетелне ҫӑмӑллӑнах кӗме май пулӗ.
Тӗнче тетелне кӗрес килсен телефона DOM.RU Wi-Fi сетьпе ҫыхӑнтармалла. Вӑл ҫеккунтра 3 Мбит хӑвӑртлӑхпа ӗҫлет. Авторизациленекен тата логинпа пароль шутласа тупакансен вара хӑвӑртлӑхӗ пысӑкрах пулӗ: 54 Мбит/с таран.
Чӑннипе, юлашки вӑхӑтра тӳлевсӗр Вай-фай чылай ҫӗрте пур. Темиҫе ҫул каялла пассажирсене илӗртес тесе 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусра та тӳлевсӗр тӗнче тетелӗпе усӑ курма май туса пачӗҫ. Халӗ кун пирки сас-хура ҫук-ха.
Кашни ҫулах ҫуркунне пахча ҫимӗҫ хакӗ ӳсет. Ҫӗрулми хакӗ хӑпарни Шупашкар влаҫне пӑшӑрхантарнӑ. Вӑл мӗншӗн хакланнӑ? Тӳре-шара рейда тухнӑ.
Халӗ пӗлтӗрхи ҫӗрулмишӗн пасарта 40-45 тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫӗрулмишӗн вара 65-68 тенкӗ кӑларса хумалла. Ӑна ытларах чухне Азербайджанран илсе килеҫҫӗ.
Сутуҫӑҫем каланӑ тӑрӑх, кунне вӑтамран 3 михӗ пӗлтӗрхи ҫӗрулми туянаҫҫӗ, ҫӗннине вара – 1 михӗ.
Хӗлле сивӗ пулнӑран фермерсем ҫӗрулми сутма тухман. Халӗ нӳхрепсенчен кӑлараҫҫӗ, анчах йӳнӗпе никам та парасшӑн мар. Унччен пасарта ку ҫимӗҫе 10-15 тенкӗпе сутнӑ. Курттӑмӑн сутакансенчен, тӗслӗхрен, Елчӗк районӗнче ҫитӗнтернӗ ҫӗрулмине, 30 тенкӗпе туянма пулать.
Канмалли кунсенчи ярмӑрккӑсене малашне те ирттересшӗн. Кун пек чухне ҫынсем ҫӗрулмине 25-30 тенкӗпе туянма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта кӗҫех урамри кинон Пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ старт илет. Тӗп хуламӑр унта кӑҫал та хутшӑнӗ. Фестиваль кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут иртет.
Фестивальпе килӗшӳллӗн, Раҫҫейри ҫамрӑк режиссерсен кӗске метражлӑ лентисене кӑтартӗҫ. Ҫынсем 6 кинокартина курма пултарӗҫ. Вӗсене 800 ытла заявкӑран суйланӑ.
Ку – коммерциллӗ мар проект, ӑна Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче 2014 ҫулта пуҫарса янӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 4-мӗшӗччен 60 ҫӗршывра урамри кино фестивальне хутшӑнакан фильмсене кӑтартӗҫ.
Кӑҫал фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 21 сехетре Шупашкарти "Салют" культура керменӗ умӗнче пуҫланӗ.
Шупашкар ҫынни Таиландра каннӑ та хӑрушӑ чир ҫаклатса килнӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Шупашкар ҫынни вар-хырӑм тифӗпе чирленӗ. Унашкал чире пирӗн патра юлашки хутчен 2000 ҫулта тупса палӑртнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ санитарипе эпидемиологи тӗпчевӗ пырать. Ку ӗҫе ЧР Сывлӑх сыхлавӗн, «Гигиена тата эпидемиологи центрӗн», «Дезинфекци профилӗн предприятийӗн» ӗҫченӗсене явӑҫтарнӑ.
Вар-хырӑм тифӗ — мӗнле чир вӑл? Ӳт ҫине тапса тухать, сив чир евӗр аптӑратать. Ытларах чухне шыв урлӑ ерет.
Шупашкарта икӗ пульницӑна пӗрлештересшӗн. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Икӗ пульница пӗрлештерме хатӗрленни ахальтен мар. Ҫапла майпа Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнче тата ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакан ҫынсене паха медицина пулӑшӑвӗ парасшӑн.
Бичурин урамӗнчи 7-мӗш хула пульницине тата Трактор тӑвакансен проспектӗнчи Хулари 1-мӗш клиника пульницине пӗрлештересшӗн.
Икӗ пульница пӗрлештересен пациентсем тухтӑрсенчен талонсӑрах консультаци илӗҫ. Ҫавӑн пекех Хулари 1-мӗш клиникӑра хальхи йышши хатӗр-хӗтӗрпе сывлӑхне тӗрӗслеттерме пултарӗҫ. Хулари 7-мӗш пульницӑри тухтӑрсемпе медсестрасен вакансийӗсене сыхласа хӑварӗҫ.
Ку йышӑнӑва тӑвиччен ҫынсен шухӑшне пӗлӗҫ. Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче 11 сехетре Калинин районӗн администрацийӗнче кун пирки калаҫӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ. | ||
| Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |