Паян Шупашкарта икӗ пеликан утнине асӑрханӑ. Ӑҫтан тупӑннӑ вӗсем? Ара, экзотика кайӑкӗсем Раҫҫейре кӑнтӑр енче ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ вӗт.
Кӗрен тӗслӗ пеликансем Энгельс урамӗнчи лавкка умӗнче ҫӳренӗ. Кайӑксем А.Николаев ячӗллӗ паркри зоокӗтесрен тухса тарнӑ-мӗн.
Вӗсем зоокӗтесе чӗпӗ чухне лекнӗ, унта ӳссе аталаннӑ. Пеликансене тухса ан вӗҫччӗр тесе ятарлӑ операци тӑваҫҫӗ. Вӗсем вара темле майлӑ тухса тарнӑ.
Пеликансем ҫухалнине зоокӗтес ӗҫченӗсем тӳрех сиснӗ. Иртен-ҫӳрен те, ҫак кайӑксене курнӑскерсем, вӗсем ӑҫта иккенн пӗлсен парк администрацине хыпарланӑ. Кайӑксене тытма тивнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет ҫурӑра, Шупашкарти 1-мӗш Чапаев урамӗнчи ҫурт ҫунса кӗлленнине, кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен хыпарланӑччӗ. Аса илтерер, йывӑҫ ҫурт, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, электропралука пула ҫунса кайнӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм ҫенӗкрен тухнӑ. Пушарта 37 ҫулти хӗрарӑм, унӑн 16 ҫулти, 4-ри тата 6-ри хӗрӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
«Общее дело» (чӑв. Пӗрлехи ӗҫ) общество организацийӗ ҫав вырӑнта палӑк лартасшӑн тата сквер йӗркелесшӗн. Кун пирки вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыков ячӗпе ҫыру янӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, инкек ҫурта такам тивертсе янипе тухма пултарнӑ. Енчен апла мар пулсан палӑкпа сквер инкекре асӑрханмаллине аса илтерекен вырӑн пулӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Пӗрлӗхӗ Раҫҫей» партин ертӳҫин республикӑри йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене йышӑннӑ. Унта пынисенчен пӗри, Шупашкарта пурӑнакан Светлана Петрова, регион ертӳҫине чирлӗ ачасем вӗренекен Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ пуҫламӑш шкул патне пымалли тротуар начаррине пӗлтернӗ.
Ку ыйтупа маларах ЧР Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй патне ҫитнине евитленӗ. Елена Сапаркина патӗнче пулнӑ хыҫҫӑн лав вырӑнтан хускалнӑ темелле. Ҫапах та ыйту татӑлман. Ашшӗ-амӑшӗн комитечӗн пайташӗ пулнӑ май Светлана Петрова Элтепер патне ҫул тытнӑ.
Йышӑнӑва пынӑскер Элтепере тав тума та манман. Темиҫе ҫул каялла республика ертӳҫи ҫав шкула юсама пулӑшнӑ. Ун чухне вӗренӳ учрежденийӗ валли самай укҫа уйӑрнӑ.
Элтепер шкула хальхинче те тивӗҫлӗ услови туса памаллипе килӗшнӗ.
Чӑваш Енри яш-хӗр, 11-мӗш класран вӗренсе тухаканскерсем, патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене тытма пуҫланӑ. Паян ҫамрӑксем географипе тата информатикӑпа пӗлӗвне тӗрӗслеҫҫӗ.
Географипе 352 ҫын ППЭ тытнӑ. Информатика предметне вара 679 яш-хӗр суйланӑ. Вӗсем экзаменсене ултӑ пунктра тытаҫҫӗ: Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ районӗнче.
Географипе ППЭ 3 сехет тӑсӑлнӑ. Унта ҫамрӑксем линейкӑпа, транспортирпа, калькуляторпа усӑ курнӑ. Информатика экзаменне вара нимӗн те илсе кӗме юраман.
Сӑмах май, кӑҫал географипе сахалтан та 37 балл пухмалла, информатикӑпа – 40 балл.
«Урамра, мӗн, кӗркунне-им? Хӗл ларма хатӗрленет-им?» — ӗнсине кӑчӑрт-кӑчӑрт хыҫрӗ, ахӑртнех, хӑшӗ-пӗри паян чӳречерен пӑхса. Ара, паян юр ҫурӗ вӗт.
Кӗҫех пляж сезонӗ уҫӑлмалла, вӗсене тӗрӗслеҫҫӗ. Кунта вара юр ҫӑвать. Паян Шупашкарта юр 14 сехет те 40 минутра ӳкме тытӑннӑ. Ҫӗр ҫине ӳксенех ирӗлнӗ. Сывлӑш температури 2 градус ҫеҫ тӑнӑ.
Ҫанталӑк мӗнлерех пулӗ? Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пляж сезонӗ уҫӑлсан шыва кӗме май пулӗ-и? Хальлӗхе синоптиксем ӑшӑтасси пирки каламаҫҫӗ. Ҫӗртме пуҫламӑшӗнче ҫумӑр ҫӑвӗ, сывлӑш температури ӑшах пулмӗ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти кинофестиваль вӗҫленнине эпир пӗлтернӗччӗ. Пилӗк куна пынӑскер вӑхӑтӗнче ӳнерӗн ҫак тӗсӗнчи тӗрлӗ халӑхӑн пултарулӑхӗпе паллашма май килчӗ. Ӗҫсене сумлӑ ӑстасем хакларӗҫ. Вӗсен шутӗнче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистки Галина Бокашевская та пулнӑ. Куракансем ӑна «Тоталитарный роман», «Джек Восьмеркин — «американец», «Улицы разбитых фонарей» тата ытти фильм тӑрӑх аван пӗлеҫҫӗ пулӗ. Унӑн фильмографийӗ вара тӑхӑр теҫетке ытла фильмран тӑрать.
Шупашкарти юбилейлӑ, вуннӑмӗш, кинофестивальте тӳре евӗр пулнӑскер пӗлтӗр районсем тӑрӑх ҫӳренӗ чухне чӑвашсен пуян мифологийӗпе паллашма май килнине пӗлтернӗ. Ҫавна май вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн патра тӑван халӑхӑмӑрӑн мифологине тӗпе хурса ӗҫлемелле.
Ҫакна та пӗлтермелле. «Советская Чувашия» хаҫат тишкерӳҫи Рита Кириллова хӑйӗн статйисенчен пӗринче тӳресенчен тахӑшӗ чӑваш киновӗ икӗ пайран: вырӑсенни евӗр боевиксенчен тата телеспектакль евӗр киносенчен — тӑнине палӑртнине асӑнса хӑварнӑччӗ.
Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗ РФ Чӑваш Енӗн Президенчӗ ҫумӗнче тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волков ӗҫне Шупашкарта пӑхса тухнине хирӗҫ мар. Асӑннӑ шайри тӳресем Чӑваш Енӗн прокуратурин тата Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи элчелӗхӗн тавӑҫне тивӗҫтернӗ.
«Правда ПФО» интернет-хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, Леонид Волков ӗҫне Шупашкарти Ленин район судӗнче пӑхса тухасшӑн пулман. Элчелӗх Мускавра вырнаҫнине шута илсен, Ленин район сучӗн йышӑнӑвӗ территори принципӗпе никӗсленни куҫкӗрет.
Аса илтерер, Леонид Волкова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫаллӑ пулнӑ тесе айӑпласшӑн. Айӑплавпа килӗшмесӗр Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ экс-элчи Леонид Волков РФ Президенчӗ Владимир Путин патне те темиҫе хутчен шӑрҫаланӑччӗ.
Паян Шупашкарти кинофестиваль савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кинофестивале ырласа мухтакансем йышлӑн пулнӑ.
Паян кинофестивале хупнӑ чух ӳнерӗн ҫак мероприятийӗ валли хатӗрленӗ ятарлӑ парнепе — «Анне» статуэткӑпа — чи лайӑх фильмсене тата вӗсене хатӗрлекенсене чысланӑ.
Наци хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетнишӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ «Семейные хлопоты» режиссерне тата сценаристне, Хусанти культура институчӗн киноӳнер кафедра заведующине Алексей Барыкина хавхалантарнӑ.
Элтеперӗн ятарлӑ парнипе театрпа кино актрисине, СССР халӑх артисткине Мая-Гозель Аймедована тата Ходжакули Нарлиев режиссера, сценариста, Туркменистан халӑх артистне чысланӑ.
Чи лайӑх фильм тесе Гран-прие «Завещание отца» (Кӑркӑстан, режиссерӗсем — Бакыт Мукул, Дастан Жапар Уулу) тивӗҫнӗ.
Шупашкарта каллех тислӗк шӑрши кӗрет. Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакан ҫынсем унашкаллине пӗрре мар тӳсеҫҫӗ. Урамра ырӑ мар шӑршӑ сарӑлни унччен те пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Мир проспектӗнче, «Виҫӗ юман» микрорайонта, пурӑнакансем япӑх шӑршӑ тухнине сиснӗ. Ку ҫил вӑйлансан уйрӑмах лайӑх палӑрма тытӑннӑ.
«Фермӑри пек пурӑнатпӑр. Каллех ҫӑвӗпе нушаланмалла-им?» — ҫапла ӳпкелешнӗ ҫынсем. Аса илтерер: пӗлтӗр те ҫулла ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче япӑх шӑршӑ тӑнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗччӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче пурӑнакансем те ырӑ мар шӑршӑ пулнине туйнӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет ҫурӑра Шупашкарти 1-мӗш Чапаев урамӗнчи ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Йывӑҫ ҫурт, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, электропралука пула ҫунса кайнӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм ҫенӗкрен тухнӑ.
Шел те, пушарта ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 37 ҫулти хӗрарӑм, унӑн 16 ҫулти, 4-ри тата 6-ри хӗрӗсем ҫунса вилнӗ. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ.
«Ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ психологсем вилнисен тӑванӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ. | ||
| Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |