Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Раҫҫейре

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Енри вунӑ ача Мускаври Патшалӑхӑн Кремль сцени ҫине тухса ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тата РФ Патшалӑх Канашӗн пайташӗсем умӗнче юрланӑ. Сцена ҫине тухас умӗн вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ырӑ суннӑ. «Хӗллехи юмах» программӑпа Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнчи «Соловушки» хора ҫӳрекен Евгений Сбитнев, Татьяна Григорьева, Матвей Савинкин, Юлия Чапрасова, Юлия Матвеева, София Иванова, Анна Трифонова, Дарина Данилова, ҫавӑн пекех Комсомольскинчи Никита Вороновпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Милена Семенова Раҫҫей ачисен хорӗпе юрланӑ.

Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, муниципалитетӑн «Классика» юрӑ капеллин художество ертӳҫи, Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ 5-мӗш музыка шкулӗн хор уйрӑмӗн заведующийӗ Александра Васильева унта хормейстер пулса хутшӑннӑ.

 

Раҫҫейре

Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре икӗ шкул автобусӗ ҫул ҫинче аварие ҫакланни пирки пӗлтернӗччӗ. Улатӑр районӗнче тата Шупашкар хулинче ачасене илсе ҫӳрекен транспорт пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Телее, вӑйлах суранланнисем пулман. Малашне шкул автобусӗсен тӗлӗшпе ушӑну пулӗ.

Улшӑнусем ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗҫ. Шкул автобусӗсен водителӗсен мӗнле ҫӗнӗлӗхсене шута илмелле пулӗ-ха?

Ачасене илсе ҫӳрекен автобусӑн тӑрринче сарӑ е хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ маяк пулмалла. Водительсен тӗлӗшпе саккун ҫирӗп пулӗ. Малашне «D» категориллӗ транспортра ҫулталӑкран кая мар стаж пухнӑ водительсем ӗҫлейӗҫ.

 

Хулара
Xage.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк
Xage.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк

Шупашкарта футбол юратакансем валли фан-лапам йӗркелесшӗн. Ҫак шухӑша хула администрацийӗн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков республикӑн тӗп хулинче пурӑнакансемпе тӗл пулсан каланӑ.

Килес ҫул пирӗн ҫӗршывра футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртмелле. Ӑна хатӗрленнӗ май Шупашкарта «Спартак» стадиона юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Кун валли 133,3 млн тенкӗ тухса кайӗ.

«Килес ҫул юсаса ҫӗнетес ӗҫ вӗҫленӗ. Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗн фан-лапамне Шупашкарти Юрӑ уйӗнче вырнаҫтарасшӑн. Унта лармалли вырӑнсем тата сцена пулӗ. Хальхи вӑхӑтра проектлассипе ӗҫ малалла пырать. Шухӑшланӑ пек пулса пырсан футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне эсир Атӑлҫи кӳлмекӗнче курма пултарӑр», — тенӗ сити-менеджер.

REGNUM информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче Шупашкарта физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене улттӑ уҫнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшне —пӗлтӗр.

 

Хулара

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май чӑрӑш сутас ӗҫ тупӑшлансах пырать. Анчах вӗсен йышӗнче саккуна пӑсса суту-илӳ тӑвакансем те пур.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗнче чӗрӗ чӑрӑшсене саккуна пӑсса сутнӑ тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх тата Хусанкай урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта чӑрӑш сутакансен ҫакна тума нимӗнле ирӗк те пулман.

Полици ӗҫченӗсем вӗсене тӗрӗсленӗ, чӑрӑшсене туртса илнӗ. Пухнӑ тӗрӗслев материалӗсене административлӑ комиссие пӑхса тухма парӗҫ.

Сӑмах май, Шупашкарта чӑрӑш пасарӗсем 13 вырӑнта ӗҫлеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта иномарка кайма юрманнине асӑрхаттаракан паллӑна курсан та машинӑна чарман. Водитель локомотив ҫине кӗрсе кайнӑ.

Пуйӑспа машина ҫапӑнсан 45 ҫулти хӗрарӑм тата 14 ҫулти арҫын ача суранланнӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, авари вӗсен сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ.

Водитель шар курнӑ ҫынсене йывӑрлӑхра пӑрахман. Вӑл вӗсем патне пульницӑна ҫӳренӗ. Ҫавна май хӗрарӑм тата арҫын ачан интересӗсене хӳтӗлекен ҫын водитель тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Прокурор хирӗҫ пулман. Суд ӑна каҫарнӑ. Шупашкар хулин Ленин районӗн сучӗ палӑртнӑ приговорпа килӗшӳллӗн, арҫынна 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/46832
 

Культура

Паян, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисткине Антонина Баулинӑна хисепленине палӑртса унӑн асӑну хӑмине уҫӗҫ. Хӑмана Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарӗҫ. Актриса унта 1972 ҫултан пуҫласа 2015 ҫулччен пурӑннӑ.

Асӑну хӑмине Раҫҫей художникӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Игорь Голубев хатӗрленӗ.

Антонина Баулина — Вырӑс драма театрӗн историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ пултаруллӑ артистсенчен пӗри. Сцена ҫинче вӑл 56 ҫул вылянӑ. Пурнӑҫран 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уйрӑлнӑ.

Асӑну хӑмине уҫма культура, искусство ӗҫченӗсене, журналистсене, сцена ӑстисене, тӑванӗсене, актрисӑн пултарулӑхне хаклакансене Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт патне 13 сехет те 30 минута йыхравлаҫҫӗ.

 

Политика
Дмитрий Сержантов — сулахайра
Дмитрий Сержантов — сулахайра

Чӑваш Енрен тухнӑ ҫынна Самар облаҫӗн Юстици министерствине ертсе пыма шаннӑ. Кадрсен ылмашӑнӑвӗ раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Самар облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Дмитрий Азаров Дмитрий Сержантова ведомство тилхепине шаннӑ.

Дмитрий Сержантов Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн икӗ аслӑ пӗлӳ: истори тата юридици енӗпе. Вӑл 1998 ҫултанпа патшалӑх службинче тӑрӑшнӑ. Малтанах ЧР Юстици министерствинче ӗҫленӗ, кайран РФ Юстици министерствин управленине куҫнӑ. ЧР президенчӗн администрацийӗнче те пӗр хушӑ тӑрӑшнӑ.

2010 ҫулта Дмитрий Сержантов ЧР Юстици министрӗн ҫумӗ пулнӑ. 2011 ҫулта вара РФ Юстици министерствин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Дмитрий Сержантов 42 ҫулта.

 

Спорт

Юлашки вӑхӑтра республика ҫыннисем Скандинави уттипе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Алла йӗлтӗр туйи тытса утакансене тӑтӑшах курма пулать. Спортӑн ҫак тӗсӗ анлӑ сарӑлнӑ май фестиваль ирттерме палӑртнӑ.

Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав ҫыран хӗрринче иртӗ. Унта пурне те хапӑлласах йышӑнаҫҫӗ. Фестивальте специалистран канаш илме, дистанцие парӑнтарма, вӑхӑта усӑллӑ ирттерме май пулӗ.

10 сехетре Скандинави уттин техникине вӗрентӗҫ. 10 сехет ҫурӑра спортсменсене регистрацилӗҫ. 11 сехетре – разминка, 20 минутран старта тухӗҫ. 12 сехетре пӗрле чей ӗҫӗҫ. Заявкӑна navolge21@mail.ru адреспа ямалла.

 

Хулара

Шупашкар хула ҫыннисемпе хӑнисене канма меллӗ туса парассипе ҫулсеренех тӑрӑшать. Халӗ тата Атӑл ҫыранӗ хӗррипе йытӑ кӳлнӗ ҫунапа ярӑнма пулать. Ку хыпара хула администрацийӗнче сумлӑ пукан йышӑнакан Алла Салаева Инстаграмра пӗлтернӗ.

«Ярӑнмалли йытӑсем пулӑшнипе географин ҫӗнӗ вырӑнӗсене уҫнӑ тата ҫын Арктикӑпа усӑ курма пуҫланӑ. Икӗ полюса та лаша ҫунипе ҫитнӗ: Кук, Р. Пири — Ҫурҫӗр полюса, Амундсен Норвегин ялавне Кӑнтӑр полюсра вырнаҫтарнӑ», — тесе ҫырнӑ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗн тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Алла Салаева. Хыпара «#чебоксарылучшийгород» (чӑв. Шупашкар чи лайӑх хула тесе куҫать) хэштегпа (акӑлчанларан куҫарсан решеткепе паллӑ тунине пӗлтерет) палӑртнӑ.

 

Раҫҫейре

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа иртнӗ «Что? Где? Когда?» ӑс-тӑн вӑййине Шупашкарти 18-мӗш шкулта акӑлчан чӗлхи вӗрентекен Ольга Тихонова ыйтӑвӗ телкеуравҫӑсен ушкӑннӗ вӑййӑн ӑстисене ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Шупашкар хӗрарӑмӗн ыйтӑвне вӑйӑ 5:5 шутпа танлашнӑ хыҫҫӑн пачӗҫ.

Ольга Тихонова хӑй ыйтӑвне 2015 ҫултах хатӗрленӗ. Вӑл тӑсӑкла ҫемҫе теттепе ҫыхӑннӑ. Телевӑййа хутшӑнакансем ку тетте йӗлтӗре транспортра тӑхӑнтартмалли хатӗр тесе шухӑшларӗҫ. Анчах вӑл фонендоскоп (этемӗн шалти органӗсене итлесе пӑхмалли хатӗр) инструмента ачасенчен, вӗсем хӑрасран, пытарма шухӑшласа кӑларнӑ иккен.

Телекуравҫӑсен ушкӑнне кашнине 461 пин те 463-шер тенкӗ тивӗҫрӗ. Ҫав шутра — Шупашкарти Ольга Тихоновӑна та.

 

Страницӑсем: 1 ... 598, 599, 600, 601, 602, 603, 604, 605, 606, 607, [608], 609, 610, 611, 612, 613, 614, 615, 616, 617, 618, ... 1042
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ҫӗртме, 19

1968
57
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ вилнӗ.
2060
-35
Рыбкин Владимир Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та