Шупашкар хулинче вӑрман хуҫалӑхӗ йӗркелесшӗн. Ку ыйтупа ҫак эрнере хула администрацийӗ ӗҫлӗ ушкӑн ларӑвне ирттернӗ.
Ларӑва Атӑлҫи федераци округӗнчи Вӑрман хуҫалӑх департаменчӗн, Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе экологи министерствин, «Шупашкар хулин экологи управленийӗ» хысна учрежденийӗн, хулари «Ҫӗр управленийӗ» муниципалитет хысна учрежденийӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
Хулари вӑрман хуҫалӑхӗ Шупашкарти экологие лайӑхлатма, вӑрмансене хӳтӗлеме кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче парк пулассине пӗлтернӗччӗ. Онлайн-сасӑлав ирттерсе ун валли ят суйланӑччӗ. Ҫынсен вунӑ ятран: Раҫҫейри ҫамрӑк патриотсен паркӗ, «Шупашкар» канупа культура паркӗ, Кадет рашчи, Кадетсен аллейи, «Патриот» парк, Шупашкарти кадетсен паркӗ, «Чӗрӗлӳ» парк, Ҫамрӑксен паркӗ (Парк молодежи, Молодежный парк), Ҫемье паркӗ — пӗрне палӑртма тивнӗччӗ. Унта «Кадетсен рашчи» ят ҫӗнтернӗччӗ.
Паян Чӑваш Енре те Раҫҫей Президентне суйлаҫҫӗ. ЧР Тӗп суйлав комиссийӗ саккӑр ҫитнӗ-ҫитменех мӗнпур 1177 участок ӗҫлеме тытӑннине пӗлтерчӗ.
Суйлава халӑх йышлӑн пыни курӑнать. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн сайтӗнче хальлӗхе 15 сехет тӗлӗнчи кӑтарту кӑна-ха. Унта асӑннӑ тӑрӑх, халӑхӑн 59,44 проценчӗ сасӑлава хутшӑннӑ.
Пирӗн республикӑри тӳре-шара, депутатсем суйлав участокне кӑнтӑрлачченех ҫитсе килнӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер сасӑлава мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа тата ывӑлӗпе Иванпа кайнӑ. Вӑл Шупашкарти Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче вырнаҫнӑ участокра сасӑланӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, республика ертӳҫи Михаил Васильевич Игнатьев ытти ҫул та суйлава ҫав участока ҫӳренӗ.
Чӑваш Ен кӑҫал Республика кунне ирттересси пирки халех шухӑшлама тытӑннӑ. Тӑван тӑрӑхӑмӑршӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑма хатӗрленес тӗллевпе нумаях пулмасть Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне пухнӑ.
Уяв вӑхӑтӗнче ытти ҫулхиллех тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Ҫав шутра — «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль те. Анчах кӑҫал унӑн программине палӑрмаллах улшӑну кӗртме палӑртнӑ. Фестивале хутшӑнакансем ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республикӑри районсем тӑрӑх тухса кайӗҫ. Унта вӗсем концертсем лартӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Тепӗр кунне ҫӗршыври ӑстасен пултарулӑхӗпе Шупашкарта киленӗпӗр.
Кӑҫал фестивале Болгарирен те килмелле. Ҫакна Чӑваш Ен культура министрӗ Константин Яковлев каланӑ.
Питӗр хулинче пуш уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче «Витреоретиналлӑ патологири сиплевӗн паянхи меслечӗсем» ятпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑри куҫ тухтӑрӗсем те хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтерӗшлӗ ҫак мероприятире Республикӑн офтальмологи пульницин тӗп тухтӑрӗ Дмитрий Арсютов, уйрӑмсен ертӳҫисем Татьяна Николаевӑпа Александр Васильев пулнӑ. Чӑваш Енӗн тӗп офтальмологӗ Дмитрий Арсютов конференцие пухӑннисене икӗ докладпа паллаштарнӑ, унсӑр пуҫне Шупашкарти офтальмологи пульницинче ҫеҫ усӑ куракан ӗҫ меслечӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Палӑртса хӑвармалла, конференци вӑхӑтӗнче паллӑ тухтӑрсем лекцисем вуланӑ, хальхи оборудованипе ӗҫ хатӗрӗсен куравӗ ӗҫленӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Пӗтӗм ҫӗршыври «Чаплӑ интернет» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта Шупашкарти 17-мӗш вӑтам шкулӑн информатика вӗрентекенӗ Игорь Чернов лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн информполитика министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, шкулпа ҫыхӑннӑ проектсен конкурсне хальхинче вӗренӳ тытӑмӗнчи интернет-технологисене халалланӑ. Вӗрентекенсемпе шкул ачисем конкурса хӑйсем ӑсталанӑ сайтсене, сайт пайӗсене, халӑх тетелӗнчи пӗрлешӳсемпе ушкӑнсене, компьютерпа кӗсье телефонӗ валли шухӑшласа кӑларнӑ сарӑмсене, ӑс-тӑна аталантаракан вӑйӑсене ярса панӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пурӗ 180 проект ҫитнӗ.
Конкурса пӗтӗмлетнӗ май тӑватӑ ҫӗнтерӳҫе тата ҫичӗ лауреата палӑртнӑ. Шупашкарти вӗрентекен Игорь Чернов 9-мӗш класс ачисене информатика экзаменне тӗплӗ хатӗрленме май паракан сарӑмпа палӑрнӑ.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкара Я. Эшпай ячӗллӗ Мари патшалӑх филармонийӗн артисчӗсем килӗҫ. Ҫав кун Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Ҫурхи юмореска» программӑн премьери иртӗ.
Программӑна «Марий кундем» халӑх инструменчӗсен патшалӑх оркестрӗ хутшӑнӗ. Куракансем Раҫҫей тата ют ҫӗршыв классикӗсен хайлавӗсемпе киленӗҫ, фильмсенчи тата мультфильмсенчи кӗвӗсене итлӗҫ.
Палӑртмалла: оркестр - Мари Республикинчи чи лайӑх ушкӑнсенчен пӗри. Вӑл тӗнче тата Раҫҫей шайӗнчи конкурссен лауреачӗ, Гран-прие те пӗрре мар ҫӗнсе илнӗ.
Концерт 18 сехет ҫурӑра пуҫланать.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Питӗр хулинче «Раҫҫей — аталанма май паракан ҫӗршыв» ятпа иртнӗ форумра Шупашкар каччи Алексей Свеклов Раҫҫейӗн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрне Сергей Лаврова ыйту панӑ. Залра 1500 ытла ҫын пулнӑ. Кун пирки «Про Город» кӑларӑм хыпарлать.
Алексей Свеклов студент хайхи сумлӑ министр хӑй пӗлӗвне епле ӳстерсе пынипе тата юлашки вӑхӑтра мӗнле кӗнеке вуланипе кӑсӑкланнӑ. «Сергей Викторович манӑн ыйтӑва виҫӗ минут хушши хуравларӗ. Ӑна итленӗ май питӗ тӗлӗнтӗм — вӑл лӑпкӑн тата тӗплӗн хуравларӗ. Ыйтӑвӑм ӑнсӑртран ҫуралчӗ. Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ, тӗнчипе паллӑ ҫын юлашки вӑхӑтра мӗнпе интересленнине пӗлес килчӗ», — чуна уҫса каласа кӑтартнӑ Алексей Свеклов кӑларӑм корреспондентне.
Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьене тӳре-шара хваттерсӗр тӑратса хӑварасшӑн пулнӑ. Кун пирки ЧР прокуратури хыпарлать.
Следовательсем ку ӗҫе тӗпченӗ. Нумай ачаллӑ хӗрарӑм Шупашкарти Мускав район администрацине пурӑнмалли кӗтес кирлӗ тесе ыйту ҫырнӑ. Нумай ачаллӑ амӑшӗн унашкал право пулнӑ. Вӑл кирлӗ документсене йӑлтах илсе пынӑ.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑма пурӑнмалли вырӑн илмешкӗн черете тӑратма хирӗҫленӗ. Унӑн Шупашкарта регистраци ҫук тесе ӑнлантарнӑ. Анчах прокуратура ку йышӑнӑва тӗрӗс мар тесе палӑртнӑ. Ку тӗлӗшпе суд та пулнӑ. Суд администрацие нумай ачаллӑ ҫемьене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтермелле тесе йышӑннӑ.
Ҫак шӑматкун, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, республикӑри виҫӗ пульницара уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫак кун республикӑри кардиологи тата наркологи диспансерӗсенче тата Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча клиника пульницинче тухтӑрсенчен канаш ыйтма май килӗ.
Ҫапла майпа шӑматкун наркологи диспансерӗнче тухтӑрсем эрех-сӑра тата наркотик серепинчен епле хӑтӑлмалли пирки каласа кӑтартӗҫ, пациентсене Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗмӗрлери диспансерсенче йышӑнӗҫ. Кардиологи диспансерне ҫав кун 8 сехетрен 13 сехетчен ҫитсен чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем ҫинчен ытларах пӗлме май пулӗ тата артери юн пусӑмне килте епле виҫмеллине ӑнлантарӗҫ. Эгер бульварӗнчи 49-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ ача-пӑча поликлиникинче вара педиатртан, неврологран, офтальмологран, кардиологран, отоларингологран, акушер-гинекологран сӗнӳ ыйтма пулать тата пӗтӗмӗшле анализсем пама юрать.
Паян, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта республикӑн ача-пӑча клиника пульницин поликлиникине тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен уҫнӑ. Юсав ӗҫӗсене кунта иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче кӳлӗннӗччӗ.
Ҫак пысӑк ӗҫе Раҫҫей президенчӗн сыхлӑх фондӗнчен республика валли 26,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑран тума май килнӗ. Ҫак укҫа пӗтӗмпех поликлиника ҫуртне юсама кайнӑ. Палӑртса хӑварар, ку сыватмӑша 1986 ҫулта хӑпартнӑ, тӗплӗ юсав пӗрре те пулман.
Халӗ юсав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ май сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак ачасем валли уйрӑм условисем тунӑ: залсене, кӑритурсене, пулӑшу памалли лаптӑка ҫӗнетнӗ, сусӑр ачасене куҫса ҫӳремешкӗн меллӗ пултӑр тесе ятарлӑ майсем тунӑ, сарлака алӑксем лартнӑ, туалет пӳлӗмне хӑтлӑлатнӑ, пандуссем вырнаҫтарнӑ. Курман-илтмен пациентсем валли Брайль шрифчӗллӗ кӑтартмӑшсем ҫакса хунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.