Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗн: Шупашкарти Эйфель башни пупсене килӗшмен

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 09.08.2018 21:23 | 2293 хут пӑхнӑ
Тӗн

Шупашкарти предприятисенчен пӗринче Эйфель башни туса лартнӑ. Анчах ку священниксене питех те килӗшмен. Кун пирки Владислав Смирнов «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.

Эйфель башни чиркӳ ҫыннисене мӗншӗн килӗшмен-ха? Лешӗ часавайпа юнашар вырнаҫнӑ иккен.

«Ку часавайра Андрей атте служба ирттерет. Вӑл Эйфель башнине хӑпартма пуҫласанах ҫакна хирӗҫчӗ. Хулара яланах чи ҫӳллӗ ҫуртсем чиркӳсемпе храмсем пулнӑ. Тӗн ҫурчӗсем ҫывӑхӗнче вӗсенчен ҫӳллӗрех объектсем пулмалла мар имӗш, — пӗлтернӗ Владислав.

— Эпӗ хам башньӑна хирӗҫ мар-ха, анчах башньӑн урӑх вырӑнта лармалла пуль, — хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ Андрей атте. Ун шухӑшӗпе предприяти лаптӑкӗ пӗчӗк мар, Эйфель башнине тума урӑх вырӑнта та май пур.

Аса илтеретпӗр, темиҫе ҫул каялла пупсем хирӗҫленине пула Ҫӗрпӳре парк йӗркелес ӗҫ чарӑнса ларнӑччӗ. Хула ҫыннисем валли ҫапла май вырӑнти тӳре-шара илемлӗ кӗтес туса параймарӗҫ.

#хуҫалӑх, #Шупашкар, #чиркӳсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51701
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Хамăр ял // 3199.70.7123
2018.08.10 00:20
Рассей - граждан (светское) патшалахе!
2018.08.10 15:30
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE
...Сăмах çитмеç.., урамра 21 ĕмĕр... Ĕлĕк авал Ирĕклĕ пулнă.., хăйĕн Тĕнĕпе тата пурнăç курăмĕпе пурăннă Чăн Чăваш.., тек нихçан та Чураран тухас çук пуль...
Астор скиф // 1934.80.9359
2018.08.10 20:12
Сыхча,Чураллӑхра калӑпланӑ "чӑвашне" хӑш киреметре ҫаптарса кӑларнӑ ?
Ялтан // 9259.3.8429
2018.08.11 13:26
Кун пек священник патне каиччен тен ĕлĕкхи чăвашсем пек ислам тĕнĕпе пурăнмалла ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем