Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Хулари йӑмра

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.08.2018 00:11 | 7032 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Хулара

Шупашкар хули ешӗл йывӑҫсемпе пуян тесен пӗрре те йӑнӑшмӑп пулӗ. Ытти хуласемпе танлаштарас пулсан пирӗн республикӑн тӗп хулине ним иккӗленмесӗр симӗс хула теме май пур. Чулхула, Хусан ку тӗлӗшпе тем тесен те кайра. Ытти хуласенче темле пулӗ те, калама пултараймастӑп — хӑшӗ-перинче пулса пулин те тӗплӗн сӑнамалӑх вӗсенче вӑхӑт ирттермен.

Ҫавах та ешӗл хула тесен те Шупашкар пур йывӑҫа та кӑмӑллӑн йышӑнмасть. Ҫӑкасем — урамсен тӑршшӗпех вырнаҫнӑ, хурӑнсем чылай. Ҫав вӑхӑтрах, темшӗн, Шупашкар хули йӑмрана — лешӗ чӑваш халӑхне сӑнлакан йывӑҫсенчен пӗри шутланать пулин те — кӑмӑлласах каймасть. Мӗн пуррине те питӗ хӑвӑрт касса ваклама васкаҫҫӗ.

Мӗншӗн йӑмрашӑн Шупашкар хупӑ?

Мӗншӗн? Пӗр енчен йӑмра илемсӗр йывӑҫ. Касмасан — паллах, ӳссе каять те ним илемсӗр пулса тӑрать. Анчах вӑхӑтра касса тӑрсан унпа лаптӑка питӗ илемлетме лайӑх вара. Хитрескер. Тирпейлемесен, пӑхса тӑмасан темле хитре йывӑҫ та илемсӗрленет. Сӑнаса пӑхсан Шупашкарта ҫаралса юлнӑ хурӑн питӗ нумай. Сӑмахран, Иван Яковлев проспекчӗпе вӗсене сахал мар курма пулать. Хурӑн тесе касмаҫҫӗ пулас.

Иккӗмӗш енчен йӑмра ҫирӗп йывӑҫ мар. Ҫил-тӑвӑл тухсан хӑвӑрт хуҫӑлать. Ҫак унӑн япӑх енне те, тепӗр тесен, вӑхӑтра касса тӑрсан пӗтерме пулать. Ялти йӑмрасене те-ҫке яланах касса тӑратчӗҫ — ҫилпе хуҫӑлса ан ӳкчӗр тесе.

Ытти сӑлтавсем тем тесен те пуҫа кӗмеҫҫӗ. Шупашкарта парксем те сахал мар. Унта та пулин ҫак йывӑҫ валли нимӗнле чӑрмав пулмалла мар пек. Ҫук ҫав. В.И. Чапаев ячӗллӗ скверта ҫаврӑнса тухрӑм — йӑмра курмарӑм. Сквер хӗрринче кӑна асӑрхарӑм — малтан тахҫан ҫырмаллӑ пулнӑ вырӑнта. Хӑй скверӗнче вара ҫук. Темле йывӑҫ та пур — ҫӑки, ӑвӑсӗ, чӑрӑшӗ… Америкӑран ҫитнӗ вӗрене те хӑйне валли кунта вырӑн тупнӑ, анчах йӑмра темшӗн ку сквершӑн ют йывӑҫ. Дорисс паркне ҫул тытрӑм. Кунта та йӗри-тавра ҫаврӑнса тухрӑм, йӑмрана курмарӑм. Ҫук… Пур йӑмра. Хайхи йӑмра тупаймасӑр килелле, Лапсаралла ҫул тытрӑм та шӑп та лӑп парк кӗтесӗнче, ҫавра ҫул енче, пӗр йӑмрана асӑрхарӑм.

Ҫавах та Шупашкар йӑмрасӑр мар

Шупашкарта йӑмра ҫук тесен йӑнӑш пулӗччӗ. Ку йывӑҫ ҫавах та пур ку хулара. Тӗслӗхрен, Шупашкарӑн 500 ҫуллӑхӗн урамӗн 16-мӗш ҫуртӗнчен инҫе мар пӗри ларать. Тӑррине каснӑ пулин те ӳссе кайнӑ. Пӗр хушӑ хуҫӑлса аннӑ туратти те машинсемпе ҫынсене иртсе кайма чӑрмантаратчӗ. Теприне — Ленин проспектӗнчи 31-мӗш ҫурт патӗнче. Ку вара саҫҫим ӳссе кайнӑ. Ҫавах та юнашар тӑракан тирекрен (лешӗ те тем ҫӳллӗш) илемлӗрех.

Илемлӗ йӑмрасем сахал мар хулара. Пӗри вӗсенчен — кӳлмек вӗҫӗнче. Темле сыхланса юлнӑ вӑл, темле сӑлтава пула ӑна касса пемен. Халь вара ҫак ҫӳллех мар йӑмра тавралӑха илем кӳрсе ларать. Ун ҫине хӑюсем ҫыхнине те сахал мар асӑрхаса-ха… Теприне Иван Яковлев проспектӗнчи 19-мӗш ҫурт картишӗнче асӑрхарӑм. Кӑна вара ятарласа касса тӑраҫҫӗ. Усӑннӑ тураттисем пӗтӗм картише илемлетеҫҫӗ. Вӑрнар ҫулӗпе Иван Яковлев проспекче хӗресленнӗ вырӑнта та питӗ илемлӗ йӑмра ларать. Тӗрӗссипе ӑна проспекта анлӑлатнӑ чухне каснӑ пулас. Пӗр икӗ метр ҫуллӗшӗнчен чашлаттарнӑ та тӗпӗпе кӑкламан. Халь вара ҫак икӗ ҫул хушшинче питӗ илемлӗн ешерсе кайнӑ вӑл.

Йӑмра — хула йывӑҫӗ

Хулара йӑмра сайра тӗл пулнин сӑлтавӗсенчен пӗри вӑл ман шутпа — ҫак йывӑҫа ялпа ҫыхӑнтарни. Ҫакна ятарласа каламаҫҫӗ пулин те вӑл чылай чӑвашӑн шухӑшлавӗнче. Хӑй те сисмесӗр ҫапла шутлать вӑл. Чӑвашӗ вара питӗ ялтан «тарасшӑн». Ял перспективӑсӑр вырӑн ун пуҫӗнче, аталанусӑр. Ҫавӑнпа та вӑл ялпа ҫыхӑнтарма пултаракан пӗтӗм япалана сивлет. Ҫӑпата — япӑх, пыльчӑк — япӑх. Ҫав шутра ним айӑпсӑр йӑмра та.

Ҫавах та йӑмра валли те хулара вырӑн пулмаллах. Унан уссине палӑртса ӑна анлӑрах хулара сармалла. Сӑмахран, сулхӑн пама пултаракан йывӑҫ кирлӗ пулсан йӑмра пекки тупма йывӑр. Йӑмра темле шӑрӑхра та ем-ешӗл ларать. Хӗвел хӗртнӗ вӑхӑтра йӑмра айӗнче канма питӗ канлӗ вара. Ҫурт патӗнче унашкал йывӑҫа вырнаҫтарма кансӗртерех пулсан, парксенче, канмалли вырӑнсенче лартни — питӗ вырӑнлӑ пулӗччӗ. Йӑмран тепӗр лайӑх енӗ — вӑл лаптӑка декорацилеме май парать. Кирлӗ хурмӑ тума ҫӑкаран та меллӗрех йывӑҫ тесен те йӑнӑшмӑп пуль. Хӑвӑрт ӳснӗрен кирлӗ кӳлепе ӑсталама питӗ ҫӑмӑл. Унсӑр пуҫне ӳстерме те йывӑр мар ӑна. Тураттине ҫӗр ӑшне чиксе ларт та — шӑвар кӑна. Питӗ хӑвӑрт тымар ярать, хӑвӑрт хунав кӑларать.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#йӑмра, #ҫутҫанталӑк, #парксем, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 7300.9.8928
2018.08.09 00:04
Agabazar
Петĕр Ялкир йăмрисем хăйсене мĕнле туяççĕ? Кам та пулсан пăхса-сăнаса тăрать-и вĕсене?
2018.08.09 09:13
Аçтахар Плотников
Ак ҫак Иван Яковлев проспектӗнчи йӑмрасем ҫавсем мар-ши? :)
Agabazar // 3744.23.4484
2018.08.11 13:27
Agabazar
мĕнпурĕ виç теçетке йăмра лартнă Петĕр Ялкир хăйĕн çурчĕ çывăхĕнче. "Пĕр взвод салтак," — тетчĕ Юрий Сементер.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем