Шупашкарта пурӑнакан, Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнма пилӗк хутчен тивӗҫ пулнӑ ветерана Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 95 ҫулхи юбилейпа саламланӑ. Унӑн салам открыткине Леонид Егоров патне Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче ӗҫлекенсем ҫитернӗ.
Парнепе тата открыткӑпа ветеран патне кайма физкультура енӗпе ӗҫлекен тӗп специалиста Юрий Васильева шаннӑ. Ватӑ ҫынна вӑл юбилей ячӗпе саламласа сывлӑх суннӑ.
Леонид Егоров — подполковник. Мари Эл Республикинчи Княжна ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. В.В. Куйбышев ячӗллӗ ҫарпа инженери академийӗнче вӗреннӗ. Мирлӗ пурнӑҫра вӑл самолетсене вӗҫсе хӑпармалли полосасем тунӑ ҫӗрте тӗрлӗ хулара ӗҫленӗ. 1971 ҫулта пенсие кайнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта автобуспа троллейбус ҫапӑннӑ. Инкек вырӑнне Катастрофа тата васкавлӑ пулӑшӑвӑн республикӑри центрӗн 5 бригади пырса ҫитнӗ. Пилӗк ҫын суранланнӑ. Ку хыпара ҫӗршыври тӗрлӗ МИХ сайтӗнче хыпарланӑ. Инкек Иван Яковлев проспектӗнче ирпе пулса иртнӗ.
Васкавлӑ пулӑшу паракансем пирки каласан, ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи велосипедистпа пулӑшнӑ. Ӑна машина ҫапса хӑварнине 112 номерпе 20 сехет те 19 минутра хыпарланӑ. Инкек хыҫҫӑн 12 минутран бригада вырӑна васканӑ. Велосипедиста Шупашкара васкавлӑн илсе килнӗ. Васкавлӑ пулӑшу машинине хирӗҫ анестезиологипе реанимаци бригади тухса кайнӑ. Унтан арҫынна Шупашкарти тухтӑрсем йышӑннӑ.
Ҫынсене улталас тесе мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ. Халӗ тата телефон ҫине ятарлӑ приложени уҫлама сӗнекенсем тупӑннӑ. Вӗсем Чӑваш Енри икӗ ҫынна шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ та ӗнтӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти 21 ҫулти каччӑ право хуралӗнче ӗҫлекенсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ун патне «банкӑн хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗнчен» тесе палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Ҫав этем ӗнентернӗ тӑрӑх, каччӑн картти ҫинчен такамсем укҫа илесшӗн иккен. «Кӗмӗле» сыхласа хӑварас тесен телефон ҫине ятарлӑ приложени уҫласа вырнаҫтармалла. Каччӑ итленӗ. Унтан телефон номерӗ ҫине темле кодсем килнӗ. Каччӑ вӗсене телефонпа калаҫакан ҫынна пӗлтернӗ. Кӑштахран картта ҫинчен 800 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Комсомольскинче 32-ри хӗрарӑм ҫапла майпа 94 пин тенкӗсӗр юлнӑ.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта тӳлевсӗр киноконцерт кӑтартӗҫ. Вӑл 19 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнчи лапамра пуҫланӗ. Ӑна Раҫҫейӗн патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ.
«Чӑвашкино» пӗлтернӗ тӑрӑх, киноконцерта Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Чӑваш патшалӑх академи капелли, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ, «Чӑвашкино» тата электрон документацин архивӗ йӗркелӗҫ.
Программӑна республикӑри паллӑ ушкӑнсен: юрӑпа ташӑ ансамблӗн, академи капеллин, оперӑпа балет театрӗн — артисчӗсен концерчӗпе пӗрлех патшалӑх ялавӗ ҫинчен ӳкернӗ фильмсене кӗртнӗ. Фильмсене «Чӑвашкино» тата электрон документацин архивӗ кӑтартӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкар ҫыннисем флайбордистсен пултарулӑхӗпе киленме пултарӗҫ.
Республикӑн тӗп хули 550 ҫул тултарнине халалласа ирттерекен тем тӗрлӗ мероприятисен шутӗнче флайбордистсен «Летающие люди» (чӑв. Вӗҫекен ҫынсем) шоу-ушкӑнӗн трюкӗсене те кӗртмелле.
Шыв тата пиротехника асамлӑхӗ, шыв ҫинчи акробатсем — ҫапларах пулӗ программа. Пилотсем 15 метра ҫӗкленсе илсе шыв авӑрне путӗҫ. Вӗсен хусканӑвне ҫутӑ вылявӗ илемлетӗ, пуянлатӗ, асамлатӗ.
Программӑна икӗ пая уйӑрӗҫ: кӑнтӑрлахине тата каҫхине. Куракансене шоу-ушкӑн ҫурла уйӑхӗн 204-мӗшӗнче кӑнтӑрла 10 сехет те 30 минутра савӑнтарӗ, каҫхине — 20 сехетре. Шоу-программа Шупашкарӑн Атӑл кӳлмекӗнче, Юрӑ хирӗ патӗнче, иртӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче концертпа кану программине йыхравлаҫҫӗ. Мероприятине Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗпе Шупашкарти Концертпа вӗрсе каламалли оркестр (ертӳҫи — Владимир Петров) йӗркелӗҫ.
«Поздравление любимому городу» (чӑв. Юратнӑ хулана саламлани) музыка марафонӗ иртӗ, вулавӑш вара тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗ йӗркелӗ.
Музыка марафонне тӑватӑ темӑпа ирттерме палӑртнӑ: тӑван кӗтеспе ҫӗршыв ҫинчен ҫырнӑ юрра-кӗвве РФ Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ; тӗрлӗ ҫӗршыври тата халӑхсен джаз композицийӗсем; пурте пӗлекен юрра вокалистсем шӑрантарӗҫ тата ҫамрӑксем юратакан хальхи вӑхӑтри музыка.
Мероприяти ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти И.Я. Яковлев скверӗнче 10 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалласа ҫырнӑ гимнсен конкурсне ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Пурӗ 116 заявка пулнӑ.
Хайлава каярах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) ушкӑнра халӑхпа суйларӗҫ. Тӗнче тетелӗнче сасӑлакансем 10-мӗш номерлӗ хайлава килӗштернӗ. Унӑн авторӗ — Роман Сакулин. Ҫӗнтернӗшӗн ӑна 200 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Роман — профессилле музыкант, композитор тата аранжировщик. Унӑн хайлавне тӗнче тетелӗнчисем пысӑка хурса хакланӑ: «Чунтан хатӗрленӗ ӗҫ. Итлерӗм, пӑхрӑм, питрен йӑл кулӑ каймарӗ!))»; «Ром, юрӑ супер! Геленджик саншӑн сасӑлать!» т.ыт.те.
Юрра ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Юрӑ уйӗнче пуҫласа шӑрантарӗҫ. Ӑна «Русское радио» ирттернӗ «ХаРРошая премия» финалисчӗсем Турецкий хорӗпе юрлӗҫ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви Шупашкарта пурӑннӑ ҫынна шыранине пӗлтерет. Ҫакӑн пирки ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хыпарланӑ.
Ҫухалнӑ ҫын Николай Никанорович Одинцов ятлӑ, 1968 ҫулта ҫуралнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви Уголовлӑ шырав управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 176 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫутӑ ҫырӑ ҫӳҫлӗ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, кӑвак куҫлӑ. Килтен тухса кайнӑ чух арҫын хура тӗслӗ футболкӑпа, тӗксӗм кӑвак джинс шӑлаварпа, ҫутӑ пушмакпа пулнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫухалнӑ Николай Одинцов куҫлӑх тӑхӑнса ҫӳрет.
Ҫухалнӑ ҫын ҫинчен мӗн те пулин пӗлекенсене е ӑна курнисене (8352) 39-40-94 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта вӑйӑ автомачӗсене тӗп тунӑ. Вӗсене рейдсем вӑхӑтӗнче туртса илнӗ.
Полицейскисем рейд ирттернӗ чухне вӑйӑ автомачӗсене туртса илеҫҫӗ. Автоматсем пуҫиле ӗҫсенче ӗнентерекен япала вырӑнӗнче пулаҫҫӗ, кайран вӗсене тӗп тӑваҫҫӗ.
Нумаях пулмсть Шупашкарти пӗр предприятире 60 ытла вӑйӑ автоматне утилизациленӗ. Хаклӑ техникӑна, хуҫисене нумай тупӑш кӳнӗскерсене, наччасрах пресласа утилизациленӗ, вӑл тимӗр-тӑмӑра ҫаврӑннӑ.
Полицейскисем саккуна пӑсса азартлӑ вӑйӑсене йӗркелекенсене тупса палӑртас тӗллевпе малашне те ӗҫлӗҫ.
Чӗмпӗр хулине тӗрӗк ушкӑнне кӗрекен чӗлхесене тӗпчекен Синджаро Казама унти чӑвашсемпе тӗл пулма килсе ҫитнӗ. Токиори университет профессорне Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗсем Олег Мустаевпа Тимӗр Хуначи кӗтсе илнӗ. Чӑваш халӑх сайтне Олег Мустаев пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнана вӗсем яраплансен портӗнче кӗтсе илнӗ.
Яппун профессорӗ Чӗмпӗре ҫитнӗ-ҫитмен Иван Яковлев патриарха пуҫ тайма кӑмӑл тунӑ.
Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Синджиро Казама Шупашкара, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне, килнӗ. Ун чухне профессор чӑваш диалекчӗсемпе те кӑсӑкланнӑ. Тӗрлӗ халӑх диалектне пухса профессор словарь кӑларасшӑннине пӗлтернӗ.
Хӑнана ЧПУн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетӗнче вӗренекен Анна Ижетникова пулӑшнӑ. Вӑл профессор ыйтнӑ 150 сӑмаха тури чӑвашсен диалекчӗпе куҫарса панӑ тата чӑвашла сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене диктофон ҫине ҫырса илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |