Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Шупашкарта Пӗрремӗш канал «Пӗрремӗш пул!» ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттерет. Чӑваш Ене 150 яхӑн «ҫӑлтӑр» килӗ: федераци каналӗн телеертӳҫисем, эстрада артисчӗсем…
Сумлӑ хӑнасем килнӗ ҫӗре Шупашкара тата илемлетесшӗн. Кӳлмекре Анне палӑкӗ умӗнче хулари экологи отрячӗсенчи 30 ача «Бобер» телеканалти (вӑл та Пӗрремӗш канал йышне кӗрет) телеертӳҫӗпе пӗрле «1» евӗр клубма лартӗҫ. Клумбӑна бегонисемпе, бархатцысемпе хитрелетӗҫ. Калчасем хатӗр ӗнтӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр кунашкал клумбӑна Ижевск хулинче тунӑ. Ун чухне Пӗрремӗш канал ыркӑмӑллӑх акцине Удмурт Республикинче ирттернӗ.
Социаллӑ ӗсченсен уявӗ умӗн Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрта «Чи лайӑх социаллӑ ӗҫчен» конкурс ирттересси йӑлара. Кӑҫал та вӑл пулнӑ, ҫак кунсенче ӑна пӗтӗмлетнӗ.
Конкурс темиҫе тапхӑрпа иртнӗ. «Манӑн профессире театр ҫулталӑкӗн пӗлтерӗшӗ» тапхӑрта конкурсҫӑсем хӑйсем пирки, професси ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Хӑйӗн ӗҫӗнчи профессионал» тапхӑрта жюри теори пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Унтан конкурсҫӑсем тест ыйтӑвӗсене те хуравланӑ, пултарулӑхне те кӑтартнӑ.
Жюри пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, «Чи лайӑх социаллӑ ӗҫчен» ята Надежда Мастерова тивӗҫнӗ. Ӑна республикӑри профсоюз организацийӗ парнепе чысланӑ. Кунсӑр пуҫне ҫӗнтерӳҫӗ Шупашкар чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗ.
Пӗлтӗр ҫуркунне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри полици уйрӑмӗсене пӗр вӑхӑтра тенӗ пек ҫынсенчен пӗрешкел заявлени килнӗ: пурин те банк счечӗ ҫинчен укҫа ҫухалнӑ.
Иккӗшӗ – 10 пин тенкӗ, тепри 47 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Анчах укҫа счет ҫинчен пӗтни пирки вӗсем патне СМС-ҫыру килмен. Полицейскисем ҫак ҫынсен телефонӗсене тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: мессенджерсене официаллӑ мар сайтсенчен уҫласа илнӗ чухне вирус телефона сиенлетнӗ.
Оперативниксем ку преступление Красноярск тӑрӑхӗнчи ҫын тума пултарнӑ тесе палӑртнӑ. Вӗсем ҫав региона кайса ӑна тытса чарнӑ. 31 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян Шупашкарта пӗр вӑхӑтра тенӗ пек тӗрлӗ вырӑнта икӗ хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет.
Паян 16 сехет те 40 минутра Граждан урамӗнчи 28-мӗш ҫурт патӗнче икӗ хӗрача юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑ. Вӗсенчен пӗри, шкулта вӗренекен 10-ри хӗрача, «Лада Калина» машина айне лекнӗ.
Тепӗр 15 минутран, 17 сехет те 5 минутра, Энгельс урамӗнче ҫакнашкалах пӑтӑрмах пулнӑ. Унта та «Лада Калина» машина хӗрачана ҫапса хӑварнӑ. 5-мӗш класра вӗренекен хӗрача «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫнӑ чухне пулнӑ ку.
Халӗ машина урапи айне лекнӗ икӗ хӗрача пульницӑра, вӗсене тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Шупашкара ӗнер Франци турисчӗ килнӗ. Хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑна Туризмпа информаци центрӗнче пулнӑ. Тери Дулубелмои Раҫҫее темиҫе ҫул ӗнтӗ килнине пӗлтернӗ. Унччен вӑл Якут Республикинче, Чукоткӑра, Урал, Кавказ, Ҫӗпӗр тата Камчатка тӑрӑхӗсенче пулнӑ. Кӑҫал вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласемпе паллашасшӑн. Хрантус турисчӗ халӑхсен этнографийӗпе кӑсӑкланать.
«Шупашкар – питӗ таса тата хитре хула. Паян эп сӑра музейӗнче пуҫласа пултӑм. Мана унти экспозицисем питӗ килӗшрӗҫ», – тенӗ Тери.
Шупашкарта вӑл икӗ кун пулӗ. Ҫав вӑхӑтра Чӑваш наци музейне, Трактор музейне, Чӑваш тӗррин музейне, «Амазони» этнокомплекса, Шупашкарӑн Мускав ҫыранне ҫитсе курма тата илемлӗ ытти вырӑна ҫитме палӑртнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Шупашкарта Пӗрремӗш телеканал йӗркелекен «Пӗрремӗш пул!» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Мероприятисене паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительство ҫуртӗнче ирттернӗ канашлура тишкернӗ. Паллӑ телеертӳҫӗсенчен, эстрада юрӑҫисенчен тӑракан пысӑк ушкӑн (пурӗ 150 ытла ҫын) Шупашкарта пулӗ. Ҫавсен хушшинче «Давай, поженимся» (чӑв. Атя пӗрлешер) кӑларӑмри евчӗ, Роза Сябитова, та пур. Вӑл Шупашкарти ЗАГСра кӑсӑклӑ та асра юлмалла тӗлпулу ирттерӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулине вертолетпа вара Леонид Якубовичпа пӗрлех «Мужское/Женское» телекӑларӑм ертӳҫисенчен пӗри Юлия Барановская та анса ларӗ.
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм полицире пулӑшу ыйтма пынӑ. Хайхискер ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ, вӗсене самаях укҫа куҫарса панӑ.
Ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе банкӑн хӑрушсӑрлӑхӗн службин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер хӗрарӑма карточка ҫинчен такам укҫа вӑрлама хӑтланни ҫинчен пӗлтернӗ. Анчах хӗрарӑм ку банк карточки ӗҫлеменни пирки, урӑх ҫӗрте счет пурри ҫинчен каланӑ. Лешӗ «кирлӗ банк» ӗҫченӗпе тӳрех ҫыхӑнтарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл «банк ӗҫченне» карточка реквизичӗсене, СМС-ҫырупа килекен кодсене пӗлтернӗ. Ҫапла майпа Шупашкар ҫынни 300 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Халӗ полицейскисем ултавҫӑсем камсем пулнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче вилнӗ чӑхсем йӑванса выртнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Кун пирки вӗсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
«Вӑй агрегачӗсен савучӗ» чарӑну ҫывӑхӗнче хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ чӑхсен виллисем выртнине хула ҫыннисем курнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унта 30-40 штук таранах. Хӑшӗ-пӗри ҫул ҫинчех, халӑх ҫӳренӗ вырӑнта, йӑванса выртнӑ. Ахӑртнех, вӗсене килсӗр йытӑсем сӗтӗрме пуҫланӑ. Чӑхсем мӗнле вилни тата хулари чарӑну ҫывӑхӗнче мӗншӗн выртни хальлӗхе паллӑ мар.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Чӑваш Енре чӑх-чӗпе кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен прививка тума пуҫланӑ.
Никита Тӗнче паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Шупашкар хулинчи тӳре-шарана кӳреннӗ. Аса илтерер, ҫак эрнере вӑл Европӑна, тата тӗрӗсрех каласан, Финландине, велосипедпа тухса кайнӑ. Унпа пӗрле ҫула мӑшӑрӗ Анастасия тата ҫулталӑк та тултарман хӗрӗ Аяран тухнӑ.
Чӑваш Республикин ятне хамӑр ҫӗршыв тӑрӑх ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те ҫӗклесе ҫӳрекенскер Шупашкар хула администрацийӗ пулӑшасса шанса пурӑннӑ. Кун пирки ӑна пӗлӗшӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче шантарнӑ-мӗн. Вӑл хула администрацийӗнчи тӳре-шарапа паллаштарма пулнӑ. Хула администрацийӗ ҫул ҫинче кирлӗ снаряженипе тата ытти хатӗрпе пулӑшма килӗшнӗ-мӗн.
Никита малтан Салаевӑпа ҫыхӑну тытнӑ, кайран лешӗ ӑна спортпа физкультура пайӗнчи Малов патне ӑсатнӑ. Маловӗ йышӑнӑва та чӗннӗ. Анчах сӑмахпа шантарнинчен ытла лав хускалман. Ҫапла вара Чӑваш Енри паллӑ велоҫӳревҫӗ ҫемйи пулӑшу кӗтсе илмесӗрех Хӗвеланӑҫ енне тухса кайнӑ. «Манӑн тӑван хулара ҫавӑн пек пуҫлӑхсем ӗҫленишӗн намӑс та. Тепӗр тесен вӗсемпе ӑнманнишӗн савӑнатӑп та», — тесе ҫырнӑ Никита Тӗнче тӗнче тетелӗнче.
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ҫывхарса пырать. Ҫавна май Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ акци пуҫарнӑ: «10 кун шӑплӑх – 10 кун хырӑм пӑрахмасӑр» ятлӑ вӑл.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, акци Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн хӗрарӑмсен консультацийӗнче иртет. Унта ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 2-мӗшӗччен хӗрарӑмсене хырӑм пӑрахтармӗҫ.
Хырӑм пӑрахни хӗрарӑмшӑн сиенлӗ пулнине тухтӑрсем тепӗр хутчен асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫакна палӑртмалла: Раҫҫейре ҫулсерен 4 миллиона яхӑн аборт тӑваҫҫӗ.
Сӑмах май, кунашкал хӑйне евӗр акцисем Шупашкарта та иртнӗччӗ. Юратакансен кунӗнче, нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, ЗАГСа уйрӑлма пынӑ мӑшӑрсене тепӗр утчен шухӑшлама сӗннӗ, уйрӑрман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Энтип Ваççи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Валерий Семёнович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |