Чӑваш патшалӑх филармонийӗн ҫуртне юсакан тупӑнман. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, тендера никам та хутшӑнман.
Культура учрежденине юсама строительство организацине шырасси ҫинчен хыпарланӑ аукционта контрактӑн пуҫламӑш хакне 215 миллион та 400 пин тенкӗпе хакланӑ. Тендер ирттерекенсем юсав ӗҫне 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне вӗҫлемеллине палӑртнӑ.
Патшалӑх закупкисен порталӗнче аукцион пӗтӗмлетӗвӗн протоколне вырнаҫтарнӑ. Комисси тендерта ҫӗнтерӳҫӗ организацие суйласа илме май килменнине пӗлтернӗ. Аукциона хутшӑнас текенсенчен пӗр заявка та тупӑнман.
Сӑмах май каласан, ҫуртӑн юсав ӗҫне строительсем унччен пуҫӑнса ӗлкӗрнӗ-ха. Урам енчен ӗҫсем тытӑнни аякранах курӑнса ларать.
Республикӑри хӑш-пӗр ЗАГС пайӗсенче электронлӑ черет ӗҫлеме пуҫланӑ. Шупашкарти, Шупашкар районӗнчи, тӗп хулари Калинин, Ленин тата Мускав районӗсенче терминал вырнаҫтарнӑ.
Ку черетсене кӗскетме пулӑшать. Ҫынсен черет кӗтсе тӑмалла мар пулӗ. Терминалпа усӑ курса ача ҫуралнине, ҫын вилнине, ҫемье ҫавӑрнине, уйрӑлнине, ашшӗ ятне илнине, ята улӑштарнине, свидетельствӑпа справкӑсем тепер хутчен панине, ЗАГСа улшӑнусем кӗртнине регистрацилеме пулать.
Сӑмах май, Патшалӑх услугин порталӗ урлӑ заявлени панӑ чухне документа илмешкӗн хӑвӑра килӗшекен кунпа вӑхӑта суйлама май пур
Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалласа ҫырнӑ гимнсен конкурсне ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ ӑна «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) ушкӑнра халӑхпа суйлӗҫ.
Конкурс йӗркелӳҫисен ячӗпе маларах 116 заявка ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче — поэтсем, композиторсем, солистсем, пултарулӑх пӗрлешӗвӗсем. Профессилле музыкҫӑсемпе пӗрлех юрӑ-ҫемӗ тӗнчине тин ҫеҫ ура ярса пусакансем те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Чи кӑсӑкли — техника профессийӗпе ӗҫлекенсем те, пысӑк предприятийӗсен ертӳҫисем те пур иккен. Ҫулланнӑ ҫынсемпе пӗрлех ҫемье дуэчӗсем таранах гимн ҫырнӑ.
Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Морис Яклашкин ертсе пыракан жюри суйласа илнӗ гимнсен авторӗсене кӑтартман. Ҫакна сасӑлав тӗрӗс ирттӗр, гимна унӑн авторӗшӗн мар, ӑна чӑннипех килӗшнине кура суйлаччӑр тесе ҫапла йӗркеленӗ.
Шупашкарта ҫынсене савӑнтармалли тата хӑналамалли фестиваль иртӗ. Ӑна Шупашкар кӳлмекӗнче, Анне монуменчӗ патӗнче, йӗркелӗҫ. «Гостеприимная Чувашия» (чӑв. Хӑнасене хапӑл Чӑваш Ен) Пӗтӗм чӑвашсен фестивальне ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче шӑматкун пухӑнӗҫ. Унта наци апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарӗҫ. Чӑвашсенпе ҫеҫ мар, республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑхӑннипе.
Фестивальте наци пултарулӑх коллективӗсем пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ, наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналантарӗҫ, наци сувенирӗсене сутӗҫ.
Фестивале 10 сехет те 30 минутра уҫӑлӗ. Апат-ҫимӗҫ пӗҫерме вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗ 11 сехетре пуҫланса 13 сехетчен пырӗ. Ытти ӑсталӑх сехечӗ те пулӗ. Мероприятине пынисене хавхалантармалла вӗсен хушшинче тӗрлӗ выляв ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарти пӗр ача пахчин заведующине ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухнӑ. Судья заведующие 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Следстви комитечӗ тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, заведующи ача пахчине хӑйӗн виҫӗ пӗлӗшне ӗҫе илнӗ. Анчах лешсем вара чӑнние ӗҫлемен, ӗҫ укҫине илсе тӑнӑ. Вӗсен шалӑвӗ валли пӗтӗмпе 700 пин тенкӗ тӑкакланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Сӑмах май, Патӑрьел районӗнче ача пахчин заведующине те ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн штрафланӑччӗ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ.
ЧР Транспорт министерстви «мӑйракасӑр» тепӗр виҫӗ троллейбус туянасшӑн. Сӑмах май, кун пек транспорт Шупашкарта «Садовый» - Чукун ҫул вокзалӗ» маршрутпа ҫӳрет ӗнтӗ.
Аукцион ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Пуҫламӑш хак – 47,3 миллион тенкӗ. Техникӑна 60 кунра илсе килмелле. Техзаданипе килӗшӳллӗн, троллейбуса 80 ҫын таран вырнаҫмалла. Вӗсенчен 28-шӗ – лармалли вырӑнсем. Сусӑр валли 1 вырӑнтан кая мар пулмалла.
Шупашкар хула администрацийӗн транспорт уйрӑмЕн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев унччен пӗлтернӗ тӑрӑх, республика ҫӗнӗ троллейбуссем туянсан вӗсем 10-мӗш маршрутпа ҫӳреме тытӑнмалла. Маршрута Алькеш таран тӑсма палӑртнӑ. Ҫӗнӗ транспорт маршрутпа ҫӳреме тытӑнсан 2-мӗш автобус маршрутне хупӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан виҫӗ хӗрарӑм Йӑлӑма кӑмпа патне кайса ҫӗтсе кайнӑ. Малтан вӗсем ҫырла уҫланкине асӑрханӑ, унтан кӑмпа татнӑ. Киле кайма пуҫтарӑнсан ниҫта кайма аптӑраса кайнӑ. Ҫул ҫухатнине ӑнлансан вӗсенчен пӗри «112» номерпе шӑнкӑравланӑ.
Инкек пирки ҫӑлавҫӑсем ЧР Шалти ӗҫсен министерствин полицин Сосновкӑри пунктне пӗлтернӗ. Япӑх хыпара илтсен полицин участокри уполномоченнӑйӗ Сергей Ильин вӑрмана ҫул тытнӑ.
Ҫӗтсе кайнӑ кӑмпаҫӑсене вӑл 3 сехет ытла шыранӑ. Хӗрарӑмсем Октябрьски поселок патӗнчен кӗрсе кайнӑ иккен. Хӗрарӑмсем ҫав вырӑнтан 40 километрта пулнӑ. Пакунлӑ ҫын кӑмпаҫӑсене ҫине тӑрса шырани усса кайнӑ — ҫӗтсе кайнӑскерсене каҫ пуличчен асӑрхама пултарнӑ.
Пӗрремӗш пӗлӗвӗпе Сергей Ильин, сӑмах май, – вӑрман мастерӗ.
«Уҫӑ хула» проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарта тӳре-шара халӑхпа тӗлпулу ирттернӗ. Унта тӗрлӗ ыйту хускатнӑ. Ҫав шутра – «Садовый» микрорайонта пурӑнакансемшӗн пӗлтерӗшлисем те.
2020 ҫулта асӑннӑ микрорайонта шкул тума пуҫлӗҫ. Проект экспертиза витӗр тухнӑ ӗнтӗ. Шкула «Богданкӑри» тата микрорайонти ытти урамри ачасем ҫӳрӗҫ.
Кунсӑр пуҫне микрорайонти пӗрремӗш класс ачисене хулари 12-мӗш шкула автобуспа илсе ҫӳресси пирки калаҫнӑ. Ку тӗллевпе автобус уйӑрасшӑн.
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта пӗр арҫын машина чӳречисене ватнӑ. Ун пирки йӗрке хуралҫисене телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах Шупашкарти Чернышевский урамӗнчи 18-мӗш ҫурт картишӗнче сиксе тухнӑ.
Пӑтӑрмах вырӑнне полицейскисем всскаса ҫитнӗ. Чӳречесене ватакан ҫынна та вӗсем тупса палӑртнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Тутарстанри 21 ҫулти каччӑ вӑрланӑшӑн унччен судпа айӑпланнӑскер иккен. Шупашкара вӑл паллаканӗсем хӑнана килнӗ. Эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн баллон уҫҫи илсе урама тухнӑ. Унта вӑл малтан «ВАЗ-2110», кайран «ВАЗ-2109» машинӑсене ватнӑ. «Тӑххӑрмӗшӗнчен» куртка вӑрланӑ, машинӑна чӗртме хӑтланнӑ. Кайран вӑл «Toyota Rav 4» кроссовера ватма тытӑннӑ. Сасса илтсе автомобиль хуҫи сиксе тухнӑ, каччӑ вырӑнтан тапса сикнӗ.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗренӳ учрежденийӗсене 200 пин тенкӗ грант парасси пирки распоряжени алӑ пуснӑ. Гранта 20 вӗренӳ учрежденийӗ тивӗҫнӗ.
Ку хавхаланӑва Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 1-мӗш пуҫламӑш шкулӗ, Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ, 40-мӗш шкул, 125-мӗш ача пахчи, 47-мӗш шкул, Ача-пӑча пултарулӑх центрӗ тата С.М.Максимов ячӗллӗ 1-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗ илнӗ.
Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш тата 27-мӗш ача пахчисем грантлӑ пулнӑ. Етӗрнери «Росинка» ача пахчипе 3-мӗш шкул та 200 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Хӗвел» ача пахчи, Канашри 3-мӗш шкул, Элӗкри И.Я.Яколвев ячӗллӗ шкул, Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул, Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимнази, Елчӗкри тата Тӑвайри шкулсем, Вӑрнар районӗнчи ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ те грантлӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |