Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ятне чӑвашла ҫырса хунӑ. Ҫакна чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай асӑрханӑ, ҫавна сӑн ӳкерсе Чӑваш халӑх сайтне ярса панӑ.
Чӑвашлӑха упракан тата упрама тивӗҫ организацисен ячӗсене чӑвашла ҫырманни, шел те, тӗл пулать. Сӑмахран, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн, Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗн ячӗсене вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ тесе пӗлтерчӗҫ.
Халӑх шавӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ятне чӑвашла та, вырӑсла та ҫырса хунине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: театр ҫуртне ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ятне малтанласа вырӑсла кӑна ҫырнӑччӗ. Ҫавна асӑрханисем тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенче кӑмӑлсӑрланма тытӑннӑччӗ. Каярах театр ятне икӗ чӗлхепе шӑрҫаласа хунӑччӗ.
Чӑваш Енри спортсменка Елена Зайковская 60 килограмм тайман виҫе категорийенче вӑй виҫсе киокусинкай енӗпе Раҫҫей чемпионки пулса тӑнӑ. Пике Шупашкара пысӑк кубокпа таврӑннӑ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче Мускавра киокусинкай енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ тата первенстви иртнӗ. Кавир ҫине Чӑваш Ен чысне хӳтӗлеме 15 спортсмен тухнӑ. Пирӗн команда йышӗнче тӗнче чемпионкине Елена Зайковскаяна ҫитекенни пулман. Олимп резервӗсен 5-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан хӗр 60 килограмм тайман хӗрсемпе кӗрешнӗ.
Ҫапла майпа Елена Зайковская Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ, пушӑн 26-30-мӗшӗсенче вӑл Раҫҫей чысне Стамбулта хӳтӗлӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 4 ҫулта пӗр хутчен килекен кунра, Шупашкарти пепкелӗх центрӗнче 29 ача кун ҫути курнӑ. Ачасем те, амӑшӗсем те хӑйсене лайӑхах туяҫҫӗ. Пӗр пепке ҫеҫ пӗчӗк виҫепе ҫуралнӑ, ӑна тухтӑрсем сӑнаса тӑрӗҫ.
Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ ача ҫуратмалли 3-мӗш ҫуртра вара 4 хӗрачапа 6 арҫын ача кун ҫути курнӑ. «Аслӑ хӗр нарӑсӑн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ, ывӑл – нарӑсӑн 29-мӗшӗнче. Пурте мана пушӑн 1-мӗшӗччен чӑтма е нарӑсӑн 28-мӗшӗнче ҫуратма ӳкӗтлерӗҫ. Анчах ывӑл нарӑсӑн 29-мӗшӗнче ҫуралчӗ», - каласа кӑтартнӑ Ольга.
Апла-и, капла-и – ача кирек хӑш кун ҫуралсан та ашшӗ-амашӗшӗн вӑл пысӑк савӑнӑҫ.
Паян, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн юстици енӗпе ӗҫлекен службин пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Ку портфеле Дмитрий Сержантова шаннӑ.
Дмитрий Михайлович 1975 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Юриспруденци» специальноҫне алла илнӗ.
Тӗрлӗ ҫулсенче вӑл Чӑваш Ен Юстици министерствинче специалистра, Раҫҫей Юстици министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче ертсе пыракан специалист, пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ, пай пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Патшалӑхпа право управленийӗнче ӗҫленӗ. 2010 ҫулта ӑна Чӑваш Ен юстици министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ, 2011 ҫулта вӑл РФ Юстици министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ пуканне йышӑннӑ. 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе Самар тӑрӑхӗнче ӗҫленӗ.
Пӑрахӑҫа кӑларнӑ «Шупашкар» ҫар карапне Шупашкара илсе килессине унчченех пӗлтернӗччӗ. 2018 ҫулхи ҫуркунне ӑна ӑҫта вырнаҫтарасси пирки те сӑмах тухнӑччӗ. Аса илтерер: хула администрацийӗ ӑна вырнаҫтармашкӑн проект хатӗрлеме саккас панӑччӗ. Ку тӗллевпе хула хыснинчен 3,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑччӗ. Ҫавӑнтанпа Атӑлта самай шыв юхса иртрӗ, Атӑл тӑрӑх карап килсе ҫитеймерӗ.
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче карапа Шупашкара илсе килме палӑртнине Алексей Ладыков сити-менеджер пӗлтернӗ. Карапа е Шупашкарти арҫынсен мӑнастирне хирӗҫ вырнаҫтарӗҫ, е Юханшыв порчӗ тӗлне.
Карапа Балтийскран Шупашкара илсе килме 20 миллион тенке тӑкакланӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ, проектпа смета документацине хатӗрлеме — 7 миллион тенкӗ.
Карапа Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пулӑшнипе май килӗ тесе ырланӑ Алексей Ладыков хула администрацийӗнче ӗнер ирттернӗ планеркӑра.
Карапран ҫитес ҫул музей уҫӗҫ.
Чӑваш Енри васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем ют япала ҫӑтса янӑ ачапа ватӑ ҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Инкекрен пӗри Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Унта 11 уйӑхри пепке ача апачӗн хатӗрӗн хупӑлчине ҫӑтнӑ. Кӑвакарса кайнӑскер патне васкавлӑ пулӑшӑвӑн чи ҫывӑхри бригадине часрах янӑ. Хупӑлчана туртса кӑларнӑ хыҫҫӑн ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ пӗчӗкскерӗн сывлӑхӗ чиперех.
Тепӗр инкек Шупашкарта пулса иртнӗ. Апат ҫинӗ чухне 67 ҫулти арҫын чӑх какайне пыра лартнӑ. Васкавлӑ пулӑшу чӗнсе тухтӑрсем патне унӑн арӑмӗ шӑнкӑравланӑ. Кӑвакарса кайнӑ арҫынна пулӑшма тухтӑрсем тӑватӑ минутран ҫитнӗ. Снежана Князева тата Татьяна Выросова фельдшерсем Геймлих мелӗпе усӑ курса какая туртса кӑларнӑ, кӑвакарса кайнӑ арҫын лӑшах сывласа янӑ.
Паян Шупашкарти шкулсенчен пӗринче, 1-мӗш гимназире, 7-мӗш класра вӗренекен хӗрача вилнӗ.
Пӑтӑрмах физкультура урокӗнче пулнӑ. Ача бассейнра тӑнне ҫухатнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, физкультура учителӗ ачана шывран туртса кӑларса фельдшерпа пӗрле пӗрремӗш пулӑшу пама пикеннӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем васкавлӑ пулӑшу чӗнсе илнӗ. Тухтӑрсем 9 минутран ҫитнӗ. Вӗсем шкул ачин клиника вилӗмне палӑртнӑ. Вырӑна тухтӑрсем реанимаци бригадине чӗнсе илнӗ. Асӑннӑ бригада 7 минутран ҫитнӗ. Ачана ҫӑлас тесе шурӑ халатлисем 1 сехет ытла тӑрӑшсан та усси пулман.
Инкек вырӑнне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ҫитнӗ. Халӗ вӗсем тӗпчев пуҫарнӑ. Вӗсем ачан шывра ишме юранипе юраманни таранах тӗрӗслӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан пилӗк ҫынна сӗрӗм тивнӗ. Кун пирки паян Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви хыпарланӑ.
Республикӑн катастрофа медицинин тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн центрне усал хыпар пирки ирхине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Инкек вырӑнне тухтӑрсем ҫийӗнчех васканӑ. Шар курнисем патне вӗсем 12 минутран ҫитсе те кӗнӗ. Шурӑ халатлисем пурне те вырӑнтах пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ.
Инкеке лекнӗ пилӗк ҫынна васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен шутӗнче виҫӗ ача пулни паллӑ. Ачасене Хулари ача-пӑча клиника пульницине вырттарнӑ, аслисене — Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине.
«Ҫыхӑнура» форум уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, инкек Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнчи уйрӑм ҫын ҫуртӗнче пулнӑ.
Йӗрке хуралҫи Шупашкарта ҫул ҫинче инкек туса хунӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ-мӗн. Куншӑн ӑна полицирен кӑларса ярӗҫ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле «Волга» водителӗ Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 46-мӗш ҫурт умӗнче ҫул ҫине тухнӑ чухне «Лада Грантӑна» ирттерсе яман, пырса ҫапӑннӑ. Унтан вӑл авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ.
Арҫынна килӗ умӗнче, Мир проспектӗнче, тытса чарнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Руль умӗнче РФ ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн 2-мӗш полици уйрӑмӗн ӗҫченӗ ларнӑ пулнӑ. Ӑна ӗҫрен кӑларӗҫ, пуҫлӑхне дисциплинарлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, «Дорэкс» пуҫлӑхӗ улшӑннӑ.
Ку тивӗҫе Владимир Доброхотов пурнӑҫлама тытӑннӑ. Вӑл унччен ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулнӑ. Вӑл ку ведомствӑна 2015-2016 ҫулсенче ертсе пынӑ, кайран тӗрлӗ ҫулсенче ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ, «Чӑвашупрдора» ертсе пынӑ.
Палӑртмалла: унччен «Дорэкс» пуҫлӑхӗ Александр Иванов пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |