Чӑваш Енре тепӗр 3 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла майпа вилнисен йышӗ 21 ҫынна ҫитнӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 87 ҫулти пациент Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче сипленнӗ. 81 ҫулти тата 68 ҫулти хӗрарӑмсем Хулари клиника центрӗнче тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче выртнӑ. Виҫҫӗшӗн те вӑраха кайнӑ йывӑр чирсем пулнӑ.
Республикӑра 28 ҫын ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. Паянхи кун тӗлне 4259 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юлашки талӑкра ку йыша 73 ҫын хушӑннӑ. Обсерватора 65 ҫынна вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарти Анне палӑкӗ умӗнче Чӑваш Ен карттине курма пулать. Ӑна чечексенчен хатӗрленӗ. Композицие Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чечексене «Зеленстрой» лартнӑ. Клумбӑна хатӗрленӗ чухне наци символикин тӗп тӗсӗсемпе усӑ курнӑ: сарӑ тата хӗрлӗ сарӑ, хӗрлӗ, шурӑ, кӑвак.
Варринче – циферблат. Ҫавӑнтах «Пӗрле», «Вместе» тесе ҫырнӑ. 180 тӑваткал метрлӑ клумбӑна пӗр ҫул ӳсекен 15051 чечек лартнӑ.
Чӑваш Енӗн спорт аэробикин федерацийӗ 4 ҫултан пуҫласа 90-а ҫитичченхисене спортӑн ҫак енӗпе туслаштарма шухӑшланӑ. Ҫавна май вӑл ятарлӑ проект ҫырса хатӗрленӗ. Унпа Раҫҫей Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ.
Асӑннӑ федерацие Мускавран 2 миллион тенкӗ ытла укҫа парӗҫ. «Кӗмӗле» «Аэробика – это просто! От 4-х до 90-а!» (чӑв. Аэробика — вӑл ансат! 4-ран пуҫласа 90-а ҫитиччен!) проекта пурнӑҫлама тӑкаклӗҫ.
Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсенче тата Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗсенчи ялсенче аэробика занятийӗсем, семинарсем, ӑсталӑх сехечӗсем, «Ҫӑлтӑрпа зарядкӑсем», спорт фестивалӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсене шӑпӑрлансенчен пуҫласа шур сухалсем таран хутшӑнайӗҫ. Сывлӑх тата кӑмӑл пулсан.
Чӑваш Енӗн спорт аэробикин федерацийӗ 4 ҫултан пуҫласа 90-а ҫитичченхисене спортӑн ҫак енӗпе туслаштарма шухӑшланӑ. Ҫавна май вӑл ятарлӑ проект ҫырса хатӗрленӗ. Унпа Раҫҫей Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ.
Асӑннӑ федерацие Мускавран 2 миллион тенкӗ ытла укҫа парӗҫ. «Кӗмӗле» «Аэробика – это просто! От 4-х до 90-а!» (чӑв. Аэробика — вӑл ансат! 4-ран пуҫласа 90-а ҫитиччен!) проекта пурнӑҫлама тӑкаклӗҫ.
Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсенче тата Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗсенчи ялсенче аэробика занятийӗсем, семинарсем, ӑсталӑх сехечӗсем, «Ҫӑлтӑрпа зарядкӑсем», спорт фестивалӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсене шӑпӑрлансенчен пуҫласа шур сухалсем таран хутшӑнайӗҫ. Сывлӑх тата кӑмӑл пулсан.
Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ.
Следстви акӑ мӗн палӑртнӑ: кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче киле таврӑнакан 14-ри хӗрачана йӗрленӗ. Ача хваттер алӑкне уҫнӑ чухне вӑл ӑна тапӑннӑ.
Арҫын хӗрачана прихожӑйӗнче урайне йӑвантарнӑ та вӗлерессипе хӑратса, ҫапса мӑшкӑлланӑ. Унтан вӑл 4 пин тенкӗ вӑрланӑ та ҫухалнӑ. Арҫын преступлени вӑхӑтӗнче хӑй мӗн тунине ӑнланнӑ.
Кӗҫех унӑн суд сакки ҫине ларма тивӗ.
Чӑваш Енри хуласемпе районсене кӑшӑлвируспа кӗрешмешкӗн хыснаран уйӑрнӑ укҫа виҫи икӗ хут ӳснӗ. Ку тӗллевпе тепӗр 9,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн, хуласемпе районсене кӑшӑлвируспа кӗрешме 8,3 миллион тенкӗ пайласа панӑ. Шупашкара 1,5 миллион ытла тенкӗ лекнӗ. Ытти муниципалитет 1-шер миллион илнӗ.
Халӗ хуласемпе районсене тепӗр 9,6 миллион тенкӗ панӑ. Шупашкара – 3,2 млн, Ҫӗнӗ Шупашкара – 1,6 млн, Шупашкар районне – 1,4 млн, Канаша 1 млн тенкӗ лекнӗ.
Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра шыва кӗмелли вӑхӑт пуҫланман. Тӗрӗссипе, пляжсене официаллӑ майпа уҫман. Апла пулин те пляжсене шыва кӗме хатӗрлеҫҫӗ.
Ӗнерхи кун тӗлне илсен Чӑваш Ен Гражданла хӳтӗлев ӗҫӗсен тата чрезвычайлӑ лару-тӑру комитечӗн шыравпа ҫӑлав служби республикӑри 13 пляжа хатӗрлесе ҫитернӗ. Вӗсем – Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Сӗнтӗрвӑрринче, Куславккара, Етӗрнере, Улатӑрта тата Улатӑр районӗнче.
Пӗлтӗр ялсенче шыва кӗме 108 вырӑн хатӗрленӗ. Кӑҫал вӗсене 68 пӗвепе кӳлӗ тата юханшывсем хӗрринче хатӗрлӗҫ.
Шел те, путакансем халех пур. Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, Йӗпреҫ районӗнчи 63-ри арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ялти пӗвере пулӑ тытнӑ чух шыва кӗме шухӑшлани инкекпе вӗҫленнӗ. Атӑлта вара 15-ри ача путса вилнӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗ, – хӗрӳллӗ поэт-трибун Ҫеҫпӗл Мишши вилнӗ кун. Ҫамрӑкскерӗн кун-ҫулӗ Украинӑри Старогородка салинче татӑлнӑ. Пулас поэт, чӑваш поэзине силлабо-тоника сӑвӑ виҫине кӗртнӗ ӑста 1899 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ пуҫарнипе поэтӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хунӑ. Ҫеҫпӗл.Мишшине асра тытнине палӑртса ҫыравҫӑсемпе поэтсем, общество тата культура ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин этноконфесси пайӗн специалисчӗ Сергей Дмитриев та хутшӑннӑ.
Тухса калаҫакансем поэтӑн йывӑр шӑпи пирки калаҫнӑ, чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑсем вуланӑ.
Чӗмпӗртен унти чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаев та килсе ҫитнӗ. Тимӗр Тяпкин чӑваш хастарӗпе иккӗшӗ поэта асӑнса чечек хунӑ.
Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусӗ 6-мӗш, 8-мӗш, 10-мӗш классене вӗренме кӗрес кӑмӑллисене йыхравлать. 6-мӗш тата 8-мӗш класа вӗренме кӗрекенсен докуменчӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, 10-мӗш класа – ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тытӑнса утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен.
Кадет пулас ӗмӗтлисен вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа экзамен тытмалла, физкультура тата психологи тӗлӗшӗнчен тӗрӗслев витӗр тухмалла.
Чӑваш кадет корпусӗнче пӗтӗмӗшле тӗп тата вӑтам пӗлӳ паракан программӑсемпе вӗрентеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫар е патшалӑх служби валли хатӗрлекен хушма программӑсем те пур.
Кирлӗ ытти хыпарпа Чӑваш кадет корпусӗн сайтӗнче паллашма пулать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 15 сехет те 50 минутра Шупашкарти Алькеш поселокӗнче, Айзман урамӗнче, икӗ хӗрарӑма «ВАЗ-2107» машина ҫапса хӑварнӑ. Вӗсем ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ пулнӑ.
Ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна шыраса тупнӑ. Руль умӗнче 13-ри арҫын ача ларнӑ-мӗн.
Ачан аллине машина уҫҫи мӗнле майпа лекнине халӗ тӗпчеҫҫӗ. Паллах, унӑн водитель прави те ҫук. Ҫакӑ паллӑ: «семеркӑна» вӑрлани пирки йӗрке хуралне хыпар килмен.
Хӗрарӑмсене вара пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |