Хулара
![]() karavantver.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем пациент патне ҫитнӗ те унӑн килне кӗреймен. Вӗсен ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ. Шалта вара хӗрарӑм, хӑйне йывӑр туяканскер, пулнӑ. Унччен маларах вӑл васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах тухтӑрсем кӗреймен, алӑк питӗрӗнчӗк пулнӑ. 14 сехет те 20 минутра шурӑ халатлисем ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Вӗсем Шупашкарти Токмаков тӑкӑрлӑкӗнчи ҫурта кӗрейменни, унта пациент пулни пирки пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен карта урлӑ каҫнӑ та алӑка уҫнӑ. Хӗрарӑма килтен наҫилккапа йӑтса тухнӑ та пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |