Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкарта пурӑнакан Оксана Янукова, KSYFLEUR студи йӗркеленӗскер, ултӑ ҫул ӗнтӗ аромаҫуртасем, гипсран тата бетонран тӗрлӗ япаласем ӑсталать.

Вӑл вазӑсемпе алка-эреше чӑваш наци стилистикипе капӑрлатнине уйрӑмах палӑртмалла. Кӑҫал вара Оксана совет тапхӑрӗнче чӑрӑша илемлетнӗ теттесем евӗр ҫуртасем тума пуҫланӑ. Ӗҫӗсене вӑл маркетплейссенче сутать.

Унӑн студийӗнче ӑсталӑх класӗсем те иртеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25360
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта мари ӳнерҫисен картинисемпе паллашма май пулӗ. Тӗп хуламӑрта курав уҫӑлӗ.

Ку таранччен кун пекки пулман: Мари Элти художниксен ӗҫӗсемпе Туслӑх ҫуртӗнче паллаштарӗҫ. Курав раштавӑн 5-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Вӑл 2026 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ.

Куравра 100 ытла професссионал тата ҫамрӑк ӳнерҫӗсен картинисене курма май пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15960
 

Культура
cheb-centr.soc.cap.ru ҫинчен каласа кӑтартнӑ
cheb-centr.soc.cap.ru ҫинчен каласа кӑтартнӑ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен ватӑсем Моисей Спиридоновӑн хваттер-музейӗнче пулса курнӑ.

Чӑваш халӑх художникӗн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ тата музейра упранакан пуян материалсем ҫинчен Мария Готлиб питех те кӑсӑклӑ каласа кӑтартнӑ. Музей-хваттертен хавхаланса таврӑннӑ кинемейсем тепӗр кун та художник пултарулӑхне сӳтсе явнӑ, ыттисене ун ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/cheb_police видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/cheb_police видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти хӗрарӑм эзотерикӑпа кӑсӑкланма тапранса кайнӑ. Кӑсӑкланни ҫеҫ ҫитмен-ха, темле курсра вӗренес тенӗ.

Мессенджерсенчен пӗринче малтан вӑл эзотерика каналне ҫырӑннӑ, кайран онлайн-курса вӗренме илесси пирки пӗлтерӳ асӑрханӑ. Курса ҫырӑнас тесе темле каҫӑпа иртнӗ, унта банк карттин реквизитне кӑтартнӑ. Хӗрарӑмӑн укҫине, пурӗ 60 пин тенкӗ, куҫарса кайнӑ. Анчах никам та ниме те вӗрентмен, мӗншӗн тесен хӗрарӑмпа ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheb_police/5126
 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 9 сехетре Шупашкарта фургон хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ.

Пӑтӑрмах Грасис урамӗнчи 2-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Соболь» водителӗ машинӑна хыҫалалла чакарнӑ чух хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Суранланнӑ 65 ҫулти хӗрарӑм куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Хватукасси ялӗ патӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки вырӑнти ҫынсем экстреннӑй службӑна шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Арҫын 55 ҫулта пулнӑ. Вӑл мӗнле майпа путса вилнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.

Аса илтерер: чӳк уйӑхӗн варринче ҫӑлавҫӑсем Атӑлтан 53 ҫулти арҫын виллине туртса кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9945
 

Ҫурт-йӗр

Ҫак кунсенче Шупашкарта ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 30 ҫамрӑк хваттер уҫҫине илнӗ. Вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.

Хваттерсем хӑтлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. Унта ҫав самантрах пурӑнмашкӑн куҫма пулать.

Сӑмах май, кӑҫал ҫак категорие кӗрекен 452 ҫынна хваттерпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра 367-шӗ валли пурӑнмалли кӗтес туяннӑ, тепӗр 78-шӗ ҫурт-йӗр сертификатне илнӗ. Ҫитес ҫул тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерме хыснаран 1,4 миллиарда яхӑн тенкӗ уйӑрӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25334
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫитес ҫултан, кӑрлачӑн 6-мӗшӗнчен, Шупашкарти аэропортра ҫӗнӗ рейс уҫӑлӗ: Новосибирска самолет вӗҫме тытӑнӗ.

Рейс S7 Airlines авиакомпанирен пулӗ. Самолет Шупашкартан ытларикунсерен 19:35 сехетре вӗҫӗ. 3 сехет те 15 минутран Новосибирскра анса ларӗ. Ун чухне Новосибирскра 23:50 сехет пулӗ.

Билетсене авиакомпанин официаллӑ сайтӗнче сутма пуҫланӑ ӗнтӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_263114
 

Пӑтӑрмахсем
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав ушкӑнӗ Шупашкарта 19 ҫулти каччӑ ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӗсем ӑна темиҫе кун шыранӑ. Паян вара ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, каччӑ чӗрӗ мар. Нимеҫӗсем унӑн виллине тӗп хуламӑрти кӳлмекре шыв хӗрринче тупнӑ

Палӑртса хӑварар: каччӑ чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫухалнӑ.

 

Ҫул-йӗр
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнче Шупашкара Мускавран йышлӑн килӗҫ. Кун пирки Мускав мэрӗн ҫумӗ Максим Ликсутов пӗлтерни пирки Metro Moscow хыпарланӑ.

Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ҫӗре автобуспа кайма Мускав ҫыннисем 13 пине яхӑн билет туяннӑ. Ҫынсем кайма уйрӑмах кӑмӑл тунӑ хуласен шутӗнче Шупашкар, иккӗмӗш вырӑнта – Минск, унтан — Ставрополь. тӑваттӑмӗшпе пиллӗкмӗш вырӑнта — Элиста тата Йошкар-Ола.

 

Страницӑсем: 1 ... 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, [26], 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, ... 1100
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 18

1910
116
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
96
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
53
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
30
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ