Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Тӗнчере
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплексла центра ҫӳрекен 87 ҫулти Зинаида Васенева Мода театрӗ валли сумкӑсем ҫӗлесе илемлетет. Ал ӑстине ҫак енӗпе тӑрӑшма центрти ӗс инструкторӗ Светлана Кириллова кӑсӑклантарса янӑ Вӑл ӑна кинемейсемпе шӑрҫаран сумка хатӗрленине кӑтартнӑ.

«Пӑхрӑм та, ун пек сумка валли мӗн чухлӗ шӑрҫа кирлине курсан тӗлӗнсе кайрӑм. Эпӗ чеерех пулма тӗв турӑм, ӗҫе кӑшт ансатлатса шӑрҫа вырӑнне пусмапа та усӑ курас терӗм», - каласа кӑтартнӑ кинемей центрӑн пресс-службине.

Центра ҫӳрекен ватӑсем ӑсталакан сумкӑсене, шӗлепкесене кинемейсем Мода театрӗнче кӑтартаҫҫӗ, хӑйсен пӗлӗш-тусне те парнелеҫҫӗ.

 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пурӑнакан ватӑсем Пӗтӗм Раҫҫейри финанс чемпионачӗн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрне хутшӑннӑ. Чемпионат куҫӑнсӑр майпа иртнӗ.

Унта ҫӗршыври 78 команда хутшӑннӑ. Пирӗн респблика чысне регион шайӗнчи ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Надежда Быченкова, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухнӑ Светлана Чекменева тата Людмила Спиридонова хутшӑннӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть«Раҫҫей мисӗ» пулса тӑнӑ Валентина Алексеева Шупашкара килнӗ, Республикӑри ача-пӑча пульницинчи пӗчӗк пациентсемпе курса калаҫнӑ. Вӑл онкологипе гематологи уйрӑмӗнче сипленекен ачасене пӗчӗк сувенирсем парнеленӗ.

Валентина Пирогов ячӗллӗ Вырӑс наци тӗпчев институтӗнче тӳлевсӗр вӗренет. Унччен Шупашкарти 5-мӗш гимназире ӑс пухнӑ.

 

Хулара
transphoto.org сайтри сӑн
transphoto.org сайтри сӑн

Шупашкарти 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссене улӑштарӗҫ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Максим Петров пӗлтернӗ.

Ҫулталӑк вӗҫлениччен Шупашкара «Горожанин» ятлӑ 40 ҫӗнӗ троллейбус илсе килӗҫ. Вӗсене федераци хыснинчи укҫапа туянӗҫ. Пӗр троллейбус 12,2 милион тенке ларӗ. Троллейбуссен урайӗ ҫӳллӗ пулмӗ.

 

Республикӑра
freepik сайтри сӑн
freepik сайтри сӑн

Республикӑра «Ӳсӗр водитель» рейд вӑхӑтӗнче 60 ытла ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Пиллӗкӗшӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Рейдра ҫул-йӗр инспекторӗсене ахаль ҫынсем тӗ пулӑшнӑ. Акӑ тӗслӗхрен юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫынсем Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче йӗркене пӑсакан водителе асӑрханӑ. Вӑл хирӗҫ ҫулпа та пынӑ. Ӑна Пичет ҫурчӗ ҫывӑхӗнче тытса чарнӑ. Унӑн права та пулман.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищи «Павловские дни» (чӑв. Павлов кунӗсем) юбилей фестивальне ирттерӗ. Ӑна музыка училищи кӑҫал 95 ҫул тултарнине халалланӑ.

Фестиваль юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗччен иртӗ. Ҫав вӑхӑтра Пысӑк концерт залӗнче отчет концерчӗсен ярӑмне куракансем патне тӳлевсӗр ҫитерӗҫ. Концерта преподавательсем, студентсем, пултарулӑх коллективӗсем хутшӑнӗҫ.

Музыка училищи 1929 ҫулта Шупашкарти музыка шкулӗнче Чӑваш музыка техникумӗ евӗр ӗҫлесе кайнӑ. 1930–1936 ҫулсенче Чӑваш музыкӑпа театр техникумӗ шутланнӑ, 1936–1941 ҫулсенче — музыка училищи. 1944 ҫулта Шупашкарти музыка училищи пулса тӑнӑ, 2009 ҫулта — Шупашкарти музыка училищи (техникумӗ).

Училище 1954 ҫултанпа чӑваш драматургийӗн тата профессилле музыкин никӗслевҫин, чӑваш поэчӗн, драматургӗн, композиторӗн, дирижёрӗн Фёдор Павловӑн ячӗпе хисепленсе тӑрать.

 

Республикӑра
freepik.com сайтри сӑн
freepik.com сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш лини уйрӑмӗн пайен ӗҫченӗсем Атӑл ҫинче, Шупашкар шыв управӗ ҫывӑхӗнче, рейд ирттернӗ. Вӗсем браконьера тытса чарнӑ.

Арҫын, 1987 ҫулта ҫуралнӑскер, Мари Элтен. Вӑл саккуна пӑсса юраман хатӗрпе пулӑ тытнӑ. Полицейскисем унран 19 пулӑ тата хатӗр-хӗтӗре туртса илнӗ.

Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ. Хальлӗхе арҫыннӑн полици уйрӑмне пырса хӑй пуррине паллӑ туса каймалла.

 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ эрнере Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 21-мӗш ҫурт патӗнче ҫул ҫинчи инкекре икӗ ҫын аманнӑ, 4 ҫулти ачана пульницӑна сывлӑхне тӗрӗслеме ӑсатнӑ.

Пӑтӑрмах 15 сехет те 35 минутра пулса иртнӗ. «Фольксваген Поло» рульне тытса пынӑ 49 ҫулти водитель малта пыракан «Лада Веста» тата «ГАЗ 3009» автомобильсем ҫине пырса кӗнӗ.

«Вестӑн» 32 ҫӳлти водительне тата 31 ҫулти хӗрарӑм-пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Салонта пулнӑ 4 ҫӳлти хӗрача сывлӑхне те тухтӑрсем терӗсленӗ, вӑл йывӑр шар курман.

«Фольксваген Поло» водителӗ урӑ пулман-мӗн.

 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти шкул ачине Илья Павлова Сочире иртнӗ BRICS олимпиадӑра Раҫҫей гимнне юрлама шаннӑ. Ку тивӗҫе вӑл питӗ аван пурнӑҫланӑ.

Илья вокала 5 ҫул вӗренет. Унӑн ертӳҫи - Светлана Куликова. Илья Шупашкарти 3-мӗш ӳнер шкулӗнче ӑс пухать. Вӑл ытларах патриотлӑх юррисене юрлама кӑмӑллать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_17573
 

Хулара
"За рулем" порталти сӑн
"За рулем" порталти сӑн

Шупашкарта тӗрлӗ туй кортежне курма пулать. Ку таранччен хӗрпе каччӑ хыҫҫӑн троллейбуссемпе те, КамАЗсемпе те пынине асӑрханӑ.

Хальхинче вара туйра автошкул машинисем пулнӑ. Вӗсем Шупашкар урамӗсемпе ҫӳренӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, [31], 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, ... 1028
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кирек мӗнле ӗҫре те, уйрӑмах ҫӗннинче, питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Шухӑшламасӑр йышӑну тумалла мар. Тен, халӗ ӗҫе улӑштарас килӗ. Ҫакна шанчӑклӑ ҫынсем сӗнӗҫ. Анчах ан васкӑр, халӗ профессие улӑштарма лайӑх вӑхӑтах мар. Ахӑртнех, пурнӑҫа лайӑх енне улӑштаракан хыпар илтетӗр.

Ака, 07

1905
120
Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1930
95
Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ.
2002
23
Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ