Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

ЧР вӗренӳ министрӗн Дмитрий Захаровӑн машӑрӗ Ольга Захарова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва паян, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пуснӑ.
Ольга Захарова 2021 ҫултанпа Шупашкарти Мониторинг тата вӗренӳ аталанӑвӗн центрне ертсе пырать. Вӑл Мускаври М.А.Шолохов ячӗллӗ патшалӑх гуманитари университетне «учитель-логопед» специальноҫпе пӗтернӗ. Кайран унтах «патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ» специальноҫе илнӗ. Малтан вӑл асӑннӑ центрта методист, ертӳҫӗ ҫумӗ пулнӑ. Унта 2016 ҫулта ӗҫлеме вырнаҫнӑ.
Мӑшӑрӗпе Дмитрий Захаровпа пӗрле вӗсем ывӑл ӳстереҫҫӗ. Вӑл 4 ҫулта кӑна-ха.
