Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштавӑн 31-мӗшӗччен пирӗн республикӑри хулаҫум маршрутпа ҫӳрекен пуйӑссене расписанирен кӑларӗҫ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пилӗк маршрутпа ҫӳрекен пуйӑссем асӑннӑ тапхӑрта ҫынсене турттарма пӑрахӗҫ. Расписанирен кӑларакан маршрутсен шутне Ҫӗмӗрле – Канаш ҫулпа ҫӳрекен 6194-мӗш номерлӗ пуйӑс (вӑл 19 сехет те 10 минутра хускалса 20 сехет те 36 минутра ҫитнӗ), Улатӑр – Канаш ҫулпа ҫӳрекен 6390-мӗш номерлӗ пуйӑс (вӑл 4 сехет те 52 минутра хускалса 7 сехет те 22 минутра ҫитет), Канаш – Улатӑр ҫулпа ҫӳрекен 6395-мӗш номерлӗ пуйӑс (вӑл 18 сехетре хускалса 20 сехет те 25 минутра ҫитет), Канаш – Шупашкар ҫулпа ҫӳрекен 6502-мӗш номерлӗ пуйӑс (вӑл 03 сехетре хускалса 06 сехет те 10 минутра ҫитет), Шупашкар – Канаш ҫулпа ҫӳрекен 6505-мӗш номерлӗ пуйӑс (вӑл 18 сехет те 40 минутра хускалса 21 сехетре ҫитет) лекнӗ.
Канашран Шупашкара каякан 6506-мӗш номерлӗ пуйӑс расписанийӗ те ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен улшӑнать. Канашран вӑл 17 сехетре хускалса тӗп хулара 19 сехет те 40 минутра ҫитсе чарӑнӗ.
Улатӑрта сусӑрсен пултарулӑхӗн регионсен хушшинчи фестиваль иртӗ. Икӗ куна тӑсӑлӗ вӑл.
Фестивале Тутар Республикинчи, Чӗмпӗр тата Чулхула облаҫӗсенчи ҫынсем хутшӑнӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 18–19-мӗшӗсенче иртекен фестивале «Пурнӑҫшӑн» ят панӑ.
Фестивале 800 ытла ҫын хутшӑнмалла. Пирӗн республикӑрисем те унта хутшӑнӗҫ. Авӑнӑн 18-мӗшӗнче Улатӑрти чукун ҫул транспорчӗн техникумӗнче гала-концерт иртет. Ҫав кунах Улатӑрти ӳнер музейӗнче Светлана Карповӑн куравӗ уҫӑлӗ.
Авӑнӑн 19-мӗшӗнче тӗп вулавӑшра кӗнеке пуххин «Пурнӑҫшӑн» хӑтлав пулӗ. Унта литература номинацийӗсенчи ӗҫсем кӗнӗ. Фестивале кашниех килсе курма пултарӗ.
Улатӑр пирки Николай Шмагин кинорежиссер документлӑ фильм ӳкересшӗн.
Николай Шмагин 1947 ҫулта улатӗрта ҫуралнӑ. Раҫҫейӗн хисеплӗ кинематографисчӗ шутланать. Евразири 5-мӗш телефорумра дипломант ятне «Алатырь - бел-горюч камень российский» документлӑ фильмшӑн, Евразин 12-мӗш телефорумӗнче «Старинные российские города» ярӑмпа ӳкернӗ фильмшӑн лауреат ятне тивӗҫнӗ.
1988 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри кинематографин патшалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл Мускавра юлса ҫӗршывӑн тӗп хулинче ӗҫлесе пурӑннӑ. Нумай ҫул Николай шмагин «Мосфильм» киностудире художник-декоратор, каярах кинорежиссер пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл ӳкерме хутшӑннӑ хӑш-пӗр фильм, сӑмахран, «Горячий снег», «Они сражались за Родину», совет киновӗн ылтӑн фондне кӗнӗ.
Улатӑр ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ чухне Чӑваш Ене Николай Шмагин кинорежиссер килнӗ. Вӑл ҫитес вӑхӑтра хӑйӗн тӑван хули пирки документлӑ фильм ӳкерме тытӑнасшӑн.
Уяв вӑхӑтӗнче «Вырӑс провинцийӗнчи литература тӗлпулӑвӗсем» мероприяти иртнӗ. Унта Николай Шмагин хӑйӗн тӗллевӗ пирки пӗлтернӗ.
2002 ҫулта Николай Шмагин «Алатырь — бел-горюч камень российский» документлӑ фильмра режиссер-постановщик тата сценарист пулнӑ. Ун чухне вӑл Пиллӗкмӗш Еврази телефорумӗн ятарлӑ дипломне тивӗҫнӗ.
Улатӑрти вулавӑшра ирттернӗ тӗлпулура кинорежиссер пухӑннисене «Дом под горой», «Я хочу летать» повеҫӗсемпе, «Мишкина невеста», «Друг сердечный» калавӗсемпе паллаштарнӑ. Унта автор ачалӑхне, ашшӗ-амӑшне, юлташӗсене ӗҫне аса илнӗ.
Николай Шмагин хӑй Улатӑрта ҫуралнӑ. Вӑл Чӑваш Енре 1968 ҫулччен пурӑннӑ, унтан Мускава куҫса кайнӑ.
Нумаях пулмасть пичетрен Шупашкар районӗн энциклопедийӗ тухнӑ. Халӗ пур районӑн та тенӗ пекех таврапӗлӳ словарӗсем, справочниксем, кӗнекесем пур. Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри районӗсен, Улатӑр, Канаш, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисен ҫеҫ энциклопеди ҫук.
Патӑрьел районӗн тата Чӗмпӗр облаҫӗн энциклопедийӗсем икӗ томпа тухнӑ. Пур энциклопеди те тенӗ пекех Чӑваш халӑх академийӗн тата Чӑваш таврапӗлӳҫисен дипломӗсене тивӗҫнӗ. Элӗк район энциклопедийӗ вара Мускаври конкурсра та ҫӗнтернӗ.
Шупашкар район энциклопедине 1994–1995 ҫулсенче хатӗрленӗ. Ростислав Данилов пуҫлӑх пулнӑ чухне «Сторона моя Чебоксарская» кӗнеке тухнӑ. Анатолий Князев пулнӑ чухне вара районти таврапӗлӳҫӗсем ӗҫлеймен. Хальхи пуҫлӑх энциклопедишӗн савӑннӑ пек, анчах кайран хастарсен ӗҫ ушкӑнне салатнӑ.
Полиграфи тӗлӗшӗнчен кӗнеке хитре пулсан та вӑл тӗплӗ пулайман.
Чӑваш Енре каллех ял хуҫалӑх ярмӑрккисем ӗҫлеме пуҫланӑ. Шупашкарта унашкалли — 10. Ял хуҫалӑх ярмӑрккисем урӑх хуласенче те ӗҫлеҫҫӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсене официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Шупашкарта «Кӗр парни» ярмӑрккӑсем «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, «Дар» тулли мар яваплӑ обществӑра, «Северная» тулли мар яваплӑ обществӑра, «Хевешски» пасарта уҫӑлнӑ.
Кунсӑр пуҫне ял хуҫалӑх продукцийӗпе Канашра, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗнӗ Шупашкарта суту-илӳ тӑваҫҫӗ. Ярмӑрккӑ уҫӑлнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприятисем иртнӗ.
Ку ярмӑрккӑсем халӑхшӑн лайӑх. Унта хаксем ытти пасартан йӳнӗрех. Суту-илӳ вырӑнӗсемпе тӳлевсӗрех тивӗҫтереҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрне тавара киле ҫитиех леҫсе параҫҫӗ. Тӗслӗхрен, сусӑрсене, пенсионерсене, нумай ачаллӑ ҫемьесене, ветерансене.
Васкавлӑ медпулӑшу ураписен — улшӑнусем. Нумаях пулмасть вӗсен автобази ҫӗнелнӗ. Вӗр ҫӗнӗ 23 урапа Чӑваш Ери ҫынсене пулӑшу кӳме васкӗ.
Ҫӗнӗ урапа уҫҫисене ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Ку мероприяти Ҫӗмӗрлере иртнӗ.
Ҫӗнӗ урапасем Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Улатӑр, Йӗпреҫ, Шупашкар, Вӑрнар районӗсенче пурӑнакансене пулӑшу кӳрӗҫ. Михаил Васильевич уҫӑсене панӑ чухне Чӑваш Енре медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗ ӳссе пынине палӑртнӑ.
Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче республикӑра сывлӑх сыхлавне ҫӗнетмешкӗн 5 миллиарда яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ. Унпа ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туяннӑ, пульницӑсене юсанӑ, ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсене хута яраҫҫӗ. Михаил Васильевич ҫитес ҫулла валли мелдпулӑшу ураписен паркне тӗпрен ҫӗнетме шантарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 73 ҫулти арҫын чӑннипех те паттӑрла ӗҫ тунӑ. Ватӑскер путакан ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Улатӑр ҫынни, халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер, юраман вырӑнта шыва кӗнӗ. Ватӑ арҫын путакан хӗрарӑма ҫӑлнине тепӗр ҫын курнӑ.
Путакан ҫамрӑк хӗрарӑм 27-ре кӑна-ха. Юраман вырӑнта шыва кӗнӗ вӑл. Ҫитменнине, ӳсӗр пулнӑ. Юрать, хӗрарӑм кӑшкӑрма тытӑнсан ватӑ арҫын пулӑшма ыткӑннӑ. Унсӑрӑн…
Арҫын ӑна ҫыран хӗррине илсе тухса васкавлӑ медпулӑшӑва тата ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.
Лайӑх тӑвас тенӗ те начар пулса тухнӑ. Улатӑр хулинчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫурта 2009 ҫулта юсанӑ та ҫынсем нушаланма тытӑннӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ҫав ҫулхине ҫурт ҫивиттине ҫӗнетнӗ. Анчах ҫав ҫуртра пурӑнакансемшӗн ырлӑх вырӑнне хурлӑх пуҫланнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен парламенчӗн депутатне Генрих Васильева Улатӑр хулинче пурӑнакан ҫын онлайн-йышӑну вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ. Ик айкки те тӑвайкки мар ҫав ҫын Улатӑрти хӑй пурӑнакан нумай хваттерлӗ ҫурт ҫивиттине юсанӑ хыҫҫӑн маччасем ҫурӑлса кайнӑ, хӗлле унта пӑрланса ларать, ҫуркуннепе кӗркунне хваттерсене шыв анать. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн управляющи компанийӗ ӗҫе кӑлтӑкпа пурнӑҫланине йышӑнать-мӗн, анчах юсама васкамасть.
Депутат патне йышӑнӑва Кивӗ Эйпеҫ ялӗнчен пынӑ арҫын та хӑй ыйтӑвӗпе кӑна ҫӳремен, ҫынсемшӗн пӑшӑрханнӑ. Вӑл хӑйсен ялӗнчи Ленин урамӗ республика пӗлтерӗшлӗ шутланнине, ҫав май ун тӑрӑх машина нумай хутланине, ҫул-йӗр ҫинчи инкек те сахал мар сиксе тухнине пӗлтернӗ май «выртакан полицейски» тума май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури нумаях пулмасть Улатӑр районӗнчи пӗр кинемее хӳтӗленӗ. 82 ҫулти ҫав ватӑ вӑрҫӑра вилнӗ салтак арӑмӗсене те хваттер парасси пирки илтнӗ те саккунта калакан ҫав ирӗкпе усӑ курас тенӗ. Анчах тӳре-шара унӑн упӑшки вӑрҫа хутшӑнни пирки аптӑранӑ, ҫавна ӗнентерекен фактсем ҫук тесе салтак арӑмне пулӑшма килӗшмен.
Аптӑранӑ ватӑ прокуратурӑна кайнӑ. Унта вӑл Улатӑр хулипе Улатӑр район администрацийӗн халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пайӗ ватта ҫурт туянма е тума пӗр хут паракан укҫа тӳлевне парас мар тесе йышӑнни пирки евитленӗ. Прокурорсем тӗрӗсленӗ те, кинемейӗн упӑшки Украинӑра националистсене пӗтерес тесе 1944 ҫултан тытӑнса 1951 ҫулччен пулнине палӑртнӑ. Кинемее укҫа пама хистекен тавӑҫпа прокуратура район судне тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |