Чӑваш Енӗн правительствин паянхи ларӑвӗнче хӑш муниципалитета мӗн чухлӗ укҫа килнине тишкернӗ. Ку ыйтупа тухса калаҫнӑ Иван Моторин премьер-министр хуласемпе районсен тӗп тӗллевӗ халӑхӑн пурнӑҫ условине лайӑхлатасси тесе каланӑ.
Муниципалитетсен инвестици паспортне те хатӗрлемелле. Хуласем тата 15 район ку ӗҫе пурнӑҫланӑ. Элӗк, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем ку ӗҫе тӑсса янӑ. «Муниципалитетсен пушӑ инвестици лапамӗсем пирки информацие ҫӗнетсех тӑмалла», — асӑрхаттарнӑ премьер-министр. Иван Моторин шучӗпе муниципалитетсем ҫӗр лаптӑкӗпе туллин усӑ курассипе ячӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ.
Инвестици илсе килессипе 2014—2015 ҫулсенче тата 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Шупашкар тата Етӗрне районӗсенче, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хули лайӑх тимленӗ. Улатӑр, Куславкка, Шӑмӑршӑ районӗсем, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Канаш хулисем начар тӑрӑшнӑ.