Чӑваш Енре тӳресен шучӗ ӳсӗ. Ҫапла тума йышӑнни тӳресене йывӑр килнипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсен тиевӗ пӗр пек маррипе. Ҫӗнӗ микрорайонсем ҫӗкленсех пыраҫҫӗ, вӗсенче халӑх йышӗ ӳснӗ май судра пӑхса тухакан ӗҫ шучӗ те нумайланать. Ҫавна кура Улатӑрта тата Канашра мировой судсен тата тепрер участокне уҫма йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ҫав участоксем валли мировой тӳресене ҫирӗплетнӗ. Манти тӑхӑнмалли кандидатсемпе Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн председателӗ Николай Порфирьев паллаштарнӑ.
Канашри 3-мӗш суд участокӗн судйи пулма Светлана Васильевна Софроновӑна сакӑр ҫуллӑха ҫирӗплетнӗ. Улатӑрти 2-мӗш участокра мировой судья пулса Светлана Владимировна Опарышева тӑрӑшӗ. Ӑна виҫӗ ҫуллӑха ҫирӗплетнӗ.
Патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн пулӑшӑвне кӳрекен нумай ӗҫ тӑвакан центрсем хушшинче республика шайӗнчи конкурс иртнӗ.
Ӑмӑртӑва темиҫе номинаципе йӗркеленӗ. «Нумай ӗҫ тӑвакан центрӑн чи лайӑх универсаллӑ специалисчӗ» ята Шупашкарти центрта ӗҫлекен Ольга Чернова тивӗҫнӗ. Етӗрнери центрта тӑрӑшакан Валентина Степанова иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нина Рамеева — виҫҫӗмӗш.
Нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсене хӑйсене те хакланӑ. Чи лайӑххи тесе Елчӗк районӗнчине палӑртнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенчи нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсем тухнӑ.
Центрсенче персонала епле ертсе пынине те хакланӑ. Тӳресен шучӗпе Ҫӗрпӳ районӗнчине ҫитекен тупӑнман. Елчӗк районӗнчине тата Улатӑр хулинчине те пысӑка хурса хакланӑ май иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсемпе палӑртнӑ.
Раҫҫейри монохуласене уйрӑм менеджерсем сыватӗҫ. Кун пек йышӑнӑва нумаях пулмасть ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ. Социаллӑ экономика пурнӑҫ енчен кӑткӑс монопрофильлӗ муниципалитетсенчен вуннӑшӗнче ҫывӑх вӑхатра проект офисӗсем уҫӑлмалла. Вӗсен пуҫлӑхӗсем пулса Мускавран ятарласа ҫирӗплетнӗ менеджерсем тӑрӑшӗҫ. Ҫав ҫынсен тӗп ӗҫ вырӑнӗ пӗчӗк хуласенче пулмӗ - лару-тӑрӑва вӗсем аякранах йӗркелесе-пӑхса тӑрӗҫ, кирлех пулсан вырӑна ҫитсе кайӗҫ.
Пирӗн республикӑри хуласенчен монопрофильлисен шутне Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри кӗрет. Раҫҫейӗпе ун йышшисем — 300 ытла.
Социаллӑ экономика енӗпе паян чи хӑрушӑ списокра 100 хула шутланать. Унта Канаш те лекнӗ. Маларах асӑннӑ тепӗр виҫҫӗшӗ лару-тӑру япӑхланас хӑрушлӑх пуррисен йышне кӗреҫҫӗ.
Республикӑри яваплӑ службӑсемпе органсем ҫынсене шыв кӗмелли вырӑнсене хатӗрлессипе ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин ирттернӗ канашлура Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Павлов каласа кӑтартнӑ.
Шыва кӗме ятарлӑ вырӑнсем республикӑра 13, унсӑр пуҫне тата та 15 объект хатӗрлессине палӑртнӑ. Анчах та ку ыйтупа Улатӑрта, Йӗпреҫре, Патӑрьелӗнче, Комсомольскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Вӑрмарта, Шӑмӑршӑра, Ҫӗмӗрлере, Елчӗкре, Тӑвайра ҫителӗксӗр ӗҫленине каланӑ. Пӗлтӗр шывра пулнӑ инкексен шучӗ 30-а ҫитнӗ. Кӑҫал та сарӑмсӑрлӑхсӑр май килмен. Хальлӗхе вӗсене виҫӗ тӗслӗх шута илнӗ. Республикӑри мӗнпур районпа хулара ҫак енӗпе ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла, кирлӗ мерӑсене вӑхӑтра йышӑнмалла.
Паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче туризмпа ҫыхӑннӑ ыйтусене те сӳтсе явнӑ. Кӑҫал ҫулла республикӑра ҫул ҫинче ҫӗнӗ кӑтартмӑшсем вырнаҫтарасшӑн.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Ен виҫӗ космонавтпа мухтанма пултарнине палӑртнӑ. Кун пирки кашни утӑмрах каламаллине пӗлтернӗ вӑл: информаци стенчӗсем ҫинче, туризм кӑтартмӑшӗсенче… Хӑш-пӗр ҫӗрте вӗсене йӗркене кӗртмелле, тепӗр ҫӗртре ҫӗнетмелле. Кӑна Республика кунӗччен туса пӗтерме сӗннӗ вӑл.
ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Улатӑр хули ыттисемшӗн тӗслӗх пулнине каланӑ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ кӗтесӗнчен паломниксем килеҫҫӗ. Хӑнасене Хӗрарӑмсен мӑнастирне ҫитме йывӑр мар — кӑтартмӑшсем пур. Ҫӗрле информаци стенчӗсем ҫуталса тӑраҫҫӗ.
Улатӑрта пӗр сутуҫӑ ҫул тултарман пӗр ҫамрӑка пирус тата сӑра сутнӑ. Куншӑн ун явап тытма тивӗ.
Полици тата прокуратура ӗҫченӗсем саккуна пӑсса алкоголь тата пирус сутнӑ икӗ тӗслӗхе тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Ку «У прудка» лавккара пулнӑ.
Сутуҫӑ тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ӑна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Унӑн икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе 3 тата 30 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ.
Хӗрарӑмӑн ҫул ҫитмен икӗ ача пур. Унӑн ҫемйи укҫа-тенкӗ енчен йывӑртарах пурӑнать. Ҫавӑнпа вӑл штраф виҫине пӗчӗклетме ыйтнӑ. Суд ҫакна тивӗҫтерсе 20 пин тенкӗ таран чакарнӑ.
Улатӑрта чи лайӑх почтальонсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать «Лучший начальник отделения почтовой связи 2016 года» (чӑв. Пуштӑ ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗн 2016 ҫулхи чи лайӑх пуҫлӑхӗ) пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне, вӑл республика шайӗпе иртнӗ, тишкернӗ май.
Чи лайӑххи пулса тӑрассишӗн 17 пуҫлӑх тупӑшнӑ. Тӳресем вӗсен теори пӗлӗвне кӑна мар, кулленхи ӗҫе епле йӗркеленине те хакланӑ. Юлашкинчен каланине коллектива ертсе пыни те кӗрет.
Чӑваш Ен шайӗпе чи лайӑххи Улатӑрти 429820 уйрӑма ертсе пыракан Елена Абрамова пулса тухнӑ. Ҫитес уйӑхра вӑл Перме тухса кайӗ, унта макрорегион шайӗнче республикӑна хӳтӗлӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти 429958 уйрӑм пуҫлӑхӗ Валентина Никифорова тухнӑ. Виҫҫӗмӗшӗнче каллех Улатӑр почтальонӗ — унти 429824 уйрӑмри Оксана Доронькина.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Раҫҫейри ҫыхӑну ӗҫченӗсен профсоюзӗн республикӑри организацийӗн ертӳҫи Вера Галкина дипломсемпе тата парнесемпе чысланӑ.
Чӑваш Енре культура учрежденийӗсене юсаса ҫӗнетесшӗн. Нумай функциллӗ культура ҫурчӗсем кӑҫал Вӑрмарта, Ҫӗрпӳре, Елчӗкре хута каймалла. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче культура керменӗсене модернизацилесе ҫӗнӗ хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан техникӑсемпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫак тата ытти самант пирки Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ.
Республика Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки 5 ҫул хушшинче республикӑра 150 культура ҫуртне модернизациленӗ.
Кунӑср пуҫне туризма аталантарассипе те ӗҫлени пирки каланӑ. "Пӗлтӗр Чӑваш Енре туризм ыйтӑвӗсемпе те анлӑ ӗҫленӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ, пирӗн региона килнӗ 240 пин ҫынна тӗрлӗ пулӑшусемпе тивӗҫтернӗ", - тесе ҫырать маларах асӑннӑ пресс-служба.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Чӗрӗ уроксем» проектпа килӗшӳллӗн, Улатӑр хулинче Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен ачасем пулнӑ.
Хӑнасем Улатӑрти таврапӗлӳ музейӗнче экспозицисемпе паллашнӑ. Унтан хулари паллӑ вырӑнсене ҫитнӗ.
Улатӑрсен авалхи йӑла-йӗрке упранса юлнӑ. Вӗсем типӗ вӑхӑтӗнче тӑри евӗр булка пӗҫереҫҫӗ. Ӑна хатӗрлес енӗпе «Караван» кафере ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Хӑнасем чустана йӗтӗрпе якатса унран кайӑк евӗр ӑсталанӑ.
Хӑнасем мӑнастирсене те ҫитнӗ. Ку ҫулҫӳрев ачасемшӗн усӑллӑ пулнине гимнази директорӗ Инна Исаева та палӑртнӑ.
Проект старт илнӗ ӗнтӗ. Улатӑра шкул ачисем малашне те ҫитсе курӗҫ, унпа паллашӗҫ.
Вӑрӑ вӑрра шанманран мар-ха, сутуҫӑсем улталама тӑрӑшнӑран ҫак мера патне пырса тухнӑ Улатӑрти налукҫӑсем.
Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, тӗрӗслевпе касса техникипе усӑ курас йӗркене пӑсса усламҫӑсем налукҫӑсене шӑнман пӑрпа лартса яма тӑрӑшаҫҫӗ. Шӑнман пӑрӗ кунта налук сахалтарах тӳлеме хӑтланнине пӗлтерет-ха.
Суйма-улталама хӑтланакансен касса чекне тӗрӗслемелли ятарлӑ кодпа хаклама пулать-мӗн.
Касса чекне пуҫтарма Улатӑрти налукҫӑсем инспекцин (вӑл хулари Гончаров урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) фойинче ятарлӑ ещӗк вырнаҫтарнӑ. Унта чексене кирек кам та чек пырса яма пултарать. Ҫав документа тӗрӗслесе налук сахалтарах тӳлес тесе суйма хӑтланакан сутуҫӑсемпе уйрӑм усламҫӑсене тупса палӑртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |