Чӑваш Ен сыснасен Африка мурне пула чылай вӑхӑт ӑнӑҫсӑр регион шутланчӗ. Халӗ тинех республикӑра ку статуса ылмаштарнӑ. Ҫапла тума Россельхознадзорӑн управленийӗ йышӑннӑ. Апла пулин те виҫӗ районта: Улатӑрта, Йӗпреҫре тата Пӑрачкавра, ҫавӑн пекех Улатӑр хулинче лару-тӑрӑва малашне те сӑнаса тӑрӗҫ.
Статуса ылмаштарни пирӗн тӑрӑхри аш-пӑша ют регионсене ӑсатма тата унтан хамӑра кирлине кӳрсе килме май парать.
Маларах пирӗн республикӑра Африка мурне пула карантин тесе йышӑннӑччӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен ӑна пӗтернӗччӗ. Карантина официаллӑ майпа пӑрахӑҫланӑ пулсан та ун чухне утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен сыснасене тата унӑн ашне республика тулашне илсе тухма, пӗрремӗш тата иккӗмӗш зонӑсенче сысна сутма, ку зонӑсенчен ҫак выльӑха туянма юрамасть тесе пӗлтернӗччӗ.
Улатӑр спортсменки ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать. Ачасемпе ҫамрӑксен 1-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Евгения Шелгунова спорт гимнастики енӗпе иртнӗ Тӗнче кубокӗнче командӑри нумай енлӗ тупӑшура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Евгения Шелгунова спорт гимнастики енӗпе тӗнче класлӑ спорт местерӗ пулнине те палӑртмалла. Германире пуш уйӑхӗн 17–19-мӗшӗсенче иртнӗ тупӑшура та вӑл ав командӑпа пӗрле малта пулнӑ. Унсӑр пуҫне Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Елена Еремина, Наталья Капитонова, 2016 ҫулта иртнӗ Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ Дарья Спиридонова та кӗнӗ.
Команда Германири ӑмӑрту вӗҫленсенех Италие кайнӑ. Унта вӗсем пӗтӗм тӗнчери турнира хутшӑнӗҫ. Ӑмӑрту ака уйӑхӗн 1–2-мӗшӗсенче Венецире иртӗ.
Улатӑрта ӗнер васкавлӑ пулӑшу машинипе пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Чипер пыраканскер ҫине «Лада-Прирӑпа» пыракан ҫамрӑк ҫапӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх васкавлӑ пулӑшун Газелӗпе ҫӑмӑл машина ҫапӑннинче ҫамрӑк водитель айӑплӑ — ытла хӑвӑрт пынине пула вӑл ҫӑмӑл машинӑна парӑнтарайман, ҫулӑн хирӗҫле енӗ ҫине тухса кайнӑ.
Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗнче икӗ водитель тата фельдшер аманнӑ. Телее васкавлӑ пулӑшу машининче пациент пулман.
Чӑваш Енри шырав отрячӗсене республика Элтеперӗн укҫине парӗҫ. Ӑна илес текенсенчен конкурс комиссине 14 заявка тӑратнӑ. Анчах телее, тепӗр майлӑ каласан, укҫана, тивӗҫекенӗсем — ултӑ отряд.
Аса илтерер, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн вӗренӳ учрежденийӗсенчи тата ҫамрӑксен виҫшер отрядне укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Малтанхи ушкӑнрисене 100-шер, иккӗмӗш ушкӑнрисене 75-шер пин пама палӑртнӑ.
Вӗренӳ учрежденийӗсенчен Улатӑрти П.Г. Макаров ячӗллӗ 9-мӗш вӑтам шкулти, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкулти, Шупашкарти 5-мӗш гимназири отрядсем 100-шер пинлӗ пулӗҫ.
Ҫамрӑксен шырав отрячӗсенчен гранта «Студенческий Совет» (чӑв. Студентсен канашӗ), И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУри «Память» (чӑв. Астӑвӑм) тата «Веда» отрядсем тивӗҫнӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсен тата хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттернӗ. Унта пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухнӑ.
ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсен администрацийӗсем пурӑнмалли 471 ҫурт тӗлӗшпе социаллӑ найм мелӗпе килӗшӳ тунӑ. Кунашкал тепӗр 552 килӗшӳ алӑ пусмалла.
Канашлура ҫак ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Хӑш-пӗр районта вара ку тӗлӗшпе кӑлтӑксем пур-мӗн. Тӗслӗхрен, Улатӑрта ҫурт-йӗрӗн пасар хакне палӑртмашкӑн укҫа-тенкӗ ҫук. Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Вӑрмар районӗсенче, Канаш, Ҫӗмӗрле, Шупашкар хулисенче хака палӑртас ӗҫ вӑраха тасӑлнӑ.
Кунашкал лару-тӑру Михаил Игнатьева кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Вӑл пуҫлӑхсене ӗҫлеме, палӑртнине пурнӑҫлама хушнӑ. Программӑна вӑхӑтра пурнӑҫласси администраци пуҫлӑхӗсен яваплӑхӗ пулнине хыттӑн аса илтернӗ. «Палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлаймастӑр тӑк алӑ пусмалла та тухса каймалла», — тенӗ Михаил Васильевич.
Ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе тата вӗсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Правительство комиссийӗ 2012 ҫултанпа «Лучший общественный воспитатель года» (чӑв. Ҫулталӑкри чи лайӑх общество воспитателӗ) конкурс ирттерет. Пӗлтӗр ку ята илессишӗн 23 ӗҫ тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене конкурс комиссийӗ виҫӗ номинаципе палӑртнӑ.
«Чӗрене ачасене паратӑп» номинацире Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче педагог-психологра ӗҫлекен, Улатӑрта пурӑнакан Оксана Валдаева ҫӗнтернӗ.
«Гражданла позици» номинацире Ҫӗмӗрле районӗнчи Альбина Надеждинӑна палӑртнӑ. Хӗрарӑм Саланчӑкри вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑрман хӳтӗлекен патшалӑх инспекторӗнче тӑрӑшать.
«Ҫитӗнӳ патне ҫул» номинаци ҫӗнтерӳҫи — Ҫӗнӗ Шупашкарти Алексей Орлов. Вӑл «Промэлектрострой» организацире химикра ӗҫлет. Ӑна хулари 17-мӗш шкулта ашшӗсен канашӗн ертӳҫине суйланӑ.
Кӑҫалхи ҫулӑн пӗрремӗш уйӑхӗнче Улатӑр хулин хысни хӗсӗннӗ. Иртнӗ ҫулхи кӑрлач уйӑхӗпе танлаштарсан, унтисен хыснине укҫа-тенкӗ 15,9% сахалтарах кӗнӗ. Элӗк районӗнче 11,5% чакнӑ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн сайчӗ Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерни тӑрӑх хыпарланине ӗненсен, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне муниципалитетсен бюджетне налук тата налук мар тупӑш пурӗ 544,9 млн тенкӗ кӗнӗ. Асӑннӑ суммӑран 399,9 миллионӗ — налук.
Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан тупӑш шайне 19 районта ӳстернӗ. Уйрӑмах аван ӗҫленисен шутӗнче Ҫӗрпӳ (ӳсӗм 64,1%), Шупашкар (33,0%), Йӗпреҫ (17,2%), Красноармейски (17,0%) тата Шӑмӑршӑ (16,6%) районӗсене асӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах хӑйсем туса илекен тупӑш виҫи ҫичӗ муниципалитетра чакнӑ.
Прокуратура «Улатӑрти пӗчӗк температурӑллӑ холодильниксем» предприятие ҫитсе унта саккуна пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗсленӗ. Унта вӑй хуракансене темиҫе уйӑх шалу тӳлемен-мӗн.
Парӑм 3 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. Прокуратура ертӳлӗхе явап тыттарма йышӑннӑ.
Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, предприятире ӗҫлекен 129 ҫынна 2016 ҫулхи ака-юпа уйӑхӗсенче ӗҫ укҫи тӳлемен. Парӑм пӗтӗмпе 3,3 миллион тенкӗ пухӑннӑ.
Директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Унӑн 10 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Иртнӗ ҫулхи раштавра Хура тинӗсре ӳкнӗ РФ Хӳтӗлев министерствин Ту-154 самолечӗ ӳкнине эпир пӗлтернӗччӗ. Инкекре журналистсем, РФ Ҫарӗн А.В. Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем вилнӗччӗ. Ҫав шутра хрантсус композиторӗ Морис Равель кӗвӗленӗ «Дитя и волшебство» лирикӑлла фантазие Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче лартнӑ Максим Иванов режиссер та пулнӑччӗ.
Александровӑн ансамбльне юрӑҫсем суйламалли конкурса Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет артисчӗсем те хутшӑннӑ. Театр сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Константин Москалевпа Сергей Кузнецов унта юрлама пуҫлӗҫ. Театра вӗсене Мускавран солист евӗр чӗнсе илӗҫ.
Рита Кириллова журналист «Фейсбукра» ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, бас сасӑллӑ Константин Москалевӑн малтанхи пӗлӗвӗ — журналист. Унпа вӗсем тахӑҫан «Аргументы и Факты» хаҫатра ӗҫленӗ. Константин Москалев Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, Сергей Кузнецов — Улатӑрта.
Чӑваш режиссерӗн Владимир Синяевӑн ҫӗнӗ фильмӗ экран ҫине тухнӑ. «Лесом» кинокартинӑна пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ӳкерме тытӑннӑ.
Режиссер фильмӑн ытларах пайне Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ӳкернӗ. Мӗн пирки ку кинокартина? Шадриха вӑрманне тӗрлӗ кӑмӑллӑ ҫынсем лекеҫҫӗ. Вӗсем унта Емельян Пугачевӑн туприне шыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсемпе интереслӗ япаласем пулса иртеҫҫӗ. Юлашкинчен кашниех хӑйӗн валли тупра тупать, анчах хаклӑраххине.
Фильмра ертсе пыракан «Ҫӗнтерӳ» халӑх театрӗн актерӗсем Лидия Петрова, Виктория Козлова, Павел Родионов, Дарья Кури, Иван Ерин, Сергей Паршин, Никита Осипов ӳкерӗннӗ. Эпизодсенче Шупашкарти 1-мӗш тата 23-мӗш шкул ачисене, «Ирӗклӗх» хастарӗсене, Шупашкар, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисен, Пӑрачкав ялӗн ҫыннисене курма пулать.
Фильма ку уйӑхри Чӑваш Енри тата ытти регионти кинотеатрсенче кӑтартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |