Улатӑрта пурӑнакан Людмила Васильевнӑпа Валентин Александрович Симоновсем нумаях пулмасть изумруд туя паллӑ тунӑ. 55 ҫул пӗрле пурӑннӑ ҫемьерен тӗслӗх илмелли пурах.
Симоновсем тӑватӑ ача ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ. Вӗсем 1959 ҫулта хулари культура ҫуртӗнчи иртнӗ ташӑ каҫӗнче паллашнӑ та пӗр-пӗрне текех куҫран вӗҫертмен.
Валентин Александрович ташӑ ӑсти пулнӑ-мӗн. Ҫакӑ Людмила Васильевнӑна тӳрех килӗшнӗ. Хӗрпе каччӑлла ҫулталӑк ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑр икӗ хӗрпе икӗ ывӑл ҫуратнӑ. Халӗ вӗсем тӑватӑ мӑнукӗпе, вӗсен икӗ ачипе ырӑ кураҫҫӗ.
Валентин Александрович савутра 40 ҫул ӗҫленӗ, «Ӗҫ ветеранӗн» ятне тивӗҫнӗ. Людмила Васильевна ЖКХ предприятийӗнче 30 ҫул ӗҫленӗ.
Прокуратура тытӑмӗнче кадр улшӑнӑвӗсем пулса иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ун пекки ҫак кунсенче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче те пулса иртнӗ. Управленинче хӑйӗнче мар. Унӑн районсенчи пайӗсенче.
Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи пая (кунта Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисем, Улатӑр, Вӑрнар, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле районӗсем кӗреҫҫӗ) малашне юстици подполковникӗ Александр Гаврилов ертсе пырӗ. Пуҫлӑх пуканне шанса париччен вӑл Етӗрне районӗнчи пайра пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Етӗрне районӗнчи пай (кунта Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш тата Етӗрне районӗсем кӗреҫҫӗ) пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма Сергей Васильев юстици подполковникне лартнӑ. Унччен вӑл Следстви управленийӗнче уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпчекен иккӗмӗш пайӑн аслӑ тӗпчевҫи пулнӑ.
Ака уйӑхӗнче яланхи пекех Чӑваш Енре «Кӗнеке урлӑ — халӑхсен килӗшӗвӗ патне» наци кӗнекисен фестивалӗ иртет. Ӑна ЧР Культура министерстви, ЧР Наци вулавӑшӗ йӗркелет.
Кӑҫал ака уйӑхӗн 15–25-мӗшӗсенче тӗп мероприятисем Шупашкарта, Улатӑрта, Чӗмпӗрте, Элӗк, Вӑрнар, Муркаш, Пӑрачкав районӗсенче иртӗҫ.
Ҫав кунсенче Раҫҫей патшалӑх ӳнер вулавӑшӗн коллекцийӗнчи курав, пӗтӗм тӗнчери канашлу уҫӑлӗҫ.
Фестивальпе килӗшӳллӗн итальян тата чӑваш, православи, экологи тата ӑслӑлӑх кӗнекисене халалланӑ тематика кунӗсем пулӗҫ. Уяв йӗркелӳҫисем пурне те чӑваш ҫыравҫи Илпек Микулайӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен литература каҫӗнче, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ ӳнер конкурсӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче тата «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ ҫӗрте кӗтеҫҫӗ.
Муркаш районӗн ҫыннисемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай тата Ольга Туркай тӗлпулу ирттерӗҫ. Элӗк районне вара Лидия Сарине тата Сергей Павлов ҫитӗҫ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Улатӑр хулинче тата районӗнче аварие пула газ пама пӑрахни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Инкек пула ун чухне 10,3 пин ҫурт ҫутҫанталӑк газӗсӗр тӑрса юлнӑччӗ. Авари 13 сехет те 25 минутра пулнӑ. Мӑкшӑ Республикинчи «Ардатов» ятлӑ газ валеҫекен станци тӗлӗнче пӑрӑх сиенленнӗ-мӗн те «Улатӑр-1» станцие кӗрекен объектсем шар курнӑ.
Инкеке яваплисем ҫийӗнчех сирме шантарнӑ пулин те хӑвӑрт кӑна юсама йывӑртарах ҫав ӗнтӗ. Чулхула облаҫӗнчен ятарлӑ бригада та пырса ҫитнӗ, анчах Инкеклӗ ӗҫсен министерстви газ пама тепӗр куннех пама тытӑнасса шантарни пурнӑҫа кӗреймен. Ҫапла вара Улатӑр хула администрацийӗнче ӗҫе акан 9-мӗшӗсӗр пӗтерме май килмест тени тӳрре килнӗ. Инкек ӗнер каҫхине кӑна сирсе пӗтернӗ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Улатӑр хулинче тата районӗнче аварие пула газ пама пӑрахнӑ. Ҫапла майпа 10,3 пин ҫурт газсӑр тӑрса юлнӑ. Унта 43,7 пин ҫын пурӑнать.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑрта ӗнер 13 сехет те 25 минутра газ пама пӑрахнӑ. Мӑкшӑ Республикинчи «Ардатов» тӗлӗнче пӑрӑх сиенленнӗ-мӗн. Ӑна пула «Улатӑр-1» патне кӗрекен объектсем шар курнӑ.
Улатӑр хулинче газсӑр тӑрса юлнӑ ҫуртсен йышӗнче — 7 шкул, 10 ача пахчи, сывлӑх сыхлавӗн 11 объекчӗ, 16 котельнӑй. Улатӑр районӗнче вара 6 шкул, 3 ача пахчи, сывлӑх сыхлавӗн 7 объекчӗ газсӑр юлнӑ.
Аварие пӗтермешкӗн Чулхула облаҫӗнчен ятарлӑ бригада килнӗ. ИӖМ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ир валли газ пама палӑртнӑ. Анчах Улатӑр мэрийӗ ку ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫеҫ пуласси пирки хыпарланӑ.
1959 ҫулта Улатӑрти культура ҫурчӗ пултарулӑх ушкӑнӗсен конкурсне ирттернӗ. Унта вырӑс халӑх театрне суйланӑ. Штатра режиссерпа ӳнерҫӗ ҫеҫ пулнӑ. Театрӑн ҫулталӑкне нумай актлӑ виҫӗ спектакльтен кая мар хатӗрлемелле пулнӑ. Уйӑхра 4 хутран кая мар спектакль кӑтартма тивнӗ.
Иван Краснов, Александр Харабуга, Калганов, Наталья Терещенко, В. Ниваров, Владимир Макаров, Николай Осовин — кусем режиссерсем. Театр Пӗтӗм Раҫҫейри куравсенче I степень дипломсене тивӗҫнӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх драма театрӗпе килӗштерсе ӗҫленӗ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче театр ҫӗнӗрен ҫуралнӑ тейӗн. Ҫӗнтерӳ 30 ҫул тултарнӑ ятпа «Одна берёза знает...», «До свидания, мальчики!» постановкӑсем лартнӑ.
1994 ҫулта театр Пӗтӗм Раҫҫейри вырӑс театрӗсен фестивалӗнче пулнӑ. 2011 ҫулта драма театрне «Халӑх коллективӗ» ят панӑ.
Кӑҫал Улатӑрти халӑх драма театрӗ 55 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫав кун, пушӑн 29-мӗшӗнче, коллектив А.Островскин «Женитьба Бальзаминова» спектакль лартнӑ.
ӑваш Республикин хӗрарӑмсен канашӗ тата Вырӑс православии чиркӗвӗн Улатӑрти епархийӗн Сусӑрсен «Пурнӑҫшӑн» пулӑшупа реабилитаци центрӗ ӳт-пӳ енчен хавшаккисем валли «Колибри» фестиваль йӗркелессине пӗлтереҫҫӗ.
Фестивале виҫӗ номинаципе ирттерӗҫ, музыка, декораципе прикладной ӳнер, литератураӗ «Музыка» номинацие хӑйне темиҫе пая уйӑрмалла: вокал, алӑпа кӑтартса юрлани, инструментпа каласси.
«Литература» номинацие те вакрах пайсене уйӑрма йышӑннӑ. Ку енӗпе тупӑшакансен е поэзи, е проза енӗпе хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслеме май килӗ.
Конкурсҫӑсене ҫула кура та ушкӑнсене пайлӗҫ, кӗҫӗн ушкӑнрисем (кунта 12–17 ҫултисем кӗрӗҫ) тата аслӑ ушкӑн (18–35 ҫултисем).
Фестивале йӗркелекенсем пултаруллисене палӑртассипе пӗрлех сусӑрсене ҫӗнӗ туссем, пӗр шухӑшлисемпе паллашма май туса парассине асӑнаҫҫӗ.
Хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслес текенсен ака уйӑхӗн 11-мӗшӗччен заявка парса ӗлкӗрмелле. Ӑна ҫак элеткрон адреспа ӑсатмалла: alexkorotin@bk.ru. Ыйтса пӗлмелли электрон адрессем ҫапларах: alexkorotin@bk.ru, lenasvetl@mail.ru.
Хамӑрӑн тымарсем пирки манмалла мар. Уйрӑмах — халь. Кашни ачанах тӑван патшалӑх историне хисеплеме вӗренмелле. Ҫакӑн пек тӗллевсем лартнӑ республикӑри пӗр хулара иртнӗ канашлура.
Улатӑрта регионсен хушшинче «Социокультура тымарӗсем» канашлу иртнӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ.
Михаил Васильевич канашлӑва уҫнӑ май чӑваш халӑхӗ пуян культурӑллӑ пулнине, хӑйӗн йӑли-йӗркине куҫ пек упранине палӑртнӑ. Ҫак пуянлӑха ӑруран ӑрӑва куҫармаллине те каланӑ Михаил Игнатьев.
«Социокультура тымарӗсем» канашлу вӗрентекенсене чӑн-чӑн патриотсене хатӗрлеме те пулӑшать. Улатӑр хули сӑнав лапамӗ шутланать. Ҫак проекта мӗншӗн шӑпах ҫак хула пурнӑҫа кӗртме тытӑнни те ахальтен мар. Чылайӑшӗ Улатӑра православиллӗ Атӑлҫин центрӗ тесе шутлать. Проекта хула духовенстви хастар хутшӑнать.
«Социокультура тымарӗсем» вӗренӳ курсӗпе килӗшуллӗн ачасем тӑван ен историне тарӑннӑн вӗренеҫҫӗ, паллӑ ҫынсем пирки пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӳнерпе, живопиҫпе паллашаҫҫӗ.
Учительсен ачасене тӑван ҫӗре юратма та хӑнӑхтармалла. Паян республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Улатӑра ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе ҫитнӗ. Унта вӑл Совет Союзӗн Паттӑрӗн П.Г. Макаров ячӗллӗ 9-мӗш вӑтам шкулта пулнӑ. 515 ача вӗренекен шкула 1937 ҫулта туса лартнӑ. 2006 ҫулта 246 вырӑнлӑх хушма ҫурт хӑпартса лартнӑ. Ҫавӑн чухнех спорт залӗ те, акт залӗ те пӑхса хӑварнӑ. Кӑҫал Раҫҫей Президенчӗн Резерв фондӗнчен 5,4 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. Ӑна ҫурта юсама ярасшӑн. Шкула пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн педагогика коллективӗпе тӗлпулнӑ.
Кайран Элтепер Регионсем хушшинчи «Пуҫламӑшӗ. Тӑван ҫӗршывшӑн ӗҫлени» II вӗренӳ форумне уҫма хутшӑннӑ. Игнатьев патриотизм туйӑмне ачасенче вӗратассинче хальхи вӑхӑтри шкул пысӑк вырӑн кӳнине палӑртнӑ.
Сӑнсем (55)
Улатӑр хулин ӗҫлӗх центрӗ ӗҫсӗррисемпе тӗл пулма ялсем тӑрӑх та ҫӳрет. Нумаях пулмасть вӑл ҫав районти Кувакино ялне тухса кайнӑ.
Вырӑна ҫитнӗ май ӗҫлӗх центрӗн специалисчӗсем тахҫантанпах ниҫта тар тӑкман, ӗҫ вырӑнӗ шыракан 8 ҫынпа курнӑҫнӑ. Вӗсене ӗҫ рынокӗнчи тӑрӑмпа паллаштарнӑ. Хысна шучӗпе ҫӗнӗ специальноҫ илме май килни пирки каласа кӑтартнӑ май ҫав йӗркепе тата кама вӗренме май пуррипе паллаштарнӑ. Ахаль лариччен общество ӗҫне хутшӑнма сӗннӗ. Ун пеккисем ытларах чух урамсене хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Вырӑнти вакансисем ытах тивӗҫтермесен республика тулашне кайма пулать.
Ҫынсене ӗҫсӗррисемпе ӗҫлекенсене палӑртмалли меслет ҫинчен те ӑнлантарнӑ. Методикӑна Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ организацийӗ тата Раҫҫей саккунӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |