Улатӑр районӗнче вырнаҫнӑ 8-мӗш колони пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ 43 ҫулти арҫын тӗрмере ларакансене пӳрт тутарнӑ. Хӑйне валли. Ҫапла пулнине суд хальлӗхе ҫирӗплетмен-ха, мӗншӗн тесен экс-пуҫлӑх пуҫарнӑ ӗҫе Ҫӗмӗрлери тӗпчевҫӗсем тӗпчесе кӑна пӗтернӗ. Колони пуҫлӑхӗ пулнӑскере РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ.
Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, колонире ларакансенчен иккӗшне пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ арҫын 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗччен хӑйӗн пӳртне тунӑ купаланӑ ҫӗрте ӗҫлеттерсе пурӑнтарнӑ. Пӳрте вӑл Улатӑр хулинче туса лартнӑ.
Колони пуҫлӑхӗ пулнӑ арҫын ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнине Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсемпе Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем пӗрле пулса тупса палӑртнӑ-мӗн.
Улатӑр хулинче арҫын пушарта вилнӗ. Паттӑрла. Ҫулӑм пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрле тухнӑ.
44 ҫулти ҫемье пуҫӗ ҫӗрле шифер ҫурӑлнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ. Вӑл килтисене вӑратнӑ. Лешсем чӳречерен тухса ӗлкӗрнӗ. Анчах арҫын гаража урапине ҫӑлма чупнӑ. Вӑл унта сӗрӗмпе чыхӑнса кайнӑ, тухайман…
Унӑн виллине пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм мунчаран тухнӑ. Пушар мунчана, гаража, верандӑна, пӳрт тӑррине кӗле ҫавӑрнӑ.
Халӗ ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ, экспертиза ирттереҫҫӗ.
Улатӑрта чиркӗве ҫаратнӑ ҫынна тупса палӑртнӑ. Ӑна килсӗр-ҫуртсӑр ҫапкаланчӑк ҫын тунӑ-мӗн.
Ҫакскер храм ҫывӑхӗнче тӑтӑшах укҫа ыйтса ларнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче храм пупӗ полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пакунлисене ылтӑн тата кӗмӗл эрешсем ҫухалнине пӗлтернӗ. Вӗсене килен-ҫӳрен илсе килнӗ пулнӑ.
Полици ӗҫченӗсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӑрӑ хӑйӗн хыҫҫӑн йӗр хӑварни тӳрех курӑннӑ. Преступник чиркӗве чӳречене пуртӑпа ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Анчах вӑл асӑрханмасӑр хӑйне кастарнӑ.
Полицейскисен йытти йӗре шӑршласа карта патне илсе ҫитернӗ. Унтах пуртӑ тупнӑ. Ҫапла йӗрке хуралҫисем 39-ти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл вӑрланӑ япаласене ломбарда пама ӗлкӗрнӗ. Палӑртмалла: арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ.
Икӗ кун каялла Улатӑр хулинче 22 ҫулти Николай Карташова хупах умӗнче вӗлернӗ. Ҫамрӑкскер ҫӗҫӗпе чикнине пула куҫне хупнӑ.
Ӑна вӗлерме пултарнӑ 19-ти каччӑна арестленӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ ҫамрӑк ҫапӑҫса кайнӑ. Кӗҫӗнреххи аслине ҫӗҫӗпе 10 хут чикнӗ.
Паян, нарӑсан 27-мӗшӗнче, Николая юлашки ҫула ӑсатнӑ. Унпа сывпуллашма ҫын нумай килнӗ. Уйрӑмах ҫамрӑксем чылаййӑн пулнӑ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем ӗҫе тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче арҫын ҫунакан хваттертен тусне ҫӑлнӑ. Кунашкал тӗслӗхсем ҫак кунсенче Улатӑр тата Шупашкар хулисенче те пулнӑ.
Ҫӗмӗрлере икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте, пурӑнакан 63-ри арҫыннӑн килӗнче, ҫулӑм тухнӑ. Пушар алхасни пирки «01» пульт ҫине нарӑсӑн 23-мӗшӗнче каҫхи 6 сехет хыҫҫӑн пӗлтернӗ.
Хайхи арҫын пирус туртнӑ та ҫывӑрса кайнӑ. Чӗлӗм тӗпне пула матрас ҫунма тытӑннӑ. Пӳлӗмре тӗтӗм-сӗрӗм темиҫе минутрах сарӑлнӑ. Кил хуҫи вара ним туймасӑр ҫывӑрнӑ. Тусӗ килмен пулсан… Шухӑшлама та хӑрушӑ. Юлташӗ ӑна вӑратнӑ та хваттертен илсе тухнӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма 15 минутра сӳнтернӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 126 пушар тухнӑ. Вӗсенче 16 ҫын вилнӗ, 21-ен суранланнӑ. Пушартан 83 ҫынна ҫӑлнӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енри хут кӑларакан пӗртен пӗр хапрӑк юбилейне паллӑ тӑвать. Улатӑрти хут хапрӑкне уҫнӑранпа 50 ҫул хыҫа юлнӑ.
Вӑл пӗр цехран ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ вара вӑл — пысӑк комплекс. Хӑйсен транспорчӗ, администраци ҫурчӗ пур.
Фабрика промышленноҫ валли хут туса кӑларать: апат-ҫимӗҫ чӗркемелли, гофрокартун, гофротара. Унта вӑй хуракансен йышӗнче ҫамрӑксем те пур. Вӗсем малтан кунтах вӗреннӗ. Ӗҫ ветеранӗсем те тӑрӑшаҫҫӗ кунта. Вӗсем пӗрремӗш рулона кӑларнине те астӑваҫҫӗ.
Хута мӗнрен тата мӗнле хатӗрлеҫҫӗ? Фабрикӑра тӑрӑшакансем хӑйсен ӗҫне мӗншӗн юратаҫҫӗ? 50 ҫулта мӗнле ҫитӗнӳсем тунӑ? Кун пирки фильмра кӑтартӗҫ. Вӑл «Раҫҫей 1» телеканалпа нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 10 сехет те 45 минутра эфира тухӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Улатӑр хула пуҫлӑхӗпе, вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫипе Николай Зайкинпа тата Улатӑр хула администрацийӗн ертӳҫипе Александр Седовпа тӗл пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Инҫе ҫула тухнӑ республика ертӳҫи Улатӑр хула администрацийӗнче вырнаҫнӑ кафене те кӗрсе курнӑ. Анчах унта ӗҫлекенсене Михаил Игнатьев Элтепер ӳпкев сӑмахӗ каланӑ. Апат пахалӑхӗ тивӗҫтерменнишӗн мар. Кафере вырӑнти апат-ҫимӗҫпе ҫителӗксӗр усӑ курнӑшӑн.
Хула администрацийӗнче вырнаҫнӑ апатлану ҫуртӗнче курнине Михаил Игнатьев вырӑнтисен социаллӑ-экономика аталанӑвне тишкермелли канашлу вӑхӑтӗнче аса илнӗ. Муниципалитет ертӳҫисене Михаил Игнатьев администрацири кафере апат-ҫимӗҫӗн 90 проценчӗ мӗншӗн кӳрсе килнӗскер пулнине ӑнлантарма ыйтнӑ. «Пирӗн патриотсем пулмалла. Санкцисене шута илсе пахалӑхлӑ, тивӗҫлӗ, хаклӑ мар апат-ҫимӗҫе анлӑрах сармалла», — тенӗ Элтепер.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Улатӑр хула пуҫлӑхӗпе, вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫипе Николай Зайкинпа тата Улатӑр хула администрацийӗн ертӳҫипе Александр Седовпа тӗл пулнӑ.
Элтеперӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑхсем строительство енӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене, ҫынсене авариллӗ ҫуртсенчен куҫарса, лайӑх хваттерсемпе тивӗҫтерес программӑна пурнӑҫласси пирки сӑмах пуҫарнӑ. Александр Седов пӗлтӗр 8 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хута янине пӗлтернӗ. Кӑтарту, 2014-мӗш ҫулхипе танлаштарсан, 3 пин тӑваткал метр пӗчӗкленнӗ. Муниципалитет кӑҫал 162 ҫемьене япӑх хваттерсенчен куҫарма тӗллев лартнӑ. Республика Элтеперӗ ытларах муниципалитетӑн пурлӑхӗсемпе, ҫӗрпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ, шӑпах та вӑл бюджета ҫӑмӑллӑх кӳрессине асӑннӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра нумай хваттерлӗ 429 ҫуртри пӗтӗмӗшле пурлӑха юсасшӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, тӗплӗ юсавӑн 2016 ҫулхи программине Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсем, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Шупашкар хулисем кӗнӗ. Маларах эпир Чӑваш Ен капюсав енӗпе малта пыракан 20 регионсен йышне кӗнӗ тенӗччӗ.
Капиталлӑ юсав фончӗн тӗп бухгалтерӗ Светлана Парамонова пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗплӗ юсав валли 571,3 млн тенкӗ укҫа пухнӑ, ку вӑл шутласа панин 65% пулать. Сӑмах май каласан, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче янӑ Ҫырура иртнӗ ҫулӑн ҫурринче капюсавшӑн халӑхӑн 55 проценчӗ тӳленине, ҫулталӑк вӗҫӗ тӗлне ун пеккисен йышӗ 98 процента ҫитнине асӑнса хӑварнӑччӗ.
Чӑваш Ене курав пуйӑсӗ кӗҫех килмелле. Унпа пирӗн республикӑна чукун ҫулӗсем пирки каласа кӑтартакан музея илсе ҫитерӗҫ.
Ку музея 2011 ҫулта уҫнӑ. Вӑл 9 вакунтан тӑрать, кашнинче курав йӗркеленӗ. Экспонатсем килен-каяна Раҫҫейри чукун ҫулӑн хальхи тата пулас пурнӑҫӗпе паллаштараҫҫӗ.
Унта кивӗ пӑравуссен, хальхи пуйӑссен вакунӗсене вырнаҫтарнӑ. Пуйӑс-курав Раҫҫейри регионсем тӑрӑх ҫӳрет. Чӑваш Республикине вӑл нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килӗ, Улатӑр хулинче чарӑнӗ. Курава 10 сехетрен паҫласа 18 сехетчен ҫитме май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |