Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури тӗлӗнчи вӑрӑм канмалли кунсенче ҫул ҫӳрекенсем йышланаҫҫӗ. Ҫавна май «Мускав — Шупашкар» маршрутпа пуйӑссен хушма рейсӗсем пулӗҫ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр строительствин министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, 218/217-мӗш номерлӗ пуйӑс Мускавран кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче 22 сехет те 08 минутра хускалӗ, Шупашкара вӑл кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче 11 сехет те 43 минутра ҫитӗ. Ҫав пуйӑс кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкартан Мускава 22 сехет те 45 минутра тапранса кайӗ, ҫӗршывӑн тӗп хулине кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче 12 сехет те 35 минутра ҫитӗ.
Пуйӑс расписанийӗпе паллашас тесен Раҫҫейӗн чукун ҫулӗн пӗрлехи информаципе сервис центрӗпе 8-800-775-00-00 номерпе (шӑнкравланӑшӑн укҫа илмӗҫ) ҫыхӑнма пулать е предприятин официаллӑ сайтӗнче пӑхма пулать.