Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Арслан Вагапов хореографӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ каҫ иртӗ. «Вечер, посвященный 85-летию А.С. Вагапова. В мире танца» (чӑв. А.С. Вагаповӑн 85 ҫулхине халалланӑ каҫ. Ташӑ тӗнчинче) ят панӑ ӑна.
Арслан Степанович балетмейстер тата педагог 1937 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Узбекистанри Фергана хулинче ҫуралнӑ. Ачалӑх ҫулӗсем унӑн Урал тӑрӑхӗнче иртнӗ. 1966 ҫулта Питӗрте балетмейстера вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Тутарстанра, Коми Республикинче тата ытти ҫӗрте ӗҫленӗ. Англи тата Польша ҫӗршывӗсенче вырӑс ташшин ӑсталӑхне вӗрентнӗ.
1973–1975 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн балетмейстерӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл халӗ те лара-тӑра пӗлмест, артистсемпе ӗҫлет.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн пултарулӑхне Тутарстанри куракансем пӑхса савӑнайӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче артистсен ушкӑнӗ Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнче пулӗ. Унта вӗсем «Гордимся Родиной своей» (чӑв. Тӑван ҫӗршывпа мухтанатпӑр) программӑпа кайма палӑртнӑ. Программа премьерине Чӑваш Енри куракансене кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче кӑтартнӑччӗ.
Чӑваш артисчӗсем сцена ҫине паллӑ композиторсен хайлавӗсемпе, илемлетнӗ халӑх юррисемпе тухӗҫ.
Тутарстанра кӑларса тӑракан «Сувар» чӑваш хаҫатне ҫырӑнса илекенсен ҫӗвӗ машиниллӗ пулас шанчӑк пур.
Вылява хаҫата 2023 ҫулӑн 1-мӗш ҫур ҫулӗ валли ҫырӑнса илекенсен хушшинче йӗркелеме йышӑннӑ. «Сувар» ҫырӑн та ҫӗвӗ машинки санӑн! Хаҫат 30 ҫул тултарнӑ ятпа тата ытти хаклӑ парнесем!» акцие хутшӑнакансен ытти хаклӑ парнене те выляса илес шанчӑк пур.
«Сувар» хаҫата кашни ҫыхӑну уйрӑмӗнчех ҫырӑнма май пур. Ҫавӑн пекех хаҫатпа Раҫҫей почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлӑ килтен тухмасӑрах туслашма май килӗ.
Патӑрьел районӗнчи выльӑх-чӗрлӗх пусакан цехсенчен пӗри ӗҫ йӗркине пӑснӑ. Кӑлтӑка Россельхознадзорӑн управленийӗ «Меркурий» тытӑм пулӑшнипе тупса палӑртнӑ.
Выльӑх-чӗрлӗх пусмалли пункта кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4 пин ытла мӑйракаллӑ шултра выльӑх тата лаша илсе пынӑ. Выльӑха Тутарстанра, Мӑкшӑ Республикинче, Пушкӑртстанра, Удмурт Республикинче, Пенза тата Киров облаҫӗсенче туяннӑ.
Вӗсенчен 200 ытла тӗслӗхӗнче ветеринарсем выльӑха лейкозпа, бруцеллезпа чирлипе чирлӗ маррине тӗрӗсленӗ хут пулман. Кунсӑр пуҫне Тутарстанран кӳрсе килнӗ 500 ытларах пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑха антибиотикпа юлашки хутчен хӑҫан сипленине кӑтартман.
Тутарстанри Наци библиотекине чӑвашла 1000 кӗнеке ӑсатнӑ.
Парне кӳресси ҫинчен Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев маларах Тутарстан Президенчӗпе Рустам Миннихановпа килӗшӳ тунӑ иккен.
Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралса ӳснӗ Сиктӗрме ялӗнче иртнӗ «Уяв-2022» уявра Олег Николаев Тутарстанри муниципалитет вулавӑшӗсене чӑвашла илемлӗ литература парасси ҫинчен сертификатсем парнеленӗ. Халӗ вара кӗнекесем унта ҫитнӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши премине Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эдурад Бахимисова пама йышшӑни пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Сумлӑ списока тата тепӗр ҫын лекнӗ. Вӑл – Звениговӑри аш-какай комбинаначӗн генеральнӑй директорӗ Иван Казанков.
Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорӗ Валери Туркай пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Ивановича та премие «чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркине упраса хӑварасишӗн ырми-канми ӗҫленӗшӗн, Тутарстанри Сиктӗрме ялӗн сӑн-сӑпатне тӗпрен ҫӗнетсе илемлетес ӗҫе уйрӑмах пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» парас тенӗ.
Иван Казанков 1942 ҫулта Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш. Хусанти Бауман ячӗллӗ Ветеринари институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл РФ Патшалӑх Думин депутачӗ те пулнӑ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эдуард Бахмисова 2022 ҫулшӑн Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши премине пама йышӑннӑ. Аса илтерер, фонд ертӳҫи — Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай.
Эдуард Константиновича Ҫеҫпӗл Мишши премине пама йышӑннин сӑлтавӗ — «чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркине упраса хӑварассишӗн ӗҫлени, Тутарстанри Сиктӗрме ялӗн сӑн-сӑпатне тӗпрен ҫӗнетсе илемлетес ӗҫе уйрӑмах пысӑк тӳпе хывни».
Эдуард Бахмисов 1949 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти пединститутра пӗлӳ илнӗ. Пӗр вӑхӑт Тутарстанри шкулсенче ачасене географи вӗрентнӗ.
1990 ҫулта ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗн директорӗ пулма йыхравланӑ, 1994 ҫулта Чӑваш наци музейӗн директорӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Эдуард Бахмисов Шупашкарти Сӑра музейне тата Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейсене уҫассипе нумай ӗҫленӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче директор ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Енре ҫулсеренех студентсен отрячӗсене йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал ун пеккисем — 38 отряд. Вӗсене 1500 ытла ҫамрӑк кӗнӗ.
Ҫамрӑксем хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, Краснодар крайӗнче, Крым, Тутарстан, Саха (Якути) республикисенче, Челепир, Кемӗр, Чӗмпӗр облаҫӗсенче, Камчаткӑра, Санкт-Петербург хулинче тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫамрӑксене отряда пухиччен Раҫҫейӗн студентсен отрячӗсен регионти уйрӑмӗ грантсем ҫӗнсе илсе ҫав укҫапа студентсене тӗрлӗ професси (рабочисемпе служащисем таранах) илме пулӑшнӑ. Хӗвелтухӑҫӗнче –Камчатка крайӗнче – ҫамрӑксем пулӑ тирпейлекен предприятисенче ӗҫлеҫҫӗ.
Кун хыҫҫӑн кун сисмесӗр иртет те пурнӑҫи хӑш-пӗр саманта асӑрхамасӑр та ирттерсе яратпӑр пулӗ. Хӑшӗсем пирки кая юлса пулин те чарӑнса тӑрасах килет.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Иван Васильев (01.08.1882-16.02.1974) юрӑҫ, педагог, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитрӗ.
Иван Васильевич — чӑвашсен профессилле пӗрремӗш юрӑҫӗ. Хальхи Тутар Республикинчи Чӑваш Чураппан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче, Хусанти учительсен семинарийӗнче, Пермьри музыкӑпа педагогика институтӗнче вӗреннӗ.
Вӑл баритон сасӑпа юрланӑ. Чӑваш патшалӑх театрӗн управляющийӗ, Радиокомитетра юрӑҫ пулсак ӗҫленӗ, Ашхабадри тата Шупашкарти музыка училищисенче вӗрентнӗ. 1957-1974 ҫулсенче Питӗр хулинче пурӑннӑ.
Тутарстанӑн Ҫарӑмсан районӗнчи Акрел чӑваш ялӗнче 1921–1922 ҫулта выҫлӑх ҫулӗсене пула вилнисене асӑнса палӑк лартнӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗн корреспондентне Пушкӑртстанри Вячеслав Ерохин (Ярухха Витти) таврапӗлӳҫӗ вырӑна ҫитсе курса пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑну паллине вырӑнти халӑх пуҫарӑвӗпе лартнӑ, вӗсен шутӗнче Федор Трофимов (Хаяр Хӗветӗрӗ) йӗркелӳҫӗ те пур.
2021 ҫулта Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ (ЧНӐӲА) Шупашкарта «1921 ҫулхи хресчен пӑлхавӗ «Ҫар коммунизмӗн» Чӑваш Ен территорийӗнчи политика кризисӗ» ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗччӗ. Пухура историк-ӑсчахсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнче выҫлӑх ҫулӗсен сӑлтавне тишкернӗ – типӗ ҫанталӑк тӑнӑ вӑхӑтра продотрядсем хресченсенчен чылай тырра пуҫтарса кайнине.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |