Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Светлана Асамат – пултарулӑх ҫулҫӳревӗнче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.10.2023 17:00 | 2731 хут пӑхнӑ
Культура

Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул тата Чӑваш писателӗсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленсе кайнӑранпа 100 ҫул ҫитнине палӑртса Чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат тӑватӑ кунлӑха Чӗмпӗр тата Тутарстан тӑрӑхне килсе кайрӗ. Унӑн тӗллевӗ – шкул ачисемпе, халӑхпа тӗл пуласси.

Чи малтан вӑл Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел ялне кӗрсе тухрӗ. Кунта Светлана Васильевна Чӑваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗн председателӗнчен Улькка Эльменрен пысӑк салам илсе килнине пӗлтерчӗ, союз ҫинчен, И.Я.Яковлев мӗнле пысӑк ӗҫсем туни пирки каласа пачӗ. Унтан тӑван чӗлхе ҫинчен сӑмах хускатрӗ, хӑйӗн кӗнекисемпе паллаштарчӗ, сӑввисене вуларӗ. Хӑй кӗвӗленӗ юрӑсене баян каласа юрларӗ, шӑхличпе тӗрлӗ кӗвӗ каларӗ. Пӗччен – пӗр оркестр! Ачасене те мероприятие хутшӑнтарма манса каймарӗ. Тӑватӑ ачана тӑватӑ шӑхлич пачӗ, хӑй вара баянпа ташӑ кӗвви пуҫларӗ. Ачасем ун хыҫҫӑн шӑхличпе шӑхӑрса пычӗҫ. Пӗтӗм зал кӗрлерӗ ҫак вӑхӑтра, алӑ ҫупрӗ.

Иккӗмӗш тӗлпулу – Кивӗ Улхашра. Ку ял Ульяновск облаҫӗнчи Чӑнлӑ районне кӗрет. Тӗлпулу Совет Союзӗн Геройӗ Н.Князькин ячӗллӗ вӑтам шкулта иртрӗ. Унта хӑнана чӑваш тумне тӑхӑннӑ хӗрсем ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш ташшипе кӗтсе илчӗҫ. Кивӗ Улхаш – облаҫри чи пысӑк чӑваш ялӗ, унта паян 500 ытла килӗ.

С.Асамат Чӗмпӗр чӑвашӗсемшӗн ют ҫын мар. Кунта вӑл ҫыравҫӑсем ушкӑнӗсемпе пӗрле нумай яла ҫитсе тӗлпулусем ирттернӗ. Чи курӑмли вара – 1989 ҫулхи августӑн 17-мӗшӗнче «Еткер» ятлӑ телекӑларӑмӑн пӗрремӗш передачине ирттерни. Вӗсем ун чух тӑватӑ ҫыравҫӑ пулнӑ – Юхма Мишши, Светлана Асамат, Раиса Сарпи тата Виссарион Синичкин. Пӗрремӗш тӑватӑ передача вӗсем калаҫнипе иртнӗ, «Еткер ҫапла пуҫланса кайнӑ. Светлана Асамат вара 1992 ҫулта «Еткер» фондӑн И.Я.Яковлев ячӗллӗ премийӗн пӗрремӗш лауреачӗ пулса тӑнӑ. 2011 ҫулта вӑл тепӗр сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ, ӑна «Ульяновск облаҫӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.

Тепӗр чарӑну – Чӗмпӗрти 47-мӗш шкул. Вӑл 2018 ҫултанпа И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленсе тӑрать. Халӗ унта 1-4 классенче 21 ача урок тулашӗнче чӑваш чӗлхине, литературине, культурине ӑса хывать, 5-11-мӗш классенче вара ку ӗҫе 22 ачана явӑҫтарнӑ. Ку тӗлпулӑва Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн (УОЧНКА) Чукун ҫул районӗнчи пуҫлӑхӗ В.Н.Буяндуков та хутшӑнчӗ.

Ҫак кун эпир ушкӑнпа кайса Чӗмпӗрти И.Я.Яковлев палӑкне пуҫ тайрӑмӑр, ҫаплах Винновка ращинчи И.А.Гончаров ҫыравҫа асӑнса лартнӑ беседкӑна кӗрсе куртӑмӑр.

Иккӗмӗш кунри виҫҫӗмӗш тӗлпулу Ҫӗнӗ хулара вырнаҫнӑ «Ниме» культура центрӗнче каҫпа иртрӗ. Чӑвашсем центр валли ятарласа пӳлӗм тара илнӗ, хӑйсем тӳлесе тӑраҫҫӗ. Кунта Д.В.Кузьмин килӗнчен илсе килнӗ 1000 ытла кӗнекерен тӑракан библиотека вырнаҫнӑ. Кунтах «Сӑрнай» ушкӑн репетицисем ирттерет, кунта тӗрлӗ уявсем иртеҫҫӗ. РФ культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В.А.Коваленко ертсе пыракан ушкӑн пирӗн тӗлпулура та илемлӗ юрӑсемпе савӑнтарчӗ. Паянхи саманара «Ниме» питӗ кирлӗ ӗҫ пурнӑҫлать, В.Е.Ярухин тӑрӑшнипе кунтан Донбасра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарса ӑсатаҫҫӗ. Пурӗ тӑхӑр хут хут кирлӗ япаласем леҫнӗ ӗнтӗ ҫапӑҫу хирне. Светлана Асамат калаҫнине, юрланине, баян тата шӑхлич каланине питӗ ӑшшӑн йышӑнчӗҫ нимеҫӗсем. Хӑнана тӗрлӗ парне пачӗҫ.

Тепӗр кунне С.Асамат Пӑва районӗнчи (Тутарстан) Чӑваш Киштек ялне ҫитрӗ. Тӗлпулу шкулта иртнӗ, хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ, экскурси ирттернӗ, таврапӗлӳ музейӗпе, «Асанне кӗтесӗпе» паллаштарнӑ. Киштек шкулӗ – районти кӑтартуллӑ вӗренӳ заведенийӗ.

Чӗмпӗре таврӑннӑ-таврӑнман 57-мӗш шкулта тӗлпулу пуҫланчӗ. Ку шкулта 900 ытла ача вӗренет, Ульяновскри Вӗрентӳ аталанӑвӗн институтӗнчи чӑваш чӗлхин методисчӗ В.В.Грузин ҫакӑнта чӑваш чӗлхипе литературине предмет шайӗнче илсе пырать, занятисене 72 ача ҫӳрет.

Новоульяновскри «Мир» Культура ҫуртӗнче «Чӗкеҫ» ятлӑ чӑваш культура центрӗ вырнаҫнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, УОЧНКА вырӑнти пуҫлӑхӗ З.М.Рейтер-Афанасьева ертсе пырать. Кунта та чӑваш халӑх поэтне ӑшшӑн йышӑнчӗҫ.

Тӑваттӑмӗш кунхи тӗлпулӑва Ҫӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплӑк ялӗнче палӑртнӑччӗ. Чи малтан сумлӑ хӑна умӗнче шкул ачисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ, сӑвӑ каларӗҫ, юрларӗҫ. Клуб заведующийӗ Н.Н.Клементьева вара хӑйӗн сӑввине вуласа пачӗ. Юлашкинчен куракансем умне тухса темиҫе ҫын С.Асамата тав сӑмахӗ каларӗ. Тухса каяс умӗн Ҫӗпрел районӗнчи культура пайӗ хаклӑ хӑнана Тав ҫырӑвӗ парса чысларӗ. Саплӑксем хӑнана темиҫе букет чечекпе ӑсатрӗҫ. С.Асамат кашни тӗлпулура хӑйӗн 7 кӗнекине парнелесе хӑварчӗ.

#Чӗмпӗр облаҫӗ, #Кивӗ Улхаш, #кӳршӗре, #Ҫӗпрел районӗ, #Тутарстан, #Ҫӗнӗ Йӗлмел, #Чӑнлӑ районӗ, #тӗлпулусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3680.19.5670
2023.10.30 22:25
Agabazar
Чи пысăк чăваш ялĕ теме васкамалла мар. Чи пысăк чăваш ялĕсенчен пĕри темелле.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем