Педагогика ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхне тӑтӑш ӳстерекен «Ашмарин-центрта» паян тӑван чӗлхене вӗрентес ыйтусене пӑхса тухнӑ. Инҫет мелпе унта «Тӑван чӗлхене вӗрентес тӗлӗшпе чи лайӑх практикӑсем» иртнӗ. Иккӗмӗш хут иртекен фестивале «Ашмарин-центр» тата Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри йӗркеленӗ.
Тухса калаҫакансен йышӗнче Чӑваш Республикинчи вӗрентекенсем кӑна мар, ытти тӑрӑхсенчисем те пулнӑ. Лилия Мусина, сӑмахран, тӑван чӗлхепе литература урокӗнче (вӑл тутар чӗлхине вӗрентет) проект ӗҫне мӗнле йӗркелемелли ҫинчен каласа панӑ. Калмыкири Нина Коксунова УДЕ технологипе усӑ курса вӗрентӳ ӗҫне мӗнле пахарах ирттересси пирки чарӑнса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех тухса калаҫакансем Ҫӗнҫӗпӗр, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Перӗм крейӗнчен, Карачаево-Черкесси Республикинчен пулнӑ. Педагогсен самай пысӑк йышӗ Чӑваш Республикинчен пулнӑ.
Тутарстанри чӑваш пики Ксюша ҫамрӑк чӑваш блогерӗсене пулӑшасшӑн. Вӑл кун пирки Телеграмра хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ: "Туссем, эпир ТАТМЕДИАра блогерсен академине уҫма шутларӑмӑр. Ҫӗнӗ этноблогерсене ӳстересшӗн. Эпӗ пулас чӑваш блогерӗсен ертӳҫи. Ҫак проектра эпир блогингпа мастер-классем, республика тата Раҫҫей шайӗнчи спикерсемпе тӗл-пулусем, кӑсӑклӑ вырӑнсене ҫулҫӳревсем йӗркелетпӗр. Чӑвашла пахалӑхлӑ тата кӑсӑклӑ контент ӳкерме вӗренетпӗр. Унсӑр пуҫне кӑсӑклӑ постсене/видеосене сарма ТАТМЕДИА таргетпа пулӑшӗ. Плансем пысӑк, часах пурнӑҫлама пуҫлатпӑр вӗсене".
Ксюша вӗренӗве оффлайн тата онлайн мелпе ирттересшӗн. Апла проекта Хусанта пурӑнман ҫамрӑксем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Унта 14-30 ҫулсенчисене йышӑнаҫҫӗ. Кӑмӑл пуррисен ун патне ҫырса ямалла.
Чӑваш Енӗн Элтепер Администрацийӗ икӗ микроавтобус туянасшӑн. Вӗсене илме вӑл 15 миллион та 7 пине кӑларса хума хатӗр.
Илме шухӑшланӑ транспорт — 18 вырӑнлӑ «Ford Transit» микроавтобус. Аукцион документацийӗнче машинӑсем кӑҫал туса кӑларнисем пулччӑр тесе палӑртнӑ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ транспорта маларах Тутарстанри «Соллерс Алабуга» автозаводра туса кӑларнӑ, халӗ кӑларма пӑрахнӑ. Чӑваш Енри тӳре-шара дизельпе ҫӳрекен «Ford Transit» микроавтобус йышши урӑх транспорт та илме хирӗҫ мар-мӗн. Анчах машина шурӑ тӗслӗ пулмалла.
Аукциона нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗтӗмлетмелле.
Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӗмпӗрте кӗпӗрнаттӑр парнине ҫӗнсе илессишӗн юланутҫӑсен тупӑшӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен юланутҫи ҫӗнтернӗ.
Ӑмӑртӑва Чӗмпӗр облаҫне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Юланутҫӑсен тупӑшӑвне Тутарстанран, Сарту тата Тамбов облаҫӗсенчен пырса ҫитнӗ.
2400 метрлӑ ӑмӑртура кӗпӗрнаттӑр парнине, 87 пин тенкӗ укҫана, Евгений Матьяновӑн «Арсенал» лаши тивӗҫнӗ. Евгений — 2-мӗш категориллӗ юланутҫӑ.
Тӑван чӗлхепе тата литературӑпа федераци шайӗнче олимпиада иртет. Чӑваш Енӗн Культура тата ӳнер институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче одимпиадӑн инҫет ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ пӗрремӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ.
Чӑваш чӗлхи тата литератури енӗпе Чӑваш Енри, Тутарстанри тата Донецк Халӑх Республикинчи 350 ытла шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсенчен 172-шӗ иккӗмӗш тура лекнӗ.
Иккӗмӗш тапхӑр нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 10 сехетре Чӑваш патшалӑх университетӗнче куҫӑн мелпе иртӗ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ иртнӗ ҫула пӗтӗмлетнӗ.
Пултарулӑх ушкӑнӗ иртнӗ ҫул гастрольсемпе те тухса ҫӳренӗ. Тутарстанра, Мари Элта, Пушкӑртстанра тата Чӗмпӗр облаҫӗнче пулнӑ. Пушкӑртстанра артистсем 8 районпа хулана ҫитсе концерт кӑтартнӑ.
Раҫҫей халӑхӗсен пултарулӑх коллективӗсен «Звезды народного искусства» (чӑв. Халӑх ӳнерӗн ҫӑлтӑрӗсем) гала-концертӗнче (вӑл раштавӑн 12-мӗшӗнче пулнӑ) «Русская песня» (чӑв. Вырӑс юрри) Мускаври патшалӑх академи театрӗн сцени ҫине тухнӑ.
Чӑн пулни
Иртнӗ ӗмӗрӗн сакӑр вуннӑмӗш ҫулӗсем. Кивӗ Чукал ялӗнчи пилӗк арҫын Самар тӑрӑхне кӑҫатӑ йӑвалама тухса кайнӑ та, уйӑх ытла унта ӗҫлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн киле таврӑнаҫҫӗ. Ульяновскри автовокзал ҫумӗнчи кафере самаях пырӗсене хӗртнӗ хыҫҫӑн билет туянма касса патне пыраҫҫӗ.
— Вӑлатюк, пӑх-ха, пӑх: «Ульяновск — Кивӗ Чукал» маршрут уҫӑлнӑ! — тӗлӗнсе те савӑнса кӑшкӑрса ярать ҫулпа аслӑраххи. Унӑн юлташӗсем те хӑйсен ялне тӳрремӗнех автобуспа ҫитме май пурришӗн хытӑ хӗпӗртеҫҫӗ. Билет туянаҫҫӗ те, тепӗр ҫур сехет ытла вӑхӑт пуррипе усӑ курса каллех кафене кӗреҫҫӗ.
...Автобусра ҫывӑрсах каяҫҫӗ хайхисем. Тутлӑ тӗлӗксем курнӑ пуль, киле ҫитсен мунча кӗрсе тасалма, юратнӑ арӑмсене ыталама ӗмӗтленнӗ ӗнтӗ.
— Ҫитрӗмӗр! Кивӗ Чукал! — хыттӑн кӑшкӑрса пӗлтерет водитель. Пассажирсем тутарла калаҫа-калаҫа урама тухнине курсан, Кивӗ Чукал арҫыннисем те алӑк патне утаҫҫӗ. Анчах ӑҫта вӗсем? Пачах урӑх яла ҫитнӗ вӗт! Автобус остановки ҫине «Старые Чукалы» тесе ҫырса хунӑ пулин те, урӑлсах ҫитеймен арҫынсем хӑйсен ялӗ маррине ӑнкарса илеҫҫӗ-илеҫҫех.
Тутарстанри Олимпиада центрӗнче тӑван чӗлхесен олимпиади иртнӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче йӗркеленӗ.
Ӑс-тӑнпа пултарулӑха, тавҫӑрулӑхпа мал ӗмӗтлӗхе кӑтартса пама май паракан ӑмӑртӑва Тутарстанра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ачисем хутшӑннӑ. Ҫавсен йышӗнче мордвасем, удмуртсем, марисем пулнӑ. Чӑваш ачисем те тантӑшӗсенчен кая юлас темен — олимпиадӑна ҫунатлансах хутшӑннӑ.
Чи пултаруллисене ӑшӑ сӑмахпа ҫеҫ мар, тав хучӗсемпе те хавхалантарнӑ.
Шупашкарта «Раҫҫей чӑваш пики — 2022» конкурс иртнӗ. Ҫав ята хальхинче Муркаш районӗн хӗрӗ Анастасия Поркина тивӗҫнӗ.
Конкурса республикӑри районсенчен тата чӑвашсем пурӑнакан ытти регионсенчен 21 пике хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен наци радиовӗ хыпарланӑ тӑрӑх, «Вице-чӑваш пики» ята Тутарстан хӗрӗ (хыпарта хӗрсен ячӗсене асӑнман. — Т.Т.) ҫӗнсе илнӗ, «Ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ пике» номинацире Йӗпреҫ район хӗрӗ ҫӗнтернӗ. «Чи хӳхӗмми» тесе Пушкӑрт тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ пикене палӑртнӑ. Шупашкар хулинчен хутшӑннӑ хӗр «Чи тараватли» пулса тӑнӑ. Елчӗк район хӗрне «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» тесе йышӑннӑ. «Чӑваш Ен тулашӗнчи пике» ята Пушкӑрт, Пенза тата Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчи хӗрсене панӑ.
Чӑваш Енри экскурсоведсем аттестаци витӗр тухнӑ. Ала витӗр тухнисем — экскурси ӗҫӗнче виҫӗ ҫултан ытларах тӑрӑшаканскерсем.
Професси тӗрӗслевӗ витӗр тухнисенчен 2 экскурсовода гид-тӑлмачӑ евӗр евӗр хакланӑ. Вӗсен вырӑсла, акӑлчанла тата хрантсусла пӗлнине кӑтартса пама тивнӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, экскурсоведсен профессири пултарулӑхне хаклама Тутарстанри тата Мари Элти экспертсем килнӗ. Кӳршӗллӗ регионсемпе ӗҫлени регионсем хушшинчи туризм маршручӗсене йӗркеленӗ чух кирлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |