«Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче ирттерекен чӑваш культурин уявне ҫулсеренех хӑна нумай килет, кӑҫал та 15 пинрен кая мар пуҫтарӑнмалла». Ҫапла пӗлтерчӗ «Татаринформ» агенство ятарласа ирттернӗ пресс-конференцире. Калама кӑна ҫӑмӑл: пин ҫурӑ та мар, вун пилӗк пин-ҫке! Кун чухлӗ халӑха кӗтсе илсе вырнаҫтарма, юрлама-ташлама, канма лайӑх майсем туса парас тесен хуҫасен самаях пилӗк авма тивет.
Пирӗн «Икарус» пилӗк сехет чупнӑ хыҫҫӑн ирхине ҫичӗ сехет тӗлне анлӑ ҫултан пӑрӑнса Сиктӗрмери культура ҫурчӗ умне ҫитсе чарӑнчӗ. Ак япала, «Уяв» кӗрлеме те пуҫланӑ иккен, унта та кунта купӑс сасси илтӗнет, уйӑрнӑ вырӑнта автобуссем туллиех: Чӗмпӗр, Самар, Пенза облаҫӗсенчен, Пушкӑртстанпа Тутарстанри тӗрлӗ районсенчен, Марипе Чӑваш республикисенчен… Канаш округӗнчен «Уяв» сцени ҫине «Татмӑш ен» тата «Ҫӑлкуҫ» ансамбльсем тухмалла. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем пысӑк опыт пухнӑ, нумай хулана ҫитсе куракансене савӑнтарнӑ. Коллективӑн илемлӗх ертӳҫи В.К. Дмитриев кӗске репетици ирттерсе вӗсен хул-ҫурӑмне ҫемҫетме, сассисене уҫӑлтарма шутларӗ, вӑл баянне тӑсса ярсанах янкӑс юрӑ янӑраса кайрӗ.
Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫак кунсенче Пӗтӗм тӗнчери Кокель пленэрӗ иртет. Вӑл утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, ыран вӗҫленӗ.
Пленэра Чӑваш Енри ҫеҫ мар, ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи (Мордва, Тутарстан, Пушкӑртстан, Мари Эл республикисенчи, Мускаври тата Хабаровск тӑрӑхӗнчи, Беларуҫри художниксем килсе ҫитнӗ. Вӗсем Турхан тӑрӑхӗнчи илеме хут ҫине куҫараҫҫӗ.
Кун пек пленэр 17-мӗш хут иртет. Турхан ялӗ — чӑвашсен профессиле сӑнарлӑ ӳнерне пуҫарса яракан Алексей Кокелӗн тӑван ялӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Тутарстанра литература фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «Чӑваш ачи, сассуна пар!» ят панӑ. Ӑна Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче йӗркеленӗ чӑвашсен «Уявӗ» вӑхӑтӗнче ирттернӗ.
Фествиале чӑвашсем сумлӑ делегацийӗ хутшӑннӑ. Ҫав шутра паллӑ ҫыравҫӑсем, поэтсем. Марина Карягина тележурналист тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, унта Светлана Асамат, Раиса Сарпи тата ыттисем пулнӑ. Сӑмах май каласан, Уявра Лидия Филиппова журналист, публицист, поэт та пулнӑ.
Ӗнер Тутарстан Республикинчи Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче чӑвашсен «Уявӗ» иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: унта Чӑваш Енри делегаци те хутшӑннӑ. Уява Тутарстанри, Чӑваш Енри фольклор ушкӑнӗсем те пырса ҫитнӗ.
Халӑх тетелӗнчи «Елчӗк Ен» пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», «Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ Геннадий Борисов ертсе пыракан Патреккел халӑх хорӗ, Тӳскелти «Шуҫӑм», «Тускил» ансамбльсем пулнӑ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче «Хусан — Канаш» пуйӑсра Тутарстанри пӗр хӗрарӑм пуҫтахланма тапранса кайнӑ.
Вӑл эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ те пассажирсем ҫумне ҫулӑхнӑ. Билет кассирӗ ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ, анчах май килмен. Унран та ытларах: ӳсӗр хӗрарӑм кассир ҫине алӑ ҫӗкленӗ.
Кибеч станцийӗнче хӗрарӑм стоп-крана туртса антарнӑ.
Чӑркӑш хӗрарӑма транспорт полицейскийӗсем тытса чарнӑ. 47 ҫулти хӗрарӑма ҫывӑх вӑхӑтра суд тӑвӗҫ.
Шупашкарти яхта клубӗ патӗнче шывра ишсе ҫӳрекен хӑна ҫурчӗсене илсе пырса вырнаҫтарнӑ. Атӑл юханшывӗ ҫине вырнаҫтарнӑ ҫав ҫуртсене хаклама республика Элтеперӗ Олег Николаев та пырса ҫитнӗ.
«Шыв ҫинчи хӑна ҫурчӗсем республикӑра кирлӗ пулас пирки иккӗленместӗп. Ку ен аталанма пуҫлать ҫеҫ-ха. Хаусботсем пурри туристсене илӗртӗ, Чӑваш Енри ҫӗнӗ шыв маршручӗсене тӗпчеме пулӑшӗ», — тенӗ Олег Николаев.
Шыври хӑна ҫурчӗсене кирек кам та кайса курма пултарать.
Хаусбот-ҫуртсене Ҫӗмӗрлери ятарлӑ завочӗ туса кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫӗнӗ йышши продукцие туянас кӑмӑллисем халех пур иккен. Вӗсемпе пуричнен ытла Тутарстанпа Пушкӑртстанра кӑсӑкланаҫҫӗ.
Оренбург облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тук В. Иванов-Паймен ячӗллӗ вӑтам шкулти ача-пӑчан «Шурӑмпуҫ» вокал ушкӑнне асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен наципе культура автономийӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ. Илемлӗх ертӳҫи — Ирина Клочкова.
Ача-пӑча коллективне «Нарспи» халӑх фольклор коллективӗн спутникӗ шутланать.
Ача-пӑчан ансамблӗн репертуарӗ чӑваш халӑх юррисенчен тӑрать. Ачасем Оренбург, Самар облаҫӗсенчи, Пушкӑртстанри, Тутарстанри тата Крымри мероприятисене хутшӑннӑ. Вӑл Шупашкарти Акатуя та килӗ.
Ҫертме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре пӗтӗм чӑвашсен XII Акатуйӗ иртӗ. Ҫурхи ака-суха ӗҫӗ вӗҫленнине халалланӑ уява Чӑваш Енри тата ҫӗршывӑмӑрӑн тӑхӑр регионӗнчи чи лайӑх коллективсем килсе ҫитӗҫ. Уяв 17 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Программӑна вӑйӑ карти илемлетӗ, авалхи чӑваш халӑх юррисем янӑрӗс. Профессилле пултарулӑх коллективӗсем халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркине кӑтартӗҫ. Ҫав шутра —Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пулӗҫ.
Мускаври, Питӗрти, Пушкӑртстан, Мари Эл тата Тутарстан республикисенчи; Ленинград, Мурманск, Оренбург, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи коллективсем пулӗҫ.
Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Тутарстанра Акатуй иртӗ. Уява Ҫӗпрел районӗнчи Упи ялӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
Акатуй – чӑвашсен авалтан пыракан ырӑ уявӗ. Ӑна ҫурхи ака-суха ӗҫне вӗҫлесен ирттереҫҫӗ.
Уяв 9 сехетре уҫӑлӗ. Сцена ҫине Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ те тухӗ. 10 сехетре «Тӑван енӗм – ӗмӗр юратнӑскерӗм» концерт программи пуҫланӗ. Ӑна Акатуй валли ятарласа хатӗрленӗ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, музыкант, хор дирижерӗ тата педагог Владимир Мочалов вилнӗ.
Вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче нумай студента вӗрентсе кӑларнӑ, вӗсем Раҫҫейри тата Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ музыкантсем пулса тӑнӑ.
Хӑй вӑл Хусанти патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Унӑн преподавателӗ Хусанти хор дирижёрӗсен шкулӗнче пысӑк тӳпе хӑварнӑ ҫын, Раҫҫей тата Тутарстан Республикин искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Семён Казачков профессор (1909-2005) пулнӑ. Консерваторире Владимир Дмитриевич ун патӗнче 1961-1966 ҫулсенче вӗреннӗ, кайран ҫав ҫын ертсе пыракан кафедрӑра 5 ҫул ӗҫленӗ, унтан Чӑваш Ене таврӑннӑ.
Кунта вӑл 1987 ҫултанпа «Салют» культура керменӗнче халӑх юррин халӑх хорӗнче тӑрӑшнӑ, Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче преподаватель пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.06.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ. | ||
| Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |