Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш наци телерадиокомпанине ертсе пынӑ, юлашки вӑхӑтра ЧР Патшалӑх Канашӗн ертӳлӗхӗн секретариачӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Магарин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 55 ҫулта пулнӑ.
Александр Николаевич Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнче Аслӑ Аксу ялӗнче 1970 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Чӑваш наци телерадиокомпанине вӑл 2014-2016 ҫулсенче ертсе пынӑ. Кайран унта директор ҫумӗ пулнӑ. 2021 ҫултанпа Патшалӑх Канашӗнче ӗҫленӗ.
Александр Магаринпа хӑҫан тата ӑҫта сывпуллашасси хальлӗхе паллӑ мар.
Agabazar // 5322-4864
2025.12.24 09:43 | |
Станьял // 1363.15.3785
2025.12.24 11:57 | |
ЙЫВӐТАН ЙЫВӐР КӖТМЕНЛӖХ МАНШӐН. ЧӑТАС ПУЛАТЬ, ТӐВАНӐМСЕМ, ҪӖПРЕЛӖМСЕМ... | |
Agabazar // 5322-4864
2025.12.24 13:50 | |
«ҪӖПРЕЛӖМСЕМ» кӑна мар... Экран ҫинчен кашни сӑмаха чутласа тенӗ пек калаҫатчӗ. Сасӑсене ҫӑтса ямасӑр. Пысӑк профессионал. | |

Александр Магарин Хусанти «Сувар» хаçатра та ĕçленĕ пĕр вăхăтра.