Иртнӗ эрнере, раштавӑн 10–14-мӗшӗнче Турцири Истамбулта Пӗтем тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 16-мӗш курултайӗ иртрӗ. Пӗтӗм тӗрӗк ҫамрӑксен пӗрлешӗвне чӑваш халӑхӗнчен те пӗр организаци кӗрет — ку вӑл чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ. Чӑвашран ҫапла май курултая 3 ҫамрӑк кайнӑ — Елена Бычкова-Чунташ, Наталия Иванова-Чунташ, Анастасия Кузнецова-Чунташ. Ку хӗрсем пурте Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухаҫҫӗ, 4-мӗш курс студенчӗсем. Ҫавӑн пекех курултая Олег Цыпленков-Чунташ ҫитнӗ — вӑл «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ шутланать.
Курултая Раҫҫейрен ҫавӑн пекех Саха, Хакас, Туҫи Алтай, Пушкӑрт, Тутар республикисенчен, нухай, карачай, балкар, казах (Омск облаҫӗнчи ҫурҫӗр казахсем) халӑхӗсем хутшӑннӑ. Урӑх ҫӗршывсенчен те делегатсем пулнӑ — Узбекистанран, Кӑркӑстанран, Казахстанран, Туркменистанран, Азербайджанран, Иранран, Иракран, Сирирен, Ҫурҫӗр Кипртан, Турцирен, Англинчен, Голландирен, Германирен, Македонирен, Румынинчен, Болгарирен. Мӗн пурӗ 125 делегат пулнӑ. Унсӑр пуҫне тата чӗннӗ хӑнасем, Тӗрӗк халӑхӗсен конгресӗнчен, Финн-угор ҫамрӑкӗсен ассамблейинчен тата ыттисем ҫитнӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин Турци Республикин элчисемпе тӗл пулнине «енсем килӗштерсе ҫӗлессинчи ҫӗнӗ тапхӑр» тесе хыпарланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби. Элчесен йышне Эскишехир илӗн (провинцийӗн) кӗпӗрнаттӑрӗ Гюнгер Азим Туна ертсе пынӑ.
Чӑваш Ене Турци элчисем Раҫҫейӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствисен эгидипе килсе ҫитнӗ. Ӗҫлӗ хӑнасемпе курнӑҫма премьер-министрсӑр пуҫне культура министрӗ Вадим Ефимов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Черкесов тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ. Тӗлпулура енсем суту-илӳпе экономика, культурӑпа вӗренӳ енӗпе килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнӑ. Вадим Ефимов министр турккӑсене «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале хутшӑнма чӗннӗ. Асӑннӑ ҫӗршыври художниксен куравне йӗркелеме хирӗҫ маррине те палӑртнӑ.
Суту-илӳпе экономика енчен пӗр чӗлхе тупассине илсен хӑнасем Чӑваш Енпе лайӑхрах паллашас шухӑшлине пӗлтернӗ иккен. Республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ ӗҫлӗ ҫыхӑнусенче паян пур кӑлтӑксене ҫывӑх ҫулсенче пӗтерме тӑрӑшассине пӗлтернӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ 3-мӗш литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Мероприятине институт директорӗ Юрий Исаев уҫрӗ. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх маларах ку чыслав наци вулавӑшӗнче иртмелле пулнӑ, анчах чӑрмавсем кӳнине пула юлашки вӑхӑтра ҫеҫ мероприяти вырӑнне тупма пултарнӑ.
Чыслава Турцирен килнӗ хӑнасем килчӗҫ. Вӗсем ҫӗнтерӳҫӗсене ӗнентерӳ хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. Асилтеретпӗр, пӗрремӗш вырӑна (чӑваш тапхӑрӗнче) Илле Ивановӑн «Durak» калавӗ тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑн Елена Мустаевӑн «Ҫылӑх» калавӗ йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗ — Евгений Турханӑн «Лаша ӑҫта ҫухалнӑ?» калавӗ. Унччен эпир пӗлтернӗ тӑрӑх виҫҫӗмӗш вырӑна Анатолий Смолинӑн «Касу, е Хӗвел тымарӗ» калавӗ тухни пирки калаҫу пыратчӗ, анчах каярах ҫак хайлав маларах пичетленни пирки пӗлнӗ те ӑмӑртуран кӑларнӑ. Илле Ивановӑн «Durak» калавӗпе вара ҫитес вӑхӑтра («Салам» хаҫатра пичетленсе тухнӑ хыҫҫӑн) эсир пирӗн электронлӑ вулавӑшра паллашма пултаратӑр.
Кашкар Махмучӗ — Махмут ибн ал-Хусейн ибн Муххамад ал-Кашгари — 1008 ҫулта Кашкар хулинче ҫуралнӑ, 1101 е 1126 ҫулта вилнӗ.
Ҫак кунсенче Хусанти «Татнефть-Арена» сцени ҫинче «Тӗрӗккурав–2014» юрӑҫсен конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Унта вунпиллӗкӗн хутшӑннӑ — Казахстанран, Тутарстанран, Турцирен, Пушкӑртран, Мускавран, Узбекистанран, Кӑркӑстанран, Македонирен, Иранран, Крымран, Боснирен, Болгарирен, Якутирен, Азербайджанран тата Туркменистанран. 300 миллион ҫын курнӑ теҫҫӗ ҫак конкурса. Пирӗн Чӑваш Енрен вара кӑҫал та иртнинче те хутшӑнас темен — ахӑртнех, тӳре-шара пирӗн чӗлхен тымарне тӗрӗк чӗлхинчен кӑкласа вырӑс чӗлхине кайса лартасшӑн.
Конкурсра казах хӗрӗ Жанар Дугалова ҫӗнтернӗ. Вӑл пурӗ 225 балл пухнӑ. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх ҫӗнтерессе вӑл шанман та иккен. Ку юрра икӗ кунта ҫырнӑ тет. Иккӗмӗш вырӑна вара Хусанти Айдар Сулейман юрӑҫ йышӑннӑ. Вӑл 201 балл пухнӑ.
Тӗрӗккуравӗнче ҫӗнтерсе Жанар 20 пин доллар илӗ тата унӑн юррине ҫулталӑк хушшинче Турцири телекуравсенче кӑтартӗҫ.
Конкурса йӗркелекенсем Хусанти финал йӗркеллӗ иртни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑна Еврокуравпа танлаштарнӑ май унӑн шайне ҫитес тесе кӑҫал вӑл пӗр утӑм мала тунӑ теҫҫӗ.
ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин Хусанта Турци Республикин генеральнӑй консульствин вице-консулӗпе Осман Гектюркпа тата Зекерия Бекташпа тӗл пулнӑ, Чӑваш Енпе Турци килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Турци элчисем Чӑваш Енри усламҫӑсене хӑйсем мӗн тума пултарнине кӑтартма хатӗр. Вӗсем Турци усламҫисене, строительствӑпа, сывлӑх сыхлавӗпе, ял хуҫалӑхӗпе тата ытти тытӑмпа кӑсӑкланаканскерсене, Чӑваш Ене килсе кӑтартма та тӗллевленнӗ.
Владимир Аврелькин Турципе килӗштерсе ӗҫлеме хатӗррине пӗлтернӗ. Уйрӑмах — ял хуҫалӑхӗнче.
Сӑмах май, пӗлтӗр Турципе Чӑваш Енӗн тулашри суту-илӗвӗ 3180,5 долларпа танлашнӑ. Кӑҫалхи 9 уйӑхра, Чӑваш таможнин посчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑтарту 4 154 пин долларпа танлашнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 1,8 хут нумайрах.
Калав ҫыракансен Пӗтӗм тӗнчери Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ ӑмӑртӑвӗн чӑваш пайне пӗтӗмлетнӗ.
Еврази ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗ (штабӗ Турцире вырнаҫнӑ, ертӳҫи Якуп Омероглу доктор, доцент) кӑҫалхтпе виҫҫӗмӗш ҫул калав ҫыракансен Пӗтӗм тӗнчери Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ ӑмӑртӑвне йӗркелет. Кӑҫал унта чӑваш ҫыравҫисем те хутшӑннӑ.
Ӑмӑрту пӗлтерӗвӗ пуҫласа утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Салам» хаҫатра пичетленнӗ, авӑнӑн 13-мӗшӗнче — «Хыпар» хаҫатра. Ҫак хыпара чӑваш ҫыравҫисен пур пӗрлешӗвне те вӑхӑтра ҫитернӗ. Жюрире малтан 7 ҫын пулнӑ, анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула калавсене пӑхса тухма пуҫличчен тӳресен пӗр пайне улӑштарнӑ. Ӑмӑртӑва Чӑваш Енри, Тутарстанри тата Чӗмпӗрти 7 ҫыравҫӑ 8 калав ярса панӑ.
Чӑваш литературин паллӑ тӗпчевҫи Виталий Родионов профессор, доктор ертсе пыракан сумлӑ тӳрелӗх, калавсене пӑхса тухса, пӗрремӗш вырӑна «Durak» калав тухнине палӑртнӑ (авторӗ — Илле Иванов).
Тӳрелӗх ӗҫне хутшӑннӑ Борис Чиндыков кун пирки ҫапла палӑртнӑ:
— Durak, ытти калавсемпе танлаштарсан, паянхи чӑваш пурнӑҫӗн чи ҫивӗч ыйтӑвне хускатать. Чӗлхи те унӑн — ҫивӗч, чӗрӗ, пӑнтӑхпа е тутӑхпа хупланнӑскер мар.
Чӑваш Ен Тӗрӗк культурин пӗтӗм тӗнчери организацийӗпе пӗрлештересшӗн. Тӗрӗк ҫӗршывӗсене пӗрлештерекен ТЮРКСОЙ организаципе пӗрлешме сӗнекен ҫырупа пирӗн республикӑн Культура министерствине «Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн обществи тухнӑ.
Чӑвашла шӑрҫаланӑ ҫырура республика чӑваш халӑх культурине упрассишӗюн тата аталантарассишӗн яваплине палӑртнӑ. Чӑваш Республикин Культура министерстви асӑннӑ организаци пайташӗ пулса тӑни тӑван чӗлхене, чӑваш культурипе историне аталантарма, Чӑваш Ене Тӗрӗк тӗнчинчи ҫӗршывсемпе тата халӑхсемпе культурӑпа ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарма пулӑшасса шаннине палӑртнӑ.
ТЮРКСОЙпа килӗштерсе ӗҫлени культурӑпа тата ӳнерпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ мероприяти ирттерме те тӗкӗ кӳрессе шанаҫҫӗ.
Асӑннӑ организаци пирки каласан, вӑл 1993 ҫулта йӗркеленнӗ. Вӑл Турцие, Азербайджана, Казахстана, Кӑркӑстана, Туркменистана, Узбекистана, Гагаузине (Молдави Республикине кӗрет), Каракалпакстана (Узбекистанра), Ҫурҫӗр Кипрти Турци Республикине пӗрлештерсе тӑрать.
Раҫҫей субъекчӗсене илсен йышра — Тутарстан, Якути, Алтай Республики, Пушкӑртсан, Хакас Республики, Тува.
Хусанти «Волга» (чӑв. Атӑл) ҫамрӑксен центрӗнче авӑнӑн 5-мӗшпе 9-мӗшӗсенче Тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 1-мӗш фестивалӗ иртнӗ. Чӑвашсемпе тутарсемсӗр, пушкӑртсемпе карачайсемсӗр пуҫне унта ют ҫӗршывсенчен те пуҫтарӑннӑ — Кӑркӑстанран, Казахстанран, Узбекистанран, Азербайджанран, Турцирен. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем Екатеринбургран, Перӗмрен, Сарӑтуран, Чӗмпӗртен килсе ҫитнӗ.
Фестиваль хӑйен тӗллевӗсем шутне тӗрӗк ҫамрӑкӗсене политика, ӑслӑлӑх, культура, вӗренӳ шайӗнче пӑтӗҫтерессине лартнӑ. Ҫавӑн пекех унта пур тӗрӗк ҫамрӑкӗсем умӗнче те тӑракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Фестивальте ҫавра сӗтелсем, тӗлпулусем иртнӗ.
Чӑвашран фестивале чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ, наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» обществи, ЧНК ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӳ кайнӑ.
Ветеринари службин ӗҫченӗсем Шупашкарти пасарсенчи апат-ҫимӗҫе тӗрӗслеҫҫӗ.
Какайра трихинеллез ҫук-и? Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлара радиаци ҫук-и? Йӑлтах тӗрӗслеҫҫӗ. Пыла, пулла, сӗте те тӗплӗн тӗпчеҫҫӗ.
Лавкка сентрисем ҫине ҫирӗп тӗрӗслев витӗр тухнӑ ҫимӗҫсем ҫеҫ лекеҫҫӗ. Санкцисем пасарсене, таварсене витӗм кӳмен.
ЧР патшалӑх ветеринари тӗрӗслевӗн аслӑ инспекторӗ Алексей Семенов каланӑ тӑрӑх, апат-ҫимӗҫ Чӑваш Ене ытларах кӳршӗ регионсенчен килет: Тутарстанран, Мари Элтан, Чулхула облаҫӗнчен. Импорт ҫимӗҫсем те пур. Хӑшӗ-пӗрине Турцирен, Египетран кӳрсе килеҫҫӗ.
Раҫҫейре тата ют ҫӗршывра паллӑ Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Лефкадра иртекен пӗтӗм тӗнчери фольклор фестивальне хутшӑнӗ. Вӑл ҫурлан 17–24-мӗшӗсенче Грецири Лефкад утравӗнче иртӗ.
ЧР Культура министерствин пресс-релизӗнче каланӑ тӑрӑх, фестиваль кӑҫал 52-мӗш хут иртет. Вӑл — ӗлӗкренпех пыракан культура йӑли. Ӑна пула Греци йӑлапа фольклора хаклакан ҫӗршыв ятне ҫӗнсе илнӗ.
Фестивале ҫулсерен Европӑри ушкӑнсем пухӑнаҫҫӗ. Кашниех хӑйсен ташшипе, кӗввипе паллаштарать. Унта килнисем концертсӑр пуҫне куравсене ҫитӗҫ, урамри артистсене курӗҫ. Фестиваль яланхи пекех концертпа вӗҫленӗ.
Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ фестивальре Раҫҫей чысне хӳтӗлӗ.
Сӑмах май, Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Раҫҫей чысне тӗнче шайӗнче иртекен мероприятисенче пӗрремӗш хут хӳтӗлемест. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче ушкӑн Турцире иртнӗ «Навруз» уява кайнӑ. Утӑ уйӑхӗнче вара Ҫурҫӗр Королина фольклорӗн пӗтӗм тӗнчери «Фолкмут АПШ 2014» фестивале хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |