Консантин Доброхотов чӑваш арӗ Куба ҫӗршывӗнче пулнӑ. Унта вӑл тата Раҫҫейри тепӗр ҫын (вӑл та Чӑваш Енри чӑваш иккен) тӑван тӑрӑхпа, чӑваш халӑхӗпе паллаштарнӑ.
«Куба, Великобритани, Франци, Германи, Греци, Болгари, Испани, Португали, Пуэрто-Рико, Бразили, Серби халӑхне Раҫҫей ҫӗршывӗ ҫинчен тата Чӑваш Ен ҫинчен каласа патӑмӑр, тӑван халӑхпа, тӑван чӗлхепе, тӑван культурӑпа паллаштартӑмӑр, хамӑрпа пӗрле илсе килнӗ кучченеҫ те ҫитертӗмӗр.
Нумайӑшӗ чӑваш халӑхӗ пуррине пӗлмен те, малашне пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ!» — пӗлтернӗ Константин Доброхотов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Туссем, халӑх сасӑлавӗнче хутшӑнатӑп, сасӑлама 7 кун тӑрса юлчӗ. Енчен те эпӗ тунӑ ӗҫе эсир хисеплетӗр, кирлӗ тесе шутлатӑр пулсассӑн маншӑн сасӑласа пулӑшма ыйтатӑп. Тавах!
Чӑваш Ене Узбекистанпа Португалирен 1,7 миллион штук чӑх ҫӑмарти кӳрсе килнӗ.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче пирӗн ҫӗршывра чӑх ҫӑмартин хакӗ кӗтмен ҫӗртмен ӳссе кайнӑччӗ. Ҫынсем кун пирки Владимир Путин Президента та пӗлтернӗччӗ. Сивӗ чухне чӑх ҫӑмарта тӑвасшӑнах маррине ял ҫыннисем аван пӗлеҫҫӗ. Ҫавна май кайӑк-кӗшӗк фабрикисем лавккасене хӑйсен ҫав продукцине хаклӑрахпа ӑсатма тытӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑна ют ҫӗршыври ҫӑмартана кӳрсе килнӗ. Пӗтӗмпе 6 парти.
Пирӗн ҫӗршыв урлӑ 36 ҫӗршыв самолёчӗсене вӗҫсе иртме чарнӑ. Ҫакӑ — Раҫҫейри авиакомпанисен самолёчӗсене хӑйсен территорийӗ урлӑ вӗҫтерме Европӑри тата тӗрлӗ вырӑнти хӑш-пӗр ҫӗршыв чарнӑран тунӑ йышӑну.
Раҫҫей урлӑ вӗҫсе каҫма Австрири, Албанири, Ангильяри, Бельгири, Болгаринчи, Британири Виргинский утравӗсене, Великобританири, Венгрири, Германири, Гибралтарти, Грецири, Данири (ҫав шутра — Гренланди, Фарер утравӗсем, Территори тинӗсӗ), Джерсинчи, Ирландири, Исландири, Испанири, Италири, Канадӑри, Кипрти, Латвирии, Литвари, Люксембургри, Мальтӑри, Нидерландри, Норвегири, Польшӑри, Португалири, Румынири, Словакири, Словенири, Финляндири, Францири, Хорватири, Чехири, Швецири, Эстонири авиакомпанисене чарнӑ.
Чӑваш Енри кӗрешӳҫӗсем Португалинчи Одивелаш хулинче иринӗ тухӑҫ кӗрешӗвӗн тӗнче чемпионатӗнчен тата ӑмӑртӑвӗнчен 4 медальпе таврӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Спорт министерстви пӗлтернӗ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Чӑваш Енрен тӑватӑ спортсмен: Александр Аввакумов, Александр Максимов, Богдан Авдеев тата Виктор Фомиряков — кӗнӗ.
Сетоканӑн чи сумлӑ енӗпе, кумитэ мелӗпе, кӗрешсе Шупашкарти «Будокан» клуб воспитанникӗ Александр Аввакумов ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Уйрӑм зачетра Александр кумитэ енӗпе кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
16-17 ҫулсенчи каччӑсен йышӗнче Виктор Фомиряков пулнӑ. Асӑннӑ ушкӑн та ӑмӑртура ҫӗнтернӗ.
Чи ҫамрӑк ушкӑнра, 14-15 ҫулсенчисем хушшинче, ката енӗпе Александр Максимов мала тухнӑ.
Чӑваш Ен ҫыннисем Словаки ҫӗршывӗнче иртнӗ эсперанто конгресӗнче пулнӑ. Мероприятие «Ӑнӑҫӳ чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗн коммерци пуҫлӑхӗ, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хастарӗ Александр Блинов, унӑн мӑшӑрӗ — «Ача-пӑча академийӗ» центр преподавателӗ Юлия Блинова тата Блиновсен ывӑлӗ Матвей (вӑл Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренет) хутшӑннӑ.
Конгресс иртнӗ май чӗлхесемпе культурӑсен фестивальне те йӗркеленӗ. Юлия Блинова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн хастарсем Чӑваш Енпе, унӑн культурипе, Шупашкарпа, чӑваш чӗлхипе паллаштарнӑ. «Пирӗн стендпа 200 ытла ҫын кӑсӑкланчӗ», — терӗ Юлия.
Фестивале Германи, Франци, Чехи, Польша, Словаки, Дани, Швеци, Норвеги, АПШ, Великобритани, Бельги, Нидерланд, Венгри, Итали, Испани, Португали, Бразили, Аргентина, Мексика, Финлянди, Япони, Китай, Корея, Вьетнам, Бурунди ҫӗршывӗсенчен тата ытти ҫӗртен пырса ҫитнӗ.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ иртет. Унта кӑҫал тӗнчери 50 ытла ҫӗршыв хутшӑнать. Португали, Турци, Швеци те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Испанла калаҫакан ҫӗршывсем те диктантпа кӑсӑкланма тытӑннӑ.
Чӑваш Ене вара ҫынсем вырӑс чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине виҫҫӗмӗш ҫул тӗрӗслеҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ӑна «Советская Чуваши» хаҫат тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн филологи факультечӗ йӗркелесе пырать.
Кӑҫал диктант текстне Евгений Водолазкин литературовед тата прозаик ҫырнӑ. Ӑна вӑл «Волшебный фонарь» ят панӑ. Ӑна Раҫҫейри 20-мӗш ӗмӗрти кулленхи пурнӑҫпа ҫыхӑнтарнӑ.
Республикӑра диктанта виҫӗ ҫӗрте ҫырӗҫ: ЧПУра, ЧР Наци вулавӑшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире. Текста яланхи пекех ЧПУн филологи факультечӗн вӗрентекенӗсем тата чӗннӗ хӑнасем вулӗҫ. Наци вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫи Любовь Петрова вулӗ.
Диктант ҫырма килейменнисем хӑйсен вӑйне totaldict.ru сайтра тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Унта трансляци вӑхӑт поясне кура виҫӗ хуларан иртӗ: Иркутскран, Новосибирскран, Мускавран. Вырӑс чӗлхине маннисем валли ятарлӑ курссем йӗркеленӗ.
Сӑн галерейисем: Кубока уҫни, Кубокри самантсем
Ҫапла, ҫу уйӑхӗн 10-11-мӗшӗсенче Шупашкарта Хӑвӑрт утакансен 23-мӗш Тӗнче Кубокӗ иртрӗ. Вырсарникун вӑл вӗҫленчӗ. Пӗтемлетӳсем тӑрӑх Раҫҫей ӑмӑртуҫисем 15 медале ҫӗнсе илчӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тӗнче Кубокне чи малтан ҫамрӑк яшсем пуҫларӗҫ. Вӗсем 10 ҫухрӑма утрӗҫ. Шел те, Шупашкар каччи Эдик Хайбуллин вӗҫне ҫити утса тухаймарӗ — тӳресем ӑна трассӑран тухма хушрӗҫ. Пӗрремӗш Алексей Барцайкин тухрӗ. 10 ҫухрӑма вӑл 39 минут та 57 ҫеккунт хушшинче утса тухма май тупрӗ — ҫавна май тӗнче рекордне те ҫӗнетрӗ. Иккӗмӗш Динг Чен пулчӗ — Алексейрен 15 ҫеккунт кая юлса ҫитрӗ. Виҫҫӗмӗшӗ каллех Раҫҫей спортсменӗ пулчӗ — Денис Стрелков Алексейрен 20 ҫеккунт кая юлчӗ.
Яшсем хыҫҫӑн хӗрсем тухрӗҫ. Кунта вара Раҫҫей спортсменӗсене хуса ҫитекенни пулмарӗ. Татьяна Калмыкова 10 ҫухрӑма 42 минут та 44 ҫеккунт хушшинче утса тухрӗ. Ирина Юманова малтан унпа тан утатчӗ, анчах кӑшт вӑхӑт иртсен кая юла пуҫларӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |