Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Истамбулта тӗрӗк ҫамрӑкӗсен черетлӗ курултайӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.12.2014 19:12 | 2054 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Курултайра
Курултайра

Иртнӗ эрнере, раштавӑн 10–14-мӗшӗнче Турцири Истамбулта Пӗтем тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 16-мӗш курултайӗ иртрӗ. Пӗтӗм тӗрӗк ҫамрӑксен пӗрлешӗвне чӑваш халӑхӗнчен те пӗр организаци кӗрет — ку вӑл чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ. Чӑвашран ҫапла май курултая 3 ҫамрӑк кайнӑ — Елена Бычкова-Чунташ, Наталия Иванова-Чунташ, Анастасия Кузнецова-Чунташ. Ку хӗрсем пурте Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухаҫҫӗ, 4-мӗш курс студенчӗсем. Ҫавӑн пекех курултая Олег Цыпленков-Чунташ ҫитнӗ — вӑл «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ шутланать.

Курултая Раҫҫейрен ҫавӑн пекех Саха, Хакас, Туҫи Алтай, Пушкӑрт, Тутар республикисенчен, нухай, карачай, балкар, казах (Омск облаҫӗнчи ҫурҫӗр казахсем) халӑхӗсем хутшӑннӑ. Урӑх ҫӗршывсенчен те делегатсем пулнӑ — Узбекистанран, Кӑркӑстанран, Казахстанран, Туркменистанран, Азербайджанран, Иранран, Иракран, Сирирен, Ҫурҫӗр Кипртан, Турцирен, Англинчен, Голландирен, Германирен, Македонирен, Румынинчен, Болгарирен. Мӗн пурӗ 125 делегат пулнӑ. Унсӑр пуҫне тата чӗннӗ хӑнасем, Тӗрӗк халӑхӗсен конгресӗнчен, Финн-угор ҫамрӑкӗсен ассамблейинчен тата ыттисем ҫитнӗ.

Курултай икӗ ҫулта пӗрре иртет. Кӗскен калас пулсан ӗҫтӑвком хӑйӗн ӗҫӗ пирки каласа панӑ. Ҫавӑн пекех кашни делегаци хӑйен проблеми пирки тухса калаҫнӑ. Пӗтӗмлетӳллӗ резолюцине сӑмах май «Сӑвар» пӗрлешӳ сӗннипе Раҫҫейри шкулсем пилӗк кунлӑха куҫма тытӑннӑ хыҫҫӑн республикӑсенче тӑван чӗлхене вӗрентме эрнере пӗр сехет кӑна хӑварас хӑрушлӑх сиксе тухнине сивленине кӗртнӗ.

Ҫитес курултая Казахстан тата Германире пурӑнакан турккӑсем хӑйсен патӗнче ирттерме чӗнчӗҫ. Пӗтӗм тӗрӗк ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗн ертӳҫине ку хутӗнче ылмаштармарӗҫ — Экрем Абдулаях (Баку) хӑварчӗҫ.

Сӑнсем (203)

#Турци, #тӗрӗксем, #Истамбул, #курултайсем, #Сӑвар, #ҫамрӑксем, #Казахстан, #Германи

 

Комментари:

Agabazar // 1381.80.1255
2014.12.16 22:02
Agabazar
Ăстампул

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем