Турцирен апат-ҫимӗҫ кӳрсе килме чарнӑранпа лавкка сентрисем ҫинче вӗсем курӑнмаҫҫӗ. Ун вырӑнне Сирири пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла илсе килме пултарӗҫ.
Унти апат-ҫимӗҫӗ Раҫҫее кӳрсе килме пуҫланӑ ӗнтӗ. Иртнӗ эрнере Новороссийска ҫитнӗ. Унта 3 тонна яхӑн пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла илме килнӗ.
Чӑваш Ене хальлӗхе Сири апат-ҫимӗҫӗ ҫитмен. ТАСС агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе вӗсене Мускаври «Фуд-Сити» центртан сутаҫҫӗ. Кӗҫех Сирирен илсе килнӗ улма-ҫырлапа пахча ҫимӗҫ Шупашкарти лавккасене те ҫитессине пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарти пасарсенче прокуратура ӗҫченӗсем ятарлӑ комиссипе пӗрле тӗрӗслев ирттернӗ. Халӗ хӑш-пӗр ҫӗршывран вӑл е ку апат-ҫимӗҫе кӳрсе килме юрамасть-ҫке-ха. Шӑпах унашкаллисене тупас тӗллевпе ҫула тухнӑ вӗсем.
Комисси йышне Россельхознадзор, Роспотребнадзор ӗҫченӗсем те кӗнӗ. «Николаевский» пасарта тӗрӗслев ирттернине пӗлсен чылай сутуҫӑ павильона хупса хунӑ. Анчах кунпа тӗрӗслев вӗҫленмен-ха. Ятарлӑ комисси татах килӗ унта, документсене пӑхса тухӗ.
Ку пасарта кӳрсе килмен ҫимӗҫсене асӑрхаман. Анчах тӗлӗнмелле тӑпӑрчӑ куҫ тӗлне лекнӗ. Этикетки специалистсене кӑсӑклантарнӑ. Ӑна принтер витӗр кӑларнӑ, скотчпа ҫыпӑҫтарнӑ. Ахӑртнех, ӑна савутра туса кӑларман.
Тӗп пасарта вара Турцирен илсе килнӗ иҫӗм ҫырли сутнине асӑрханӑ. Ӑна ун чухнех туртса илнӗ, тӗп тума палӑртнӑ. Усламҫӑн куншӑн 3 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Турцирен хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе кӳрсе килме юрамасть. Ҫав шутра — сутма та. Чӑваш Енри Роспотребнадзорӑн вырӑнти управленийӗн республикӑри потребительсен прависене хӳтӗлекен обществӑсенчен санкцине лекнӗ тавара тупас тӗпӗшпе пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫырӑва пӗлтӗрхи раштавӑн 31-мӗшӗнчех валеҫнӗ. Ҫавӑн пекех ку ҫырусем Шупашкар администрацине, Чӑваш Енӗн суту-илӳпе промышленность палатине, Чӑваш Енен экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӗн тата суту-илӳн министерствине ҫитнӗ.
Суту-илӳ предприятийӗсене тимлӗрех тӗрӗслеме пуҫлани пирки Чӑваш Енри Роспотребнадзорӑн вырӑнти управленийӗ малтанах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Турци тӗлӗшпе пирӗн патшалӑх санкцисем чӳкӗн 24-мӗшӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн кӗртме шут тытрӗ. Ун чухне Турци ҫар самолёчӗ Раҫҫей патшалӑхӗн бомбардировщикне персе антарчӗ.
Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейре, ҫав шутра — Чӑваш Енре те, лавкка сентрисем ҫинче Турци апат-ҫимӗҫӗ пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме тытӑнӗҫ.
Лавккара кӑна мар, ҫӗршыв чиккинче те кун тӗлӗшпе сыхӑ пулӗҫ. Малашне Роспотребнадзорӑн уйрӑмах тимлӗ пулма тивӗ. Ведомствӑн Турци апат-ҫимӗҫӗ «виҫҫӗмӗш» ҫӗршывсем урлӑ килесрен сыхланмалла пулӗ.
Малашне Турцирен апельсин, мандарин, иҫӗм ҫырли, панулми, груша, абрикос, персик, нектарин, слива, хурӑн ҫырли, ҫӗр ҫырли кӳрсе килме юрамӗ. Списока томат, хӑяр, купӑста, сухан, шӑнтнӑ какай, гвоздика, тӑвар та лекнӗ.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗрӗслев 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫланӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков халӑх валли «хӗрӳ лини» ирттернӗ. Ҫав вӑхӑтра Ладыковӑн пӳлӗмӗнчи телефон пӗр минутлӑха та шӑпланман.
Ку ыйту кӗтмен ҫӗртен пулнӑ пулӗ те… Вӑл шаурмапа политика пирки пулнӑ.
— Пирӗн хулара шаурма тӑвакан точка нумай. Чылайӑшӗ ҫине: «Шаурма — турккӑлла» тесе ҫырнӑ. Эпӗ вывескӑна илсе урӑххипе улӑштармашкӑн предписани пама сӗнетӗп. «Шаурма — хӗвелтухӑҫла» тесе ҫырмалла ҫеҫ. Эсир мӗн шухӑшлатӑр? — ыйтнӑ пӗр ҫын шӑнкӑравласа ҫитсен.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ хальхи лару-тӑрура ку тӗрӗс йышӑну пулнине пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва Ҫӗнӗ ҫулччен татса пама шантарнӑ.
«Хӗрӳ линире» Алькешре ача пахчи тӑвас ыйтӑва та хускатнӑ. Ладыков ку ыйту малта пулнине палӑртнӑ. Хута яракан тепӗр садик шӑпах Алькешра пулӗ.
Алексей Ладыков 3 сехетре ҫынсен 50 ытла ыйтӑвне хуравланӑ.
Турцирен килнӗ Джамалеттин Явуза тытса чарни пирки нумаях пулмасть пӗлтерчӗҫ. Ӑна «виза режимне» пӑснӑ тесе ирӗксӗр хӑварнӑччӗ.
«Регнум» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, турккӑ официаллӑ майпа «ӑслӑлӑхпа техника ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелеме» килнӗ. Джамалеттин республикӑри пӗр аслӑ шкулта вырӑс чӗлхине вӗреннӗ. Анчах ку панӑ виза тӗллевӗсемпе пӗр килмест имӗш. Ку шӑп та лӑп Турци Раҫҫей самолетне персе антарнӑ вӑхӑтпа пӗр килнӗ тата. Джамалеттин Шупашкара чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех килнӗ пулнӑ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Джамалеттина Раҫҫейрен Турцие ӑсатнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ турккӑ виза режимне пӑсӑнӑ тесе палӑртнӑ. Куншӑн ӑна 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Джамалеттин Турцире пӗр аслӑ шкулта ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлет. Шупашкара вӑл чӗннипе килнӗ. Кунта вӑл стажировка тухса доктор диссертацийӗ валли материалсем пухнӑ.
Халӗ Джамалеттин Раҫҫее 5 ҫул килеймӗ.
Чӑваш юмахӗсене турккӑлла куҫарма килнӗ хӑнана тытса чарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Турцирен килнӗ Джамаледдин Явуз — ӑсчах, тюрколог. Ҫамрӑк арҫын «Юнус Эмре» программӑпа диссертаци валли материалсем пухма килнӗ-мӗн. Ӑсчаха иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче икӗ эрнелӗхе арестленӗ. Ӑна 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттересшӗн-мӗн. Хальлӗхе Джамаледдин Явуз ют ҫӗршыв гражданӗсене хӑйсен ҫӗршывне ӑсатиччен вӑхӑтлӑх тытса усрамалли учрежденире ларать. Ун патне ӗнер «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗсем кӗрсе курасшӑн пулнӑ. Анчах вӗсене унта кӗртмен. Ҫакна учреждени ӗҫченӗсем «Ирӗклӗх» хастарӗсем Явузӑн тӑванӗсем маррипе сӑлтавланӑ. Ҫапах та хастарсем Явуз валли апат-ҫимӗҫ парса хӑварнӑ, учрежденире ӑна илсе юлнӑ.
Явузӑн кӗсье телефонӗпе усӑ курма юранине кура «Ирӗклӗх» хастарӗсем унпа шӑнкӑравласа калаҫни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑсчах хӑйне аванах туять-мӗн, пурне те салам каланӑ. Раштавӑн 3-мӗшӗнче ун патӗнче Турцин Хусанти Тӗп консульствин вице-консулӗ Нуреттин Кая пулнӑ.
Турци Раҫҫейӗн Сиринчен таврӑнакан ҫар самолетне ҫапса ӳкернӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывпа Турци хушшинче хура кушак каҫса кайрӗ. Турцирен Чӑваша килнӗ Джамаледдин Явуз ӑсчаха, тюрколога тытса чарнине те хӑшӗсем Турципе Раҫҫей ҫӗршывӗсен хушшинчи ҫыхӑну япӑхланнипе сӑлтавлама пӑхрӗҫ. Турци тӗлӗшпе пирӗн ҫӗршыв санкци те йышӑнчӗ.
Халӗ Шупашкар Турцири Анталья хулипе килӗштерсе, пӗр тӑван пек килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен 2001 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тунӑ килӗшӗве пӗр енлӗн пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки хула администрацийӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ӗҫлекен управленийӗнче пӗлтерни тӑрӑх russian.rt.com хыпарлать.
Тивӗҫлӗ йышӑнӑва Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗнче йышӑннӑ. Ун пирки Антальӑна ҫыру ярса панӑ.
Раҫҫей Турци тӗлӗшпе санкци йышӑннӑ хыҫҫӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсене унти ҫӗре тата ҫурт-йӗре сутма сӗнни пирки РБК информаци агентстви хыпарлать.
РБК шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, асӑннӑ партин регионсенчи сахалтан та ултӑ депутатӑн Турцире куҫман пурлӑх пур. Кун пирки «халӑх тарҫисем» пӗлтӗрхи декларацире кӑтартнӑ. Пушкӑрстан Курултайӗн депутачӗ Сергей Лобастов Турцири ҫӗре тата ҫурта кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче сутса яни пирки пӗлтернӗ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионсенчи ытти пайташӗсем Турцири пурлӑхпа сывпуллашма васкамаҫҫӗ тесе пӗтӗмлетнӗ РБК. Сахалин облаҫӗн думин ертӳҫи Владимир Ефремов 2014-мӗш ҫулхи декларацире Турцире хваттер пуррине кӑтартнӑ. Вӑл унӑн мӑшӑрӗн ячӗпе шутланса тӑрать-мӗн. «Вӑл пурлӑх унӑн арӑмӗн, вӑл (Ефремов. — Автор асӑрхаттарӑвӗ) унпа хуҫаланмасть», — ҫапларах хуравланӑ унӑн пулӑшуҫи РБК журналистне.
Чӑваш Енри депутатсем пирки шарламан. Вӗсен Турцинче пурлӑх ҫук-тӑр.
Турцирен хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ. Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тӗрӗк чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи Талат Текин пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ. Ку ҫухатушӑн уйрӑмах чӑваш чӗлхеҫисем хытӑ пӑшӑрханаҫҫӗ. Эпир Санкт-Петербург университечӗн Хӗвелтухӑҫ факультетӗнчен тӗрлӗ ҫулсенче вӗренсе тухнӑ чӑваш чӗлхеҫисемпе — Атнер Хусанкайпа, Геннадий Дегтярёвпа тата Эдуард Лебедевпа — тӗл пулса калаҫрӑмӑр. Вӗсене хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртма ыйтрӑмӑр.
Талат Текина юлашки ҫула ӑсатнӑ самант.
— Иртнӗ шӑматкун Турцире паллӑ тюрколог Талат Текин ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ…
— Ку чунтан кулянтаракан хыпар. Эпӗ унӑн тӗпчевӗсемпе паллашнӑ, усӑ та курнӑ. Вӑл ытларах тӗрӗк чӗлхисене пӗтӗмӗшле тӗпчекен пулнӑ, ҫапах та чӑваш чӗлхине те сахал мар тишкернӗ.
— Талат Текин ӗҫӗсене эсир мӗнле хакланӑ пулӑттӑр?
— Чӑваш чӗлхи историйӗшӗн унӑн ӗҫӗсем питӗ усӑллӑ. Арап ҫырулӑхӗпе ҫырнӑ Атӑлҫи Пӑлхар палӑкӗсене те тӗпченӗ вӑл, кӗнеке кӑларнӑ. Талат Текин чӑваш чӗлхине пӑлхарсен чӗлхипе тачӑ ҫыхӑнтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |