Хура тинӗсе ӳкнӗ РФ Хӳтӗлев министерствин ТУ-154 самолетӗнче Шупашкарта спектакль лартнӑ режиссер та пулнӑ. Аса илтеретпӗр, ҫав инкекре журналистсем, Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем, ҫар ҫыннисем вилнӗ. Пысӑк хуйхӑ пирки ҫӗршыв Президенчӗ паян Хурлану кунӗ тесе йышӑннӑ.
Инкеке лекнӗ самолетра хрантсус композиторӗ Морис Равель кӗвӗленӗ «Дитя и волшебство» лирикӑлла фантазие Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче лартнӑ Максим Иванов режиссер пулнӑ. «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» ҫулталӑк каялла ун пирки Дмитрий Моисеев ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл — чӑваш каччи. Пушкӑртстанри Ӗпхӳ хулинче ҫуралса ӳснӗскер Мускаври ГИТИСран пӗлтӗр вӗренсе тухнӑ.
Максим Иванов ӗҫне куракан патне ҫулталӑк каялла Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫитернӗччӗ. «Дитя и волшебство» проект — Раҫҫейӗн Культура министерстви ҫамрӑк режиссерсене пулӑшассишӗн ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗскерччӗ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн, ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Раҫҫейре хурлану кунӗ пулӗ. Ку Хура тинӗсре РФ Хӳтӗлев министерствин ТУ-154 самолечӗ ӳкнипе ҫыхӑннӑ.
Самолетра 92 ҫын пулнӑ. Ҫав йышра — журналистсем, Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем, ҫар ҫыннисем пулнӑ. Халӑхра Лиза тухтӑр ятпа палӑрнӑ Елизавета Глинка та «Тӗрӗслӗхшӗн пулӑшу» фонд пуҫлӑхӗ) унтах пулнӑ.
Ыран Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Анчах вӗсем пулӗҫ-и? Хальлӗхе паллӑ мар.
Чӑваш Енре коллекторсен ӗҫӗ-хӗлне чикӗлесшӗн. Вӗсене суд приставӗсем сӑнаса тӑрӗҫ.
Коллектор агентствисем валли ҫырнӑ ҫӗнӗ йышӑнусенче палӑртнӑ тӑрӑх, шӑнкӑравсемпе СМС-ҫырусен базӑра сахалтан та 3 ҫул упранмалла. Тата коллекторсен парӑмҫа пусмӑрлама, ҫапма юрамасть.
Коллекторсен хӑш вӑхӑтра шӑнкӑравлама юрать? Ӗҫ кунӗсенче — ирхи 8-тан пуҫласа 22 сехетчен. Канмалли кунсенче вара парӑмҫа 20 сехетрен пуҫласа ирхи 9-ччен чӑрмантарма юрамасть. Унпа эрнере 1 хутран ытлашши тӗл пулмалла мар. Коллекторсен талӑкне — 1 хутчен, эрнере 2 хутчен, уйӑхне 8 хутчен ҫеҫ шӑнкӑравлама юрать.
Раҫҫейре пирус хакне ӳстерме палӑртнӑ. Унӑн хакӗ сахал мар хӑпарӗ — 2,5 хут! Кун пирки «Известия» хаҫат порталӗнче хыпар тухнӑ.
РФ Шалти ӗҫсен министерстви расчет тунӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 2017 ҫулта пирус акцизӗ ӳсме пултарӗ.
— Хальлӗхе 1000 пирусшӑн акциз ставки 1 680 тенкӗ. Ку хисепе 2 123 тенкӗ таран хӑпартма палӑртнӑ. Ҫапла майпа пирус хакӗ пӗр пачкӑшӑн 220 тенкӗ ӳсме пултарать, — тенӗ РФ шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Аркадий Гостев.
Сӑмах май, халӗ пӗр пачка пирус вӑтамран 90 тенкӗ тӑрать. Хакне хӑпартсан пирус туртакан сахалланать тесе шухашлатӑр пулӗ-ха. Анчах ведомство Раҫҫейре суя пирус нумайланасран пӑшӑрханать.
Темиҫе ҫул каялла иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ҫуралакан ачасемшӗн Амашӗн капиталне пама тытӑнчӗҫ. Ӑна кашни ҫулах индексациленӗ. Юлашки ҫулсенче вара унӑн виҫи ӳсмен.
Нумаях пулмасть РФ Президенчӗ Владимир Путин саккуна алӑ пуснӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулччен Амӑшӗн капиталне индексацилемӗҫ. Ку саккун ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.
Унччен Амӑшӗн капиталӗ инфляци ӳснине кура хӑпарнӑ. Унӑн виҫине федераци саккунӗ палӑртнӑ. Халӗ капитал виҫи – 453026 тенкӗ. Эппин, 2020 ҫулччен ҫавӑн чухлех юлӗ вӑл.
Нумаях пулмасть «Пятница» телеканалпа пыракан «Магаззино» кӑларӑм ертӳҫи Шупашкарта та пулнӑччӗ. Ҫак кунсенче «Магаззино мадамӗ – 2016» конкурс ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: ку конкурсра Шупашкарти Тӗп пасарта ӗҫлекен сутуҫӑ Альбина Прохорова ҫӗнтернӗ. Вӑл конкурсра 6146 сасӑ пухса мала тухнӑ.
Конкурса сасӑлав мелӗпе пӗтӗмлетнӗ. Альбина Прохоровӑна пысӑк парне кӗтет. Ӑна ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗшӗн ҫулталӑкри шалу чухлӗ укҫа тата Мальдивӑра канмашкӑн путевка парӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑм эфира тухать. Унта чӑвашсем те хутшӑнӗҫ. Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗнче пурӑнакан Николай Фомиряков тата Анна Пуганина Леонид Якубовича тӗлӗнтересшӗн.
Кӑларӑма раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӳкерӗҫ. Вӗсем унта Хӗл Мучин тата Юр Пикен тумне тӑхӑнса каясшӑн. Николай халӑх инструменчӗсем каласа кӑтартасшӑн. Вӑл унта чӑвашла калаҫӗ. Николай — инженер-электрик, халӗ тивӗҫлӗ канура.
Анна Пуганина Юр Пике пулӗ. Вӗсем кӑларӑмра наци тӗррипе илемлетнӗ тума пӗрремӗш хутчен тӑхӑнӗҫ.
Раҫҫейре «Ҫемье – 2016» конкурс иртнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: унта Чӑваш Енри ҫемье ҫӗнтернӗ.
Вӗсем — Надеждинсем. Вӗсем хӑйсен виҫӗ ачисӗр пуҫне хӳтте илнӗ тепӗр шӑпӑрлана ура ҫине тӑратаҫҫӗ. Малтанах вӗсем ача ҫуртӗнчен йӗкӗреше илме шухӑшланӑ. Анчах Даун чирӗпе нушаланакан Димӑна курсан ӑна килӗштернӗ.
Волонтерсем ача кӗҫех 4 ҫул тултарассине пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн ӑна психоневрологи интернатне куҫарӗччӗҫ, 18 ҫул тултарсан ваттисен ҫуртне ярӗчӗҫ. Анчах халӗ вӑл ҫемьере, Надеждинсем патӗнче, ӳсет.
Халӗ Дима ташӑ студине ҫӳрет, конкурссене те хутшӑннӑ. Надеждинсем кӑҫал «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье» фестивальте ҫӗнтернӗ. Унтан Раҫҫей шайӗнчи конкурса лекнӗ. Унтан та вӗсем ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ.
Нумаях пулмасть Етӗрне районӗнчи Урпаш шкулӗнче вӗреннӗ Ксюша Максимова районти ӑмӑртӑва хутшӑннӑ чухне комӑна кӗрсе ӳкни, вӑл 10 уйӑх выртнӑ хыҫҫӑн вилни пирки пӗлтернӗччӗ.
РФ спорт министрӗ Виталий Мутко ачасем вӑй-хал культурин урокӗнче час-часах вилнин сӑлтавне уҫӑмлатма хушнӑ. Юлашки темиҫе уйӑхра кунашкал тӗслӗх тӑтӑшах пулнӑ-мӗн. Ксюша Максимова та, ав, спорт ӑмӑртӑвӗнче хӑйне япӑх туйнӑ, кайран комӑра выртнӑ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 15-мӗшӗччен Раҫҫейре вӑй-хал культурин урокӗнче 9 ача вилнӗ: Пушкӑртстанра, Кемӗр тата Владимир облаҫӗнче, Мускав ҫывӑхӗнче. Чылай тӗслӗхре тухтӑрсен йӑнӑшӗ пур: вӗсем урока каймашкӑн ача мӗнле ушкӑна кӗнине тӗрӗс мар палӑртнӑ. Е ашшӗ-амӑшӗ ачин чир-чӗрӗ пирки пӗлтермест.
Мутко ку тӗлӗшпе нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тишкерӳ тума хушу панӑ.
Республикӑри шкулсем пӗтӗм Раҫҫейре иртекен «Код сехечӗ» акцие хутшӑнчӗҫ. Кашни вӗренӳ учрежденийӗнче ятарлӑ информатика урокӗсем иртрӗҫ. Ачасене компьютер валли программӑсем ҫырма вӗрентрӗҫ.
Ку вӑййа ятарласа ӑс-тӑна аталантарма шутласа кӑларнӑ. Шкул ачисем компьютер программисемпе ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ. Лев Батьков 1-мӗш гимназире вӗренекен кун пек вӑйӑсем ҫивӗчлӗхпе тавҫӑрулӑха аталантарни ҫинчен калать.
— Йывӑрлӑхсем пур, — тет вӑл, — ҫавах та вӗсене ҫӗнтерме пулать. Вӑхӑтра программӑна тӗрӗслесе малалла куҫмалла ҫеҫ.
— Ку хӑйне евӗрлӗ ҫӗнӗлӗх, — тет шкул директорӗн вӗренӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Татьяна Владимировна Кирий. — Ачасем тренажера вӑйӑ вырӑнне хурса, кӑсӑкланса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем кристалл ҫутатнине, хӗҫпе корона тухнине кураҫҫӗ, мул шыраҫҫӗ. Вӗренекенсен вӑйӑ азарчӗ ҫуралать.
Пирӗн ҫӗршывра ку акци виҫҫӗмӗш хут иртет. Ытти ҫулпа танлаштарсан кӑҫалхи хӑнӑхтарусене урӑхла йӗркеленӗ, кӗҫӗн классем валли ҫӑмӑллатнӑ, аслисем валли вара кӑткӑслатнӑ. Шкул ачисем программӑсем ҫырса та хӑйсен вӑйне тӗрӗслеме пултараҫҫӗ.
— Ку акци чи малтан пӗтӗм тӗнчере аталанакан информаци технологийӗсене пурне те ӑнланмалла тума, вӗренекенсене хамӑр ҫӗршыври технологисене аталантармалли ҫинчен пӗлтерме кирлӗ, — тет Чӑваш Республикин Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче ӗҫлекен Информаци технологийӗсен центрӗн пуҫлӑхӗ Михаил Анисимов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |