Мускаври чӑвашсен автономине 2013 ҫултах пӗтернӗ иккен. Кун пирки Мускаври пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Владимир Болгарский тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ.
2002 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче регистрациленӗ автономие пӗтересси пирки Мускавра суд пулса иртнӗ. «Халӑх пӗрлешӗвӗсем» ҫинчен саккунпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ организаци 2007 ҫултанпа хӑй пирки информаци тӑратман иккен. Ҫавна кура Раҫҫей Юстици министерствин Мускаври тӗп управленийӗ суда тавӑҫпа тухнӑ. Мускаври чӑвашсен автономине патшалӑх реестрӗнчен кӑларнине Владимир Болгарский пӑшӑрханса пӗлтернӗ май суд йышӑнӑвӗпе те паллаштарнӑ. Ӑна тишкерсен суда автономи пайташӗсем пыманни, ӗҫе вӗсемсӗрех пӑхса тухма ыйтни палӑрать.
Елчӗк районӗ 90 ҫул тултарнине халалласа «Улӑп» спорт керменӗнче профессилле панкратион енӗпе тӗнчери ӑмӑрту иртнӗ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, унта пухӑннӑ Раҫҫей, Азербайджан, Кӑркӑс спортсменӗсем Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, самбо, каратэ, джиу-джитсу енӗпе Мускав тата Азипе Еврази чемпионӗ ята тивӗҫнӗ Олег Захаров кубокӗшӗн тупӑшнӑ. Пухӑннисене Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Олег Мустаев тата ыттисем ӑнӑҫу суннӑ.
Ун пек ӑмӑрту Елчӗк районӗнче пӗрремӗш хут иртнӗ. Спортсменсем валли 8 кӗтеслӗ ринг йӗркеленӗ. Турнирта тӗрлӗ ҫӗршыври 77 кило таякан 14 спортсмен вӑй виҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑна Мускав облаҫӗнчи Шамиль Рамазанов йышӑннӑ. Кӑркӑс спортсменӗ Алманбет Жаныбеков 2-мӗшне тухнӑ. Чечен Республикин спорт мастерӗн кандидачӗ Ислам Дадаев — 3-мӗш. Куракансем Елчӗк районӗнчи Лащ Таяпара ҫуралса ӳснӗ Геннадий Дмитриев (вӑл — ветерансем хушшинчи самбо енӗпе тӗнче чемпионӗ) тата Кӑркӑстанри Калдарбек Касимов раундне те кӑсӑкланса йышӑннӑ. Пилӗкшер минут пыракан 2 раундра та пӗр пек паллӑ пухса иккӗшӗ те ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Мускаври 157-мӗш поликлиникӑра ҫӗҫӗ тытнӑ арҫын саркаланнӑ. Тельняшка тӑхӑннӑскер хӑйне кӑнттам тытнӑ. Унӑн аллинче ҫӗҫӗ пурри те ҫынсене шиклентернӗ. Арҫынна Росгварди ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.
52 ҫулти арҫын Чӑваш Енрен пулнӑ иккен. Пульницӑна пынӑскер татти-сыпписӗр тем пакӑлтатнӑ, калаҫу темине вӑл вӗҫӗм ылмаштарнӑ. «Тӑванӑм, каллех мӗскӗнлетеҫҫӗ», — кӳренӳллӗн каланӑ хайхискер Росгварди ӗҫченне. Лешӗ вара ӳсӗре ҫӗҫҫе пама ӳкӗтленӗ. Ыррӑн ыйтни сая кайман — арҫын лӑпланнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна тытса чарнӑ та психиатри экспертизи тутарма илсе кайнӑ.
Мускаври поликлиникӑра ҫӗҫӗпе сулкалашнӑ арҫын Чӑваш Енри хӑш районтан пулни тата унта вӑл мӗнле лекни паллӑ мар.
Мускавра Чӑвашран тухнӑ офицерсен пухӑвӗ иртнӗ. «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) офицерсен юлташлӑхӗн Мускаври организацийӗ ӗнер, нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, ирттернӗ канашлӑва Хӗҫпӑшаллӑ ҫарсенче, Шалти ӗҫсен министерствинче, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче, Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче, следстви комитетӗнче, налук полицийӗнче тата ытти вырӑнта тӑрӑшакан офицерсем пухӑннӑ. Организацие 2000 ҫулта йӗркеленӗ. Йышра — 450 ытла ҫын.
Чӑвашран тухса Чӑваш Енпе ҫыхӑну татманскерсем иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Юлташлӑхӑн пӗлтӗрхи ӗҫӗпе Владислав Ильин вице-адмирал, вӑл Мускаври организацин ертӳҫи, паллаштарнӑ. Унта Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташӗ Юрий Акиньшин хутшӑннӑ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ҫывхарнӑ май офицерсене вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ячӗпе саламланӑ. Уйрӑмах хастаррисене республика ертӳҫин тав хутне панӑ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ ӗнер Мускава кайнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче икӗ кун пулнӑ вӑхӑтра вӑл РФ Ял хуҫалӑх министерствин департаменчӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулса тӗрлӗ ыйтӑва хускатать.
Экономика тата АПКна патшалӑх енчен пулӑшу кӳрекен департамент пуҫлӑхӗпе Наталия Чернецовапа укҫа пирки калаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, пирӗн региона ҫӑмӑллӑхлӑ кредит валли тупра ытларах уйӑрас ыйтӑва хускатнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, кун пирки малтанласа калаҫса татӑлнӑ.
Ӳсен-тӑран, механизаци, химизаци тата ӳсен-тӑрана хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен департамент пуҫлӑхӗпе Петр Чекмаревпа хӑмла отраслӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. Ку тӗллевпе республика хыснинче кӑҫал укҫа-тенкӗ ытларах уйӑрнӑ. Хӑмла ӳстерессипе хатӗрленӗ программӑна федералсем ырлассине тата укҫа-тенкӗ енчен пулӑшассине шаннине те систернӗ Сергей Артамонов.
«Хавал» уйлӑха кӑҫал та пуҫтарӑнӗҫ. Ун пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче асӑннӑ ушкӑн ӗнер пӗлтернӗ. Чӑваш чӗлхине пӗр-пӗринпе калаҫса хаваслӑн вӗренес текенсенчен нарӑсӑн 28-мӗшӗччен йӗркелӳ взносне йӳнӗ хакпа пухаҫҫӗ.
5 ҫулчченхи ачасемшӗн укҫа илмӗҫ, 5–12-рисемшӗн 200 тенкӗ тӳлемелле, шкул ачисен — 300 тенкӗ, студентсен — 400 тенкӗ, ыттисен — 500 тенкӗ. Тӗлпулу тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса тата хӑвӑрт ӑша хывасси. Унсӑр пуҫне — тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе, историйӗпе, йӑла-йӗркипе паллаштарасси те.
Йӗркелӳ взносне Шупашкарта Алпарух (Александр Блинов), унӑн телефонӗ — 89023285051, йышӑнать; Самарта — Тӑшман (Антон Вечкунин), унӑн номерӗ — 89608420924; Мускавра — Салампи (Оксана Антонова), телефон номерӗ — 89680799852. Ытти хулара пурӑнакансем ыйтӑва ҫак каҫӑпа уҫамлатайӗҫ: cv-haval.org/ru/node/89.
Иртнӗ вырсарникун Мускаври «Avanclub» калаҫу клубӗнче ҫамрӑк чӗлхе тӗпчевҫи пулнӑ. Аса илтеретпӗр, клуб Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче ӗҫлет.
Чӑвашсен калаҫу клубне хӑнана Мускаври патшалӑх лингвистика университечӗн аспиранчӗ (клубӑн халӑх тетелӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «хастар тата маттур хӗр») Марина Васильевна Куцаева пынӑ.
Марина Мускавра пурӑнакан чӑвашсем хӑйсен чӗлхи, халӑхӗ, культури пирки мӗн шухӑшланине тӗпчет иккен. Диссертацине те вӑл ҫак темӑпа ҫырнӑ. Калаҫу теми — «Опыт социолингвистического обследования чувашской диаспоры московского региона» (чӑв. Мускав регионӗнчи чӑваш диаспорин социолингвистика тӗпчевӗн опычӗ). Лекцие хӗр вырӑсла вуланӑ.
Ӗнер, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, Мускаври Национальноҫсен ҫуртӗнче легендарлӑ дивизи командирне, Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Василий Чапаева ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине асӑнса каҫ иртнӗ. Унта «Чапаев» фильм кӑтартнӑ, чӑваш эстрада артисчӗсем концерт лартнӑ.
Сӑмах май каласан, Шупашкарти В.И. Чапаев музейӗнче кӑҫал анлӑ реконструкци ирттересшӗн тата экспозицисене ҫӗнетесшӗн. Ӑна тума учреждени ЧР Пуҫлӑхӗн грантне, пурӗ 2,8 миллион тенкӗ, тивӗҫнӗ.
Музей аталанӑвӗ пирки аваллӑх управҫинче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть пулнӑ чухне сӑмах пуҫарнӑ. Экскурсие ертсе пынӑ учреждени ертӳҫи Денис Сятрайкин музей историне аса илтернӗ: ӑна 1974 ҫулта ВЛКСМ Чӑваш обкомӗ тата Чӑваш Республикин таврапӗлӳ музейӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Экспозицисем 25-мӗш дивизипе паллаштараҫҫӗ.
Юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн музей ҫӗнӗ экспонатсемпе: тӗрлӗ хӗҫ-пӑшалпа снарядпа, амуниципе – пуянланӗ. Василий Чапаевпа ҫыхӑннӑ кинохроника кадрӗсем, унӑн дивизийӗнчи салтаксемпе паллаштаракан урӑх информаци те пулмалла.
Иртнӗ ҫулхи раштавра Хура тинӗсре ӳкнӗ РФ Хӳтӗлев министерствин Ту-154 самолечӗ ӳкнине эпир пӗлтернӗччӗ. Инкекре журналистсем, РФ Ҫарӗн А.В. Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем вилнӗччӗ. Ҫав шутра хрантсус композиторӗ Морис Равель кӗвӗленӗ «Дитя и волшебство» лирикӑлла фантазие Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче лартнӑ Максим Иванов режиссер та пулнӑччӗ.
Александровӑн ансамбльне юрӑҫсем суйламалли конкурса Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет артисчӗсем те хутшӑннӑ. Театр сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Константин Москалевпа Сергей Кузнецов унта юрлама пуҫлӗҫ. Театра вӗсене Мускавран солист евӗр чӗнсе илӗҫ.
Рита Кириллова журналист «Фейсбукра» ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, бас сасӑллӑ Константин Москалевӑн малтанхи пӗлӗвӗ — журналист. Унпа вӗсем тахӑҫан «Аргументы и Факты» хаҫатра ӗҫленӗ. Константин Москалев Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, Сергей Кузнецов — Улатӑрта.
Паян ирпе Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Юрий Акиньшин йышӑннӑ.
Полпред пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат вӑл агроном тата юрист пулнине хыпарланӑ. Юрий Акиньшин Ставропольти ял хуҫалӑх академийӗнче тата Ҫурҫӗр Кавказри патшалӑхӑн техника университетӗнче вӗреннӗ. Ставрополь крайӗнче тата федерацин влаҫ органӗсенче чылай ҫул ӗҫленӗ. Юрий Акиньшин 2009–2013 ҫулсенче РФ Росреестрӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Анчах ӑна унтан тӗрӗслев хыҫҫӑн хӑтарнӑ пулать.
Полпред тивӗҫне пӗлтӗрхи ҫулларанпа Валерий Шакин пурнӑҫланӑччӗ. Тулли праваллӑ элчӗре талпӑнуллӑ тимленипе палӑрнӑ Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче ҫуралнӑ Леонид Волков тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Шанса панӑ укҫапа тивӗҫлӗ усӑ курман тесе шухӑшланӑран пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче ӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ, килтен тухмалла мар йышӑннӑччӗ. Леонид Волков ҫӗршыв Президенчӗ патне темиҫе хутчен ҫырчӗ. Ҫулталӑк вӗҫӗнче ӑна ирӗке кӑларчӗҫ, пуҫиле ӗҫ, шел пулин те, вӗҫленмен — тӗпчев малалла пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |