Чӳк уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче Мускаври «Измайлово» концерт залӗнче Раҫҫейри чи лайӑх ҫемьесене суйланӑ. «Ҫулталӑкри ҫемье» ята Чӑваш Енри Уткинсем тивӗҫнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗ ялӗнче пурӑнакан 57 ҫулти Каролина Анатольевнӑпа 56-ри Анатолий Арсентьевич Мускава ҫак наградӑна илме кайнӑ. Ҫемье чӑннипех те мухтава тивӗҫ. Мӑшӑр 11 ачана воспитани парать, вӗсенчен 9-шӗ – ӑшӑ ҫунат айне илнӗ тӑлӑхсем. Асла икӗ хӗрӗ ҫемьеллӗ ӗнтӗ, вӗсем уйрӑм пурӑнаҫҫӗ. Уткинсен 3 мӑнук ӳсет.
Уткинсем тӑлӑхсене хӑйсен ачисем валли юлташ пулччӑр тесе ҫемьене йышӑннӑ. «Ывӑлӑн никампа та выляма ҫукчӗ. Ялта ача пачах ҫукчӗ. Ҫавӑнпа тӑлӑхсене илес шухӑш ҫуралчӗ», - пӗлтернӗ Каролина Анатольевна.
Уткинсен хуҫалӑхӗ пысӑк: ултӑ ӗне, пӑрусем, хурсем, чӑхсем, вӗлле хурчӗсем. Ачисем те хӑйсем пекех ӗҫчен ӳсеҫҫӗ. Амӑшӗн кашни кун 15 литрлӑ кастрюльпе апат пӗҫерме тивет. Япала та кашни кунах купи-купипе ҫумалла. Амӑшӗ капла ывӑнмасть-и? Ҫук, ун кун пирки шухӑшлама вӑхӑт та ҫук.
Ҫак кунсенче ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Рэдиссон Ройал Москва» хӑна ҫурчӗн конгресс-паркӗнче этнос тата регионсенчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсен медиафорумӗ ӗҫлет. Ун пекки халиччен пулман.
Мускаври форума «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ – тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина тата Канаш районӗнчи «Канаш» хаҫат журналисчӗ Светлана Кузнецова хутшӑнать.
Медиафорума Мускав хулин Наци политикин тата регионсем хушшинчи ҫыхӑну енӗпе ӗҫлекен департаментпа Этноссем хушшинчи журналистика гильдийӗ йӗркеленӗ. Форума РФ Журналистсен союзӗн ҫӗнӗ ертӳҫи Владимир Соловьев тата ыттисем тухса калаҫнӑ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина «Детские и молодежные СМИ» (чӑв. Ача-пӑча тата ҫамрӑксен МИХӗсем) ятпа иртнӗ дискуссие хутшӑннӑ.
Паян ҫӗршывӑн тӗп хулинче Раҫҫей Журналистсен союзӗн XII съезчӗ иртет. Унта Чӑваш Енрен 10 ҫын хутшӑнать: республикӑри Журналистсен союзӗн ертӳҫи Валерий Комиссаров, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика кафедрин пуҫлӑх Анатолий Данилов, «Чӑваш Ен» ПТРК информаци программисен службин ертӳҫи Елена Егорова, ЮТВ телекомпани директорӗ Юрий Гурьянов, «Советская Чувашия» хаҫат тишкерӳҫи Елена Зайцева, Куславкка районӗн «Ялав» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Валентин Константинов, Етӗрне районӗн «Ӗҫ ялавӗ» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Светлана Трилинская, Канаш районӗн «Канаш» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Людмила Шурекова, Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева, «Хыпар» хаҫат тишкерӳҫи Юрий Михайлов.
Съездра Раҫҫей Журналистсен союзӗн председательне ертсе пыракана суйлӗҫ. Хальхи ертӳҫӗ Всеволод Богданов тивӗҫе пурнӑҫлама пӑрахассине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри аслӑ шкулсенчен пӗрин столовӑйӗнче студентсене пахалӑхсӑр ҫимӗҫпе апатлантарни палӑрнӑ. Кун пирки Россельхознадзор управленийӗн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтерет. Пахалӑхсӑр апата та асӑннӑ управлени специалисчӗсем планпа пӑхнӑ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче асӑрханӑ.
Надзор органӗн специалисчӗсем тӗрлӗ ҫимӗҫе 13 проба илсе Хусанти ветеринари лабораторине ярса панӑ та 5 пробӑра кӑлтӑк тупса палӑртнӑ.
Рязань облаҫӗнчен килсе ҫитнӗ тӑпӑрчӑра тата Чулхула облаҫӗнчи сырта фитостерин пулнӑ. Ку вӑл апат-ҫимӗҫе хатӗрлекенсем ӳсен-тӑран ҫӑвӗпе усӑ курнине, тепӗр майлӑ каласан, продукци суя пулнине пӗлтерет.
Мускавра ҫу кӑларакан предприяти продукцие кӑларассипе ҫеҫ мар, кӳрсе килессипе те йӗркене пӑснӑ.
Чӑваш Енри сӗтре КМАФАнМ виҫи пысӑккине палӑртнӑ. Вӑл ытлашши пулсан наркӑмӑшланас хӑрушлӑх пур иккен.
Айӑплисене явап тыттарнӑ тесе ӗнентереҫҫӗ Россельхознадзорӑн управленийӗнче.
Шупашкар – ачасемшӗн хӑтлӑ хула-и? Ҫакна www.domofond.ru портала тишкерсен пӗлме пулать. Экспертсем ача-пӑча инфратытӑмӗ аталаннӑ хуласен списокне хатӗрленӗ.
Танлаштарӑма хатӗрличчен Раҫҫейри пысӑк хуласенче пурӑнакансен хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. «Манӑн районта ачасене кирли йӑлтах пур: вӑйӑ лапамӗ, ача пахчи, поликлиника, шкул тата ытти те» предложение 1-10 балпа хаклама сӗннӗ. Ыйтӑма пӗтӗмпе 258441 ҫын хутшӑннӑ.
Танлаштарӑмра малти йӗркене Мускав хули йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Питӗр. Виҫҫӗмӗш йӗркене Тӗмен йышӑннӑ. Шупашкар миҫемӗш вырӑна лекнӗ-ха? Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, лару-тӑру улшӑнман. Кӑҫал та Шупашкар ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн хулара ыйтӑма 1214 ҫын хутшӑннӑ.
Танлаштарӑмӑн чи аялти йӗркисене Якутск, Шахты, Махачкала хулисем йышӑннӑ.
Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче Ольга Шарыкина пианистка тата концертмейстерӑн юбилей концерчӗ иртнӗ.
Халӑхсем хушшинчи тата пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ концерт пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитичченех рояль умӗнче пулнӑ.
Чӑваш Енӗн профессиллӗ музыкине Ольга Николаевна парӑнни 42 ҫул ӗнтӗ. Ҫав шутран
виҫӗ теҫетке ытла ҫулне пианистка Федоров Павлов ячӗллӗ музыка училищинче тӑрӑшать. Вокалистссемпе инструменталистсен коцертмейстерӗ пулса вӑл вӗренекенсен темиҫе ӑрӑвне вӗрентсе кӑларнӑ. Ун патӗнче пӗлӳ пухнисем Мускаври, Питӗрти, Чулхулари, Сартури, Хусанти тата Шупашкарти аслӑ шкулсенче пӗлӳ пухаҫҫӗ.
Ольга Шарыкина пики каласан, хай вӑл Йошкар-Олари музыка училищинче тата Хусанти пединститутра музыкӑпа педагогика факультетӗнче, Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ консерваторинче фортепьяно факультетӗнче вӗреннӗ. Тулӑри музыкӑпа педагогика училищинче фортепьяно ӑсталӑхне вӗрентнӗ. Шупашкарта вӑл филармонин музыка лекторийӗ концертмейстерӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ балет класӗнче аккомпаниатор пулнӑ.
Питӗр хулинче те чӑваш чӗлхи вӗренеҫҫӗ. Кун пирки «Клуб чувашского языка Санкт-Петербург» (чӑв. Питӗрти чӑваш чӗлхи клубӗ) ушкӑнра ҫырса пӗлтернӗ.
«Ырӑ кун пултӑр!
Юн кун, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Хисеп ячӗ» темӑна малалла тӗпчӗпӗр! 18 сехет те 30 минутра пурне те Наци литературисен вулавӑшӗнче кӗтетпӗр, Гороховая урамӗ, 41-мӗш ҫурт.
Тӗл пуличчен!» — тесе ҫырнӑ унта.
Сӑмах май, Мускавра та чӑваш чӗлхи вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи курсӗ тӳлевсӗр тесе ҫырнӑ. Унта ҫырӑнас текенсене +79680799852 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Пӗрремӗш занятие чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Вӗренӗве Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче (Пысӑк Ордынка урамӗ, 46-мӗш ҫурт, 1-мӗш строени). Ҫак хыпара Оксана Антонова пӗлтернӗ.
Ҫӗршывра паян, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, палӑртакан уяв ятне Раҫҫейре пурӑнакансенчен чылайӑшӗ пӗлмест.
Халӑх шухӑшне тӗпчекен Пӗтӗм Раҫҫейри центр (ВЦИОМ) ыйтӑм ирттернӗ те ҫынсен 48 проценчӗ паянхи куна «канмалли тата тепӗр кун» евӗр йышӑннине палӑртнӑ. Мускавпа Питӗр хулисем политикӑран уйрӑмах аякра тӑнине ҫиеле тухнӑ. Унта пурӑнакансенчен 60 проценчӗ паянхи куна канмалли кун тесе каланӑ, уяв тенисем — ыйтӑма хутшӑннисенчен чӗрӗк пайӗ ҫеҫ. Хуравлама ыйтнисенчен 16 проценчӗ чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ уяв тесе калама аптӑранӑ.
Сӑмах май, Халӑх пӗрлӗхӗн кунне палӑртнине паян Шупашкарта 11 пине яхӑн ҫын хутшӑннине ӗнентереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ. Уяв Хӗрлӗ лапамра иртнӗ.
«Кала-ха» вӗренӳ пособийӗ валли юрӑсем ҫырма укҫа малалла пухаҫҫӗ. Халӗ 30 пин тенкӗ пуҫтарӑннӑ. Тепӗр ҫавӑн чухлӗне яхӑн кирлӗ.
«Чӗлхене вӗренмелли уроксенче юрӑсем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа май килнӗ таран ӑна ӗҫе кӗртмелле. Вӗренӳ министерстви укҫа ҫук тесе пулӑшмарӗ. Анчах эпир ӗҫе тӑсатпӑр, юрӑсене халех хатӗрлетпӗр. Аудифайлсем валли те укҫа кирлӗ. 100 тенкӗрен ытларах уйӑрнӑ кирек епле пулӑшу та пӗлтерӗшлӗ», — теҫҫӗ ку ӗҫпе тӑрӑшакансем. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кала-ха» страницӑна ҫыру ҫырма пулать е 68-50-51 номерпе шӑнкӑравламалла.
Хальлӗхе ҫак ҫынсем пулӑшнӑ: Алексей Осипов (Шупашкар), Александр Ковалев (Мускав), ятне кӑтартман ҫын (Шупашкар), «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ, Евгений Никитин (Етӗрне), Ольга Николаева (Ульпи, Париж), Анатолий Миронов (Швеци), Марина Андреева (Шупашкар), Николай Иванов (хӑй ӑҫтанне кӑтартман).
Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ кӑҫал та иртет. Аса илтерер, пӗлтӗр ӑна авӑн уйӑхӗн 19—23-мӗшӗсенче йӗркеленӗччӗ.
«Сказочная палитра» (чӑв. Асамлӑ палитра) театр канашлӑвне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе йӗркеленеччӗ. Хальхинче Театр ӗҫченӗсен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗ те укҫа уйӑрать.
Кӑҫалхи фестивале Якут Республикинчен те килӗҫ. Театр канашлӑвӗ вӑхӑтӗнче спектакльсене наци чӗлхисемпе кӑтартӗҫ. Вӗсене синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |