М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗн ректорӗ Виктор Садовничий «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Наградӑпа ректора пирӗн республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ӗнер чысланӑ.
Наградӑна ректора «И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Ӑсчахсен канашӗн, Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн, вӗрентекенсен, ашшӗ-амӑшӗсен сӗнӗвӗсене шута илсе» «пирӗн регионти вӗренӳпе наукӑна аталантарас ӗҫе пысӑк витӗм кӳнӗшӗн» панӑ. Ҫав аслӑ шкулта юлашки ҫулсенче Чӑваш Енри самай ача пӗлӳ пухать.
ЧР патшалӑхӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, М.В. Ломоносов ячӗллӗ МПУ ректорӗ Виктор Садовничий тата ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев аслӑ шкулпа Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен те ӗнер алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енри хӗре Мускаври хваттерте читлӗхри пек усранӑ. Мускавра ҫуралса ӳснӗ арҫын ӑна унтан кӑларса яман. Арҫын чӑваш хӗрне пӗрмай мӑшкӑлланӑ. Кун пирки www.mskagency.ru порталта пӗлтернӗ.
Чӑваш Енрен Мускава кайнӑ 20 ҫулти хӗре Мускаври пӗр пульницӑн нейрохирурги уйрӑмне илсе килнӗ. Унӑн пуҫӗ суранланни, пуҫ мими чӗтренни паллӑ. Кӗлетки ҫинче пӗҫертнӗ, каснӑ вырӑнсем пулнӑ.
Хӗр каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа акан пуҫламӑшӗччен ӑна Мускавра пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 26-ри арҫын хваттерте усранӑ. Вӑл хӗре мӑшкӑлланӑ вӑхӑтра вӑйлӑ витӗм кӳрекен препаратсем ӗҫтернӗ.
Полицисем ҫав арҫынна хваттерӗнче тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Нумаях пулмасть Раҫҫейре ҫӑмал атлетика енӗпе командӑсемпе харпӑр ҫынсен чемпионачӗ иртнӗ. Тупӑшӑва ветерансем хутшӑннӑ. Вӑл Мускавра иртнӗ.
Пирӗн республикӑран унта СССР тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, ШӖМ ветеранӗ Виктор Семенов хутшӑннӑ. Вӑл 65–69 ҫулсенчи ветерансен хушшинче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.
Олимпиец 3 пин метра 14 минут та 47 ҫеккунтра утса тухнӑ. Ҫапла майпа вӑл ҫак дистанцире Раҫҫейӗн рекордне ҫӗнетнӗ. Эппин, хальлӗхе пирӗн ентеш ку енӗпе чи матурри.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче Чӑваш Енрен депутата суйланнӑ Анатолий Аксаков тата Олег Николаев (вӗсем иккӗшӗ те «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑраҫҫӗ) паян Мускавра Чӑваш Енри ентешсемпе тӗл пулнӑ. Ҫакна халӑх тетелӗсенчен пӗринче Анатолий Аксаков хыпарланӑ.
«Культурӑна, экономикӑна, бизнеса, политикӑна пӗтӗмӗшле аталантарас, проектсемпе пуҫарусене пурнӑҫа кӗртме пулӑшас енпе кӑсӑклӑ нумай ыйту, сӗнӳ пулчӗ», — ҫырнӑ паллӑ политик. Тӗлпулӑва РФ Патшалӑх Думине пынисем Чӑваш Еншӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ-мӗн.
Аса илтерер, РФ Патшалӑх Думине пӗр мандатлӑ округпа суйланнӑ Анатолий Аксакова финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫине суйланӑччӗ. Парти списокӗпе суйланнӑ Олег Николаева хысна тата налук енӗпе ӗҫлекен комитета кӗртнӗ.
Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Йӑлана кӗнӗ республика шайӗнчи конкурсра хамӑр тӑрӑхри профессилле театрсен ӗҫне хаклаҫҫӗ.
Кӑҫалхи вӑхӑтӗнче Мускаври, Ӗпхӳри, Чӗмпӗрти критиксем пӑхса хӑйсен шухӑшне пӗлтерессине эпир маларах систернӗччӗ. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсене вӗсем пуш уйӑхӗн 21-26-мӗшӗсенче пӑхнӑ.
«Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль (режиссура)» номинацире П. Чайковскин «Спящая красавица» балетне (ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче Данил Салимбаев лартнӑ) ҫӗнтернӗ. «Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль (режиссура)» – Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Снежная королева» спектаклӗ (ӑна Иосиф Дмитриев лартнӑ).
Чи лайӑх хӗрарӑм рольне В. Николаев пьеси тӑрӑх Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ «Пихампар чунӗ манра» спектакльти Сипет сӑнарне калӑпланӑ Эмилия Назарова тивӗҫнӗ. Арҫын ролӗпе Вырӑс драма театрӗнчи «Отель двух миров» спектакльти Раджапура сӑнарӗшӗн Борис Кукин палӑрнӑ. «Иккӗмӗш планри чи лайӑх сӑнара» та ҫав театрӑн артисчӗ тивӗҫнӗ.
1-мӗш телеканалпа кӑтартакан «Наедине со всеми» кӑларӑм хӑни Надежда Павлова балет ӑсти пулнӑ.
Надежда Павлова балерина — СССР халӑх артистки, Пӗтӗм союзри тата тӗнче шайӗнчи конкурссемпе фестивальсен лауреачӗ, Театр ӳнерӗн Раҫҫей академийӗн профессорӗ 7 ҫулта чухне хореографи кружокне ҫӳреме пуҫланӑ. 1966 ҫулта ӑна Пермьрен Шупашкара килнӗ хореографи училищин комиссийӗ асӑрхать те Шупашкар пикине унта вӗренме илеҫҫӗ. Пӗлтӗр вӑл 60 ҫул тултарчӗ.
Аса илтерер, Шупашкарта ренгенотехникпа ача пахчинчи воспитатель ҫемйинче ҫуралса Мускаври сцена ҫинче хӑйӗн пурнӑҫри вырӑнне тупнӑ Надежда Павлова ӑҫта кӑна гастрольпе пулман-ши, хӑш ҫӗршыва кӑна ҫитмен-ши?! 1975 ҫулта вӑл Мускаври пысӑк театрта солистра ташлама тытӑннӑ.
Халӗ вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнать. Унӑн иккӗмӗш мӑшӑрӗ — Константин Окулевич, психоаналитик, медицина наукисен кнадидачӗ. Пурнӑҫри йывӑр самантсенче шӑпах вӑл ӑна ӑшӑ сӑмахпа, ҫул кӑтартнипе пулӑшнине те Надежда Павлова пытармарӗ.
Кӑларӑмра тем пирки те аса илчӗҫ: ачалӑха, пурнӑҫри йывӑр самантсене, ҫитӗнӗве, хӑйне ӑмсанакансене епле йышӑннине.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ӗнер Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗ пухӑнчӗ. Сӑлтавӗ те пурччӗ — ӑна Таврапӗлӳ кунне халалласа ирттерчӗҫ.
Тӗп ыйтусен йышӗнче иккӗ пулчӗ: «Чемен карти» таврапӗлӳпе туризм центрӗнчи ӗҫсемпе паллашасси тата чӑваш халӑхӗн кунталӑкне (календарьне) хатӗрлесси. Пӗрремӗш ыйтупа таврапӗлӳҫӗсен ертӳҫи Сергей Сорокин тухса калаҫрӗ. Паянхи кун тӗлне мӗн туни пинки, мӗн тӑвас шутли ҫинчен пӗлтерчӗ. Сӑмахран, «Чемен картинче» ҫывӑх вӑхӑтра музей хӑйӗн алӑкне уҫмалла иккен. Сергей Лазаревич музейе пулӑшма ыйтрӗ — авалхи почта ӗҫне ҫутатакан япаласем сахалтарах.
Чӑваш халӑхӗн кунталӑкне те сӳтсе яврӗҫ. Сӑмахран, Виталий Петрович Станьял вӑл мӗнлерех пулмалли пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ. Унашкал кӗнеке кашнин килӗнче сӗтел ҫинче выртмалли ҫинчен каларӗ.
Ҫавӑн пекех таврапӗлӳҫӗсем Ленин мавзолейӗ пирки те заявлени йышӑнчӗҫ. Владимир Ильичӑн юнӗнче чӑваш юнӗ те пулнӑран мавзолей тавра тухакан калаҫусем пирӗн халӑха та пырса тивни пирки каларӗҫ, Ленин ӳтне мавзолейрах хӑвармалли ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Заявленипе пирӗн сайтра паллашма май пур.
Ҫӑмӑл атлетсен кӑҫал иртекен Тӗнче чемпионатне Чӑваш Ен интересне хӳтӗлекен Анжелика Сидорова хутшӑнма пултарать. Шӑчӑпа ҫӳллӗшне сикекен ҫак хӗрсӗр пуҫне Раҫҫей спортсменкисенчен Дарья Клишинӑна ирӗк панӑ.
Спортсмен 1991 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ. Раҫҫейри ӑмӑртусенче вӑл темиҫе хутчен те чемпион ятне тивӗҫнӗ. Википеди пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑсталӑха Сидорова «Юность Москвы» обществӑра Светлана Абрамова тренер ушкӑнӗнче туптать. 2010 ҫулта Тӗнче чемпионатӗнче юниорсем хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. 2013 ҫулта ҫамрӑксем хушшинче Европӑри чемпионатра кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Тепӗр ҫулхине, 2014-мӗшӗнче, А. Сидорова ҫуллахи Европа чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ.
Кӑҫалхи Тӗнче чемпионачӗ ҫурла уйӑхӗнче Лондонра иртмелле.
Чӑваш Енӗн туризм вӑй-хӑватне Мускавра астивсе пахаланӑ. «Интурмаркет–2017» пӗтӗм тӗнчери курав шӑматкун уҫӑлнӑ. Ӑна РФ Президент Администрацийӗ, Туризм енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви тата Раҫҫейӗн туриндустрийӗн пӗрлешӗвӗ пӗрле пулса уҫнӑ.
«Интурмаркет–2017» курава хутшӑннисене пирӗн тӑрӑхри паллӑ вырӑнсемпе тата турист маршручӗсемпе паллаштарнӑ. Кунсӑр пуҫне пӗр-пӗр пулӑма халалланӑ мероприятисем ҫинчен каласа кӑтартакан материалсем те пулнӑ. Чӑвашсен стенчӗпе курава пынисем хаваспах паллашнӑ.
«Интурмаркет–2017» кураври тепӗр паллӑ пулӑм — ҫавӑнта пынисем валли дегустаци йӗркелени. Чӑвашсем те хӑнасене тӑван халӑхӑмӑрӑн наци апат-ҫимӗҫне астивме май туса панӑ. Тутанса пӑхас текенсем самай пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |