«Симӗс патруль» Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗ регионсен тасалӑхне тишкернӗ. Хальхинче вӗсем ҫуркуннехи кӑтартусене шута илнӗ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республика чи таса регионсен танлаштарӑмне кӗнӗ. Чӑваш Ен чи таса пилӗк регион йышне лекнине палӑртма кӑмӑллӑ.
Малти вырӑна кам йышӑннӑ-ха? Тамбов облаҫӗ. 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене Алтай крайӗпе Алтай Республики пайланӑ. Чӑваш Ен — 4-мӗш вырӑнта.
Малти 10 регион йышне Чӗмпӗр, Белгород облаҫӗсем, Мускав, Питӗр хулисем, Ростов тата Курск облаҫӗсем лекнӗ. Аутсайдерсен йышӗнче — Курган, Иркутск облаҫӗсем, Бурят Республики, Севастополь хули, Ӗренпур, Мускав облаҫӗсем тата Ленинградпа Свердловск, Челепи облаҫӗсем.
Чӑваш Енри паллӑ тележурналист, поэт, драматург Марина Карягина Пӗтӗм Раҫҫейри литература фестивалӗнчен кӗмӗл медальпе таврӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче вӑл каллех — ҫӗршывӑн тӗп хулинче. Унта Марина Карягина Раҫҫейри халӑхсен поэзи антологийӗн хӑтлавне хутшӑнать.
Антологие Раҫҫейри кашни халӑхран пилӗк поэт сӑввисене кӗртнӗ. Чӑвашсенчен Геннадий Айхи, Николай Исмуков, Петӗр Яккусен, Любовь Мартьянова, Марина Карягина лекнӗ. Маринӑна кӑларӑма хатӗрлекенсем автор экземплярне маларахах парнеленӗ.
«Ман алӑра - вулакан патне ҫитсе те ӗлкӗреймен Поэзи антологийӗ. Кунта тата пирӗн Геннадий Айхи, Петӗр Яккусен, Николай Исмуков, Любовь Мартьянова поэтсен сӑввисем пур. Пӗрререн ытла илеймерӗм: йывӑр», — ҫырнӑ вӑл «Фейсбукра» темиҫе кун каялла.
Нумай чӗлхеллӗ антологине 229 авторӑн 57 наци чӗлхипе ҫырнӑ ӗҫӗсене тата вӗсене вырӑсла куҫарнисене кӗртнӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Ене Алексей Навальный килнине, вӑл кунта штаб уҫнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Паян Навальный тӗлӗшпе суд пулнӑ.
Ӗҫе Мускаври Люблино районӗн сучӗ пӑхса тухнӑ. Мӗн пирки тавлашнӑ-ха унта? Алексей Навальный «Он вам не Димон» фильм ӳкерни пирки Раҫҫейӗпех пӗлеҫҫӗ-тӗр. Вӑл — РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев пирки.
Суд ҫак видеона тӗнче тетелӗнчен хураттарма йышӑннӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, Навальныйӑн ӑна виҫӗ уйӑхра хуратмалла. Ҫавӑн пекех унӑн Алишер Усманов усламҫӑ пирки ҫырнӑ статьясене тӗнче тетелӗнчен илмелле. Ҫакна тума 10 кун срок панӑ. Алексей Навальный пӗлтернӗ тӑрах видеона вӑл хуратма килӗшмӗ.
Сӑмах май, «Он вам не Димон» видеона тӗнче тетелӗнче 21 миллион ытла ҫын пӑхнӑ. Вӑл Усманов олигарх Медведевпа ҫыхӑннӑ фонда ҫуртпа ҫӗр лаптӑкӗ пани пирки.
Паян, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Мускавра Европа бизнесӗн пӗрлешӗвӗнче Чӑваш Республикин хӑтлавӗ иртнӗ.
Унта пирӗн регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин, Правительство Ертӳҫин ҫумӗ – экономика министрӗ Владимир Аврелькин хутшӑннӑ. Вӗсем Европа бизнесӗн пӗрлешӗвӗн пайташӗсемпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Калаҫӑва Европа бизнесӗн ассоциацийӗн Правленийӗн ертӳҫи Томас Штерцель, Европа бизнесӗн ассоциацийӗн генеральнӑй директорӗ Франк Шауфф, Европа бизнесӗн ассоциацийӗн директор ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Руслан Кокарев, Раҫҫейри RocaGrup генеральнӑй директорӗ Антонио Линарес, Европа бизнесӗн ассоциацийӗнче регионсене аталантарассипе тимлекен директор Ольга Медиа Да Силва хутшӑннӑ. Ертӳҫӗсем Чӑваш Енре пуласлӑхлӑ проектсене пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енри паллӑ тележурналист, поэт, драматург Марина Карягина Пӗтӗм Раҫҫейри литература фестивалӗнче пулнӑ. Унта ӑна йӗркелӳҫӗсем йыхравланӑ. Сумлӑ мероприятие кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ, ун чух вӑл Крымра иртнӗ.
Хальхине чикӗ леш енчи чылай ҫӗршывран: Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен, Францирен, Данирен, Польшӑран, Луганскран, Беларуҫран, Англинчен, Австринчен та та ытти ҫӗртен — поэтсем килнӗ.
Кӑҫалхи фестивале Марина Цветаева ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Программа пуян пулнӑ: куллен ӑсталӑх сехечӗсем, ҫавра сӗтелсем, тӗл пулусемпе хӑтлавсем иртнӗ. Еврази халӑхӗсен ассамблейин пӗрремӗш съезчӗ те фестиваль вӑхӑтӗнчех иртнӗ. Марина Цветаева пурӑннӑ ҫурт-музейра поэта халалланӑ сӑвӑсене вулакансен конкурсӗ пулнӑ. Писательсен хулинче, Переделкинӑра, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсемпе сӑвӑҫсен кӗнеке хӑтлавӗсем иртнӗ.
Фестивальте Казахстанӑн паллӑ поэтне Олжас Сулейменова ылтӑн медаль панӑ. Марина Карягинӑна вара кӗмӗл медальпе чысланӑ.
Канаш районӗнчи Юмансарта ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан Г.И. Филиппов тӑван ялӗнче ҫакӑнса тӑракан кӗпер тунӑ. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта вырӑнти тӳре-шара та хутшӑннӑ. Ҫав шутра район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ В. Аланьева, Карӑклӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Е. Козлов пулнӑ. Ял халӑхӗ те пуҫтарӑннӑ.
«Ҫӗруш кӗперне», объекта ҫапла калаҫҫӗ (вӑл пилӗк пӗр тӑванран чи кӗҫӗннин ячӗ, вӑл пӗчӗкле вилнӗ), тума 360 пин тенкӗ тӑкакланнӑ. Укҫана ял халӑхӗ нимелле пухнӑ. Укҫа парса пулӑшнисен шутӗнче — маларах асӑннӑ Г.И. Филиппов, Мускавра пурӑнакан В.И. Филиппов тата О.В. Филиппов, Питӗрте тӗпленнӗ Н. Яковлева тата С.Г. Филиппов, Юмансарти Г.К. Кириллов. Вӗсем пурте — Юмансарта ҫуралса ӳснӗскерсем.
Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗ РФ Чӑваш Енӗн Президенчӗ ҫумӗнче тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волков ӗҫне Шупашкарта пӑхса тухнине хирӗҫ мар. Асӑннӑ шайри тӳресем Чӑваш Енӗн прокуратурин тата Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи элчелӗхӗн тавӑҫне тивӗҫтернӗ.
«Правда ПФО» интернет-хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, Леонид Волков ӗҫне Шупашкарти Ленин район судӗнче пӑхса тухасшӑн пулман. Элчелӗх Мускавра вырнаҫнине шута илсен, Ленин район сучӗн йышӑнӑвӗ территори принципӗпе никӗсленни куҫкӗрет.
Аса илтерер, Леонид Волкова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫаллӑ пулнӑ тесе айӑпласшӑн. Айӑплавпа килӗшмесӗр Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ экс-элчи Леонид Волков РФ Президенчӗ Владимир Путин патне те темиҫе хутчен шӑрҫаланӑччӗ.
«Ӗҫлӗ Раҫҫей» (чӑв. Деловая Россия) бизнес-пӗрлешӗвӗн президенчӗ Алексей Репик Чӑаш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Мускава йыхравланӑ. Пурӑнма е ӗҫлеме мар. Бизнес-пӗрлешӗвӗн паян иртнӗ анлӑ ларӑвне.
Унта Раҫҫейӗн инвестици климачӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ларӑва Раҫҫей усламҫисен кунне халалласа йӗркеленӗ. Пухӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, тӗрлӗ регион ертӳҫисем, аталану енӗпе ӗҫлекен институтсен пайташӗсем хутшӑннӑ.
Чӑаш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Алексей Репик пирӗн республика ертӳҫине маларах ҫапла хакланӑ: «Регион Пуҫлӑхӗн ушкӑнӗ тухӑҫлӑ ӗҫлесен унта ҫитӗнӳсем те ҫук мар. Ӗҫлеме пултаракан командӑра кӑтартусем пысӑк. Бизнеса аталантарассине тимлӗх уйӑрсан, тӗп приоритет тесе йышӑнсан ҫитӗнӳ те пур. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Васильевич Игнатьев ку енӗпе ыттисемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче. Вӑл ертсе пыракан команда тухӑҫлӑ ӗҫлеме пӗлнине пӗр хутчен ҫеҫ мар ҫирӗплетсе панӑ. Вӗсем регион аталанӑвӗ предпринимательсен вӑйӗнчен те сахал мар килет текен ӑнлава тӗпе хурса ӗҫлени ытти субъектсемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх вырӑнӗнче пулса тӑчӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нарат Чакки ялӗнчи Нина Скворцова малтан Мускавра пурӑннӑ. Вӑл унти хваттерне хӑварса яла куҫса килнӗ. Халӗ вӑл теплицӑра пахча ҫимӗҫ ӳстерет, чӑх-чӗп усрать.
Нина Скворцова Ҫӗнӗ Шупашкарти пульницӑра 25 ҫул акушеркӑра ӗҫленӗ. Унтан Мускава ҫемйипех куҫса кайнӑ. Ӑна аппӑшӗ хваттер парнелесе хӑварнӑ пулнӑ. Мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Нина Федоровна Мускавра пурӑннӑ. Анчах ял пирки манман.
Яла куҫса килсен хӗрарӑм кил-ҫуртне хӑтлӑлатнӑ, пахчара улма-ҫырла ҫитӗнтерме пуҫланӑ. Пахчара виҫӗ теплица лартнӑ. Унта чӑх-чӗп ҫитӗнтерет. Теплицӑра ӑшӑ, симӗс курӑк ӳсет. Чӗпсене вара инкубаторпа кӑларать.
Ачисем те унпа пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем лавккаран апат-ҫимӗҫ туянмаҫҫӗ, хӑйсем туса илеҫҫӗ. Хӗрарӑм яла куҫнӑшӑн пӗрре те ӳкӗнмест, ырӑлӑхра пурӑнать вӑл.
Мускавра реноваци программине пуҫарса янине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем те илтнех ӗнтӗ. Пилӗк хутлӑ кивӗ ҫуртсенче пурӑнакансене ҫав программӑпа урӑх ҫуртсене пурӑнма куҫарасшӑн. Ҫӗнӗлӗхе Мускав ҫыннисем тӗрлӗрен йышӑнни те вӑрттӑнлӑх мар-ха. Унпа килӗшменнисем митинга тухсах хӑйсен шухӑшне палӑртнине Мускаври массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫеҫ мар, ҫӗршыврисем те хыпарланӑччӗ. Анчах халӗ сӑмахӑмӑр ун пирки мар.
Реноваци программипе куҫармалли ҫуртсенчен иккӗшне, Мускавӑн кӑнтӑр-хӗвелӑнӑҫ автономи округӗнчи Артюхин урамӗнчи 24А тата 28А ҫуртсене, Чӑваш Енри строительсем хӑпартасҫӗ. Объектсенчен пӗрне кӑҫалах туса пӗтерӗҫ, теприне — 2018 ҫул пуҫламӑшӗнче. Кун пирки «Комсомольская правда» хаҫатӑн ятарлӑ корреспонденчӗ Олег Адамович хыпарланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |