Мари Элти аш-какай комбиначӗ Вӑрнарти аш-какай комбинатне суда панӑ. Тавӑҫа Арбитраж сучӗ йышӑннӑ.
Тавӑҫра Йошкар-Олари комбинат Вӑрнартине правасене пӑсма пӑрахма ыйтнӑ, унран вӑл куншӑн 5 миллон тенкӗ шыраса илесшӗн.
Икӗ комбинат мӗнле кӑлпассишӗн тата тавар паллишӗн тавлашма тытӑннине пӗлтермен.
Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн чылай ялта электричество ҫук. Специалистсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Анчах ку та ҫителӗксӗр. Кӳршӗ регионсенчи специалистсене те пулӑшма чӗннӗ.
Пирӗн пата Чӗмпӗр, Сарӑту, Самар, Ӗренпур, Пенза облаҫӗсенчи бригадӑсем килеҫҫӗ. Паян кӑнтӑрла тӗлне 72 бригада, пӗтӗмпе 230 ытла ҫын, ӗҫленӗ. Кунсӑр пуҫне 92 техника тухнӑ.
Ҫанталӑка пула ялта ҫутӑ сӳнсен ҫак телефонпа шӑнкӑравламалла: 8-800-220-0-220. Тӳлевсӗр.
Мари Элте инкек пулнӑ. Унта Чӑваш Енри арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗн регионти управленийӗ пӗлтерет.
Инкек Козмодемьянск хулинче нумай хутлӑ ҫурт тунӑ ҫӗрте пулнӑ. Чӑваш Енри 49 ҫулти арҫын ӗҫе пӗрремӗш кун тухнӑ. Вӑл кранпа ӗҫленӗ. Тӑрук кран персе аннӑ.
Шел те, крановщик вилнӗ. Халӗ Следстви комитечӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Хӗл ларнине пӑхмасӑрах, йӗри-тавра юр выртать пулин те, Чулхулара нумай пулмасть йывӑҫ лартнӑ.
Хулари Пермяковски кӳлӗ тавра аллея тӑвасси пирки Чулхула влаҫӗсем пӗлтӗрех шут тытнӑ-мӗн. Анчах ӗҫ тухман. Ӗҫе пӗлтӗр ҫурлан 31-мӗшӗччен пурнӑҫламалла пулнӑ та, ӑна пурнӑҫлакансем малтан хунавсене шӑрӑх ҫанталӑкра хӗвел ҫинче самай тытнӑ, кайран вара, типнӗскерсене ҫӗре чавса лартнӑ. Шел те, кӑҫал ҫуркунне ҫитсен чылай тирек хунавӗ вӑй илеймен, хӑрса ларнӑ.
Кӳршӗ тӑрӑхӑн тӗп хулин влаҫӗсем алӑ усман — кӳлӗ хӗррине тепӗр хут йывӑҫ лартса тухас тенӗ. Кунхинче вара тирек хунавӗсене хура кӗркунне, юр ӳксен чавса лартнӑ.
NN.RU портал Чулхулан администрацине ыйту янӑ: сивӗре хунавсем лартни йӗркеллӗ-и, вӗсем хӑрса ларас пулсан тепӗр ҫул каллех лартӗҫ-и? Влаҫрисем хурав панӑ тӑрӑх ытлашшиех сивӗ мар ҫанталӑкра, -15 градус сивӗрен ӑшӑрах чухне, хунавсем лартма юрать имӗш. Ҫапла кӗркунне тапхӑрӗпе пӗр-пӗр лаптӑка йывӑҫ-тӗм лартса симӗслетес тӗллевпе туллин усӑ курас тесен тума ирӗк пур имӗш. Унсӑр пуҫне, администраци шантарнӑ тӑрӑх, хунавсен гаранти срокӗ те пур.
Анатолий Юман сӑвӑҫ пурӑннӑ пулсан авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Шел те, 2018 ҫулта вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине кӳршӗ тӑрӑхра онлайн-тӗлпулу ирттерсе паллӑ тӑвӗҫ. Хутшӑнас кӑмӑллисене юпан 28-мӗшӗнче 15:00 сехетре кӗтеҫҫӗ.
«Misanec» информаци порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх мероприятие Чӗмпӗрпе Шупашкарти вулавӑш ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех онлайн-тӗлпулура таврапӗлӳҫӗсемпе литераторсем те пулӗҫ.
Мероприятие «Анатолий Юман — писатель, публицист, переводчик» (чӑв. Анатолий Юман — ҫыравҫӑ, публицист, куҫаруҫӑ) ят панӑ. Онлайн-тӗлпулӑва хутшӑнакансем унӑн пурнӑҫне аса илӗҫ, пултарулӑхне сӳтсе явӗҫ, сӑввисене вулӗҫ.
Анатолий Юман — паллӑ чӑваш сӑвӑҫи, публицист. Ҫавӑн пекех вӑл куҫаруҫӑ та: венгр, поляк, белоруҫ сӑвӑҫисен хайлавӗсене сахал мар чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн мӗнпурӗ 50 ытла кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Анатолий Юман РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑнлӑ районӗн (Чӗмпӗр облаҫӗ) хисеплӗ гражданинӗ, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ преми лауреачӗ.
ЧР цифра министрӗн ҫумӗ Анна Иванова, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина тата унӑн ҫумӗ Дмитрий Моисеев ӗнер «Татмедиа» Тутарстанра чӑвашла тухса тӑракан хаҫат ӗҫченӗсем валли ирттернӗ семинара хутшӑннӑ.
"Эпӗ "Татмедиа" ӗҫӗ-хӗлӗ вӑйлӑ пулнине Сочие кайсан та палӑртнӑччӗ. Анчах халӗ сирӗн пултарулӑх лаҫҫинче пулнӑ май ҫакна тепре каламасӑр пултараймастӑп. Эсир чӑннипех те вӑйлӑ! Сирӗн хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан пуҫарӑвӑрсем регионта пурӑнакан халӑхсен тӑван чӗлхине, культурине хисепленипе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Чи кирли - эсир ӑҫталла талпӑнни паллӑ", - ҫулҫӳрев хыҫҫӑнхи шухӑшӗсене Татьяна Вашуркина "Контактра" халӑх тетелӗнчи страницинче ҫырнӑ. Вӑл ҫулҫӳрев ӑнӑҫлӑ иртнине, унта издательство ҫурчӗн коммерци аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупнине палӑртнӑ.
Тутарстанра чӑвашла 5 хаҫат тухса тӑрать. Чӑваш Енри делегаци вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Дмитрий Моисеев журналистсем валли ӑсталӑх класӗ ирттернӗ.
«Нижний Новгород Онлайн» портал Чулхулари пӗр водительпе калаҫнӑ. Автобус рулӗ умӗнче 30 ҫул патнелле ларакан ҫын Чулхула облаҫӗн тӗп хулинче пассажирсене турттарас ӗҫри чи пысӑк ҫитменлӗхсем ҫинчен каласа панӑ.
Автобус водителӗсене ытларах енӗпе ӗҫ укҫин виҫи тивӗҫтермест иккен. Норма тӑрӑх уйӑхне 176 сехет ӗҫлемелле, анчах 50 пин пулин те ӗҫлесе илес тесе водительсем руль умӗнче 250–300 сехет те ирттереҫҫӗ.
Чулхулари тепӗр ҫитменлӗх: рейсра автобуссен йышӗ кирлинчен сахалрах пулни. Интервью илнӗ водитель каланӑ тӑрӑх, унӑн маршрутӗнче 10 автобус ӗҫлемелле, анчах чи лайӑх вӑхӑтра та ҫиччӗшӗ ҫеҫ ҫула тухаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне тӑваттӑн ӗҫлени те пулкалать имӗш. Ҫакӑ саппас пайсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ. Автобус гарантире пулсан саппас пайне савут ярса парать, ытти чухне вара вӗсене туянма пассажирсене турттаракан предприятийӗн укҫа ҫук. Паркра 130–135 автобус, анчах рейссене ҫӗртен сахалрах тухаҫҫӗ.
Водительсене уйрӑмах ватӑ ҫынсем питӗ килӗшмеҫҫӗ иккен — вӗсене тӳлевсӗр турттарма тивет. Парка таврӑннӑ хыҫҫӑн миҫе проезднойлӑ ҫынна е пенсионера турттарнине пӗрре те шута илмеҫҫӗ имӗш.
Паян Чӗмпӗр облаҫӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Автоаварире нумай ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, фура вӑхӑтра чарӑнса ӗлкӗреймен, малта тӑракан микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Автобус умӗнче тепӗр йывӑр тиевлӗ машина пулнӑ. Ҫавна май пассажир транспортне икӗ пысӑк машина хӗстерсе лартнӑ.
Аварире 16 ҫын вилнӗ. Мерседес салонӗнче 20 ҫынна яхӑн ҫын пулма пултарнӑ. Транспорт харпӑр ҫыннӑн шутланнӑ. Пырса тӑрӑннӑ фура водителӗ вилнӗ.
Малтан автобусра Кӑркӑсстан ҫыннисем пулнине пӗлтернӗ. Анчах кайран ку информаци тӗрӗс маррине каланӑ.
Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, кӳршӗ Чулхула облаҫне вӑрманти пысӑк пушара сӳнтерме кайнӑ. Пӗтӗмпе 45 ҫын, 8 техника ҫула тухнӑ.
Воротынец районӗнчи пушар ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ҫуннӑ лаптӑк 3300 гектара ҫитнӗ. Хальхи вӑхӑтра 800 гектар ҫунать. Ҫулӑм кӳршӗ Мари Элти вӑрман ҫине те куҫнӑ. Унта 300 гектар вӑрман ҫунма пуҫланӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра ҫулӑм ялсене ҫитес хӑрушлӑх ҫук.
ЧР патшалӑх ветеринари служби кӳршӗ регионсенче сыснасен Африка мурӗ пуррине тупса палӑртнӑ. Апла ҫак чир пирӗн регионпа юнашарах
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, сыснасем, хир сыснисем Африка мурӗпе чирленӗ тӗслӗхсене Тутарстанра тата Чӗмпӗр облаҫӗнче тупса палӑртнӑ. Ҫавӑнпа сысна усракан ҫынсене, хуҫалӑхсене йӗркене пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ. Ҫак регионсенчен выльӑх тата вӗсен апатне кӳрсе килмелле мар. Хир сысни пурӑнма пултаракан вӑрмансене ҫӳреме тӑхтамалла. Выльӑх тӑрук вилсен е чирлесен ветеринарсене пӗлтермелле. Выльӑх туяннӑ чухне сутаканран ятарлӑ документсем ыйтмалла.
Ҫавӑн пекех ЧР патшалӑх ветеринари служби выльӑха маркировка тума сӗнет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |