
Чулхулари шкулта ача икӗ арҫын ачана ҫӗҫӗпе тапӑнӑ. Ку пӑтӑрмах хулари Сормово районӗнчи 117-мӗш шкулта пулнӑ.
Ҫӗҫӗ тытса икӗ арҫын ачана тапӑннӑ каччӑ 8-мӗш класра вӗренет. Вӗсене суранлатнӑ хыҫҫӑн вӑл вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Пӗрне – мӑйран, теприне хырӑмран амантнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Вырӑнта йӗрке хуралӗн органӗсен ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа тишкереҫҫӗ.

Шупашкарти ӑстасем Евгений Акимов тата Александр Иванов Тутарстанри Раиф мӑнастирӗ валли юртан скульптурӑсем тунӑ. Композицисем «Рожденственский Вертеп», «Архангел», «Грузинская икона Божией Матери» ятлӑ. Вӗсем «Пӑр тата ҫутӑ» Раштав фестивальне хутшӑнаҫҫӗ. Вӑл раштавӑн 30-мӗшӗнче пуҫланнӑ та кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче вӗҫленет.
Сӑмах май, мӑнастир территорийӗнче темиҫе ҫул ӗнтӗ пӑр хулине ӑсталаҫҫӗ.

Ӗнер каҫхине Хусана ҫитиччен Атӑл урлӑ каҫмалли кӗпере хупса хунӑ. Унта икӗ фура ҫапӑнсан пушар пуҫланнӑ.
Пӗр фурӑран газ баллонӗ тухса ӳкнӗ. Кайран ҫулӑм виҫҫӗмӗш фура ҫине куҫнӑ.
Аварие пула ҫула пӳлнӗ. Транспорта урӑх ҫулпа янӑ. Темиҫе сехетрен ҫула уҫнӑ.

Саратов хулинче Раҫҫейпе Китай туслӑхне халалласа чи пысӑк граффити ӳкереҫҫӗ. Ӗҫе Китайри, Чӑваш Енри тата Атӑлҫи федераци округӗнчи хӑш-пӗр хулари ӳнерҫӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ. Пирӗн регионтан унта Лилия Яковлева кайнӑ.
Стена ҫине Атӑлҫи федераци округӗнчи 14 регионти тата Китайри 6 провинци символӗсене ӳкерӗҫ. Варринче Атӑл тата Янцзы юханшывсене кӑтартакан хӗрсем пулӗҫ. Граффити 600 тӑваткал метр пулӗ. Ӑна «Атӑл - Янцзы» ҫамрӑксен форумӗ хупӑниччен туса пӗтерме палӑртнӑ.

Чӗмпӗрте хальхи чӑваш алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев тата унӑн мӑшӑрӗ Екатерина Бобровникова (вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн хӗрарӑмсен уйрӑмне 40 ҫул ертсе пынӑ) пирки фильм ӳкерме тытӑннӑ. «Иван и Екатерина. Победа на двоих» ятлӑ вӑл.
Фильма грант укҫипе ӳкереҫҫӗ. Ун валли 1 миллион та 489 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Проект авторӗсем тепӗр 1 миллион та 509,7 пин тенкӗ хывӗҫ. Фильма Чӗмпӗр облаҫӗнче, Тутарстанра, Мускавра, Чӑваш Енре ӳкерӗҫ. Унӑн хӑтлавӗ 2025 ҫул пуҫламӑшӗнче иртмелле.
Фильм авторӗ тата режиссерӗ - Наталья Цуканова.

Паян кӑнтӑрла Хусанта пӑр ҫунӑ. Ун хыҫҫӑн хӑш-пӗр урамра пӑр выртнӑ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Кристи ятлӑ Атлантика циклонӗ хуҫаланать. Вӑл Чӑваш Енрен айккинчен иртсе кайнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ирхине вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ, пӑр та ӳкнӗ. Унтан Зеленодольск енне кайнӑ. Кӑнӑрла вара Хусана ҫитнӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра циклон тата темиҫе кун хуҫаланӗ, хушӑран аслатиллӗ ҫумӑр ҫукалӗ.

Хусанти пулӑҫа чӑннипех те ӑннӑ. Дамир 90 килограмм таякан ҫуйӑн тытнӑ! Пулӑ 2,5 метр тӑршшӗ.
Дамир пулӑпа сӑн, видео ӳкерӗннӗ те ӑна каялла шыва янӑ. Вӑт ҫавӑн пек пулӑҫ вӑл - Дамир! Маттур!
«Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче ирттерекен чӑваш культурин уявне ҫулсеренех хӑна нумай килет, кӑҫал та 15 пинрен кая мар пуҫтарӑнмалла». Ҫапла пӗлтерчӗ «Татаринформ» агенство ятарласа ирттернӗ пресс-конференцире. Калама кӑна ҫӑмӑл: пин ҫурӑ та мар, вун пилӗк пин-ҫке! Кун чухлӗ халӑха кӗтсе илсе вырнаҫтарма, юрлама-ташлама, канма лайӑх майсем туса парас тесен хуҫасен самаях пилӗк авма тивет.

Пирӗн «Икарус» пилӗк сехет чупнӑ хыҫҫӑн ирхине ҫичӗ сехет тӗлне анлӑ ҫултан пӑрӑнса Сиктӗрмери культура ҫурчӗ умне ҫитсе чарӑнчӗ. Ак япала, «Уяв» кӗрлеме те пуҫланӑ иккен, унта та кунта купӑс сасси илтӗнет, уйӑрнӑ вырӑнта автобуссем туллиех: Чӗмпӗр, Самар, Пенза облаҫӗсенчен, Пушкӑртстанпа Тутарстанри тӗрлӗ районсенчен, Марипе Чӑваш республикисенчен… Канаш округӗнчен «Уяв» сцени ҫине «Татмӑш ен» тата «Ҫӑлкуҫ» ансамбльсем тухмалла. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем пысӑк опыт пухнӑ, нумай хулана ҫитсе куракансене савӑнтарнӑ. Коллективӑн илемлӗх ертӳҫи В.К. Дмитриев кӗске репетици ирттерсе вӗсен хул-ҫурӑмне ҫемҫетме, сассисене уҫӑлтарма шутларӗ, вӑл баянне тӑсса ярсанах янкӑс юрӑ янӑраса кайрӗ.

Тутарстанра ӗнер, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, самолет ӳкнӗ. РИА Новости пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекре ҫынсем вилнӗ. Аманни те пур.
Ку инкек Кама-Устье районӗнче пулнӑ. Виҫҫӗн вилнӗ. Вӗсенчен пӗри ача пулма пултарать. Пӗр ҫын суранланнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: самолет пассажирсене илсе ҫӳрекенни пулман. Вӑл - уҫӑлса ҫӳремелли.

Ҫу уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче Тутарстанри «Дуслык» ача-пӑча уйлӑхӗнче Ҫамрӑксен форумӗ иртнӗ. Чӑваш Ен, Мускав, Пушкӑртстан, Тутарстан, Чӗмпӗр, Самар, Сарӑту, Чӗлепи тата Иркутск облаҫӗсенчи, Ханты-Манси автономи округӗсенчи ҫамрӑксем килнӗ унта.
Спикерсем паллӑ журналистсем, общество деятелӗсем, алӗҫ ӑстисем, дизайнерсем пулнӑ. Хусан чӑваш наци культурин аталану центрӗн ятне каялла тавӑрать - пӗр ӗмӗр каяллахи пек.
