Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Хусантан Германири Франкфурт хулине самолетсем вӗҫме тытӑнӗҫ. Европӑри ҫӗршыва ҫитсе курас текенсен 25 пин тенкӗрен кая мар хатӗрлесе хумалла. Ку вӑл — кайма-килме ҫул укҫи. Бизнес-класс суйлакансене 60 пин тенкӗрен кая мар кирлӗ.
Германие Чӑваш Енпе кӳршӗллӗ Тутарстанран эрнере икӗ хут, тунтикунпа эрнекун, ҫула тухма май килӗ.
SU 2704 рейс Хусантан 9 сехет те 45 минутра ҫула тухмалла та Франкфуртра 13 сехет те 5 минутра анса лармалла. Унтан каялла килекен SU 2705 рейс 14 сехет те 20 минутра хускалӗ, Хусана 19 сехет те 20 минутра ҫитӗ. Вӑхӑтне вырӑнтипе кӑтартнӑ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 ҫынтан кая мар пуҫтарӑнса ҫула тухакансене аэрофлот билетсене 10 процент таран йӳнетсе сутма хирӗҫ мар.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашсен Акатуйне ирттерме палӑртса хунӑ. Уява ҫӗртмен 11-мӗшӗнче унти «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) культурӑпа кану паркне пухӑнӗҫ.
Акатуя чӗмпӗрсем Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӑваш Енрен, Сарту тата Самар облаҫӗсенчен пырасса шанаҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата чӑваш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов та унти чӑвашсем ҫитессе кӗтеҫҫӗ.
Уяв вӑхатӗнче харӑсах темиҫе сцена ӗҫлемелле. Вӗсен шутӗнче — «Ача-пӑча Акатуйӗ», «Молодежная «Сарпике» (чӑв. Ҫамрӑк «Сарпике»), «Национальные игры» (чӑв. Наци вӑййисем).
Акатуй йӗркелӳҫисем наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхма та, декораципе практикӑллӑ пултарулӑх хатӗрӗсемпе тата чӑваш литературипе паллашма та май туса пама шантараҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем гастроле тухса кайнӑ. Вӗсем Николай Терентьевӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Ыйхӑ ҫухатнисем» спектакле тата Владимир Илюховӑн «Как Настенька чуть Кикиморой не стала» постановкӑна лартӗҫ.
Артистсем асӑннӑ спектакльсене Самар облаҫӗнче тата Тутар Республикинче лартӗҫ. Гастроль икӗ эрнене тӑсӑлӗ. Спектакльсенче РФ тава тивӗҫлӗ артистки тата ЧР Халӑх артистки Любовь Федорова, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Сергей Иванов, Александра Зайцева, Елизавета Хрисанфова тата Ирина Иванова, Александр Петров, Алексей Степанов артистсем вылӗҫ.
Малтанах артистсем Тутарстанри Аксу, Нурлат районӗсене ҫитӗҫ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Каша ялӗнче Владимир Сатай (Цирюльников) поэта асӑнса бюст уҫнӑ. Хӑнасем хушшинче Николай Кондрашкин (палӑк проекчӗн авторӗ) ӗҫтешӗсем, ҫыравҫӑсем, художниксем, влаҫ ҫыннисем, Сатай поэт тӑванӗсем, педагогсем тата шкул ачисем пулнӑ...
Савӑнӑҫлӑ мероприятие пуҫтарӑннисене автор саламласа Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вилнисене асӑнса Аслӑ Улхашра 30 ҫул каялла хӑйӗн пӗрремӗш палӑкне вырнаҫтарнине каласа кӑтартнӑ. Палӑртса хӑвармалла, чӑваш халӑхӗн паллӑ ывӑлӗсенчен палӑка куҫнисенчен Сатай сӑнарӗ — шучӗпе 30-мӗш.
Тухса калаҫакансен хушшинче Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн пулӑшуҫи Н.А. Лазарев, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи О.Н. Мустаев, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ҫутӗҫ обществин ертӳҫи А.А. Мордовкин пулнӑ. Кӳршӗллӗ регионтан культурӑри паллӑ ӗҫченсем: Малышевсем, ашшӗпе ывӑлӗ, килнӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӗсем Тутарстан Республикинче Г.Т. Тимофеев палӑкне уҫассине пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын Мӑкшӑ Республикин тӗп хулинче, Саранскра, финанс пирамиди йӗркеленӗ. Ҫынсене улталаса пуйма шут тытнӑ арҫыннӑн шӑпине Шупашкарти Ленин районӗнчи суд татса парӗ. Прокуратура айӑплав хутне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ.
Арҫын Шупашкарта «Народный сейф» (чӑв. Халӑх сейфӗ) ятпа тулли мар яваплӑ общество йӗркеленӗ. Унта вӑл ҫынсен укҫа-тенкине пуҫтарнӑ. 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗччен арҫын Шупашкарта тата Саранскра пурӑнакансенчен 8,1 миллион тенкӗ ытла пухнӑ. Малтанхи уйӑхсенче арҫын процентсене паркаланӑ, кайран тупра ҫынсене кӗми пулнӑ. Укҫана ултавҫӑ арҫын темиҫе уйӑхран пуҫласа темиҫе ҫуллӑх тесе пуҫтарнӑ. Процентне пысӑк кӑтартнӑ вӑл.
«Ирӗклӗх» пӗрлӗх ҫак кунсенче ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ — хастарсем ӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне, ҫавӑн пекех Патшалӑх Канашӗн Председателӗн Юрий Поповпа ЧНК президенчӗн Николай Угаслов ячӗпе янӑ. «Ирӗклӗхе» Федераци Канашӗн экономика политикин председателӗн ҫумӗн сӑмахӗсем килӗшмен. Сергей Вячеславович Калашников нумай пулмасть ҫапларах каланӑ: «… Унсӑр пуҫне наци тӗсӗсӗр административлӑ субъект йӗркелесе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хӑш-пӗр наци республикисене пӗрлештерме пулать, сӑмахран Чӑваш Ене, Мӑкшӑ Республикине, Мари Эле е ыттисене. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ун хыҫҫӑн ҫак регион экономика тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ аталанса кайма пултарӗ».
Хастарсем пирӗн республика патшалӑх пулнине (кӑна Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ ҫирӗплетет), пирӗн республикӑран ыйтмасӑр ытти тӑрӑхсемпе пӗрлештерме юраманнине пӗлтернӗ. «Ирӗклӗх» пӗрлӗх ӗҫтешӗсем уйрӑммӑн Сергей Калашников сӑмахӗсене Чӑваш Республикин Конституцийӗн гаранчӗ шутланакан Чӑваш Республикин Элтеперӗ, республикӑн Патшалӑх Канашӗ, Чӑваш наци конгресӗ нимӗнле те хак паманнине тата сивлеменнине палӑртнӑ.
Хастарсен шухӑшӗпе экономика ыйтӑвне мала хурса Сергей Калашников социаллӑ тата культура ыйтӑвӗсене, наци факторне шута илмест.
Чӑваш Ене кӳршӗ регионсемпе пӗрлештерме сӗннӗ. Ку шухӑш — РФ Федераци Канашӗн пайташӗн Сергей Калашниковӑн.
Калашников Раҫҫейри регионсене пысӑклатма сӗннӗ. Сапла майпа унӑн шухӑшӗпе регионсем вӑйланӗҫ.
Сергей Калашников Смоленск, Брянск, Калуга, Орел облаҫӗсене тата Воронеж, Липецк, Рязань облаҫӗсене икӗ пысӑк регион туса хума сӗннӗ. Чӑваш Ен пирки те каланӑ вӑл. Вӑл ӑна Мари тата Мӑкшӑ республикисемпе пӗрлештересшӗн. Ҫак шухӑша сӗннисем палӑртнӑ тӑрӑх, ку «наци сӗмӗсӗр» административлӑ субъект пулӗ.
Чӑвашсене ҫутта кӑларакан Иван Яковлев ячӗллӗ Чӗмпӗрти скверта Чӗмпӗр облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен, вӗрентекенсен тата ҫыравҫӑсен тӗлпулӑвӗ иртнӗ, вӗсем 10 сехетре пухӑннӑ. Хӗрӳллӗ сӑмахсем каланӑ хыҫҫӑн Иван Яковлев палӑкӗ умне чечек хунӑ.
Ҫак наци уявне 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президиумӗ «Чӑваш чӗлхи кунне йӗркелесси ҫинчен» постановленипе йӗркеленӗ. Аса илтеретпӗр, Чӑваш чӗлхи кунне республикӑра чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗн, паллӑ культура ӗҫченӗн, хальхи чӑваш ҫырулӑхне хатӗрлекенӗ Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗнче палӑртаҫҫӗ. Эпир пурте пӗлетпӗр — чӑваш халӑхӗн ҫутлӑхҫи тата патриархӗ Иван Яковлев темиҫе ӑру хушшинче асра юлакан ӗҫсемпе палӑракан тата ӑс-хакӑл енчен витӗмлӗ йӗр хӑваракан ҫынсен шутне кӗрет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас енӗпе И.Я.Яковлев историре вӑйлӑ йӗр хӑварнӑ. 50 ҫул утла вӑл ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ ӗҫне йӗркелесе пынӑ. Ҫутта кӑларас историне вӑл наци шкулӗсем валли учительсем хатӗрлекен Чӗмпӗр шкулӗн никӗслевҫи тата ертӳҫи пек, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас ӗҫе вӑйлӑ йӗркелекен пек, икӗ чӗлхеллӗ шкулсенче вӗренӗве ҫӗнӗлӗх кӗртекен педагог, теоретик тата практик пек кӗрсе юлнӑ.
Граждан обществине аталантаракан фонд хӑйӗн ҫӗнӗ танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Унта пирӗн Элтерепӗн вырӑнӗ 2 йӗрке ҫӳлерех ӳссе Самар облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗнчен Николай Меркушкинран иртнӗ.
Кремле ҫывӑх фонд хӑйӗн танлаштарӑмӗнче пӗрремӗш хут регионсен социаллӑ экономикӑллӑ вырӑнне шута илнӗ. Унта регионти мӗнпур продукци калӑпӑшӗ (ВРП), пӗр ҫынна пырса тивекен ВРП калӑпӑшӗ, промышленность шайӗн улшӑнӑвӗ, вӑтам ӗҫ укҫи шайӗ, вӑтам ӗҫ укҫипе «потребитель карҫинккин» шайлашӑвӗ кӗнӗ. Унсӑр пуҫне тӗпчевре «Общественное мнение» (чӑв. Халӑх шухӑшӗ) фондӑн тата экспертсен шухӑшӗпе, Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх статистикин федераллӑ службин кӑтартӑвӗсемпе усӑ курнӑ. Ку танлаштарӑмра тӗрлӗ тӑрӑхсен ертӳҫисен ӗҫне хаҫат-журнал таврашӗ мӗнле ҫутатнине те шута илнӗ.
Танлаштарӑм пурӗ 3 ушкӑнран тӑрать: питӗ ҫӳллӗ вырӑнтисем, ҫӳллӗ вырӑнтисем тата вӑтам вырӑнтисем. Унччен пӗчӗк вырӑнтисене те уйӑркаланӑ пулнӑччӗ те, хальхисенче вӑл ушкӑн ҫук. Ҫавах та танлаштарӑмра юлашки йӗркесене йышӑнакан кӗпернерӑр-пуҫлӑхсем хӑйсен вырӑнӗсене ҫухатасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Сӑмахран, нумай пулмасть Тверь облаҫӗн кӗпернаттӑрне хӑйӗн ӑшӑ вырӑнне пушатма ыйтнӑччӗ.
Ҫак эрнере кӳршӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче унта пурӑнакан халӑхсен тӑван чӗлхине вӗрентессипе канашлу иртнӗ.
Мероприятин пӗлтерӗшне уҫса панӑ май Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пухӑннисем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чӗлхесен социаллӑ тата культура фукнцийӗсене сарас, вӗсен статусне вӗренӳ тата культура инҫӗшӗнче анлӑлатас ыйтусене хускатнине пӗлтерет.
Форум вӑхӑтӗнче Чӗмпӗр хулинче тӗрлӗ ҫӗрте муниципалитетсен хушшинчи конференци йӗркеленӗ. Тӑван чӗлхе вӗрентекен педагогсем уҫӑ куроксем, шкул хыҫҫӑнхи мероприятисем, мастер-классем, ҫавра сӗтелсем ирттернӗ. Прикладной ӳнер, вӗренӳпе методика литературин куравӗсем те ӗҫленӗ, ача-пӑча ушкӑнӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Форума хутшӑнакансен умӗнче Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов тата ытти тӳре-шара тухса калаҫнӑ. Чӑваш Енрен унта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен иниститучӗн директорӗ Юрий Исаев хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |