Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Культура: Ишентей сӑнарӗсем айӑпа кӗнисене тӳнккеме хушмаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.04.2017 00:07 | 2331 хут пӑхнӑ
Культура
Николай Ишентейӗн ҫӗнӗ кӗнеки
Николай Ишентейӗн ҫӗнӗ кӗнеки

Чӑваш кӗнеке издательстви ҫамрӑк вулакансене ҫӗнӗ кӑларӑмсемпе савӑнтарсах тӑрать. Нумаях пулмасть Николай Ишентейӗн «Ачаш кулӑш вӑрттӑнлӑхӗ» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. «Кулӑш икӗ вӗҫлӗ патак пекех: йӑнӑша тӳрлетме те, ҫынна йӑнӑш ҫулпа чуптарма та, чӑнлӑха суяран уйӑрса илме те пултарать», — ҫакнашкал шухӑш ярӑмӗ кӑшӑлласа тӑрать те кӗнекери хайлавсене.

Авторӗ мӗнле, сӑнарӗсем те ҫапла. Николай Ишентей кӗнекине вуланӑ чухне чуна ҫывӑх ӑнлавсем тӗле килеҫҫӗ. Ачаш тени — чӑваш кӑмӑлне, ултав тени усал сунӑма палӑртаҫҫӗ. Ҫулта-йӗрте такӑнтаракан Тунката та тараватлӑ пулать иккен.

Тӗслӗх вырӑнне «Самана сиплевҫисем» калавах илер. Чӑваш Енрен ютлӑха ӗҫ шырама кайнӑ ҫынсем тӗлӗнмелле ҫӗршыва ҫитсе тухаҫҫӗ — аслӑ шывӑн пӗр енче Ырӑ тӑван хуҫаланать, тепӗр енче — Усал шуйттан. Тӗнче касса ҫӳрекенсем тавлашса каяҫҫӗ: «Ӑҫта пурӑнма аванрах — Ыр тӑван ҫумӗнче е Усал патша патӗнче?» Тавлашсан та вӗсем пӗр шухӑш патне пырса тухайман, тӗрлӗ ӗҫре тар юхтарса, тӗрлӗ хуҫа патӗнче муритленсе ал тупанне ӑшӑтмалӑх ӗҫ укҫи илнӗ те киле ывӑнса, вӑйран кайса таврӑннӑ. Тӗрӗс-тӗкел ҫаврӑнса килни аван — ӗҫчен алла тӑван тӑрӑхра тӑван ҫӗр кӗтет. Ӳркенмен ҫак ӑстасем тинех хӑйсен пурнӑҫне ӑнтарма май тупаҫҫӗ. Самана сулӑмне кура пурнӑҫ ӳкерчӗкӗ те ырӑ еннелле улшӑнать. Вулакан хӑй сисмесӗрех хивре ыйтӑва кӑмӑлӗ килнӗ пек хуравлать: «Эп мар тӑк кам Раҫҫейӗнне ӑнтарӗ ырлӑхне?»

Ача-пӑча валли ҫыракан авторӑн самана улшӑнӑвне ыттисенчен ҫивӗчрех туймаллине автор аван ӑнланать. Николай Петрович хӑй калӑпланӑ сӑнарсем урлӑ вулакана пурнӑҫра малта пулмалли пирки асӑрхаттарать. Сӑмахран, «Ачаш кулӑш вӑрттӑнлӑхӗ» калаври Петя Лавочкин киле панӑ урок пирки пуҫ ватнӑ майӑн дипломатла шухӑш патне пырса тухать: «Ҫӗр чӑмӑрӗ те ача вӑййи вылять-им тата? Вӑйлисем айваннине тӗрткелесси патшалӑхсем хушшинче те тӗл пулать-тӗр». Ак япала! ХХI ӗмӗрти ачасем самана улшӑнӑвӗсене ҫитӗннисенчен ҫивӗчрех туяҫҫӗ-тӗр. Политика вӑййине футбол вӑййинчен кая мар ӑнкараҫҫӗ. «Тӑван ҫӗршывӑмӑра темле пуҫтахсем санкци хурса пӑтӑрмах кӑтартаҫҫӗ. Пирӗн алӑ усса лармалла-и?.. Анчах айӑпа кӗнисене нихӑҫан та пуҫран ҫапнӑ пек тӳнккемелле мар, «ачаш» кулӑш урлӑ асӑрхаттармалла», — ҫапла шухӑш патне пырса тухать шкул ачи вӗрентекен пулӑшнипе.

#пултарулӑх, #конкурссем, #кӗнекесем, #Чӑваш кӗнеке издательстви, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем