Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нарат Чаккинчи ҫурт Байкал хутлӑхӗнчисене те кӑсӑклантарать тесе пӗлтерет Надежда Смирнова хаҫатҫӑ.
Инҫет ҫӗртен асӑннӑ ялти Людмила Данькова килне курма ҫитнӗ. Ҫав хӗрарӑм мӑшӑрӗн ҫывӑх ҫыннисенчен юлнӑ еткерлӗхе — авалхи ӗҫ хатӗрӗсене, йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ япаласене, куллен-кун усӑ куракан савӑт-сапана тата ыттине те — упраса хӑварнӑ. 2007 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗнче, хӗрарӑм «Сире кӗтекен ҫурт» музей-ҫурт уҫнӑ.
Аваллӑхран юлнӑ япаласене вите, сарай пулнӑ хуралтӑсенче вырнаҫтарнӑ. Кашнин алӑкӗ ҫине чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла ӑнлантарса ҫырнӑ.
Ҫак кунсенче вара музей-ҫуртпа Байкал хутлӑхӗнче пурӑнакансем паллашнӑ. Инҫетри хӑнасемшӗн, Нарат Чаккине хӗсметре пӗрле тӑнӑ юлташӗ патне килсе ҫитнӗскерсемшӗн, чӑвашсен авалхи йӑли-йӗрки, япалисем, уйрӑмах асамлӑ тӗрри, питӗ кӑсӑклӑ пулнӑ.
«Чӑваш Республикин Правительство ҫуртӗнче «Ӗненӳ карапӗ» христиан куравӗ ӗҫлет, П.П. Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗ умӗнче синагога-урапа Раҫҫей Федерацийӗн тӗп раввинӗн ывӑлӗпе Берл Лазарпа тата Мускаври ҫамрӑк лаввинсемпе чарӑннӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов саламланӑ, куравf министрӑн ҫумӗ Татьяна Казакова пехилленӗ», – тесе шӑрҫаланӑ интернет-кӑларӑмсенчен пӗринче Виталий Станьял Чӑваш Енӗн культура министрне тенӗ уҫӑ ҫырура.
Унтан Виталий Станьял культура министрне хаклӑ тесе палӑртнӑ май «хӑнасене эсир Чӑваш Енре пирӗн патри мӗнпур 14 конфессие те тимлӗх уйӑрни пирки рапортларӑр», — тесе ҫырать.
Хаваслӑ хыпарсене вуланӑ май тӑван халӑх тата унӑн тӗнӗ пирки тунсӑх шухӑш килни пирки пӗлтерет автор. Унтан вӑл Вадим Ефимов министра ытти наци культурине аталантарма нумай вӑй хунипе пӗрлех ытти культурӑпа танах тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе тӗнне те йышӑнсан аванччӗ тесе каланӑ.
Элӗк районӗнчи Литературӑпа таврапӗлӳ музейне Шӗмшеш ялӗнчи Авель Мартынов килнӗ. Вӑл ахаль пыман музея. Авель 1971 ҫулта тупнӑ мамонтӑн асав шӑлне йӑтса пынӑ.
Ӑна Вылӑ юханшывӗн сылтӑм айккинче тупнӑ. Малтанах ҫак «тупра» шкул музейӗнче упраннӑ. Халӗ ӑна район музейне пама йышӑннӑ. Анчах шел те, асав шӑла, 1 метр та 53 сантиметр вӑрӑмӑшскере, виҫӗ пая касӗҫ.
Музей ӗҫченӗсем Авель Макарова тав тунӑ. Халӗ асав шӑл Ҫутҫанталӑк залӗнче вырӑн тупнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ пысӑк уявра савӑннӑ. Малтанах ял тӑрӑхӗн «Тӑват юман» ятла гимнне шӑрантарнӑ. Ӑна пурте тӑрса юрланӑ.
Ял ҫыннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ А.Н.Поляков саламланӑ. Унтан ыттисем тухса калаҫнӑ. Ҫав шутра — Карӑклӑ шкул директорӗ те.
Уява Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗнчи пултарулӑх ушкӑнне чӗннӗ. Вӗсем карӑклӑсене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Аксарин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О.В.Семенов ахаль килмен, вӑл стенаран ҫакмалли сехет парнеленӗ.
Ачасен те савӑнӑҫ ҫитнӗ. Вӗсем батут ҫинче сикнӗ. Аслисем сӗтел хушшинче шӳрпепе сӑйланнӑ. Хашӗ-пӗри волейболла вылянӑ.
Уяв малалла ташӑ каҫӗпе тӑсӑлнӑ. Карӑклӑсене саламлама чӑваш эстрада артисчӗсем килнӗ. Карӑклӑсем ҫӗрлечченех уявра савӑннӑ. Тавралӑха каҫхи сӗм ҫапсан тӳпере салют ялкӑшнӑ.
Паян Шупашкарти хальхи ӳнер центрӗнче Франци фотографӗн Реми Кервейанӑн «Реми тинӗсӗсем» курав уҫӑлнӑ. Авторӗ хӑй те Парижран килнӗ. Вӑл центрта ҫынсене хӑйӗн ӗҫӗсемпе паллаштарать.
Тӗрӗссипе, Франци фотографӗ Шупашкарта пӗрремӗш хут курав ирттермест. Хальхинче вӑл тинӗс пейзажӗпе паллаштарать. Экспозицире — виҫӗ теҫетке ытла ӗҫ.
Курава Ремин тинӗспе ҫыхӑннӑ ӗҫӗсене ҫеҫ кӗртнӗ. Ыттисене слайд-шоура пӑхма пулать. Экспозицие хура-шурӑ тата тӗслӗ сӑнӳкерчӗксене кӗртнӗ. Вӗсене ахальтен суйламан. Чӑваш Енре, тинӗсрен аякра пурӑнакансем, тинӗсе курса киленччӗр тенӗ.
Реми Кервейан ҫур ӗмӗр ытла сӑнӳкерчӗксемпе кӑсӑкланать. Вӑл Чӑваш Ене тӑваттӑмӗш хут килнӗ. Шупашкар ӑна питӗ килӗшет. Кунта та вӑл темиҫе сӑн тунӑ.
Реми Кервейан куравӗпе авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен паллашма пулать.
Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи икӗ ял уява пухӑннӑ. Ясная Поляна тата Хурама Тӑвар ялӗсем пысӑках мар. Пӗрремӗшӗнче 19 кил кӑна, тепринче — 60 яхӑн.
Ясная Поляна ҫыннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов саламланӑ. Николай Иванович район тата ял тӑрӑхӗсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ, унтан тӗллевсене палӑртнӑ.
Вӗсен уявӗ ҫавра сӗтелпе вӗҫленнӗ. Унта кашниех вӗри шӳрпе, пулӑ шӳрпи, тутлӑ ытти ҫимӗҫе тутанма пултарнӑ. Вӗсем пӗрле ҫырларан тата курӑкран вӗретнӗ чей ӗҫнӗ.
Хурама Тӑварта ял кунне ҫӗнӗрен 2001 ҫултанпа уявлама тытӑннӑ. Унта та халӑх чунтан савӑннӑ, тутлӑ апатпа сӑйланнӑ.
Сӑнсем (24)
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кипечкасси ялӗнче те пысӑк уяв иртнӗ. Унти халӑх та ял уявне паллӑ тунӑ. Кӑҫалхипе вӗсем ӑна ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ.
Чи малтанах сцена ҫине ялти сумлӑ ватӑсене кӑларнӑ. Вӗсем чӑвашсен йӑлине пӑхӑнса «Асран кайми аки-сухи» юрра шӑрантарнӑ. Унтан хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ, килте вӗретнӗ сӑрапа сӑйланӑ.
Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Кудряшов, ЧР салтак амӑшӗсен комитечӗн председателӗ Лариса Егорова тата депутатсем ентешӗсене ҫак уявпа саламласа нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Уява Элӗк районӗнчи Тушкасси ялӗнчи «Ҫутӑ ӗмӗт» эстрада ушкӑнӗ килнӗ. Атӑлъялӗнчи «Ҫамрӑк хунавсем» те юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Самай пӗрӗхекен ҫумӑр кипечкассисене хӑратман. Уявра хуран яшкипе сӑйланнӑ вӗсем, тулли сӗтел хушшине ларса савӑннӑ.
Сӑнсем (7)
«Ял кунне паллӑ тӑватпӑр, анчах хӑрушсӑрлӑх пирки манмастпӑр!» ҫакӑн пек ятпа иртнӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ункӑҫум ялӗн уявӗ. Ҫав кун тӳрех темиҫе мероприяти иртнӗ унта: мини-футболла вылянӑ, районти пушар тӗрӗслевӗн аслӑ лейтенанчӗ Геннадий Димитриев халӑхпа профилактика тӗлпулӑвӗ ирттернӗ.
Официаллӑ пай вӗҫленсен МЧС офицерӗ ҫынсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал районта 27 пушар тухнӑ. Унта 1 ҫын вилнӗ. Геннадий Димитриев ытларах чухне инкек пирус туртнине пула тухнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ҫынсене тимлӗрех пулма ыйтнӑ.
Унтан «Ҫулӑм» ансамбль халӑха юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Уяв лапамӗнче сӗтел хатӗрленӗ. Чӑваш наци шӳрпине нумайӑшӗ юратса ҫинӗ. Ҫав кунах юнашарти ялта, Красноармейски районӗнчи Пшонкӑра, уяв иртнӗ. «Ҫулӑм» вӗсене те юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Вӑрмар районӗнчи Чӗкету ялӗ пысӑках мар. Унта ҫын та сахал пурӑнать. Хӗл каҫакансен йышне вара шутлама пӗр алӑри пӳрне те ҫитет. Анчах чӗкетусем ял уявне ҫулсерен паллӑ тӑваҫҫӗ. Ун чухне халӑх нумай пухӑнать.
Кӑҫал вӗсем ҫурлан 1-мӗшӗнче уява пухӑннӑ. Уяв лапамне илемлетнӗ, сӗтел вырнаҫтарнӑ. Уява кунта ҫуралнӑ Наталья Владимирова уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ.
Чӗкетусене Кӗлкеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Борцов саламланӑ. Вӑл чи хастаррисене тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Юрий Иванов чӗкетусене водоканал ятӗнчен 5 пин тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ.
Уява чӑваш эстрада артисчӗсем те килсе ҫитнӗ. Вӗсем хаваслӑ юррисемпе савӑнтарнӑ.
Ҫав кун ҫумӑр ҫунӑ пулсан та уяв хаваслӑ иртнӗ, ҫынсем килӗсене саланма васкаман.
Сӑнсем (28)
Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗ уявне паллӑ тунӑ. Халӑх чи илемлӗ вырӑна, пӗве хӗррине, пухӑннӑ.
Мероприятие Турай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Н.Павлов уҫнӑ. Вӑл уявпа саламланӑ май маттур ҫынсене грамотӑсемпе, тав хучӗсемпе чысланӑ. Мӑнтокшиксене саламлама район администрацийӗнчен те килнӗ.
Ял старости Г.Никитин ӗҫ-хӗл пирки каласа кӑтартнӑ. Яткассинче пурӑнакан Егор Васильев хӑй ҫырнӑ сӑвӑсемпе паллаштарнӑ.
Сӗтел ҫине халӑх ҫӑкӑр-тӑвар, кукӑль, шӳрпе лартнӑ. Уявра чи хӑтлӑ ҫурт хуҫисене, ӑмӑртусенче мала тухнисене, ветерансене тата ыттисене чысланӑ.
Мӑн Токшике ҫынсене саламлама чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те килнӗ. Лапамра алӗҫ ӑстисен куравне йӗркеленӗ. К.Антоновӑн ҫекӗлпе ҫыхнӑ ӗҫӗсем чылайӑшне илӗртнӗ.
Сӑнсем (22)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |