Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан Виктория Трончук НТВ телеканал ирттерекен «Ты – супер!» кӑларӑма хутшӑнать. Кӑларӑм пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Пирӗн ентеш чӗрӗк финала лекме пултарнӑ.
13 ҫулти Вика конкурса кукамӑшӗпе пӗрле килнӗ. Хӗрача сцена ҫинче юрланӑ, кулиса хыҫӗнче вара ӑна парне кӗтнӗ. Ӑна пиччӗшӗ курма килнӗ-мӗн.
Вика кукамӑшӗпе тата кукашшӗпе пурӑнать. Амӑшӗ 10 ҫула яхӑн каялла аварире вилнӗ. Хӗрача ун пирки калаҫма, унӑн сӑнӳкерчӗкӗсене пӑхма юратмасть – ытла та чуна ыраттарать.
Ҫӗмӗрле хӗрачи конкурсра акӑлчанла юрланӑ. Юрӑ жюрие килӗшнӗ – тӑваттӑшӗ те Викӑшӑн сасӑланӑ.
«Хӗнпе хӗрсе туптаннӑ сассӑм». Куславкка районӗнчи Тӗмер ял вулавӑшӗнче ҫак ятпа курав ӗҫлет. Ӑна Митта Ваҫлейӗ поэт ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа уҫнӑ.
Митта Ваҫлейӗ 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкула пӗтерсе Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ, унта вӗреннӗ чухне литературӑпа хавхаланнӑ. Хутарти колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗн директорӗ, Патӑрьел район хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ пулнӑ. Каярахпа Шупашкарта хаҫат-журналта, радиора, кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ. 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ.
Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче Митта Ваҫлейне асӑнса уҫнӑ хӑма умне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫисен пӗр ушкӑнӗ чӗрӗ чечексемпе пуҫ тайнине Аҫтахар Плотников пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, 80 ҫул каялла ҫав кун аслӑ сӑвӑҫӑмӑра «буржуалла национализмшӑн» сӑлтавсӑр айӑпласа тытса хупнӑ.
Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче ирттернӗ мероприятире Людмила Кинер юрӑ авторӗсене аса илмен имӗш. Ҫакна Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукра ҫырнӑ. «Куракансем каласа пачӗҫ... Питӗ шел, концерт вӑхӑтӗнче авторсене аса илменнине ханӑхрӑмӑр ӗнтӗ... Юрӑҫсем куна вӑхӑт ҫуккипе сӑлтавлаҫҫӗ... Конкурсра та пулсан хӑть аса илесчӗ... Автор прависен саккунне ахаль ҫырмаҫҫӗ пек туйӑнать... Ҫакна шута илӗр-ха, тархасшӑн, Вера Севастьяновна Архипова, эх, совет саманинчех лайӑхчӗ ҫав.. Авторсене питӗ хисеплетчӗҫ... Концертсенче те авторсене аса илме пуҫласан тата та аванрах пулӗччӗ... Хамшӑн тӑрашатӑп тесе ан шутлӑр... Мана пачах та кӳрентермеҫҫӗ... Асӑнсах тӑраҫҫӗ... Хама хам хӳтӗлеме вӗренсе ҫитрӗм... Анчах та пурте ман пек чӑрсӑр мар ҫав...», — тесе ҫырнӑ Альбина Юрату.
«Варкӑш» ҫамрӑксен литература клубӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Иртнинче, шучӗпе тӑваттӑмӗш хут пуҫтарӑннинче, Арсений Тарасов ҫыравҫӑн, драматургӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫне пӑхса тухнӑччӗ. «Варкӑш» клубӑн черетлӗ вулав каҫӗ каллех Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртӗ. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Юрий Скворцовӑн «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫне сӳтсе явӗҫ.
Ку тарана ҫитсе Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» трагедине, Николай Мартыновӑн «Кӑвак хуппи», Василий Эткелӗн «Лили» тата, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Арсений Тарасовӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫӗсене тишкернӗ. Юлашкинчен асӑннинче автор та пулнӑ. Литературӑри
лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ май вӑл: «Эпир пӗр-пӗрне кӳрентересрен хӑратпӑр тата, тӗрӗссипе каласан, ҫав тери кӳренетпӗр», — тенӗ.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Евгений Кузнецов (халӑх ӑна концерт, ташӑ йӗркелекен пек пӗлет) ӑнланмалла мар лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки Контактра халӑх тетелӗсенчен Киремет ТВ ушкӑнра пӗлтернӗ.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Евгений Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ ирттерекен "Пасаркасси мыскари" шоу-концерта кӗрес шухӑшпа пынӑ. Комментарире хӑй палӑртнӑ тӑрӑх, урамра кинемейрен 100 тенкӗпе билет туяннӑ. Культура керменӗн хуралҫисем ӑна: «Сана кӗртме хушман», — тесе малалла иртме чарнӑ. Кун пек хушӑва ҫӳлерех асӑннӑ союз Президенчӗ Алина Федорова панӑ имӗш. Президента епле итлес мар?
Пӑтӑрмаха сӳтсе явакансем Евгений Кузнецова тепрехинче ӑслӑрах пулма, видео ӳкерме сӗннӗ. Культура ҫурчӗ - халӑх ҫӳрекен вырӑн. Ҫын хӑйне йӗркеллӗ тытсан, билет туяннӑ пулсан унта кӗме чарма никамӑн та ирӗк ҫук.
Мӗнле хура кушак чупса каҫнӑ Кузнецовпа Федорова хушшинчен? Йӑлтах ҫав Киремет ТВ ушкӑн айӑплӑ иккен. Ҫавӑнта Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ, унӑн Президенчӗ пирки калакан постсем кӑларнӑ. Алина Федорова ку Женя Кузнецовӑн ӗҫӗ тесе шухӑшланӑ пулас.
«Ясна» этнокомплексӑн пултарулӑх мастерскойӗ видеохӑтлавсен «Диво России» (чӑв. Раҫҫей тӗлӗнтермӗшӗ) V конкурсне хутшӑнать.
Асӑннӑ комплекса пуҫарса янӑ Марина Федорова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 2013 ҫултанпа ҫулсеренех хутшӑннӑ. Икӗ хутчен финала лекнӗ. 2013 ҫулта «Волшебное место» (чӑв. Асамлӑ вырӑн) номинацире ҫӗнтернӗ. 2015 ҫулта «Лучший объект природных территорий — Дуб Киремет» (чӑв. Ҫут ҫанталӑк территорийӗсен чи лайӑх объекчӗ — Киремет йывӑҫ) номинацире ҫӗнтернӗ.
Кӑҫал «Ясна» чӑваш руна элемӗсемпе паллаштаракан хӑтлав хатӗрленӗ. «Унти кашни ӗҫе пирӗн ӑстасем чуна парса хатӗрленӗ», — тет Марина Федорова.
Чӑваш рунисемпе ҫак каҫӑпа https://www.youtube.com/watch?v=10F49UO73iw иртсе паллашма пулать.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан Виктор Степанов «Асамлӑх уйӗ» телекӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл Чӑваш Енрен Леонид Якубович валли хӑйне евӗр парне илсе кайнӑ.
Кӑларӑм хальлӗхе эфира тухман-ха. Пирӗн ентешсене пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче курма май пулӗ. Леонид Якубовича вӗсем юрӑпа савӑнтарнӑ. Виктор Степановпа пӗрле ятарласа «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ Мускава кайнӑ.
Ентешсем юрланине курас килсен телевизор умне 19 сехет те 55 минутра вырнаҫмалла. Леонид Якубовича чӑвашсен парни килӗшнӗ-и? Ҫакна пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пӗлӗпӗр.
Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» спектакле йыхравлать. Николай Сидоровӑн «Шупашкарти савнине» куракансем хӑй вӑхӑтӗнче кӑмӑлласа йышӑннӑччӗ. 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче театрта камитӗн улттӑмӗш серине лартнӑччӗ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫав спектакле Чӑваш халӑх артисткин Светлана Савельевӑн 60 ҫулхи юбилейне халаллӗҫ. Унта Светлана Рюриковна Лисук сӑнарне калӑплать.
Хаваслӑ сӑнарсене кӑмӑллакан артист сцена ҫинче 80-а яхӑн роле вылянӑ. Хӑш-пӗр сӑнара тӗлӗкре тӗлленни те пулнӑ унӑн. Етӗрне районӗнчи Хорамал ялӗнче 1958 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ вӑл. Артист пулма ӗмӗтленнине никама та шарламанскер, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин актер уйрӑмне ҫамрӑксене илнине пӗлсен кайса пӑхнӑ та вӗренме кӗме пултарнӑ. 1979 ҫултанпа, вӗренсе тухнӑранпах, Ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлет.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ашшӗсемпе аслашшӗ-кукашшӗсене ҫеҫ мар, амӑшӗсемпе кукамӑшӗ-асламӑшне те театра тӳлевсӗр кӗртмелли кунсем туса парать. Ун пек акцие ҫулталӑкра икӗ хутчен йӗркелет вӑл: Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче театра арҫынсене тӳлевсӗр йыхравлать, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче — хӗрарӑмсене. Вӗсене культура учрежденийӗ ывӑл-хӗрӗпе, мӑнукӗсемпе чӗнет.
Ӗнер культура учрежденийӗнче В. Орловӑн хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Золотой цыпленок» (чӑв. Ылтӑн чӑх чӗппи) юмах кӑтартнӑ.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче черетлӗ акци йӗркелӗҫ — В. Афонин хайлавӗпе калӑпланӑ «Мымренок» юмаха кӑтартрӗҫ. Амӑшӗсемпе асламӑшӗ-кукамӑшӗсен билет туянса тӑкакланма тивмӗ, вӗсен ачасем валли ҫеҫ билет илмелле.
Йӗпреҫ районӗнчи Культура ҫуртӗнче вырӑнти ветерансен хорӗ 35 ҫул тултарнӑ ятпа ӗнер концерт лартнӑ.
Ветерансен хорне 1983 ҫулта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий Степанов йӗркеленӗ. Ансамбль ертӳҫи пулса вӑл 2012 ҫулччен тӑрӑшнӑ. Хор пуҫаруҫи вӑхӑтсӑр вилнӗ хыҫҫӑн пултарулӑх ушкӑнне Михаил Бархонов ертсе пыма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра хора Геннадий Степанов ятне панӑ.
Ветерансен халӑх хорӗ районти тата республикӑри мероприятисене кӑна мар, ҫӗршыврисене те хутшӑнать. Тӗрлӗ наградӑна, премие сахал мар тивӗҫнӗ.
Сумлӑ ушкӑна 35 ҫулхи юбилейпа район администрацийӗн информатизаци тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Людмила Константа саламланӑ, райадминистрацин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |